Юр сĕлкĕшленчĕ... Сарăлать ейӳ
çырмасенче. Юр кĕрчĕсен шап-шурă
ĕмĕлкисем шыва ӳкни — ыр курăм:
умра ларать пек авалхи Кейӳ.
Хирте шыв капланса килет каçкӳлĕм,
Çулне шырать вăл тĕрлĕ еннелле.
Кăвак витĕнкеçне шарт! çурчĕ кӳлĕ,
йăл-йăл! кулса пăхать пек хĕвеле.
Çуркуннене саламласа кашлаççĕ
ват йăмрасем сĕвек çыр хĕрринче.
Ĕмĕлкисем авкаланса ташлаççĕ
çил хăвалан кăвак хумсем çинче.
Çурхи ӳкерчĕк — куç тулли илем,
ăна çак пĕчĕк сăввăма пиллем.