Шап-шурă кофта тăхăнаттăм —
Хам аллăмпа тĕрленине.
Юрла-юрла шыва васкаттăм
Ял вĕçĕнчи çăлкуç патне.
Хул çийĕн — сарă кĕвентеччĕ,
Чăнкăртататчĕç витрисем.
Шур акăш пек вĕçес килетчĕ,
Ĕмĕтленсе, хĕпĕртесе.
Çитсе тăратчĕ çамрăк каччă,
Хыçран куллен чупаканскер;
Çунатчĕ, маншăн тунсăхлатчĕ,
Эп пур, туймастăм нимĕскер.
Кашни çыннах чун юратаймĕ
Хитре пулсан та сăнĕпе.
Пĕрне кăна чĕрӳ манаймĕ —
Вăл саншăн çывăх пулнипе.