Мăн кунăн ыр кĕвви
Мăнаçлăн илтĕнет,
Тыр-пул, кун-çул тĕвви
Кĕресшĕн çĕр айне.
Илемлĕ чан сасси
Янрать
Тавралăхра,
Хĕвеллĕ çил касси
Унпа юрлать юрра.
Вăрман та чĕрĕлет,
Ешĕллĕхне илет.
Сенкер кăвак тӳпе,
Вăл — лăпкă тинĕс пек.
Хĕретнĕ çăмарта
Килтен-киле çӳрет,
Пике мăйăр катать, —
Йăл кулă парнелет.
Каччи ун чăтаймасть,
Пике патне пырать.
Сăлтав пур чуп тума, —
Хуллен кăна калать:
«Христос чĕрĕлнипе»...
«Чăн чĕрĕлнĕ ара»...
Ялан та çакăн пек
Пуласчĕ пурнăçра.
Таса уçланкăра
Пĕр çеçпĕл илĕртет.
Ун çийĕнче, куран,
Сар лĕпĕш вĕлкĕшет.
Мăн кун — чăн чĕрĕлӳ,
Чĕнет тĕнче ырра.
Эс хăвăн хĕвелӳн
Çути айне тăран.