Çĕрĕм-шывăм сарлака
Вĕçĕ-хĕрри курăнмасть.
Савнă халăх тăрăшса
Пурнать ĕçри вăй-халпа.
Хĕрлĕ Чутай районне
Кĕрекен пĕчĕк ялта,
Сĕнтĕкçырми ялĕнче,
Çирĕпленнĕ хушма ят.
Ватă çынсем калани
Асра юлнă хăшсенче.
Сăмах пырĕ çак ялти
Спаскав Якурĕ çинчен.
Аттелĕх вăрçичченех
Лартнă вăл çурт çĕннине.
Çакă çурта нĕр кĕртме,
Шут тытнă сăрă илме.
Чулхула облаçĕнчи
Спасское салийĕнчи
Пасара çитнĕ çуран,
Килнĕ сăрă туянса.
Çĕнĕ çуртăн мал енне
Сăрланă капăр тĕспе.
Çурчĕ чиперленнипе
Савăннă чунĕпеле.
Пӳрт умĕнчи çул çине
Тухнă Якур час-часах.
«Спаскав вĕт, Спаскав, Спаскав», —
Тенĕ хĕпĕртенипе.
Вăт çавăнтанпа вара
Яртуш Якурне ялта
Пĕр пĕчĕк сăлтавранах
Тупса панă хушма ят.
Спаскав Якурĕн çемйин
Икĕ ывăл çитĕннĕ.
Асли Иван ятлăскер,
Пулнă Борис пĕчĕкскер.
Вăрçă пуçланичченех
Якур пурнăçĕ çапла
Татăлнă вăхăтсăрах
Пĕр илемлĕ кунхине.
Вунсакăр çул тултарнă
Спаскав Якур Иванĕн
Салтак кайма ят тухсан
Тухса кайнă вăл вăрçа.
Спаскав Якур Иванĕ
Кĕрешнĕ тăшманпала.
Пĕр тан мар çапăçура
Пуçне хунă паттăрла.
Вăрçă вĕçленсессĕнех
Иккĕмĕш ывăл вара
Нумаях пурăнайман.
Пачах пĕтнĕ йăх вĕсен.
Сĕнтĕкçырми ялĕнче,
Спаскав Якур вырăнче.
Юлман иккен нимĕн те,
Çук тек йĕрри-палли те.
Пурăннă чух çеç тĕнче
Илемлĕ тĕлĕнмелле.
Ĕмĕрлĕх кайсан кунтан
Таврăнмаççĕ нихăçан.
Халапĕ
Сĕнтĕкçырми ялĕнче Спаскав хушма ят çирĕпленнĕ. Çак хушма ят историйĕ çинчен ватă çынсем çапла каласа панă.
Пирĕн ялта Егор Ярдушкин пурăннă. Вăл Аслă Отечественнăй вăрçăчченех çĕнĕ çурт лартнă. Чулхула облаçĕнчи Спасское салине пасара çуран кайнă. Унта вăл хăйне кирлĕ сăрă туянса килнĕ те çуртăн мал енне сăрланă. Якур хăйĕн пӳрт умĕнчи çулĕ çине час-часах тухнă та çапла каланă: «Спаскав вĕт. Спаскав». Çавăнтанпа çынсем ăна Спаскав Якурĕ теме пуçланă.
Эпĕ ăна астумастăп. Спаскав Якурĕ вăрçă пуçланичченех вилнĕ тенине илтнĕ. Аслă ывăлне, Ивана, кăштах астăватăп. Иван е 1923 çулта, е 1924 çулта çуралнăскер, фронтра вилнĕ. Иккĕмĕш ывăлĕ Борис та тахçанах вилнĕ.
Спаскав Якурĕсем паянхи кун пурăнакан Васильевсемпе юнашар пурăннă пулнă. Хальхи вăхăтра, вĕсем пурăннă вырăнта, нимĕн те çук.
Халап çăлкуçĕ: халап ниçта та пичетленмен, ăна Сĕнтĕкçырми ялĕнче пурăнакан 75 çулхи Ядранский Геннадий Алексеевичран 2009 çулта çырса илтĕм.