Çĕрпӳ хули пире ал сулчĕ,
Тапранчĕ автобус хуллен.
Çаркоматăн кивĕ çурчĕ
Киле аса илтернĕрен
Пĕр хушă эп куçа илмесĕр
Тинкертĕм ун çине. Кайран
Автобусра сăмах чĕнмесĕр
Ларса пыни те асăмран
Тухманнине манмас паян та.
Нумай çул иртрĕ унтанпа.
Халь, ав, çулпа та эпĕ ватă,
Анчах вунтăххăртах — чунпа.