Тăван ене çитсен,
Пĕр тăхтамасăр
Эп антăм Сурăм хĕррине каллех.
Хумсем çине пăхса сывларăм ассăн, —
Чупаççĕ-мĕн вĕсем, кунсем пекех.
Мана авал, яш каччă чух,
Вăл ыррăн
Кĕтсе илетчĕ сумлăха кура.
Ун тăрă шывĕнче хавассăн, сыввăн
Чӳхеннипе вылятчĕ вăй ăшра.
Çыран хĕрне вăййа тухсан,
Хĕрӳллĕн
Пĕрлешĕнсессĕн хĕмлĕ алăсем,
Вĕçетчĕç Сурăм тăрăх çĕкленӳллĕн
Савнисемпе янратнă юрăсем.
Паян мĕскер?
Илемлĕ кĕвĕ-çемĕ
Янкăсланмасть пачах та — шăпăртах.
Мĕн пулнă çамрăк халăха ку темĕн? —
Шута ярать мана ку самаях.
Пăхатăп та,
Тавралăх шупкаланнă,
Шур хурăн хăрнă темĕншĕн тата.
Ун айĕнче эп сăвăсем хайлаттăм,
Кун-çул пирки шутлаттăм çакăнта.
Çыр хĕррипе выртатчĕ эп йĕрленĕ
Çинçе сукмак авкаланса...
Халь çук.
Сукмак кăна-и, çул та çеремленнĕ, —
Ик вăхăтăн çукрах-мĕн çураçу.
Шыв çеç çаплах-ха çутă,
Калăн, тĕкĕр!
Сăн курăнать пуçа пĕксе пăхсан.
Анчах шывран (куç кĕскине хуть çĕмĕр!)
Мана сăнать темле ват çын кулса...
Ку ĕнтĕ — вăхăт...
Ун палли, ун сăнĕ.
Пиллеймĕн, Сурăм, çамрăк сăн мана.
Çапах эс маншăн — чи юратнă тăнăç,
Ачаш сăмах çăл куçлĕ... Чыс сана!
Сана пулах, тен, эпĕ ăша хыврăм
Поэзин кăткăс, çепĕç кăмăлне.
Унпа тăванлăн пĕр пулса çул тытрăм
Çыравçăсен тĕнчин малашлăхне.
Ах, Сурăм, Сурăм, янкăр кăвак куçăм,
Чуна эс хускатан паян пушшех.
Хăв пĕчĕк шыв кăна пулсан та,
Уççăн
Курнан мана хăватлă Атăл пек!