Калас тени — ăшра капланнă туйăм,
çырас тени — чун çуратан сăмах.
Тăмасть харкашнă икĕ çын пек уйрăм
ик ăнлану пĕр-пĕринчен пачах.
Те юхăнтăм, те пуйрăм — сиввĕн писрĕм
ку ыйтуран: мăк-мак иккĕленӳ!
Çурхи тан тапнă пĕвелле, эп сисрĕм
вăй-хал та теветкеллĕ çĕкленӳ.
Чун пĕвине, пĕр татăлсан, кам чарĕ?
Ут мар — йĕвен тăхăнтарма май çук.
Кĕрлерĕ, юхрĕ — инçете васкарĕ
вăл хĕвелпе шевлеленсе çап-çут.
Татăличчен, малтан пĕве те шăп:
кайран чарма умне ма тăрăн? Хăп!