Çул хĕрринче,
Мăн варăн пуçĕнче,
Шăтса ӳсет пĕр пĕчĕк хурама.
Чăрмантарман вăл никама,
Анчах темле иртен-çӳрен
Ăна тăпăлтарать тĕпрен.
Тепĕр çулне ăш çуркунне
Çав тымара сипетлĕ çĕр-анне
Парне парать хăй сĕткенне.
Тункатаран тухать хунав.
Кăштах ӳссен — каллех чăрмав:
Апат шыруçăн каскăн качака
Тата мăкла така
Пĕр шелсĕр çаратаççĕ яп-яка.
Çулсеренех çапла е сурăх, е ĕне
Çисе яраççĕ унăн тăррине.
Пĕр вунă çул иртсен çеç хурама
Вăй-хал илсе пуçлать аталанма.
Çап-çут хĕвел, сипетлĕ çĕр-анне
Ăна параççĕ ырă кун-çулне.
Халь те васкаççĕ хăш чухне
Пӳлмешкĕн çамрăкăн çулне
Чунне çухатнă пуçлăхсем
Е икĕ питлĕ этемсем.