Чалăшса кайнă хура пӳртсем. Пӳрт тăррисене, лупассене витнĕ улăмсем хуралса, пăнтăхса ларнă. Урамсенче ырханкка йытăсем çăварĕсене карса хаяррăн пăхса выртаççĕ. Савăнăçлă мар, пуçĕсене усса çӳреççĕ арçынсем, пуху тăваççĕ. Ял варринче халăх кĕрлет.
Халăх варринче вăрăм кĕпе тăхăннă, шурă çӳçлĕ, аллине туя тытнă çын калаçать. Ыттисем итлеççĕ:
— ...Сасартăк темскер чашлатни илтĕнчĕ. Пăхатăп: ман паталла икĕ çĕлен чашкăрса пыраççĕ. Çӳçенсех кайрăм. Мана ватă çын: «Ан хăра, — терĕ. — Сана халĕ тивмеççĕ. Кунтан тавăрăнсан чăвашсене кала: вырăс туррисене пуççапма пăрахчăр вĕсем, — терĕ. — Вырăс туррисем сирĕн хута кĕрес çук. Пире мансан нихăçан та ырă кун-çул кураймăр, çĕр сирĕн валли çимĕç тума пăрахĕ, выльăх мурĕсемпе этем мурĕсем тухĕç. Эсреле алхасма ирĕк пулĕ. Пихампар пăрахĕ, перекет турă сирĕлĕ». — Çапла хăратса пăрахрĕ çул юппинче тĕл пулнă ватă çын мана. Темĕн тесен те чăваш турриех пулчĕ çав ватă çын.
Халăх шăп пулчĕ. Чылай вăхăт иртрĕ, никам та çăвар уçаканни пулмарĕ.
Унтан сасартăк пĕтĕм халăх кĕрлесе кайрĕ.
— Хăвалас пупсене! Хăвалас! — тесе кăшкăра пуçларĕ.
— Хăвалас! Вĕлерес!
— Этемрен çуралнă-ши ĕмĕтсĕр? Мĕн чухлĕ илнипе сахал, тата хăйне сыхласа çӳреме илсе килнĕ салтаксене пире тăрантарма хушать. Ăçта кайса кĕрес пирĕн: çĕре каяс — çĕр хытă, çӳле каяс — çӳл инçе. Пура тĕпĕсем яп-яках манăн. Мăйран пуссан та параймастăп. Кам парас тет — патăр... — терĕ сарлака хулпуçиллĕ, лапчăк кăкăрлă хура Хусахмет. Çырă куçĕсем хаяррăн ялкăшаççĕ унăн.
— Хура халăх! Пупсене хирĕç каяс мар, виçĕм çулхи пек каллех казаксем илсе килĕç те, кăçал тырă пулман майĕпе пĕтетпĕр вара, пĕтĕм тырра çисе кайĕç, — терĕ пĕр яка тумланнă кĕре çын куç айĕн пăхса илсе.
Шăлĕсене шатăртаттарса, аллисене сулкаласа, курпунрах çын хăйĕн умĕнче тăракан çынсене сирсе ярса маларах тухрĕ те:
— Хура халăх! — терĕ. Малтарахрисем шавлама чарăнса ун çине чăр пăхса илчĕç. — Хура халăх! Казаксенчен хăраса Питментен Ерми пуп майлă кастарса тарать кунта. Çăмарта пек кил-çуртне казаксене вырăнаçтарасран хăрать пулас вăл. Халăх анисем çинче туса илнĕ тыр-пуллине шеллесе пупсем майлă çаптарать кунта.
— Çыншăн пухман, хамшăн пухнă, — тавăрса хучĕ Питментей каялла чакарах парса.
— Ак Пĕрре çутăлтарса ярсан! — хаяррăн пăхса илчĕ хайхискер Питментейĕн татах мăк-мак тума хăтланакан тути çинелле пăхса. — Пупсем чăвашсенчен мăшкăлласа, пире пусмăрласа пурăннине пĕлетпĕр. Кăçал тырă пулмарĕ. Кам айăпĕпе пулмарĕ-ха? Турра маннă. Ырсем çилленнĕ. Пупсем пиркиех çак инкеке куратпăр. Эпир вырăс тĕнне йышăнасшăн мар, пупсем пире вăйпах йышăнтарасшăн. Пире саламатсемпе тĕне кĕртрĕç. Тĕне кĕменнисен çĕрĕсене туртса илсе çĕр ĕçĕпе тăранса пурăнакан халăха çĕрсĕр хăварса пычĕç. Тĕне кĕмен салтаксене ĕмĕр иртиччен киле ямастчĕç. Тĕне кĕмесĕр салтака каякан çамрăксем вара чăваш халăхĕшĕн пĕтĕмпех çухалатчĕç. Ай, мĕн каласси пур ун çинчен... Пăрахăр пупсене итлеме. Халех чӳк туса ырсем-турра, киреметсене çырлахтарар.
— Тĕрĕс калать Арсупай! — кĕрлет халăх.
— Пуп таврашсем ан пулччăр!
— Пĕтерес вĕсене!
— Вĕлерес!
— Хăваласа ярас!
— Пуп тавраш пирĕн куçа ан курăнтăр. Айтăр Хĕрлĕ Чутая, вăрăм çӳçлине туртса кăларар.
— Айтăр, айтăр!..
— Анчах ан манăр: пурсăмăрăн та пĕр каварлă пулмалла. Пĕри «вăрмана», тепри «армана» кайсан ĕç тухмĕ, — терĕ кĕрлекен халăха Арсупай. — Асту, Питментей!..
— Тĕрĕс! Арсупай тĕрĕс калать. Пурин те пĕр сăмахлă пулмалла.
— Каяр апла пулсан, халăх! Каяр! — терĕ Арсупай.
Арсупай умра кĕпĕрленсе тăракан халăха икĕ аллипе сирсе малалла утрĕ. Куçĕсем йăлкăшаççĕ. Питĕнчен пăхсан Арсупай иккĕленсе тăма юратманни палăрать. Тĕреклĕн пусăнаççĕ урисем тусанлă çĕр çине.
Хĕрсе кайнă халăх Арсупай хыççăн утрĕ. Хастарлă çамрăксем малти ушкăнта пыраççĕ, ватăраххисем, пуп шăршине пĕтерес шухăшпа, курăнми тăшмана хăвăртрах таптаса пĕтерес тенĕ пек, хĕвелпе хытса ларнă çул тăрăх танккаса пыраççĕ. Вĕсем çамрăксенчен юласшăн мар, малаллах тапаланаççĕ, аллисенче — туясем, йывăр туясем.
Пухăнса тăнă хĕрарăмсем арçынсем кĕрлесе уй хапхинчен тухса пĕчĕк вăрман хыçнелле кайса çухаличченех нимĕн чĕнмесĕр пăхса тăчĕç.
— Çухалчĕç, — терĕ юлашкинчен пĕр хурарах хĕрарăм.
Ыттисем ун çинелле чăр! пăхса илчĕç те, чĕнмесĕрех, пуçĕсене усса килĕсем еннелле утрĕç...
* * *
Чăвашсем ун чухне çул шучĕсене хальхи йĕркепе шутласа пыман. Хальхи йĕркепе шутласан ку ĕç пулни 1760—1765 çулсене ӳкет. Вăл çулсенче пуп таврашсем чăваш хушшине вырăс тĕнне сарас тĕлĕшпе пĕтĕм вăйран тăрмашнă. Е эпир çĕнтеретпĕр, е пирĕн чăвашсене ĕмме пăрахса тутлă турама çăвартан кăларса пăрахмалла пулĕ тенĕ вĕсем. Тĕрĕссипе шутласан, пупсем çĕнтерсе илесси паллах пулнă, мĕншĕн тесен вĕсене патша улпучĕсем пулăшса пынă. Правителъство вĕсене ашшĕ ачисене епле пăхса усрать, çавăн пекех пăхса, хута кĕрсе пынă: «Ма пулăшас мар вĕсене! Вĕсем, пирĕн тарçăсем, чăвашсене Христос тĕнне йышăнтарсан чăваш халăхĕ тĕне пула пирĕн алла ытларах кĕрсе ӳкет», — тенĕ.
Çак ĕç пуличчен пĕр вунă çул маларах çав приходрах çакăн пек ĕç пулса иртнĕ.
Симĕс курăк хушшинче хурăн çырли пиçнĕ вăхăтра пĕрре чăвашсем уйра ĕçленĕ. Ĕç вăхăтĕнче чăваш ялĕнче çынсене мар, тусанлă урампа йытă качка чупса çӳренине те кураймăн. Шăпах, пĕр лара-тăра пĕлми çерçисем çеç вĕçсе çӳренĕ.
Хĕвел тӳперен иртсе кайса каçхи апат еннелле сулăнсан шăп пулнă яла Кăрмăшран пĕр пуп, салтак тата хресченле тумланнă тепĕр çын лашапа пырса кĕреççĕ. Урамра никам та çуккине кура пупĕ çилленет.
— Ăçта хăямата кайса пĕтнĕ халăх? — тет, сурчăкне сирпĕтсе.
— Ерми атте, чăвашсем уя кайса пĕтнĕ пулмалла. Вĕсем вырсарни кунсене хисеплемеççĕ, — терĕ хресченле тумланнă çынни.
Пуп чышкисене чăмăртаса:
— Чупăр... Хăваласа килĕр вĕсене... Шуйттансем! Эпĕ вĕсене вилесрен рая каясси çинчен сăмах калас тесе килетĕп, вĕсем пур...
Салтакпа çынни пуп каланă хыççăн уялла чупрĕç хĕрсе тырă выракан чăвашсем патне.
Уй путенисем пĕт-пĕл-тĕк! туса йăвисене шыраççĕ. Саралса ларакан ыраш уйĕнче тырă выракансен пуçĕсем курăнаççĕ. Хĕвел çутинче çурла йăлтăртатать. Шăрчăк чарлатать. Сасартăк анаран анана: «Пупсем килнĕ. Уйри халăха хуса кĕртесшĕн», — тенĕ хыпар çӳреме пуçларĕ.
Çавăнтах салтакпа çынни те курăнчĕç. Аллисене, мытарниксем пек, саламатсем тытнă.
Хăрама вĕреннĕ халăх хумханакан сарă ыраш уйне пăрахса ялалла утрĕ. Хăшĕ-пĕри кĕлтисене тултармасăрах, темĕн инкек пулнă пек, пуçĕсене усса чупса кайрĕç ялалла. Каймасан юрамасть. Пĕлтĕр çавăн пек пуп каланине итлеменшĕн темиçе çынна тытса хупрĕç. Халĕ те вĕсем тĕрмерех лараççĕ.
Хăшĕ-пĕрисем куç хыçĕнче пупсене вăрçса та илеççĕ:
— Тăрантарнипе çитмест, чăрмантарса çӳреççĕ тата...
— Чукмарччĕ вĕсене шĕвĕр пуçĕсенчен!
Халăх пухăнса çитрĕ. Пупĕ тухрĕ. Тӳрех:
— Ашшĕн, Ывăлĕн, Святой Сывлăшĕн ячĕпе, — тесе сăмах калама тапратрĕ.
Каларĕ, каларĕ. Каларĕ, каларĕ.
— Казаксем яратăп. Вĕрентĕп вырсарникун ĕçлеме, çунтарса яратăп, — тет.
Кил-çуртсене çунтарасси çинчен илтсен халăх чăтаймарĕ: паттăртараххисем тухрĕç те пупа хупăрласа илчĕç.
— А-а! Эсĕ пирĕн кил-çуртсене çунтарма-и?! Пуп халăх хушшинчен йăпшăнса тухса урапа çине ларса икĕ юлташĕпе аран-аран тарса хăтăлчĕ.
Çак ĕç пулнă хыççăн виçĕ кун иртсен халăх казаксем килесрен хăранипе Ерми пуп патне каçару ыйтма çынсем янă. Ерми пуп каçару ыйтма пынă чăвашсем панă 3 тенкĕ те 10 пус укçана илет те çӳл вырăнти пуçлăхсем патне чăвашсем çинчен жалоба çырса ярать. Пĕр ик-виç уйăхран епархири пуçлăхсем хушнипе чăвашсенчен килĕрен штраф пухса çӳреççĕ. Пухăннă укçи чиркӳ тунă çĕре тата пупсен тарăн кĕсйине кĕрсе ӳкет.
Çавăнтан кайран власть хушнипе Ерми пуп ялсене тухса çӳренĕ чухне салтаксемпе офицерсемсĕр çӳремен. Вĕсене халăхăн тăрантармалла пулнă. Офицерсем чăвашсене питĕ хытă пусмăрланă. Чăвашсем вĕсем çинчен пуçлăхсем патне темиçе хутчен те çырусем çырса янă.
«Улпутсем хĕсĕрлеççĕ. Вĕсем валли те, салтаксем валли те кашни кунах çимелли тутлă япаласем пухса паратпăр. Çимеллисĕр пуçне эрех, сăра, пыл кирлĕ вĕсене. Айăпсăрах пире хĕнеççĕ, пире хупса лартса виçшер кун çăкăрсăр усраççĕ, сăнчăрласа асаплантараççĕ», — тесе йăлăннă вĕсем.
Анчах чăвашсен жалоба панă хучĕсене пуçлăхсем вуласа та пăхман, хăйсен тарçисене чарасси çинчен шухăша та илмен, çийĕнчен Христос тĕнĕ хушнă йăласене тăвассинчен пăрăнакансем çине уйрăм куланай хунă.
Чăвашсем çапах парăнасшăн пулман. Турăшĕсене пупсем çук чухне пирсемпе картласа усранă е ачисене выляма панă. Хăшĕ тата вырăс тĕнĕ çине çилленнипе турăш куçĕсене пăшатанпа шăтара-шăтара пĕтернĕ. Ачисене авалхи ятпах чĕннĕ, пупсем шыва кĕртнĕ чухне панă ятсене никам та йышăнасшăн пулман. Халь çуралнă ачасене малтан юмăçсене ят партарнă, унтан тин вара пупсем патне илсе кайса ят хунă йăлине тунă. Юмăçсем те хресчен тирне чылай сӳнĕ.
— Юмăç куçĕ тăранма пĕлмĕ. Мĕн курнине пĕтĕмпех хапсăнать. Темскерле пилсĕр япала вăл: ĕç пуçличчен ăна курсан ĕç ăнмасть вара, — тенĕ вĕсем çинчен чăвашсем. Апла пулин те кĕлĕ йĕркисене пĕлекен юмăç хаяр киреметпе пĕрех пулнă чăвашсемшĕн. Вăл ыйтнине пĕтĕмпех панă, хушнине пĕтĕмпех тунă.
* * *
Пĕтĕм ялĕпе пухăнса Хĕрлĕ Чутая кайса килнĕ хыççăн виçĕ кун иртсен Арсупай ухутана кайнă. Каç пулнă. Арсупай арăмĕ каçхи апат хыççăн вырăнсем сарса икĕ ачипе çывăрма выртнă. Выртсан тĕлĕрсе кайнă. Пĕр кас тутлă ыйха çывăрса илнĕ хыççăн çĕрле, çурçĕр тĕлĕнче, Арсупай арăмĕ хăлхине хаяр кăшкăрусем, шăтăртаттарусем илтĕнсе каяççĕ. Тĕлĕкре вăл упăшки çăпата тунине курать. Шĕшлипе çăпатине çапса илнĕ чухне пупсене вăрçать, тăватăм кун пупĕ килте пулманшăн ятлаçса илет пек. Ачисем урайĕнче выртаççĕ пек. Темĕншĕн кăмăлĕ пăтранса килчĕ. Пӳрт çĕмĕрĕлсе аннă пек. Сасартăк вăранса кайрĕ. Пăхать — тулта çап-çутă.
— Вут-кăвар! Вут тухнă! — тесе кăшкăраççĕ тултан.
Кил карти енчен пĕренесене чӳречерен кĕрекен вут çулăмĕсем, ĕне чĕлхи пек, çуласа тăраççĕ. Шăрăх. Çӳç-пуç тăрса кайнипе ачисене ярса тытрĕ. Алăк патнелле чупрĕ. Ачисем йĕреççĕ. Алăк урлă вут çулăмĕсем курăнаççĕ. Каймалли çук. Сывлăш капланса çитрĕ. Тĕтĕм явăнать. Пĕренесем шартлатса çунаççĕ.
Тĕтĕм куçа çиет. Сывлăш тухмасть. Пĕçерет. Арăм нимĕн тума пĕлмест. Ачисем йĕрсе çĕре ӳкрĕç. Шырама тытăнчĕ. Тупаймарĕ. Пӳрт чӳречисем чăнкăр-чанкăр турĕç; пит-куç, алăсем пиçсех пĕтеççĕ.
— Ай-ай! Çунатăп! Пулăшăр! Хура халăх!..
Хура халăх илтмест. Ытла пĕçернĕрен пуçне тытрĕ. Урса кайнă çын пек кăшкăрать. Çулăмсем çывăхрах. Хупласа илчĕç. Пĕтĕм вăй-хăватне пухса урам чӳречи патнелле сикрĕ. Çук — пулмарĕ. Çăлăнаймарĕ. Вут хыпса илчĕ, çӳçĕсем çунаççĕ. Тăнран кайрĕ. Кукленсе ларчĕ. Икĕ аллипе пуçне ярса тытрĕ. Авкаланма пуçларĕ. Ура айне пулнă хурт пек авкаланать. Чĕлхине çыртать. Куçĕсене чармакласа пăрахать. Чĕлхи хытă асапланнă пирки çыртнипе татăлса ӳкет. Аллисене туллать. Унтан хăрушшăн чĕтренсе илчĕ те лăпланчĕ. Кĕлетки çеç авкаланать.
Тулти халăх темĕн чул пикенсен те çунакан пӳрте юлнă çынсене çăлаймарĕ. Малтанах пĕлнĕ пулсан çăлатчĕçех пулĕ, анчах аптăранă енне пӳртре çынсем пуррине нихăшĕ те аса илеймен.
Çап-çутă. Ялта халăх чупать. Арсупай çуртĕнчен ытти килсем тивсе кайрĕç. Тепĕр çирĕм минутран пĕтĕм ял çуна пуçларĕ.
Картасенче, анкартисенче выльăх мĕкĕрет. Ачасем йĕреççĕ. Арсупай та ухутаран тавăрăнса анкарти витĕр килĕ еннелле чупать. Пĕр ушкăн халăх пупа çавăтнă.
— Çак шуйттан яла тĕртсе янă. Вĕлерес ăна! — кăшкăрать халăх.
— Капан хыçне кайса выртнă. Туртса та килмест.
— Хĕрлĕ Чутая пухăнса кайнăшăн турĕ ĕнтĕ кăна вăл.
— Хăйне юратман Арсупай çуртнех тĕртнĕ.
— Вĕлерес ăна! Вĕлерес!
Пĕри, Хусахмет ятли, чышкисене сурса ислетсе илчĕ те пĕррех пачĕ пупа кăкăрĕнчен.
Пупĕ палтах кайса ӳкрĕ. Унтан тапранчĕç ыттисем. Пĕтĕм халăхĕ сырăнса илсе кашни пĕрре те пулин чышса илесшĕн. Пит тарăхнă мар-и? Пĕр самантрах пупа тирпейлесе хучĕç. Никам та хĕрхенекен пулмарĕ.
— Çапла кирлĕ ăна, — теççĕ.
Ялăн икĕ касĕ те тĕпĕ-йĕрĕпех çунса кайрĕ, леш айккинче çырма урлă ларакан ултă-çичĕ кил çеç çăлăнса юлчĕ. Нумайăшĕн выльăх-чĕрлĕхĕ те çунса кайнă. Тăватă ватă çын, тăхăр ача çуннă.
Ял çийĕн çил çаврăнать. Çăлтăрсем йăлтăртатаççĕ. Çуннă çуртсем çумĕнче çынсем кăткăсем пек кĕшĕлтетеççĕ. Сӳнсех çитмен пĕренесенчен вут сикет. Уласа йĕни, ачасем çухăрни, выльăх сасси тул çутăличченех яла янăратса тăрать.
Тепĕр виçĕ кунран яла катаран хура кĕтӳ пек курăнакан казаксем ĕрĕхтерсе çитеççĕ. Çĕр казак. Пурте юлан утпа. Хыççăн йĕрлесе шыраканни те çитрĕ. Кăрмăшран килнĕ пупĕ те пур, леш Ерми ятли.
Ыйтаççĕ, тĕпчеççĕ, тытса хупаççĕ. Чăвашсем пуçĕсене уснă, куçĕсем, пусма çыхса пăрахнă пек, таçта инçетелле пăхаççĕ. Кашни ыйту çинех:
— Курман... илтмен... — теççĕ.
Ампара та хупса пăхнă вĕсене, выçă та усранă. Темиçе талăк шыв паман. Салхуланса çитнĕ чăвашсем. Пичĕсем тăрăхланса кайнă, кăн-кăвак. Куçĕсем путса ларнă. Шăммисем çеç палăраççĕ.
Хăйсем çапах:
— Курман... илтмен... пĕлместпĕр... — теççĕ.
Казаксем пиллĕкмĕш кунне кам вĕлернине пĕлес тĕлĕшпе çĕнĕ сăлтав тупса кăларчĕç. Вĕсем халĕ кашни çынна çĕре вырттарса хулăпа хĕнеççĕ. Пĕри çĕре выртнă çыннăн ури çине хăпарса ларать, тепри пуçĕ çине, иккĕн хĕнеççĕ. Çан-çурăм тăрăх шăмăран уйăрăлнă тир татăкĕсем çакăнса тăракан пуличченех хĕнеççĕ. Малтанах çынни туртăнать, унтан хăрăлтатакан пулать, кайран шăпах пулать. Вара ăна шăналăк çине хурса çуннă пĕренесем патне кайса пăрахаççĕ. Тăна кĕтĕр тесе çине витрепе сивĕ шыв сапаççĕ. Куçне уçсанах:
— Кам пупа вĕлерчĕ? Кала? Каламасан каллех ăшалантаратпăр, — тесе юнаççĕ.
Çыннин чĕлхи аран çавăрăнкалать:
— Курма-ан; — тет йынăшса.
Хĕрарăмсене те хĕрхенмеççĕ. Кусем, хĕненĕ чухне, пит çухăраççĕ. Шыв ярса тăна кĕртнĕ хыççăн кусем те йынăшса:
— Курман... илтмен... — теççĕ.
Пĕтĕм яла ăшаласа тухрĕç, нимĕн те пĕлеймерĕç.
Пĕрле пухăнса канашласа пăхнă хыççăн тепĕр сăлтав шыраса тупрĕç.
Арçынсемпе хĕрарăмсен çан-çурăмĕсем кĕсенленсе ларсан пĕтĕм халăха ял варрине хуса тухрĕç казаксем. Пупĕ тухрĕ, йĕри-тавра юлан утлă казаксем, саламачĕсем çакăнсах тăраççĕ, çурăм хыçĕнче пăшалсем, лашисем хӳрисене çавăрса çеç тăраççĕ. Халăх казаксем варринче тăрать. Пупĕ чиркӳре тăхăнмалли сапунне тăхăнчĕ, аллине хĕрес тытрĕ. Тапратрĕ калама:
— Тăвансем! Пире çăлакан Иисус Христос Турра эсир пурте ĕненместĕр пулсан та... сирĕн хушăрта ĕненекенсем пурах. Ĕненекенсене калатăп. Çылăхлă эпир. Пире шуйттан илĕртсе çылăха кĕртет. Усал илĕртнипе эсир çак ĕçе тунă. Ӳкĕнĕр. Ӳкĕнмесен ĕмĕр-ĕмĕрех тамăкра пулмалла пулĕ. Унта йĕрӳ те, шăл шатăртаттару та пулĕ...
Чылайччен каларĕ пупĕ. Хресченсен шухăшĕ тарăн. Вĕсем иртнĕ вут-кăвар çинчен, пупсемпе улпутсен пусмăрĕ çинчен шухăшлаççĕ. Казаксен куçĕсем, эсрел куçĕсем пекех, чăвашсем çине хаяррăн, шăтарас пек пăхаççĕ: çын-и эсир, çын мар — выльăх, выльăх шутне те тăмастăр теççĕ пек вĕсем.
Пуп каласа пĕтерчĕ. Ӳкĕнес текеннисем пулмарĕç. Пуп калани, чул çине ӳкнĕ вăрлăх пек, пуçлăхсене усă кӳреймерĕ. Пуçлăхсем халăх харсăррине кура йытă пекех çилленсе çитрĕç. Шăлĕсене кăчăртаттарса, чăвашсене «черти» тенĕ сăмахсемпе ятлаçса пуп кăтартнă тăрăх çирĕм пилĕк çын суйласа илчĕç те лашисем çине утланса вĕсене хуса кайрĕç.
Çирĕм пилĕк чăваш тĕрмере ларать. Сăнĕсем пир пек, кĕлеткисенче шăммисем çеç. Ырханланмалăх пулнă ĕнтĕ, çулталăк ытла тĕрмере лараççĕ.
Тĕрме уççисем кĕмсĕртетме пуçларĕç. Кăшт вăхăт иртсен пăшаллă салтаксем кĕрсе тĕрмерисене таçта илсе тухса кайрĕç.
Тӳпере сарă хĕвел йăлтăртатса савăнса пăхать, ун çине пăхма куç тӳсеймест. Хула çурчĕсем çинче кăвакарчăнсем йăпанаççĕ. Кăвакарчăнсем телейлĕ, вĕсем кил-йышлă савăнса пурăнаççĕ. Ирĕклĕ вĕсем. Этем тени пусмăр айĕнче пурăнать. Киревсĕр çынсем килеççĕ те кил-йышран уйăрса халиччен курман асаппа этем пурнăçне арпаштарса яраççĕ. Кайăк тирĕ пухакан Ахантейпа ял çĕрĕсене тара илме вĕреннĕ Питментей анчах ирĕкре юлчĕç. Вĕсем пирĕн тăлăха юлнă кил-йышăмăрсене пур-çук анасене акма пĕр пĕрчĕ тырă парас çук. Весен выльăх-чĕрлĕхĕ йышлă пулать, тырри-пулли ирĕклĕн çитет. Вĕсем, çăхансем, пирĕн кил-йышсене, ӳксе вилсен те, хĕрхенмĕç. Эх-хе-хей! Кĕлмĕçе кайсан та кĕлмĕçĕн çăнăхне çил вĕçтернĕ... Кам пире çын вырăнне шутлать. Пире выльăх вырăнне анчах хураççĕ. Хулари пуянсен çурчĕсем чаплăн, хĕвелпе ялкăшса, илемленсе лараççĕ. Вĕсен тумĕсем те пирĕн пек мар. Çĕтĕк-çатăк çӳремеççĕ вĕсем.
Суд тапранчĕ. Тӳресем пурте, самăртнă сысна пек, мăнтăррисем пухăннă. Варринче лараканни какай пекех хĕп-хĕрлĕ, куçĕсем пĕчĕк.
Чăвашсем кашни ыйту çинех:
— Нимĕн те пĕлместпĕр. Илтмен те, курман та, — тесе тăраççĕ.
Аптăраса çитрĕç тӳресем. Кам айăплине тупаймарĕç. Приговорне çапла çатлаттарса хучĕç:
«Турăпа патшана хирĕç пыракан чăвашсене, 25-шне те, ĕмĕрлĕхе каторгăна ямалла, пурлăхĕсене туртса илмелле».
Таçти инçетре çухалакан хурăнлă çулпа ерипен ристан ушкăнĕ каять. Урисемпе аллисене сăнчăрланă, сăнчăрĕсем харăссăн чăнт та чăнт! тутараççĕ. Хыçалта хатĕр-хĕтĕрĕсемпе, чирлĕ çынсемпе тулнă урапасем чĕриклетеççĕ. Конвойсем хăшĕ те пĕри тарма тытăнсанах касса пăрахас шухăшпа хаяррăн утаççĕ.
Харăс утаççĕ ристансем, сухаллисем, сухал шăтайманнисем, сăнчăрсемпе чăнкăртаттараççĕ харăссăн. Пĕри уксахлатъ. Ретлĕн утаççĕ. Çирĕм пиллĕкĕн вĕсем.
Шухăшĕ вĕсен пĕрре çех, таçти аякри ял çинче. Нихăçан та ĕнтĕ, нихăçан та яла курас çук.
Пирĕн ăшра вут çунать,
Çулăм тухни курăнмасть...
Кунсерен утаççĕ, эрни-эрнипе, уйăхĕ-уйăхĕпе шăрăхра та, сивĕре те, пылчăк çийĕн те чăнкăртатнă сасăсем Çĕпĕр патнелле илсе пыраççĕ.
Пирĕн ăшра вут çунать,
Çулăм тухни курăнмасть...