Çулсем пуссан та, пушанмасть чĕрен
ыр савнăçпа сив хурлăхăн тиевĕ.
Мĕн кирлĕ мар — иле-иле перен,
хăш чух хыт силлемест-и çул кисревĕ?
Чĕнмесĕр эп пăхатăп хыçала:
нумай унта выртать арпаллă пĕрчĕ.
«Тасатмаллаччĕ варлăхшăн, паллах», —
хистевлĕ шухăш темшĕн тин çеç хĕрчĕ.
Мана вăл ăс парасшăн аллăра —
ытла кая юлса асăрхаттарчĕ.
Тен, çавăнпа халь çирĕп алăра
ман тилхепе? Тен, çăмăлттайлăх тарчĕ?
Тен, çул та хыт кĕскелчĕ пуль? Тавах:
тиетĕп кирлине çеç хам лава.