Каллех, чăваш столици, эпĕ санăн,
Каллех ак кĕтĕм хĕрлĕ хапхунтан.
Ют халăх «мун сала» тесе каланăн,
Сана эп мăшкăллаймăп чухăнтан.
Ан тив, ыттин хулийĕ пултăр чаплă,
Кĕрлетĕр хапрăк-савăт таврара.
Эс те ĕмĕр, чăвашăм, чăпта çапмăн,
Эс те çĕнетĕн ват Шупашкара.
Çак кунсенче нумай çĕре эп çитрĕм,
Ытти çырсем чăнах та маларах;
Пуçа чылай çĕн ĕмĕт эпĕ чикрĕм
Ăна кăтартăп час поэмăра.
Аван поэмăра çăтмах илмешкĕн
Ятарласах эп килтĕм паян кун;
Тăван чĕлхемĕрех илемлетесчĕ,
Ăна вĕрсе кӳртесчĕ чĕрĕ чун.