Пуху пухса шăпланчĕ учреждени,
ун пуçлăхĕ сăмах илет малтан.
Хăйне кура, вăл пысăк ĕç этемĕ:
анчах чунне кураймăн эс шалтан.
ÇитменлĔх, кăлтăк лăк-тулли — ан тĕлĕн
Çул çук хивре те тӳрĕ сăмаха.
Пылак чĕлхеллĕ йăпăлти çеç, пĕлĕн,
кунта мăнаçлă пуçлăхшăн хавха.
Пĕри сасартăк тăчĕ те чар! çурчĕ
ултавлă шăплăх чаршавне!
— Суя!
Тыттартăр суяна эсир туя...—
Кĕрлерĕ шыв пек учреждени çурчĕ.
Калать пулсассăн тӳрĕ сăмахне,
тарасапа виçеймĕн çын хакне.