Энтряль çывăхĕнче
Кашласа ларать вăрман.
Халăх çӳрет вăрмана,
Çырлана е кăмпана,
Вутă-шанкă пуçтарма.
Касупа та ял çынни
Уттарать çав вăрманах.
Тихăртни уçланкинче
Ыр курать вăл кунĕпех.
— Тихăртни те Тихăртни,
Мĕн тени пулать-ши вăл? —
Ыйтрăм эп асаттерен.
— Ĕлĕк-авал çак ялта
Пурăннă тет пĕр арçын.
Тихăн ятлă пулнă та
Пĕлнĕ вăл асамлăха.
Кашни кунах кăнтăрла
Вăл çӳренĕ вăрмана.
Çап-çамрăк хурăнсене
Касса янă та Тихăн
Çыхнă сиплĕ милĕксем.
Çапла тунине пула
Çакă аслă вăрманта
Юлнă тет пĕртен-пĕр хурăн.
Тихăн ан туптăр тесе
Вăрманти пур йывăç та
Хупăрланă хурăна.
Çынсем пырса кĕрейми
Чăтлăх туса хунă та.
Тихăн вара вăрмана
Кĕреймен тек шалалла.
Йывăçсем туратсемпе
Тĕртнĕ те ăна унтан
Кăларса ывăтнă.
Вара Тихăн тарăхса
Шут тытать çав вăрмана
Тĕпĕ-йĕрпе кăклама.
Вĕрет, сурать, шăхăрать,
Аллипе сулкалашать,
Урипе çĕре тапать.
Çав самантрах йывăçсем
Хăрса ларнă, ах турă.
Пулса ларнă вăрманта
Пит пысăк уçланкă.
Çирĕп юмансем кăна
Парăнман асамăçа.
Тытнă та туратсемпе
Вăркăнтарнă аякка.
Унтанпа тек Тихăна
Тĕл пулман никам та.
Çав кунтан ку уçланка
"Тихăн хăртни" тенĕ.
— Акă иккен мĕн тени —
Тихăртни тени!
Халапĕ
Энтриялĕпе Калиновка ялĕсем хушшинче аслă вăрман, Тихăртни вăрманĕ, пур. Вăрман варринче пысăк уçланкă. Ăна та халăх Тихăртни тет. Мĕншĕн çапла ят панă-ши?
Ĕлĕк-авал Энтриялĕнче Тихăн ятлă асамçă пурăннă. Вăл вăрмана çӳреме юратнă. Пĕррехинче вăл аслă вăрман патне çитнĕ. Унта кĕрес тенĕ, анчах чăтлăх асамçа ирĕк паман. Тихăн хытă тарăхнă. Асамлă вăйĕпе вăрмана хăртма шутланă. Вăл нумай йывăçа хăртнă, кăкланă. Çав вырăнта пысăк уçланкă пулса юлнă. Ăна халĕ Тихăртни (Тихăн хăртнă) уçланки теççĕ. Ĕлĕк çамрăксем унта вăййа тухнă. Халĕ çак уçланка ял халăхĕ касупа çӳрет.
Халап çăлкуçĕ: Энтриялĕнче пурăнакан 69 çулхи Макаров Ермак Семеновичран 2009 çулхи юпа уйăхĕн 3-мĕшĕнче çырса илнĕ.