Тенеяль ятлă манăн ялăм,
Эп кунта ӳснĕ пĕчĕкрен.
Мĕн пур чунтан ăна эп саврăм,
Халь те саватăп чĕререн.
Эп пĕчĕк чух ялан шутланă,
Мĕнле пуçланнă манăн ял?
Тупсăмне, паллах шыранă,
Тĕлĕнмелле тупнă хурав.
Ача чухне таçта та пулнă,
Пĕррехинче ял вĕçĕнче
Эп пысăк юмана–çке курнă,
Канмашкăн лартăм ун айне.
Юманĕ пысăк та лаштраччĕ,
Пин-пин çулах пурăннă пек.
Пуçра каллех шухăш çуралчĕ,
Тăван кĕтесĕмçĕм çинчен.
Сасартăк эпĕ сасă илтрĕм,
Мăнаçлăн янăрарĕ вăл.
Каярахпа ăнкарса илтĕм,
Юман сассийĕ пулчĕ вăл.
Эп ун çине çаврăнса пăхрăм,
Хам тĕлĕннĕччĕ ун чухне.
Çав самантрах сăмах эп хушрăм:
«Салам, юманăм, асатте!»
Вăл мана хирĕç хуравларĕ:
«Салам, мăнукăмçăм, салам,
Мĕнле ыйту кăсăклантарчĕ,
Çавăн пирки сана калам.
Чылай çул эпĕ пурăнатăп,
Ларатăп кунта пĕр-пĕччен.
Нумай япалана куратăп,
Калас апла ялăм çинчен.
Тенеялĕ Теннерен,
Пуçланнă мĕн авалтан.
Тенне çармăс çынни пулнă,
Кивçуртра тĕпленнĕ пулнă.
Пулнă кунта чăвашсем,
Тутарсем те çармăссем.
Тытнă вĕсем выльăхсем,
Туслă пулнă, маттурсем.
Часах пĕтнĕ тӳрĕлĕх,
Пуçланă вĕсем вăрçма.
Эпук ывăлĕ Тенне,
Аппаланнă вăрăпа.
Ял халăхĕ пĕлсенех,
Хăваланă Теннене.
Тенне Кивçуртран тухса,
Тарнă вăрман чăтлăхне.
Чавса çĕрпӳрт тунă та,
Виç çул унта пурăннă.
Апат-çимĕçне илме,
Вăрттăн çӳренĕ килне.
Тенне ашшĕ Эпук та,
Куçнă çемйипе унта.
Теннен ачипчи пулман,
Авланма вăл шутламан.
Çĕнĕ вырăнта Тенне,
Нумаях та пурăнман.
Чунĕ тухсан Теннене,
Пытарнă чăваш масарне.
Тенеялĕнче çапла,
Эпук ăрăвĕ ĕрчет.
Çыннисем вара чипер,
Пит сатур та пит ĕçчен.
Лаштра юманăм, асатте,
Эс каласам мана чăнне.
Мĕнле пуçланнă çырмасем,
Пĕвесемпе вар ячĕсем?
Кăнтăр еннчи айлăмра,
Мишша çырми вырнаçнă.
Миша ӳксе вилнĕрен,
Ăна çапла ят панă.
Ялтан тухсан, тӳремре,
Пурăш çырми тĕл пулан.
Пурăш нумай пулнăран,
Ятне панă авалтан.
Павар çырминче çынсем,
Ĕлĕк сăра юхтарнă.
Кĕр! кĕрлесе юхнăран,
Кĕрлĕк çырми ят илнĕ.
Хурах çырми пур ялта,
Уйрать яла ик пая.
Ĕлĕк кунта таркăнсем,
Кăшкăртнă тет хĕрсене.
Çапла вара мăнукăм,
Пуçланнă ялти çырмасем.
Халап çăлкуçĕ
Топонимика халапне Тăвай районĕнчи Тенеяльте 1933-мĕш çулта çуралнă Терентьева Таисия Тимофеевнăран Васильева Галина Петровна çырса илнĕ, кайран сăвăланă.