Чарăнмасăр шăпчăксем юрлаççĕ
Çуркуннехи лăпкă каçсенче.
Ашă туйăмсем чуна тулаççĕ
Юн тапса вĕренĕ кунсенче.
Çуркунне ӳсеççĕ чечексем,
Çуркунне выляççĕ вăйăсем.
Çĕкленӳллĕ çутă ĕмĕтсем
Çуратаççĕ çурхи вăхăтсем.
Хĕвел ансанах пире кĕтеççĕ
Пахча хыçĕнчи щур хурăнсем.
Ик чĕре çунни çинчен пĕлеççĕ
Симĕс тутăр çыхнă пикесем.
Ик чĕкеç пек киленсе çӳретпĕр
Шурăм пуç килсе çутатиччен.
Пĕр шăпаллă пулнине пĕлетпĕр,
Юнашар утасчĕ çĕр çулччен.