Эпĕ Татмăш ялĕнче пурăнатăп. Ялĕ калама çук илемлĕ вырăнта вырнаçнă. Çывăхрах вăрман. Çынсем унта час-часах çырла-кăмпа татма çӳреççĕ. Ял вĕçĕнчех пысăк пĕве. Çуллахи вăхăтра ун хĕрринчен ача-пăча татăлма та пĕлмест. Шăрăх вăхăтра кунĕпех шывра шампăлтатаççĕ, пушă вăхăтра пулла çӳреççĕ. Ял йĕри-тавра тĕрлĕрен улăх-çаран, çырма-çатра.
Татмăш ялĕнче манăн асанне те çуралса ӳснĕ. Вăл Клава ятлă. Асанне халĕ утмăл çултан иртнĕ. Вăл ватă пулин те пĕрре те ĕçсĕр лармасть. Кунĕпех килте ĕçлесе çӳрет. Асанне пĕчченех пурăнать пулин те тĕрлĕ выльăх-чĕрлĕх усрать. Пахчара тĕрлĕ çимĕç ӳстерет. Эпĕ ун патне час-часах кайса çӳретĕп, вăй çитнĕ таран ăна пулăшма тăрăшатăп.
Акă паян та асаннен сурăх кĕтĕвĕ пăхма каймалла. Эпĕ те унпа пĕрле ир-ирех тăрса кĕтĕве ялтан хăваласа тухрăм. Çанталăк ирех ăшă. Хĕвел те паян ирех хĕртсе пăхать. Çил çукпа пĕрех. Хушăран çеç кассăн-кассăн ăшă çил вĕрсе иртет. Сурăхсем симĕс курăка кăмăлласах çиеççĕ.
— Паян çанталăк шăрăх пулать пулас. Ирех пăчă, — тет асанне. — Кăнтăрлахи шăрăхра сурăхсем те çӳресшĕнех мар, сулхăна пухăнса тăраççĕ. Халĕ Хурама уйнелле каяр-ха. Унта курăк çӳллĕ, сурăхсем те лайăх çӳреççĕ. Кăнтăрла çитсен вара йывăçсен сулхăнне ларăпăр.
Эпĕ асаннепе килĕшрĕм.
— Юрĕ. Асанне, кала-ха, мĕншĕн çав уя Хурама уйĕ тенĕ? Унта хурама йывăççисем нумай ӳснĕ-и? Тен, çавăнпа çапла ят панă? — кăсăклантăм эпĕ.
— Куна эсĕ, Лена, тĕрĕсех шутатăн. Пирĕн ялăн уйсен ячĕсем ытларах йывăçсене касса акмалли лаптăксем тунипе çыхăннă теççĕ. Ял çывăхĕнчех Сӳçе уйĕ, Юман уйĕ, Йĕлме уйĕ пур.
Асаннепе калаçа-калаçа вăхăт иртни те сисĕнмест. Акă хĕвел тӳпене хăпарса çитрĕ. Кăнтăрла. Калама çук шăрăх. Сурăхсем майĕпен йывăç сулхăнне кĕре-кĕре выртрĕç. Асаннепе иксĕмĕр те апатланма вырнаçса лартăмăр.
— Асанне, — тетĕп. — Çынсем çапла каланине илтнĕ эпĕ. Çав Марье вăрманĕ патĕнче çĕтерсе яракан вырăн пур теççĕ. Чăнах–и вăл е хăратма çеç çапла калаççĕ?
— Ун çинчен çынсем калаçаççĕ-ха. Вутлан ял çынни Вырăс Сурăмĕнчен таврăннă чухне Марье вăрманĕ патĕнче çухалса кайса вилнĕ тенине эпĕ те илтнĕ. Кайран ăна шкул ачисем тупнă теççĕ.
— Енчен те çĕтсе кайрăн пулсан мĕн тумалла?
— Çын çĕтсе кайрĕ пулсассăн унăн сылтăм урари пушмакне сулахай урине тăхăнмала, сулахаййине — сытăммине теççĕ.
Асанне калаçнине итлеме питĕ интереслĕ. Темĕн те пĕлет–çке вăл. Асаннене татах канăç памастăп.
— Асанне, — тетĕп, — эсĕ тата мĕнле халапсем пĕлетĕн? Мана та каласа пар-ха, тархасшăн. Манăн та сан пекех питĕ нумай пĕлес килет.
— Юрĕ, итле апла малалла. Ĕлĕк чăвашсен пурнăçĕ питĕ йывăр пулнă. Вĕсене хĕсĕрлесе, çаратса пурăннă. Халĕ эпир лайăх пурăнатпăр. Пурнăçа пĕрре те ӳпкелемелли çук. Татмăш ялĕпе çыхăннă тепĕр халап аса килчĕ. 1774-мĕш çулта Пугачев çарĕсем Элĕк тăрăх иртнĕ. Элĕке вĕсем Юнтапаран Вырăс Сурăм, Татмăш ялĕ çумĕпе, вăрман витĕр кайнă. Татмăшран инçе мар вăрманти пĕр çырма хĕррине хăйсем халăхран çаратнă мулне упрама склад тунă. Складне сыхлама 3-4 салтака хăварнă. Каярахпа, Пугачев çарĕсене вырăс çарĕсем çапса аркатсан та юлнă салтаксем чылай хушă кунтах пурăннă. Вĕсем Тури Татмăшри çынсемпе çыхăну тытнă, вĕсенчен ĕçмелли-çимелли укçалла илнĕ. Пĕррехинче Тури Татмăшра пурăнакан пĕр арçын каçхине вăрмана вăрттăн кайнă та çак салтаксене вĕлернĕ, вĕсен ылтăн-кĕмĕлне çавăрса илнĕ. Килĕнче вăл хăйĕн мăнукĕпе пурăннă, ывăлĕ вилнĕ пулнă. Вĕсем иккĕшĕ мул пирки çапăçса каяççĕ те, вăл мăнукне те вĕлернĕ. Мулне тăм кăкшăм ăшне чиксе пахчана çĕр чавса пытарнă. Мулĕпе вăл усă курайман, часах вилсе кайнă. Мулне вăл кӳршĕпе юнашар пурăнакан çыннăн карти çывăхне чаваласа хунă пулнă. Тепĕр темиçе çултан кӳрши карта юпи чавнă чухне çав мула тупнă та ялти чи пуян çын пулса тăнă. Мулĕпе çĕнĕрен кил-çурт çавăрнă, ĕçме-çиме, тăхăнма тулăх пулнă. Татмăшсем таркăн салтаксен склачĕ пирки час-часах калаçнă. «Склад» тесе калас вырăнне «сыклат» тенĕ теççĕ. Халĕ те çак вырăна «Сыклат варĕ» теççĕ.
Асанне калаçнăçемĕн темĕн аса илет те каллех малалла калаçăва тăсать. Çапла калаçа-калаçа эпир кăнтăрла иртнине те сисмен. Сурăхсем те сулхăнран тухма пуçларĕç. Эпир те тăтăмăр. Асанне каласа панисем ман пуçăмран туха пĕлмерĕç. Каçпа киле таврăнсан те çавăн çинченех шутласа çӳрерĕм. Асанне питĕ нумай пĕлнинчен эпĕ тĕлĕнтĕм. Ахальтен каламан çав: «Ватă çын — тăватă çын», — тесе.
Çăлкуçĕ
Халапсене Ильина Клавдийăран (1942 çулта çуралнă) çырса илнĕ.