Чĕнес килсен те хăяймасăр
Тăратăп ун çине пăхса.
Ытла айван, пĕр уямасăр
Тухасшăн чул çинчех шăтса.
Такам ӳкернĕ чĕрĕ вăрă...
Çут ĕмĕтĕн çуках хĕрри.
Шăтса тухмасăр-и мĕн хăрĕ?!
Чĕнет ăна — çĕн кун юрри.
Пур шанăçа кăшт йăл илмелĕх
Чавса чикетĕп çĕр ăшне.
Çак мар-и-ха вара илемлĕх?!
Пулăшрĕ хăшĕ-ши хăшне?!
Вăл кăмăла манне çутатрĕ:
Куçа уçса — тĕнче кăтартрĕ.
Хĕвел çиçет паян сăнра:
Этем алли, апла, манра.