Ак вăл, çырма
Чĕн пиçиххи пек ансăр.
Аран çеç сăрхăнать тĕм хушшинчен.
Имшерккескер,
Ун ят та çук,
Вăй-халсăр —
Хăях та кукленмест ун юххинче.
Ун умĕнче çĕршер чăрмав,
Пин хурлăх:
Хĕсет чул ту,
Картлать çулне вăрман.
Чула ватма,
Сиксе каçма ту урлă
Ун пур ик тус —
Ик шанчăклă çыран.
Шырлансенче шарлать вăл шăнкăр саслăн,
Кашни вартах ун вăйĕ хутшăнать.
Кашни çăлкуç, ăна курсан, хаваслăн
Ун мăйĕнчен ача пек уртăнать.
Асапланса чăрмавсене сирсессĕн,
Хăйне валли хăй çул уçсан кăна,
Ун хăватне,
Ун сассине сиссессĕн,
Ят парĕç ЮХАНШЫВ тесе ăна.