Курмил пичче, кĕрхи вăхăта пăхмасăр,
Карчăкĕпе пĕрпе Шупашкара каять,
Унта вĕсен ачи пысăк вырăнта тăрать.
Ывăлĕпе кинне курма,
Куçа-куçăн ларса калаçма
Васкаççĕ ватăсем.
Калаçса пыраççĕ хайхисем:
— Ывăнтăм, — тет старик, —
Канăттăм çитсен.
— Çитесси кăна. Чăт, старик, унччен.
Акă хулана та çитсе кĕчĕç,
Хваттер алăкĕ умне пырса тăчĕç.
— Прахвур! — тет амăшĕ. — Прахвур!
— Чим, ан кăшкăр-ха, мур,
Хулара йĕркеллĕрех пулмалла,
Ав, шăнкăравне çеç туртмалла!..
Шăнкăрав сассине илтсе-и
Е ют мĕлкесене сиссе-и,
Шалтан пĕр çепĕç майра тухать,
Ватăсем çине сиввĕн пăхать.
Калама та калать сăмахне,
Ăнланмаççĕ лешсем вырăс чĕлхине.
Кинĕ кунта нумаях тăмарĕ,
«Атьăр, кĕрĕр», — тениех пулмарĕ.
Ватăсем кинне ăнланчĕç халĕ тин.
— «Командир, командир», — терĕ кин.
— Элле Прахвур командире тухнă-ши?
— Тухман, командировка çеç кайнă тет.
— Хăçан килет-ши?
— Вăл хăçан килессине ĕнтĕ кам пĕлет?
Тухмалла марччĕ хулине,
Урасем ĕшенчĕç, ларса канăттăм, —
Тет старик. Вĕсем пусма çинче ларнине
Эп хам та курсаттăм.