Мĕн пулни-и? Пулнă, пулнă.
Çил иленнĕ шух чуна.
Кулаканĕ варттăн кулнă:
«Йăвансассăн шуç çуна».
Çук çинчех çукки тупăннă
(Мĕн пурри те сахал мар.)
Тăрăха, тен, урли курнă,
Ун çинчен-и сăмахлар...
Сăмаха сăмах çĕнтернĕ,
Кулла витнĕ кулăпа.
Ташлама та вăй çитернĕ
Хăмсарсан та хулăпа.