Çумăр хыççăн çара уран
Ăмăртса чупаттăмăр,
Савăнăçа ăçта хурăн, —
Алсене çупаттăмăр.
Çумăр шăрши ӳсĕртетчĕ
Икĕ юратнă чуна,
Тата хытăрах хĕртетчĕ
Хĕвел çуллахи куна...
Хура кушак чупса иртрĕ
Эпир утан çул урлă.
Уйрăлмашкăн вăхăт çитрĕ, —
Кунсем каллех çумăрлă.
Карса илчĕ çăра тĕтре
Ним курăнми пуличчен.
Тăлăх уйăх çеç пĕлĕтре, —
Эп те тăлăх, пĕр-пĕччен...
Кала, савни, тĕрĕссине:
Кам сан чунна сивĕтрĕ,
Пирĕн юрату сĕткенне
Ним юлмиччен типĕтрĕ?
Ан тăрăш, тархасламастăп,
Ан çиллен çеç ыйтнăшăн.
Çук, сана айăпламастăп, —
Каçарсам юратнăшăн.