Маня аппа выльăхсене апат парса пÿрте кĕчĕ. Шăп. Йĕкĕреш мăнуксем çывăраççĕ-ха. Радиопа хуллен юрă янăрать. Вăл пукан çине ларсах юрă итлерĕ:
«Ватăлатпăр çав, тăван, ватăлатпăр,
Иртнине аса илсе йăпанатпăр.
Тивĕçпе çула утса тухаясчĕ,
Ачасем валли ыр ят хăварасчĕ».
Юрă итленĕ май тарăн шухăша путрĕ: ачалăх, çамрăклăх, иртни куç умне тухса тăчĕ.
Амăшĕ каласа панă тăрăх вăл 1939-мĕш çулхи чÿк уйăхĕн пĕр илемлĕ кунĕнче тĕнчене килнĕ. Ачалăхĕ унăн пĕрре те çăмăл итртмерĕ. Амăшĕ, Прохорова Акулина Николаевна, чирлесех тăчĕ, куçĕ те курми пулчĕ. Ашшĕ, Прохоров Александр Васильевич, пурнăç йывăрлăхĕсене çĕнтерме урăхла мелсем тупрĕ: арăмĕ çине алă çĕклеме те именмерĕ, ют хĕрарăмсемпе те çывăхланчĕ, çуртшăн тăрăшмарĕ... Маня аппа пĕрремĕш класра вĕреннĕ вăхăтра ашшĕ çемйине пăрахса тепĕр хĕрарăм патне киле кайса кĕчĕ. Пур пек савăт-сапине, тырри-пуллине илсе тухса кайрĕ. Чирлĕ арăмĕ, пилĕк ачи валли вунă михĕ улма хăварчĕ. Икĕ ачи, кĕçĕннисем, выçăллă-масăллă пурăннăран çут тĕнчерен час уйрăлчĕç.
- Хутмалли çукчĕ, пÿртре шыв шăнатчĕ, шкулта вĕреннĕ вăхăтра та çурта ăçтан мĕн тупса ăшăтмалли çинчен шутлаттăмăр,- куççуль витĕр аса илсе ларчĕ Маня аппа.
Çичĕ класс пĕтерсен пăру пăхма ферма вырнаçнă. «Икĕ çын 180 пăру пăхаттăмăр. Вăл вăхăтра фермăра ĕçлеме пĕрре те çăмăл пулмарĕ. Вырăнĕ тăвăрччĕ, пăру çине пăру выртатчĕ. Ирхине виççĕре тăрса шыв вĕрететтĕмĕр».
Пурнăçĕ йывăр пулсан та çамрăк чух савăнма та пĕлнĕ. Вăййа тухнă, юрăсем юрланă, ура хуçса ташланă, каччăсемпе те туслă пулнă. Вăрăм çивĕтлĕ маттур хĕре нумай каччă куç хывнă. Чĕре тени Кивĕ Арланкассинчи Веников Анатолий Ивановича суйланă. Купăс ăста калакан, лайăх ташлакан хитре каччăна кам юратмĕ. 1963-мĕш çулхи чÿк уйăхĕн çăлтăрлă каçĕнче Арланкасси каччипе Энтепе хĕрĕ пĕрлешме тĕв тунă. Çакăн хыççăн чаплă туй туса ирттернĕ. Килĕштерсе, пĕрне-пĕри куçран пăхса ăнланса пурăннă. Ĕçкĕ-çикĕре таврари ялти çынсем çак мăшăр ташласа юрланинчен тĕлĕнсе тăнă, ăмсанакансем те пулнă. Юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче 1964 çулта çемьене «çĕнĕ кайăк» килнĕ, ашшĕнчен телейли, савăнăçли çĕр çинче никам та пулман-тăр. Хĕрарăма ача амăшĕ пулма пилленĕ çÿлти турă. Хăйсен пилĕк пепкине чĕре çумĕнче ÿстерсе, кăкăр ĕмĕртсе, куç шăрçине сыхланă пек сыхласа, лăпка-лăпка çитĕнтернĕ, юратăвне ачисене пама тăрăшнă ашшĕпе амăшĕ.
Маня аппа 1965-мĕш çултанпа сысна ферминче ĕçлеме тытăннă. Фермăра ĕçлесе курнăскере, çĕнĕ ĕçе хăнăхма йывăр пулман.
Ачисем шкулта тăрăшса вĕренчĕç, таса та тирпейлĕ çÿрерĕç. Вĕсене те, амăшĕ фермăра ĕçленĕ пирки, ялти ытти ачасем пек выляса-кулса ÿсме тÿр килмерĕ: килти ĕçсене пурнăçларĕç, амăшне пулăшма уроксем хыççăн ферма васкарĕç. Маня аппа аллинче çирĕм ват ама, вунă çамрăк ама пулчĕ. Çулталăкра пилĕк çĕр, улт çĕр, çич çĕр çура туса илнĕ. Айĕсем таса, типĕ, пÿлĕмĕсем сап-сарă, витере эрешмен карти таврашĕ те пулса курман. Ирхи шуçăмпа тăрса ферма тухса кайнă та çур çĕр иртмесĕр те килне килеймен.
Шăкăл-шăкăл килĕштерсе пурăнакан çемье çулне те хура кушак татса каçнă. Электрикре ĕçлекен упăшки эрех ĕçме хăнăхнă, киле час-часах ÿсĕр таврăннă, хирĕçме те пăхнă. Ку çеç те мар, «айккинелле» те чупма именсе тăман. Арăмне те пулăшма маннă, çурт, çемье çинчен те шухăшламан. Ĕçекен çынна ĕçрен те кăларса янă, ниçта та ĕçлемен. «Инкек куçа курăнса килмест»,- теççĕ. Вун сакăр çул хушши пĕрле мăшăрлă пурăннă хыççăн хĕрĕх икĕ çулхи Маня аппа тăлăх арăм пулса юлнă. Хĕрĕх пиллĕкри упăшки «хаяр шĕвекрен» уйрăлаймасăрах вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Арăмĕ тĕрексĕр, ачисем юратнă ашшĕсĕр тăрса юлнă. Йывăр килчĕ пĕччен хĕрарăма пысăк кил-çурта тытса тăма. Маня аппа амăшĕ вырăнне те, ашшĕ вырăнне те çемьен йывăр лавне «сĕтĕрчĕ». Вун çиччĕри аслă ывăлĕ çуртра ашшĕ вырăнне йышăннă. Ачисем пĕчĕкренех ĕçе хăнăхса ÿсрĕç. Пурне те ĕç валеçсе тухнă. Пĕри апат пĕçерет, пÿрт-çурта тирпейлет, иккĕшĕ выльăхсене апат параççĕ, айĕсене улăштараççĕ, тасатаççĕ, тепри амăшне пулăшма ферма каять. Кĕçĕн ывăлĕ пĕчĕкрех-ха. Вырсарни кунсенче вара çемйипех фермăра тăрăшнă: пÿлĕмĕсене çунă, тулă ăшалăнă. Ачисем куçсăр юласран та хăранă амăшĕ, ăшаланă вăхăтра куçа тĕтĕм питĕ вăйлă кĕнĕ, каç енне ыратма та пуçланă. Нушаланни, асапланса тăрăшни сая кайман. Пĕр çулхине тăваттăмĕш ывăлĕ Андрей, амăшне пулăшса, çуллахи каникул вăхăтĕнче вунă сысна ами пăхнă, пĕр уйăхра сакăр вунă çура илнĕ, Маня аппа – вăтăр пилĕк çура. Андрея çакăн пек тăрăшса ĕçленĕшĕн колхоз правленийĕ парне парса хавхалантарнă. Ĕçлекене вăл вăхăтра чыс, хисеп тума пĕлнĕ. Мĕн чухлĕ парне панă Веникова Мария Владимировнăна: холодильникĕ, кавирĕ, шкаф, палас, савăт-сапасем, чей куркисем, алла çыхмалли, стена çине çакмалли сехетсем... Хисеп хучĕсене вара шутласа та пĕтерме çук, çыпăçтарса тухсан пÿрт стенисем тулаççĕ. Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне, медальсене, «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçлĕ пулнă вăл.
Хăйне шеллемен Маня аппа, ĕçне юратса мĕн вăй çитнĕ таран тăрăшнă.
Вăхăтра апат çименни, хуйхи-суйхи сывлăх енчен ăна хавшатсах çитернĕ. Больницăна тухтăр патне кайса тĕрĕсленме те шав ырана хăварнă: паян сысна çурламалла, çурасене шел, ют çын аллинче вилсе пĕтĕç тенĕ. Вăй пĕтсе çитсен çеç больницăна çул тытнă. Апат хуранĕ чирлĕ иккен, чĕрĕ юласса врачсем те иккĕленнĕ. Колхоз правленийĕ Маня аппана санаторие сывалма кайма путевка панă. Çуртне те , ачисене те пăрахса хăварас килмен унăн. Ачисем ÿкĕтлени çеç амăшне инçе çула тухма васкатнă. Сывалма кайнин усси пулнах: хăйне аван туйнă, сăнра йăл кулă çиçнĕ...
Аслă ывăлĕн салтака каймалли вăхăчĕ те çитнĕ. Маня аппан чĕри çĕршыва сыхлама юрăхлă ывăл çитĕнтернĕшĕн савăнать, çав вăхăтрах хăйĕн тĕпренчĕкне çумĕнчен уйăрасшăн мар. Вăхăчĕ те ун чухне лăпкă пулман. Володя ывăлĕ салтак тивĕçне Афганистанра пурнăçланă. Мĕн чухлĕ куççуль, куç хупман каçсем пулмарĕç-ши амăшĕн ывăлĕ аманса госпитальте сывалнă вăхăтра.
Хуйхи те, савăнăçĕ те чылай пулчĕ унăн. Пилĕк ывăлĕ те çĕршыв умĕнче хăйсен салтак тивĕçĕсене чыслăн пурнăçларĕç. Мĕнле чăтрĕ-ши хĕрарăм кĕçĕн ывăлĕ Чечня çĕрĕ çинчи çапăçусенче хутшăннă вăхăтсенче... Чăтаймарĕ анне чĕри – инçе çула пăхмасăрах йывăр аманнă ывăлĕ патне госпитале кайса килчĕ. Ывăлĕ салтакран таврăниччен те Маня аппан куç умĕнче бинтпа çыхса пĕтернĕ ывăлĕн сăнарĕ тăчĕ.
Таçта-таçта та пулса курнă пирĕн Маня аппа: Германи, Чехословаки, Венгри, Польша, Украина, Мускав, Ленинград хулисем... Мăнукĕсене халĕ вăл хăй мĕн-мĕн курни çинчен хаваслансах каласа парать.
Сăпкари мăнукĕн сасси ăна аса илÿсенчен сирчĕ. Вăл васкасах ун патне утрĕ. Хуп-хура куçлă, савăнăçпа çиçекен ывăлĕн тĕпренчĕкĕ аллисене тăсса асламăшĕ патне туртăнчĕ. Маня аппан чĕри савăнăçпа тулчĕ.
Пунăç çулĕпе вăл таса чунпа чыслăн утма тăрăшать, çавăнпах пулĕ ăна ял халăхĕ хисеплет. Ывăлĕсемпе кинĕсем, мăнукĕсем вăл панă чун ăшшине, ăс-хакăла упраççĕ, ун пек пулма тăрăшаççĕ.