Пирĕн нуша çитнĕ çĕре çич çунатлă курак та çитеес çук.
Чун тăвăннă чухне мăннисен çăварĕнчен тухса каякан сăмах
1
Ӳсĕр хĕрарăм унран хăпма пĕлмерĕ. Пĕрехмай пĕр сăмах калать, пĕрехмай пĕр сăмах.
— Раис аппуна халь анне темелле пулатъ. Малтанхи кунранах хăнăхмасан кайран чĕлхе итлемест...
Алик пуçне чикнĕ те мăшăлтатса тăрать.
— Итле аслине. Раис аппуна анне теме тытăн...
Татах йӳтететчĕ-и ӳсĕр хĕрарăм, ашшĕ вăйлă аллисемпе çĕклесе илчĕ те сĕтел хушшине кайса лартрĕ. Маниç аппăш çумне.
Алик вырнаçма ĕлкĕреймерĕ, мĕнпур тутлă апат-çимеç ун умне куçма пикенчĕ. Паçăрах хырăмĕ чăрлатса тăратчĕ. Тĕпел алăкĕ урлă йăпшăнкаласа пăхрĕ. Унта хĕрарăмсем хĕвĕшеççĕ те, ăçта мĕн пуррине курса ĕлкĕреймерĕ. Ахаль пулсан мĕн те пулин çаклатса тухнă пулĕччĕ. Аслисенчен пĕри те вăл мĕн шухăшпа çӳренине тавçăрасшăн пулмарĕ, хăпартма та, кукăль татки те тыттармарĕ. Ун вырăнне халĕ ырлăх çитрĕ. Маниç аппăшĕ мĕн çиес килет тесе те ыйтса тăмасть, хăй кармашса çитейнĕ таран пĕрин хыççăн тепĕрне Алик умне иле-иле хурать.
— Çи, çиех, — вĕри аллипе пуçран ачашла-ачашла илет. Аликăн сĕрлекен халăх умĕнче çиес килмест. Маниç аппăшĕ пит те пит хистенипе сар питлĕ кукăле çыртса илчĕ те чăмлама именсе ларать. Каллех аслисенчен нихăшĕ те мĕн тумаллине савçăраймĕ-ши? Ăна кукăль-пĕремĕк тыттармалла та сĕтел хушшинчен кăларса ямалла кăна. Анчах вĕсем пĕри те пушă мар. Пĕр-пĕрне пӳлсе те чăрмантарса тем шавлаççĕ, тем кĕрлеççĕ. Унăн та кунăн пăхкаласа илчĕ Алик. Вăл та ыттисемпе танах сĕтел хушшинче ларнине никам та асăрхасшăн мар. Тăрхала кукăле кĕсйине чикрĕ. Никам та юнамарĕ. Хутлă канихветсене пĕрин хыççăн тепĕрне хĕвне ăсатрĕ. Пӳремеч таткисене тĕкĕнмерĕ. Пӳремеч те юратать вăл, анчах кĕсьере тĕпренсе кăна пĕтет.
Маниç аппăшĕ такампа тем пирки хĕрсе кайсах калаçнă чухне сĕтел айне йăпăш чăмрĕ. Çынсен урисем хушшипе упаленсе алăк патне çитрĕ те тин хăйне ирĕклĕн туйрĕ. Сĕтел хушшинчех пуçланă кукăле пысăккăн çырта-çырта çиме пуçларĕ.
— Ăçта çухалчĕ ман шĕвĕр? — илтрĕ вăл Маниç аппăшĕн сассине.
Каллех сĕтел хушшине лартасран сехĕрленсе ӳкрĕ, часрах алăк уçма васкарĕ.
Çенĕкре пушă михĕсен купи çине ларчĕ, ĕнерхипе паянхишĕн пĕрле апатланма пуçларĕ.
Çав вăхăтра эрех-сăра шăршипе тулса ларнă пăчă пӳртре аслисем ун пиркиех калаçрĕç. Маниç çĕнĕ кине Раиса тем самант каялла кăна Алик ларнă вырăна тĕллесе кăтартрĕ.
— Лар-ха, сăмахлар, — терĕ вăл типпĕн. — Иллепе мĕнле калаçнă эсир? Ульха ачине пăхас тетне? Е пĕр-пĕр интернат пирки шухăшлатра?
Чечеклĕ шурă кĕпе тăхăннă, шупка сарă саппун çакнă Раис, эрехпе чĕлхине çемçетме ĕлкĕрнĕскер, ухăнса илчĕ те сак çине тĕршĕнчĕ.
— Юратнă Маниç аппам, паян кун ун пирки калаçмалла-и?
Сылтăм аллине çӳлелле çĕклерĕ те хастаррăн сулса ячĕ.
— Çуралнă чун чул хушшинче те ӳсет. Атя ĕçер! Пĕр-пĕрне тав туса!
— Ĕçки пиртен тармĕ-ха. Пурте пĕрле чухне Алик пиркиех калаçса татăлар.
Иллене те кăчăк туртса илчĕ Маниç. Лешĕ сĕтел пуçне чавсаланса ларчĕ.
Маниç ура тапса илчĕ, хыттăн кăшкăрса ячĕ:
— Ĕнертенпех кĕрлетпĕр! Самантлăха шăпланăр-ха!
Çынсем шăпланнă пек пулсан сассине улăштарчĕ.
— Ашшĕ вилсен çурма тăлăха юлать, амăшĕ вилсен хăр тăлăха юлать.
— Çĕнĕ амăш пур, çĕнĕ амăш пур! — терĕ Маниçпе ылматăн ларакан карчăк.
Паçăр Аликран хăпма пĕлмен ӳсĕр хĕрарăм пуринчен те хытăрах шавласа кайрĕ. Унăн сăмахĕсене илтсе те, ăнланса та юлакан пулмарĕ, анчах çĕнĕ амăшĕ те çĕнĕ амăшĕ тени пурин хăлхине те кĕчĕ.
— Пĕр ачана кăна пăхаççĕ, — татса хучĕ ылматăн ларакан карчăк.
— Çын ачине пурте пăхасшăн мар çав, — ассăн сывласа илчĕ Маниç.
— Пăхаççĕ, пăхаççĕ! — çухăрашрĕ леш ӳсĕр хĕрарăм.
Пӳртри халăх çĕнĕрен шавласа кайрĕ. Иллене тахăшĕ пуçламан кĕленче тыттарчĕ те, лешĕ Маниç хускатнă калаçăва мансах черкке валеçме тытăнчĕ. Маниç куçĕсене шывлантарса сĕтел хушшинчен тухрĕ.
Каçкӳлĕм, хăнасем сайралсан, ĕшеннĕ ашшĕпе унăн çĕнĕ арăмĕ кайри пӳлĕме канма хупăнсан, Макар Иванович килсе çитрĕ. Лашине тăварса лупас айне апат пачĕ. Ăна курса пӳртри хăнасем картишне кĕпĕрленсе тухрĕç. Пĕри те пĕри сăмах чĕнмесĕр юласшăн пулмарĕ. Лешĕ Макар Иванч та Макар Иванч тесе вĕçсĕр кăшкăрашакан çынсем хушшипе васкаса утса иртрĕ те ним тума аптăраса çитнĕ Алика шыраса тупрĕ, ăна ытамласа илчĕ.
— Ӳсĕр халăхпа пурăнма аван-и? — терĕ вăл мăнукне. — Ĕçтереççĕ-и, çитереççĕ-и?
Алик кукашшĕ çумне хăпăнмиех çыпçăнса ларчĕ, кушак çури пек мăрлатса тем каларĕ, анчах унăн сассине ӳсĕр сасăсем хупласа хучĕç.
— Юрĕ, хамран хăвармăп, — те чăнласах илтрĕ Алик кукашшĕ каланине, те çак сăмаха калаттарас килнипе туйăнчĕ кăна.
Çак сăваплă сăмах унăн пĕчĕк чĕринче калама çук пысăк хăват çуратрĕ, ку таранччен кăмăла чăлхантарса тăнă йӳçĕк туйăма сирсе ячĕ.
— Байкала ачашлам-и? — терĕ те лупас айнелле вĕçтерчĕ.
— Пыр, йăпанах, — ачашлама ĕлкĕрчĕ кукашшĕ мăнукне. Вăл сĕтел хушшине лармарĕ. Иллене курасшăнччĕ те унпа тем калаçасшăнччĕ. Лешĕ канмах выртнине пĕлсен Маниç умне пырса тăчĕ. Çăмлă аллине чĕри тĕлне хучĕ.
— Ĕнтĕ мăнукăма хамăнах ура çине тăратмалла пулĕ, ак çакă чăхăмламасан...
— Атте, пĕрин майлă тепри пăхăпăр. Пĕр-пĕринчен инçе пурăнмастпăр. Пульницана выртмалла чух ман патăма леçе-леçе хурăн. Ку килте вара... Ачана юратса пăхакан тупăнас пек туйăнмарĕ...
— Эс каланă пекех пултăр апла, — терĕ Макар Иванович мăкавлăн. — Иккĕшĕ те ĕçкĕллĕскерсем тупăнчĕç пулас. Иллине малтанах пĕлеттĕмĕр-ха. Çула май ку ял хĕрарăмĕ ларса килчĕ те каласа сехрене хăпартрĕ... Алик япалисене пуçтаркалама тытăн. Лаша кăшт сывлатăр та, тухса кайăпăр...
Тепĕр сехетрен-и, ытларахран-и, лаша сивĕнме ĕлкĕрсен, кукашшĕ васкамасăр пӳртрен тухрĕ. Хальхинче хĕрĕнкĕ хăнасем ун хыççăн çӳремерĕç. Майне-ăслайне пĕлсе лаша кӳлчĕ, мăнукне тилхепе тыттарчĕ.
— Тытса кăна пыр, лаша хăех çул пĕлет, — терĕ вăл.
Эх, кĕтни çак саманта! Кукашшĕпе Маниç аппăшĕ вырнаçса ларасса та кĕтмерĕ, янравлăн кăшкăрса ячĕ:
— Но-о! Байкал! Кайрăмăр!
2
Лаша йывăç айне пытаннă çурт умне пырса чарăнчĕ. Урисем тĕнсе ларнипе кукашшĕ урапа çинчен час анаймарĕ, ахлатрĕ, ăхлатрĕ, апла-капла хиркеленчĕ.
— Чӳлĕкне салтса парсан Байкала хамах тăвараятăп, — чанкăлтатрĕ Алик.
— Ут хатĕрĕсене урапа çинчех хăвар. Апатланăпăр та Маниç аппуна леçсе хурăпăр. Тĕттĕмле пĕччен çӳреме хăрамалла...
Аслисем пӳрте кĕрсен Алик Байкала чĕлпĕр вĕççĕн çитерчĕ. Курăклăх тесен, кунта инçе çӳремелле мар. Вăл кукашшĕпе Маниç аппăшĕ мĕн калаçнине пĕлмерĕ паллах. Ваттисемпе аслисен хăйсен хуйхи пултăр. Кукашшĕпе пĕрле пурăнма телей килнĕшен вара калама çуках савăнчĕ. Кивелсе ăшă тытми пулнă пӳртре ун пиркиех сăмах татрĕç.
— Хам кăна пулнă пулсан çаплах пурăнкаланă пулăттăм-ха, — янахне хыпашла-хыпашла илчĕ Макар Иванович. — Çĕнĕрен урай сармах тивет. Хăмисем шултăркасах кайрĕç.
— Ача кравачĕсем пирĕн темиçе те пур. Шкул пĕтеричченех вырткаласа тăчĕç. Пĕр аванраххине кӳрсе кил ара.
— Кравачĕ хамăн та пулмалла-ха, — тере Макар Иванович. — Илле пĕр-пĕр ӳсĕрпе килсе çапăнасран кăна чунăм çук. Паккине те, чиккине те пĕлмест ун ӳсĕре. Ульха пурăннă чухне ачине леçе-леçе хуратчĕ те, ӳсĕрскер киле-киле тустаратчĕ. Çын ачи çумĕнче мĕн ĕç пур сан тетчĕ. Шарламастăм. Шарласан-и? Унпа вĕçне-хĕрне тухса пĕтме çук.
— Халь тупăннă çӳпçипе хупăлчи. Раис, хам хăраххăм, ниçта та никама та ĕçлесе савăнтарман-ха. Ĕçкĕ тесен, хускатса кăна пар. Халь вĕсене ача кирлĕ те мар пуль... Питех кирлĕ пулсан çуратĕç-ха. Иккĕшĕ те çамрăк.
— Чĕре тыта-тыта аптăратмасан ӳстеретпĕрех Алика. Çынран пĕрре те начар пăхмăп, — хаш сывласа илчĕ Макар Иванович.
— Малтанах хăраса ан ӳксем, атте. Ман патăма леçе-леçе хурăн тесе паçăрах каларăм. Çулĕ инçе мар, виçĕ çухрăм кăна.
— Ун пек мар-ха, ун пек мар. Пĕр ачан та ик-виç килте ӳсмелле мар. Ун хăйĕн кĕтесĕ, хăйĕн сывлăшĕ, хăйĕн тус-юлташĕ пулмалла. Шкултан шкула, класран класа куçса çӳрекен ачасем начар вĕренеççĕ, алăран алла куçакансем япăхса каяççĕ. Амăшне пытарнă кунхинех шухăшласа хунă. Алика пурпĕрех хам ӳстеретĕп тенĕ. Илле тепре авланасса кăна кĕтнĕ. Ачана хăйне тăлăх пек туйма пăрахтаратăпах.
— Анне çукки систеретех çав вăл. Анне вăл аннех...
Макар Иванович ку калаçăва малалла тăсас темерĕ.
— Калаçма урăх вăхăт та пулĕ. Алик валли ăшă алса-чăлха çыхса хур-ха пушаннăçемĕн. Кĕпи-тумтирне, атă-пушмакне лавккара та туянкалăп. Пенси параççĕ, ĕçре тӳлеççĕ. Ульха пурăннă чухне ăна, унтан сана пулăшма яланах май пулнă. Халь пĕтем укçа Алик çине кайса пытăр.
Çу варринче, ача-пăчашăн калама çук хаваслă вăхăтра, Алик кукашшĕ килĕнче пурăнма тытăнчĕ. Ашшĕ килĕнче унăн хăйĕн кĕтесĕ çукчĕ. Кунта пур. Кĕтес кăна та мар, уйрăм пӳлĕм. Кукашшĕ ăна малтанах тирпейленĕ пулнă. Алăкпа кивĕ шкап хушшине пĕчĕк кравать лартнă. Чӳрече умĕнче лутра сĕтел. Урайне кивĕ палас сарнă. Килнĕ-кайнă чухне Маниç аппăшĕ турех çакăнта кĕрет, саркаланса утса çӳрет-çӳрет те тута елпĕртсе илет.
— Улпут ачине тухасси нумай та юлман пирĕн Аликăн...
Кукашшĕ сехет пăхса пурăнма вĕреннĕ. Аликăн та унран юлма юрамасть. Çавăнпа вăл килтен ниçта та хăпмасть. Кукашшĕ мĕн ĕç хушасса кĕтет. Çӳреме тесен, кунта, район центрĕнче, таçта та çитсе тухма пулать. Паллашма тесен те тантăшсем тупăнаççех.
Ялтан хăпайман, хулана куçайман район центрĕн пурнăçĕ хăйне евĕрлĕ. Унта пурăнакансем те ни ял, ни хула çыннисем мар. Макар Иванович çавсенчен пĕри. Хăй ĕмĕрĕнче такам та пулса курнă тееймест. Çураласса çак килтех çуралнă. Икĕ хĕрне çак килтех ӳстернĕ. Пĕр мăнукне те çак килтех çын тăвĕ.
Çамрăклăх хавасĕ ăна та, Макара, ашшĕ килĕнчен хускатса илсе тухса кайнăччĕ. Ульяновскри çар училищине вĕренме кĕчĕ. Чиперех пĕтерчĕ ăна. Лейтенант пакунĕсене çакса çӳреме пикенчĕ. Ăна чăн-чăн çар çынни пулма сивĕ çурçĕре ячĕç. Анчах тӳсеймерĕ. Çурçĕр сывлăшĕ пурне те юрамасть пулĕ çав. Пурте тӳссе ирттереймеççĕ ăна. Сывлăхсăра юлчĕ те, ăна киле ячĕç. Ун чухне ашшĕ те, амăшĕ те пурăнатчĕç-ха. Çине тăрсах авлантарас терĕç. Çын мар эпĕ, мĕлке кăна тесе питĕ те питĕ турткаланчĕ. Ашшĕ те, амăшĕ те ӳкĕте кĕмерĕç. Тепĕр тесен, тĕрĕсех тунă-ха вĕсем.
Авлансан район пульницине ĕçе кайса кĕчĕ. Лаша пăхма. Ун чухне ялсене лашапа тухса çӳретчĕç те, виçĕ лаша таранах тытнă. Вĕсене пăхма кĕрĕшрĕ те Макар.
Самани улшăнчĕ. Пульницара кăна-и, ялсенче те лаша кирлĕ мара тухрĕ. Те ĕнтĕ Макар Ивановича ĕçсĕр хăварас мар тесе-ши, халĕ те пĕр лаша усраççĕ пульницара. Ун валли ĕçĕ вара тупăнсах пырать. Машина çул суйлатъ. Лашашăн пулсан, вăл иртсе каяйми вырăн çук.
Лаши пульницанах шутланать, анчах Макар Иванович ăна вунă çул та ытла килĕнчех усрать. Лере унта вите те çук.
Тахçанах сӳтсе кайнă та çунтарса янă. Вите вырăнне те халь тупма çук. Çĕнĕрен хуралтăсем, складсемпе кирпĕч сарайсем ӳсе-ӳсе ларчĕç. Пульница çуртне те çĕнĕрен хăпартрĕç.
Ирхине ирех Байкала кӳлет Макар Иванович. Урапа çине ещĕк тесен ещĕк мар, арча тесен арча мар япала лартать. Ăна та вăл хăех ăсталанă. Шалта сентресем пур. Тусан-мĕн кĕресрен алăкне çăтă хупăнмалла тунă. Çулсерен пĕрер хут сăрлать. Кашнинчех тата урăх тĕспе. Йăтса илме икĕ пуçĕнче пĕрер авăр пур. Пушăскерне Макар Иванович пĕчченех антараять, хăпартса хураять. Туллине куçаркалама вара пулăшакан кирлĕ.
Çăкăр заводĕнче черет кĕтсе тăмасть. Шăп кирлĕ вăхăтра çитет. Çăкăр тиеме те пушатма унăн чăлт-шурă алсиш пур. Ăна çакăнтах, ни ещĕк мар, ни арча мар япала ăшĕнчех, тытать. Вери çăкăр шăрши сăмсана çапсан пĕр кана киленсе тăрать вара. Байкал та сăмса çунаттисене выляткалама тытăнать. Асаплантарасшăн мар янавара кукашшĕ. Экспедици пӳлĕмне мар, вĕри кăмака умĕнче ĕштеленекенсем патне васкать. Лешсем те хăнăхса çитнĕ ĕнтĕ. Икĕпитленсе тухнă çăкăрсене Байкал валли хăвараççĕ. Алик пĕлмест: те укçалла параççĕ çав юрăхсăр çăкăрсене, те ахалех. Апла-и, капла-и, кукашшĕ Байкала савăнтармаллипех савăнтарать. Икĕпитлĕ çăкăрсене ытларах чухне йăлтах лаша умне хумасть, ни ещĕк мар, ни арча мар япала ăшне ытти çăкăрсенчен уйрăм пуçтарса хурать.
Çакăн хыççăн тин çăкăр тиеме тытăнать. Эх, васкаса ĕçлет вара, эх, ĕштеленет вара. Чăм тара ӳкет тепĕр чухне.
Пульницана çитсе пушатать кăна, ун патне Униççе йăпăртатса çитет те. Таса мар вырăн таврашне вăл тĕркен-тĕркен çыхса хунă. Макар Ивановича ним калама та кирлĕ мар. Вăл хăнăхнă, вăл мĕн тумаллине пĕлет. Прачечнăя леçсе хурать те çав тĕркесене çула май сĕт заводне кĕрет, унтан пĕр фляга сĕт, тепĕр фляга хăйма лартса килет. Тепĕр тесен, çак ĕçсене тума тытаççĕ те ăна.
Сайрара пĕрре пульница таврашĕнчи çӳппе-çаппа тиесе кайса тăкмалли тупăнкалать. Кун пекки теплере пĕрре кăна пулкалать.
Кăнтăрла иртсен ăна никам та нимле ĕç те хушмасть. Никам та шырамасть. Анчах Макар Иванович ĕçсĕр лармасть, Виçĕ сехетре каллех çăкăр заводне каять. Маниç пурăнакан аллă киллĕ яла куллен çăкăр кӳрсе тăма тăкаклă теççĕ. Çынсем ыйтнипе Макар Иванович Уйкаса пĕрер хутлатъ. Ку вăхăталла ир тухнă çăкăр сивĕнме ĕлкĕрет ĕнтĕ. Çапах ял çыннисем кăмăллă. Сутăç çăкăра кăшт хаклăраха парать пулас та, кашнинчех Макар Ивановича укçа тыттара-тыттара ярать.
Акă паян та шăпах Уйкаса кайма вăхăт çитрĕ. Кукашшĕ Байкала курăк татса çитерекен мăнукне кăчăк туртрĕ.
— Мĕн, кукаçи? — чупса пычĕ ун патне Алик.
— Маниç аппусен ялне каймалла. Çавăтса кил Байкала.
Кукашшĕ ăна пуçласа хăйĕн вырăнне лартрĕ. Çак кунран вăл Аликăнах пулса тăчĕ. Кукашшĕ çăкăр тиенĕ чухне те, Уйкасра пушатнă чухне те лаша умĕнче тăчĕ, ăна ачашларĕ, ывăçăн-ывăçăн курăк тата-тата пачĕ.
— Маниç аппу патне хăнана кĕрес килмест-и? — ыйтрĕ кукашшĕ çăкăр пушатса пĕтерсен.
— Çук, — терĕ те Алик тилхепене ярса тытрĕ.
Сăрланă ещĕк çине хăпарса та ларчĕ. Унăн халь хăна шухăшĕ-и? Кукашшĕ хăйĕн вырăнне шанса панă чухне унăн чăн-чăн ямшăк пулса курас та çакна кукашшĕне кăтартас килет. Пĕлтĕр кукашшĕ: вăл, унăн мăнукĕ, ахаль-махаль ача кăна мар, ĕç çумне çыпçăннă, лаша тытса пыма пĕлет.
Кустăрмасен кăлтăр-кăлтăр сассипе Макар Иванович шухăша путрĕ. Мăнукĕ вара пуçне каçăртнă та мăнаçлăн ларса пырать, лаша хăйне итленĕшĕн савăнмаллипĕх савăнать.
Ĕнтĕ Макар Иванович хăйĕн икĕ хĕрĕ мĕнле ӳснине маннă. Шара-пара шараçланмасăр ӳсмест-ха. Хăйĕннисем пирки мар, ак çакăн пирки шухăшлас та пăшăрханас килет. Ку чухнехисем тетпĕр-çке-ха. Ăраскалĕпе тивлечĕ кусен ăраснарах-çке-ха. Хăйне ăна телевизор та, компьютер вăййи те кирлĕ мар. Кун валли туянмах тивет. Тумĕ-тирĕ те ку чухнехисен урăхларах. «Адидас»-и, урăхла ют сăмах-и çырман пулсан унашкаллине тăхăнасшăн мар. Пĕр-пĕринчен именеççĕ.
Шăматкуна кĕтмелле-ши лавккана кайма? Паянах тесен, вĕсем çаврăнса çитнĕ çĕре хупаççĕ. Çук-ха, малтан пĕлекенсемпе канашламалла. Маниçе хушмалла-ши? Мĕн япала туянсан мĕн пулассине малтанах пĕлсе тăмалла пултăр.
Таврăнсан кукашшĕпе мăнукĕ лаша тăварчĕç.
— Çырманах леçсе хур. Эп хам нихçан та çӳремен. Кăларса яратăп та, ăçта каймаллине хăех пĕлет. Ирхине те хăех килсе тăрать. Ан ӳркен, чуп. Лаша ăçта кĕтнине курса пĕл. Утлантарас-и?
— Хамах, хамах, — терĕ те Алик Байкала урапа çумнерех çавăтса пычĕ, якăлт сиксе ларчĕ лаша çине.
Байкал хăех вырăнтан хускалчĕ. Алик та чĕлпĕр турткаласа лашана канăçсăрламарĕ.
Час таврăнмарĕ Алик. Кукашшĕ каçхи апат хатĕрлерĕ. Малашне ĕнтĕ ача валли ятарласа тутлине, çемçине туянсах тăмалла. Паянлăха вара мĕн пуррипех çырлахма шутларĕ. Хăйне валли ирхи яшкана ăшăтрĕ, Алик валли çăмарта ăшаларĕ, чей вĕретрĕ.
3
Ача-пăча тени ыйха тарават пулаканччĕ. Алик вара кашнинчех çывăрса каяймасăр асапланать. Ача кравачĕ чăкăртатни кукашшĕне тарăхтармасть-ха, шухăша ярать. Хĕрупраç ыйхи шăпчăк ыйхи теççĕ-ха, ваттин ыйхи мĕн ыйхи-ши тата? Хурал йыттин ыйхи мар-ши? Ача çаврăнса выртсан та, тарăннăн сывлама тытăнсан та вăрана-вăрана каять. Тăрса ун кравачĕ патне пырать, вителĕкне тӳрлетет. Ача канăçсăрланса выртнине пăхса тăрать-тăрать те хаш сывласа пăрăнса каять. Ача сывă мар чухне канăçсăр çывăрнине пĕлет вăл. Шĕвĕрĕлчен ерсен те çаплах канăç пĕлмеççĕ.
Ыранах Тамара Васильевна патне илсе кĕрес-ха тесе шухăшларĕ. Пăхтăр, кирлĕ пулсан имçам патăр. Шĕвĕрĕлчен ернĕ пулсан ăна кăларма та пĕлеççĕ тухтăрсем.
Тепĕр кун та ыттисем пекех пуçланчĕ. Анчах Макар Иванович ун йĕркине паян урăхлатас терĕ. Алика хăйне ним те каламарĕ. Кӳлнĕ-кулмен лашана пульница еннелле уттарчĕ. Çул çинче вĕсем шăпах ача-пăча тухтăрне Тамара Васильевнăна хăваласа çитрĕç. Макар Иванович урапа çинчен сиксе анчĕ те хĕрарăм тухтăра пуç тайса сывлăх сунчĕ. Вĕсем юнашар утса пычĕç. Тилхепе тытнă Алик кукашшĕпе педиатр шăпах хăйĕн çинчен калаçнине тавçăрма та пултараймарĕ.
— Тӳрех илсе кĕр-ха эс ăна, — терĕ Макар Иванович. — Тĕрĕслесе пăх. Питĕ те питĕ канăçсăр çывăрать. Анчах ачи хăй тем ан шутлатăр. Эпĕ хушнине те ан пĕлтĕр. Тĕрĕслеме мĕнле те пулсан сăлтав хăвах туп. Унта сирĕн планпа та, плансăр та тĕрĕслемеллисем тупăнсах тăраççĕ.
Пульницана çитсен Байкал хăнăхнă вырăнах чарăнчĕ. Алик хăйĕн ĕçне кунта та манмарĕ. Ывăçла-ывăçла курăк татма пикенчĕ. Анчах ăна кукашшĕ хулран пырса çавăтрĕ.
— Тамара Васильевна сывлăхна пĕлесшĕн санне. Кĕрсе тух-ха унпа пĕрле.
Алик итлерĕ, анчах темшĕн пуçне чикрĕ.
Тамара Васильевна ача-пăчапа калаçма вĕреннĕ мар-и? Аликпа кукашшĕ ун патне пынă-пыманах тухтăр ачана çупăрларĕ те тарават ыйтрĕ?
— Ним ыратнине те туймастăн-и?
— Çу-ук, — терĕ Алик.
— Шăлу та ыратса курман-и?
— Çук...
— Атя-ха аппаратпа пăхса илер.
Ачана çавăтрĕ те, иккĕшĕ пульницана кĕрсе кайрĕç. Макар Иванович ним ĕç тума пĕлмесĕр тăрса юлчĕ. Уткаласа çӳрерĕ. Урапа çине кайса ларчĕ. Час тухмарĕ Алик. Паян кĕтсе илеймессĕнех туйăнчĕ.
Алик мар, Тамара Васильевна хăй пычĕ ун патне.
— Макар Иванч, — терĕ шелленĕ сасăпа, шанках хытса тăчĕ.
Тем ыйтасшăн-ыйтасшăн пулчĕ арçын, çăварне уçаймарĕ.
— Эсĕ ун пек çын мар-çке, — терĕ кăшт вăхăтран тухтăр. — Ма вара ача çине алă çеклетĕн? Ӳчĕ çинче пĕр чĕрĕ вырăн çук...
Сулăнсах кайрĕ Макар Иванович. Çăварне карса пăрахрĕ те тухтăр çине куç сиктерми пăхса тăчĕ. Пĕр тĕлĕнсе те пĕр аптăраса тăнă-тăнă хыççăн хăвăрттăн сăхсăхса илчĕ.
— Тур пур, хĕвел пур, — ачалансах кайрĕ хăй. — Хамăннисене те çапса курман. Мăнука-и, мăнука-и? Ăна йăтса çӳреме хатĕр эпĕ.
Иккĕшĕ те шухăша путрĕç. Макар Иванович çăвар вылятманнине пĕлет Тамара Васильевна.
— Мĕн тумалла? Мĕн тумалла?
— Аяк пĕрчисем те айăпланнă. Урамра пысăккисем хĕненĕ-и вара?
— Хамран ниçта та хăпмасть. Урама та кăлармастăп, — терĕ те Макар Иванович хаш та хаш сывласа илчĕ. — Ашшĕ патак айĕнчен кăларман ĕнтĕ ăна... Пульницанах вырттармалла пулать-и?
— Çаплах та сиплĕпĕр-ха. Ача-пăча суранĕ час пирчет. Чунĕ ĕмĕрлĕх суранланать. Эс ăна ачаш пăх. Манса кайтăр...
Хытăрах юратас, ачашрах пăхас килет Макар Ивановичăн хăйĕн те. Çакă кунран пуçласа çывăрма та хăйпе юнашар вырттаракан пулчĕ. Пĕр-пĕр йăпатмăш япала тупса памалла мар-и ку ачана тесе шухăшлама тытăнчĕ.
Йăпатмăшĕ çав кунах тупăнчĕ тата. Кăнтăрлахи апата таврăннă чухне Алик тилхепене пушатрĕ те унталла-кунталла пăхкаласа пыма тытăнчĕ.
— Пăх-ха, пăх, кукаçи! — сасартăк кăшкăрса ячĕ вăл, лашана чарчĕ.
Чĕпĕ вĕçтерме пуçланă кураксем шуйхашма тытăннă иккен. Пĕр-пĕр кушак хăпарман-ши йăмра çине? Мăнукĕ татах канăçсăрланать.
— Пăх-ха, пăх, кукаçи!
Ним те курмасть-ха Махар Иванович. Тем тĕшмĕртме тытăннă пек пулчĕ. Ют кайăк килсе тухнă иккен кураксен ялне. Çавна пурте пĕр пулса хăваласа ярасшăн иккен. Пĕрин хыççăн тепри вĕçе-вĕçе анаççĕ те çӳлтен кăлт та кăлт пыра-пыра сăхаççĕ. Леш чĕнмен хăни ниçта та тарса пытанаймасть. Йăмра вулли çумне пыра-пыра çапăнать, çĕре пере-пере анать. Вĕçсе хăпарма хăтланса пăхать кăна, темиçен харăс пырса сăхаççĕ. Çуначĕсем усăннă хăйĕн. Вăйĕ пĕтсех çитнĕ.
Алик кукашшĕ хушасса кĕтмерĕ. Хăех тавçăрчĕ. Сиксе анчĕ те урапа çинчен йăмрасем айнелле чупса кайрĕ. Пырса тытрĕ кураксем хур кăтартакан кайăка.
Кукашшĕ патне илсе пычĕ.
Курак чĕппиех пулса кайрĕ ку тата. Анчах шурă.
— Ав иккен мĕн пулса тухнă? — пуç пăркалама тытăнчĕ кукашшĕ.
— Мĕн пулнă вара?
— Ку шурă чĕппине йăвара чухне ашшĕ-амăшĕ тивмен. Шурă пулсан та хамăрăн тенĕ. Йăвинчен вĕçсе тухнă та хайхискер, ытти кураксем ăна хăйсен тесе йышăнмаççĕ. Ют кайăк вăл вĕсемшĕн.
— Эп ăна алла верентетĕп, — терĕ те Алик мĕскĕн кайăк чĕппине кăкăрĕ çумне чăмăртарĕ.
Çула май лавккана кĕрсе тимĕр читлĕх туянчĕç. Макар Ивановичăн çемйи çапла татах хушăнчĕ.
Пулла çӳрекен, чĕрчун пăхса пурăнакан арçын ача нихçан та усал ĕçе вĕренеймест тенине Макар Иванович темиçе çынран та илтнĕ. Çавăнпах ĕнтĕ Аликшăн хытă савăнчĕ. Шурă пулсан та килне курак иленни хăйне те хăпартлантарса тăчĕ. Темле ырă паллă пекех туйăнчĕ ку.
— Эпĕ ăна калаçма та вĕрентетĕп. Кураксем калаçма вĕренеççĕ тесе кĕнекере те çырнă.
Нимле «Денди» те кирлĕ мар халь ăна тесе шухăшларĕ Макар Иванович. Курак йăлăхтарсан анчăк çури туянса парăп тесе сăмах пачĕ.
Алик куракран пĕрре те йăлăхмарĕ. Пушă вăхăт пултăр кăна, тӳрех читлĕх патне пырать. Ăна уçать. Кайăка алла илет. Чарăнмиех сӳпĕлтетет вара. Кайăкĕ те тăнласах итленĕ пек туйăнать тата. Вăхăт-вăхăтăн хирĕç сасă парать. Çуначĕсем кĕçĕтеççĕ-ха ĕнтĕ. Вĕçме те май тупса памалла. Пӳрт тавра вĕçсе çаврăнмасăр лăпăстатма пăрахмасть. Кукленсе ларать те Алик каçăхса пăхать курак чĕппи лăпăстатса вĕçнине.
Те аçа, те ама пулнине турех пĕлейменнипе ят хураймасăр асапланчĕ Алик. Пĕрре Маша тесе персе ячĕ те урăхран ят шырамарĕ вара.
Курак чĕппи читлĕхе часах хăнăхса çитрĕ. Уçса кăларсан Алик хулпуççийĕ çине пыра-пыра ларакан пулчĕ. Кĕр енне ӳссе çитрĕ те кунран лайăхрах пурнăç кирлĕ те мар мана тесех шутларĕ пулас. Çемье йышĕ пулма пуçĕпех килĕшрĕ. Аликпа кукашшĕ апатланнă чухне сĕтел хĕррине пырать те ларать. Пуçне пăркала-пăркала хăйĕн пайне кĕтет. Алик ăна пĕрре те унсăр хăварман. Кап хыпать те панă апата читлĕхĕ çине каяйса ларать.
Хĕле кĕрсен Алик ăна урама илсе тухакан пулчĕ. Кĕркуннех те шухăш пурччĕ, анчах хăрарĕ. Кам пĕлес, ыттисем кăнтăра кайнипе унăн та вĕçсе тарас килĕ терĕ. Хĕлле вара унашкал хăрушлăх çук.
Чăхсемпе пĕрле апатланакан пулчĕ. Лешсем те хăнăхса çитрĕç, пĕр-пĕрне хăмсарми пулчĕç.
Вĕçсе хăпарать, пăхса çаврăнать кил-çурт таврашне, пăлтăр картлашки çине киленсе ларать. Куртăна, ниçта тарма та шутламан эпĕ тенĕнех туйăнать çакă Алика.
Пурăна киле кукашшĕпе ĕçе кайнă чухне картишĕнчех хăваракан пулчĕç. Картиш енчи форточкăна уçаççĕ те çилпе хупăнасран тĕревлеççĕ. Маша унтан кĕрет те, тухать те. Хуçисем таврăннине таçтан сисет тата. Кĕтмен çĕртен, кĕтмен енчен вĕçсе тухать те Байкал çурăмĕ çине пырса ларать. Куртăр-и, эпĕ кунтах тенĕн силленсе илет. Чăтаймасть вара Алик, кăчăк туртса хăй патне чĕнсе илет-илетех.
Мăнукĕ тантăшĕсенчен ютшăнарах ӳсни кăна пăшăрхантарать Макар Ивановича. Тата хĕрарăм ачашлăхне туйса кураймасть. Хăй кăна пулсан ку шухăш пуçа та пырса кĕрес çукчĕ. Халĕ шухăшлама тивет. Хăй пек хăраххăн пурăнакан çынна илсе килмелле мар-ши? Униççепе калаçса та пăхрĕ. Лешĕ пĕрре те хапăл пулмарĕ.
— Пӳрт тулли мăнукăмсем. Мĕнле пăрахса хăварам? — терĕ кăна.
Вăрттăн шухăшне çын çине кăларман-ха, ахальлĕн пулсан евчĕсенчен татăлса курас çукчĕ. Серинкка час-часах аса килекен пулчĕ. Анчах вăл ача ӳстерсе курман. Çавă хăратать.
Хальлĕхе хăех пăхать-ха мăнукне. Эрнере пĕрре мунча хутать. Аликăн ӳчĕ якалса çитрĕ. Çунă чухне аяк пĕрчисене пурне те хыпашлать. Хăратсах пăрахрĕ-çке-ха Тамара Васильевна. Пилĕк тĕлĕнче кăна, купарчаран çӳлерех, кăвак вырăн çухалмасть. Тимĕр япалапах лектернĕ-ши? Ыраттарас мар тесе кукашшĕ çак вырăна асăрханса çăвать.
Елена Марковна килсе çӳреме пуçларĕ. Ачан пĕрремĕш класа кайма çул çитсе пырать. Тинех ача-пăча йышне явăçать тесе савăнать кукашшĕ. Кенгуру ӳкернĕ ранец, фломастер, темиçе ручка, тĕслĕ кăранташсем туянчĕç. Тахçанах килĕнче шкул ачи пулман та, Макар Иванович мĕн те пулин кирлине пĕлмест. Сутăç мĕн сĕнет, çавна туянать. Хăй вара Аликран та хытăрах савăнать. Киле таврăнсан тем вăхăт çавăркала-çавăркала ларать шкул хатĕрĕсене.
Ун вăхăтĕнче те, ачисем ӳснĕ чухне те кунашкаллисем пулман. Пурнăçĕ те урăх ĕнтĕ халь.
4
Хам кăна пулнă пулсан терĕ те пĕринче Макар Иванович хăраса чарăнса тăчĕ. Мĕн хам кăна пулсан? Пăрахнă пултăр халех ку сăмаха!.. Кашни çыннăн пуласлăхшăн пурăнмалла. Шăп çакăн чухне Алика кукамăшĕ те кирлине нихçанхинчен лайăхрах ăнланса илчĕ. Кукашшĕ кукашшĕ кăна. Алла вĕрентнĕ курак та курак кăна. Вĕсем хăйсем çеç ача чунне чăмппи тултараймаççĕ. Пушă вырăн нумай юлать. Пурăна киле çавăнта усаллăх йăва тăвать те.
Иртен пуçласа каçчен шухăшлать Макар Иванович. Алик валли кукамай суйлать.
Ĕçрен таврăнсан, Алик Байкала çĕр каçма çырмана леçсе хурсан малти пӳртри шифоньера ухтарма пикенчĕ. Шухăша пута-пута тăчĕ. Мăкăртатса калаçрĕ. Çĕнĕрех пек туйăннă симĕс кĕпепе симĕс шăлавар илчĕ те шифоньер алăкне сассăр хупрĕ.
— Эс килтен ниçта та ан кай, эпĕ нумай çӳреместĕп, — терĕ мăнукне.
Анчах хăй тĕттĕм пулсан тин ӳсĕр таврăнчĕ. Кĕтсе ывăннă Алика çупăрласа илчĕ те, хаваслăскер, тивлетлĕскер, чарăнми калаçа пуçларĕ. Кун пеккине Алик хальччен курманччĕ-ха.
— Ачаш тăпки-и! Ачаш тăпки! Каларĕ тесе калăн ак — пурте лайăх пулĕ пирĕн. Кукаçуллă, кукамайлă ӳсĕн. Пĕр ачаран та катăк тумăпăр. Пурăнма пӳрнĕ кунăм пĕтиччен ура çине тăрататăпах сана та. Илтетне, Алик?
Калаçрĕ-калаçрĕ те, сасси сасартăк исленсе кайрĕ. Хускалми тăракан мăнукне ытамран вĕçертрĕ, хыттăн таплаттарса утса пӳртрен тухса кайрĕ. Çемçелнĕ кăмăлне хытарсан, куçĕсене шăлса типĕтсен калле таврăнчĕ.
Шăп тепĕр талăкран, тĕттĕмленес вăхăт çитсен, вĕсен пурчĕ умне грузовик килсе чарăнчĕ. Темиçе арçын сиксе анчĕç те ун çинчен пӳртелле тĕркесем, сĕтел-пукан, савăт-сапа, ăпăр-тапăр, шăкăр-макăр çĕклеме пикенчĕç. Алик çаксене çул парса ĕлкĕреймест. Чăрмантарам мар тесе пĕр кĕтесе кайса тăрать, унтан хӳтерсе яраççĕ, тепĕр çĕре куçать, унта та япала хумалла. Ĕнтĕ çывăрма тесе лăпланнă Маша та шуйхашрĕ. Çатăлтатса вĕçсе çӳренĕ хыççăн Алик хулпуççийĕ çине пырса ларчĕ. Иккĕн иккĕнех терĕ пулас, епле пулсан та хур курмăпăр...
Ăçтан пĕлтĕр-ха Алик ку япала мĕне пĕлтернине? Мăннисем унпа канашламаççĕ. Машăна кăкăрĕ çумне чăмăртарĕ, хăрах аллипе ачашларĕ: ан хăра-ха малтанах...
Грузовик пушансан кукашшĕпе юнашар утса пӳрте палламан хĕрарăм кĕчĕ. Малтан кукашшĕ пилĕк таран тайăлчĕ те тем мăкăртатма пуçларĕ. Унтан хĕрарăмăн черет çитрĕ. Ун сăмахĕсенчен ырăсем, хĕртсурт тенине кăна илтсе юлайрĕ Алик.
— Кĕрĕр, кĕрĕр! — терĕ кукашшĕ хăйсем хыçĕнче тăракансене.
Арçынсем кĕпĕрленсе кĕчĕç те тӳрех тĕпеле иртрĕç. Сĕтел тавра ларса та тухрĕç. Хĕрарĕм ĕштеленсе ӳкрĕ.
— Ăçтаччĕ-ха пирĕн сумка? — ыйтрĕ кукшшĕнчен.
Лешĕ апла-капла пăхкаласа илчĕ.
— Кабинăрах юлчĕ-им вара? — терĕ те тухса чупрĕ.
Алик Машăна хытăрах çупăрларĕ. Хăйĕн пӳлĕмне кайрĕ. Пуçтарнă вырăнне салатмасăрах, салтăнмасăрах ун çине тăсăлса выртрĕ.
Маша пар! çĕкленчĕ те хăй кăна пĕлекен вырăна вĕçсе кайрĕ.
Тĕпелте калаçни уççăнрах та хыттăнрах илтĕнме тытăнчĕ. Ку Алика кирлĕ те мар, çавăнпа сăмахĕсене уйăрса тăмарĕ. Темле килпетсĕр музыка итленĕ пек туйса выртрĕ. Вара стена еннелле çаврăнчĕ те хăрах хăлхине ал лаппипе хупларĕ. Хăвăрт-хăвăрт сывлама пикенчĕ. Тепĕр самантранах çывăрса та кайрĕ.
Те хĕвел шевли вылять, те хăватлă прожектор çунать. Тӳрех чухласа та илеймерĕ. Таçта ют çĕрте пекех туйрĕ хăйне. Ăна такам çăм тутăрпа витсе хунă. Хăй ăçтине часрах чухласа илес килчĕ.
— Маша, Маша! — кăшкăрса ячĕ вăл.
Курак вĕçсе пымарĕ. Ун умне палламан хĕрарăм пырса тăчĕ.
— Вăрантăнам-ха? — ыйтрĕ вăл.
Кун пек тарават сасса Алик хальччен илтмен. Илтнĕ пулсан те маннă. Амăшĕн кăкăрĕнчен тухакан сасă пекех туйăнчĕ. Алик часрах куçне хупрĕ. Мĕн те пулсан тавçăрайса илĕп-и-ха тесе хускалми выртрĕ. Палламан хĕрарăма хăй патĕнчен хăваласа ярас килмерĕ, анчах ют куçран та хăрарĕ. Мĕн кирлĕшĕн килнĕ-ха вăл Алик патне? Мĕн кирлĕшĕн Алик çине пăхса тăрать?
Чĕрĕ чун сисĕмлех çав. Çынна шухăш канăçсăрланине сисрĕ те Маша сассăр вĕçсе килчĕ. Тăрса та ларчĕ Алик.
— Çывăрма выртнă чухне салтăнаççĕ ăна, — терĕ хĕрарăм.
Алик илтмĕш пулчĕ. Машăна кăкăрĕ çумне чăмăртарĕ те тăрса утрĕ. Ăçта каяссине, мĕн тăвассине пĕлеймерĕ-ха вăл.
Хĕрарăм ун вырăнне тирпейлерĕ, çăм тутăра тăватта хутлатса пукан хыçĕ çине хучĕ.
Кукашшĕ килте çук. Ĕçе тухса кайнă ĕнтĕ. Алика илмен. Байкала та хăех çавăтса килнĕ-ши? Лаши хăй килсе тăнă-ши?
Пӳрт-çурта тирпейленĕ. Ниçта ним сапаланса выртмасть. Тĕпелти сĕтеле урăх вырăна куçарнă. Ун çине çĕнĕ клеенка сарнă. Газ плитине çап-çутă çуса тасатнă. Савăт-сапана шкапа тирпейлесе хунă. Чăнах та ют килти пекех туйăнса кайрĕ.
— Кил-ха кунтарах, — терĕ хĕрарăм.
Алик итлерĕ. Хĕрарăм ун умне кукленсе ларчĕ, кĕпе тӳмисене вĕçертрĕ, кĕпине каш кăна хывса илчĕ.
— Футболкуна та хыв, хуралнă, — терĕ те утюгласа якатнă кĕпепе майка тыттарчĕ. — Шăлаварна та улăштар, ак çакна тăхăн.
Хăй вара Алик тум улăштарнине юратса та савăнса пăхса тăчĕ.
— Капла лайăх, — çурăмран ачашларĕ хĕрарăм.
Çавăтрĕ те тĕпеле илсе кĕрсе кайрĕ. Сĕтел хушшине лартрĕ. Аликăн темшĕн йĕри-тавралла пăхкалас килет. Тем илĕртет куçа, тем тăрăнать. Чӳрече каррине улăштарнă. Ĕнерхи мĕн тĕслĕ пулнине Алик астумасть те. Тусанлăччĕ, хĕррисене çу лексе пĕтнĕччĕ. Паян икĕ хут карă çакăнса тăрать. Аялта шултăра чĕнтĕр, çиелте хĕвелçаврăнăшсем ӳкернĕ çӳхе сарă пусма.
Хĕрарăм Алик умне чечеклĕ пĕчĕк турилккесем, чей курки лартрĕ, пĕчек кашăкпа пĕчĕк вилка хучĕ. Пĕр турилкке çинче ункăласа каснă кăлпасси, теприн çинче çăмарта хăпартни тата теприн çинче симĕс салат.
— Чей парас-и, компот-и? — ыйтрĕ ачашшăн.
Тем ĕçес килетчĕ ĕнте. Пайăрласа ним те калаймарĕ. Чей-и, компот-и, пурпĕрех, пылак кăна пултăр.
Ача ним те чĕнменнине кура хĕрарăм чей куркине компот тултарчĕ. Хăй Алика хирĕç вырнаçса ларчĕ.
— Çиех ĕнтĕ, — терĕ вăл, — пурне те çисе ярсан ак çакна парăп.
Хăй умне пĕчĕк кăна шоколад кăларса хучĕ. Пайтахчен аптăраса ларчĕ Алик.
— Эй, пуç, эй, пуç! — хыпăнса ӳкрĕ хĕрарăм. — Çăкăр касса паман-çке. Каçарах, маннă.
Çавăнтах чечеклĕ пĕчĕк турилккепе çӳхен каснă çăкăр чĕллисем пырса лартрĕ.
Пĕрре те хальччен курма хăнăхнă пек мар. Ашшĕ килĕнче те, кунта кукашшĕ патĕнче те çăкăра ывăçа кĕмелле мар хулăн каснине кăна курнă вăл. Кăлпасси пулсан — хуппине сӳмесĕрех панă. Компот е чей тесен, алюмини куркана тултарнă.
Асăрханса тенĕ пек пĕчĕк вилкăна тытрĕ, сулахай аллипе çăкăр татки илчĕ. Çăмарта хăпартни çиме пуçларĕ. Хĕрарăм çаннисене чавса таранах тавăрчĕ те ун çине куç илми пăхса ларчĕ.
— Васкамасăр çи, вара центра кайăпăр иксĕмĕр, шкул валли мĕн кирлине туянăпăр...
Кайтăрччĕ пăрăнса, апат тутине туйса çинĕ пулĕччĕ Алик. Ют çын пăхса ларни килĕшмест ăна. Пысăккăн çыртса илсе чăмлама чăрмантарать. Чепĕ пек пĕчеккĕн-пĕчĕккĕн кăна сăхса çиме хăнăхман вăл. Сисрĕ çакна хĕрарăм. Тăрса кайрĕ те тум улăштарма пуçларĕ, тĕкĕр умне тирпейленме кайса тăчĕ. Вăл таврăннă çĕре лартса панă апата ним хăвармиех çисе ячĕ те Алик ку тетте савăт-сапапа мĕн тумаллине пĕлмесĕр аптăраса ларчĕ.
Тăрса тухрĕ сĕтел хушшинчен. Ним сăмах та каламарĕ хĕрарăм. Апла пулсан Алик юрăхсăр ĕç ним те туман.
— Машăна пӳртрех хăваратна? — ыйтрĕ кăна вăл.
— Пӳртрех. Форточкăна уçатăп та, хăех кĕрсе-тухса çӳрет.
Пуçтарăнса вăхăт нумай ирттермерĕç. Кунта пурăнма тытăннăранпа та хĕвел саркалансах çитиччен çыварса курман та Алик, те виçинчен иртсе çывăрнипе, анаслас килет, ӳркенес килет. Урама тухсан та час иртсе каймарĕ ӳркевлĕх.
Хĕрарăм алăран çавăтсан карт туртăнса айккинелле сиксе ӳкрĕ те, тин юн выляса кайрĕ. Хĕрарăм хăй еккипе сулăмлăн утса пычĕ, Алик çулăн тепĕр енĕпе веттĕн-вĕттĕн пусса, пĕр чупса, пĕр мăраннăн утса пычĕ. Ку хĕрарăма килĕшмерĕ, анчах çакна палăртас темерĕ. Унăн, хĕрарăмăн, ача çавăтса сумлăн утса пырас килет.
Район центрĕ сапаланчăк мар. Вĕсем хăрах енлĕ тăвăр урама тухрĕç. Кунта икĕ хутлă пысăк магазин пур иккен. Шкул-ши ку, клуб-ши тесе шутлатчĕ малтан Алик. Пĕрре те магазин пулмалла мар пек кунта. Çын çавăтса килмен пулсан хăй ним туса та тавçăрас çукчĕ.
Вĕсем иккĕмĕш хута хăпарчĕç. Сисет Алик: хĕрарăм ăна валли тем суйлать. Алик витрина умне тăнă та ӳркевлĕн кăна пăхкалать. Унăн хальччен савăнса та киленсе вылямалăх тетте пулман та, кантăк айĕнчи çак машинăсене, самолетсене, пăравуссене шăпах ача-пăча валли туса кăларнă тесе шухăшлас та килмерĕ. Вĕсем пурри те, çукки те пĕрех Аликшăн. Анчах илĕртеççĕ. Пăхма та хитре.
— Мĕн куртăн-ха? — пăшăлтатса ыйтрĕ хĕрарăм.
Хулпуççисене кăлт-калт сиктеркелесе илчĕ Алик. Пуçне таçта пытарма хăтланчĕ.
— Хăшĕ кирлĕ? Туянса парап. Хакне пăхмасăрах.
Аликăн темшĕн тăваткал хут курупкана тĕллесе кăтартас килчĕ.
— Ăнлантăм, ăнлантăм, — терĕ те хĕрарăм сутăçа кăчăк туртрĕ.
— Плейер-и? Ун валли кассетăсем те кирлĕ.
— Кирлĕ пулсан парăр.
— Çак ача валли-и? Юмахсем-и, юрăсем-и?
— Вăл та, ку та пултăр...
Сутăç кама мĕн кирлине чухлать иккен. Хăех кассетăна лартрĕ. Алика наушник тăхăнтарчĕ, плейерне хăйне шăлавар çăртинчен çакса ячĕ. Алик йăлтăр-р-р кулчĕ. Магазинран тухсан та, киле таврăнсан та кулă пит çинчен тарса каймарĕ. Маша хулпуççи çине пырса ларсан та Алик хускалмарĕ. Хăй кăна пĕччен итлекен юмах уншăн кăсăкрах та хаклăрах пулчĕ.
5
Мăннисем унпа канашламаççĕ те, Алик пурне те пĕлеймест паллах. Палламан хĕрарăма Серинкка тесе чĕннине те ăнсăртран кăна илтрĕ. Кукашшĕ çапла чĕнчĕ ăна. Серинкка Маниç аппăшĕн ялĕнче пурăннă. Качча кайман. Шăллĕн ачисене пăхса ӳстернĕ. Лешсем çын пулса хăйсем тĕллĕн пурăнма тытăнсан шăллĕшĕн ытлашши çăвар пулса тăнă. Хирĕçсе-çапăçса пурăннă хыççăн ку тӳссе тăрайман, пĕччен кинемей патне пурăнма тухнă. Лешне виличченех пăхса пурăннă та кинемей килĕнче пĕчченех юлнă. Маниç хăйĕн ашшĕне çак нушаллă хĕрарăма çураçма каланă та. Икĕ çын сăмах килĕштернĕ. Халĕ пĕрле пурăнаççĕ.
Кукашшĕ ĕçрен таврăнать те, Алик Байкала çырмана леçет. Çавăн чухне кăна пĕр-ик сăмах перкелешсе илеççĕ. Ытти чухне Макар Иванович мăнукне асăрхамиех пулчĕ. Унчченхи пек вĕрентсе, ăс парса калаçмасть. Кирлĕ те кирлĕ маршăн çӳçе тăрмаламасть. Çупăрламасть. Серинккана хушрĕ-ши ку ĕçсене?
Пĕринче тем ыйтма тесе кукашшĕ патне пычĕ те, лешĕ, шухăша путнăскер, ун çине сивлеккĕн пăхса илнĕ пек туйăнчĕ.
— Кукаму патне кай, — терĕ кăна.
Серинккана кукамай теме Алик хăй те хирĕç мар-ха. Пуçласа калама йывăр. Радиопа «Кукаçипе кукамай» ятлă юрра итленĕ чухне Алик хăй сисмесĕрех кукамай тесе персе ячĕ. Тем сарлакăш çырма урлă сиксе каçнă пекех туйăнчĕ хăйне. Вара пӳлĕмне васкаса кĕчĕ. Мĕн пулнă, мĕн пулнă тесе ыйтма Маша вĕçсе те пычĕ. Алик ăна ывăçĕ çине лартрĕ те пăшăлтатма пуçларĕ:
— Кукамай, кукамай, кукамай...
Çавăнтах Серинкка патне чупса кайрĕ.
— Кукамай, а-а-а, кукамай, — тем ыйтасшăнччĕ хăй. Серинкка та самантлăха сĕлпĕрленсе кайрĕ. Никама та памастăп тенĕн Алика çатăрласа ярса тытрĕ те çĕклесе илчĕ, хытă-хытă çупăрларĕ. Ача ăшши ăна пушшех сĕлпĕрлентерчĕ. Вăл, ача ăшши, ват шăм-шака çемçетсе ячĕ, чĕре тулăххăн та тивлетлĕн тапма пуçларĕ. Вăл, ача ăшши, ун чунне çамрăклатсах ячĕ.
Аликшăн пулсан мĕн? Мăннисен ача-пăчана юратмалла. Юратчăр. Çупăрлаччăр. Ун чĕлхине кукамай сăмах иленчĕ. Çавă кăна.
Тен, çавă кăнах та мар. Çав кун вăл час çывăрса каяймарĕ. Кукамăшĕ чӳрече каррине туртса хурсан, вителĕк айĕнче хутланса выртакан ачана ал лаппипе лăп-лăп çапса лайăх çывăр тесен малти пӳлĕме кĕчĕ те кукашшĕне чĕнсе илчĕ. Вĕсем диван çине ларчĕç. Сĕтел çинчи лампа çути уçă алăкран тухса Алик пӳлĕмне савăл пек хирĕнсе кĕчĕ те каялла тухмарĕ. Алик ыйхине çавă хӳтерсе тăчĕ пулас. Куç хупăнма-хупăнма патнех çитсен çав çутă курăнсах каять те, ыйхă таçта тарса пытанать. Маччаналла та пăхса илет Алик, Маша читлĕхĕ еннелле çаврăнса выртать. Ыйхă пурпĕрех ăна шыраса килмест.
— Итле-ха, Макар, атя-ха çине тăрсах хутсем тутарар, — тет Серинкка вăрканă сасăпа. — Малтан хамăр иксĕмĕр кăйса çырăнар. Саккунлă пултăр пурте. Унтан Алика сан çине çыртарар...
— Хамăр çырăнмасăр та пурăнкалăпăр-ха. Пирĕн пурăнмалли пит нумаях та юлман. Алика ман çине çыртарсан пĕрре те пăсăк пулас çук...
— Пăсăк пулас çук кăна-и? Эс, пурăнса курнă çын пулсан, çавăркала-ха пуçу тавра. Хамăр та çырăнмасан пире саккун пĕр çемье тесе шутламасть. Çапла вара, ачана та пире никам та памасть. Патшалăх йĕркине пурне те пĕлместпĕр эпир санпа иксĕмĕр. Малтан кантурсене кайкаласа çӳремелле, ыйткаласа пĕлмелле. Пуçлам-ха ыранах.
— Хăвах çӳре вара. Сан вăхăт пур, чĕлхӳ те калаçма пĕлет. Манран ним те пулас çук.
Кукашшĕ шăпланчĕ. Ун сасси урăхран илтĕнмерĕ те, Серинкка кăна калаçрĕ те калаçрĕ.
Те мăннисен калаçăвĕ вĕçтерчĕ Алик ыйхине, те урăххи. Вăл енчен те еннелле çаврăнкаларĕ те çаврăнкаларĕ. Мĕн пулнă-ха ку ачана тесе Серинкка темиçе те пычĕ ун патне. Вăл кĕрсен савăл çутă çухалать те, Алик кăтăша путнă пек пулать. Вăл кайсанах савăл çутă вăйланать те ăна канăçсăрлама тытăнать. Мĕнле майлă выртсан та ӳт-пӳ исленсе каймасть.
Ача ăсĕпе пулсан та кукашшĕпе кукамăшĕ мĕнле хутсем çинчен калаçнине ăнланса илес терĕ. Çав хутсем унăн хӳтлĕхĕ пулассăн туйăнчĕ. Çак таран шухăшласа çитет кăна, сасартăк ашшĕ куç умне тухса тăрать. Тӳрех хӳхлесе макăрса ярас килчĕ.
Ялан тăхăнса çӳрекен джинспа ашшĕ, анчах тĕсĕ темшĕн урăх, сарă хăмăр. Пичĕ, лаша пуçĕ пек, тăрхала, янахĕн вĕçĕ шĕп-шĕвĕр. Унпа кирек мĕне те чышса шăтарма пултарассăн туйăнатъ. Çăвар уçса ним те каламасть хăй, пăхнă та Алик çине куçне сиктерми тăрать. Аллине кăна ан çĕклетĕрччĕ тесе выртать Алик. Аллине çĕклесен çутăлтарса ямасăр пĕрре те ирттермен.
Ăçта тата мĕнле лекессине те нихçан та пĕлмен вăл. Ак, ак алли хускалчĕ. Алик вителĕке тапса сирчĕ те тăрса ларчĕ. Тем сасă кăларчĕ хăй. Сисĕмлĕ Серинкка чупса та пычĕ ун патне.
— Мĕн пулчĕ? Ма çывăрмастăн?
Ал лаппине тӳрех ун çамки çине хучĕ.
— Вĕри çук пек. Мĕн те пулсан ыратмасть-и?
Алик пуçне сулларĕ. Вара Серинкка аллине çатăрласа тытрĕ. Ан кай, пĕччен ан хăвар мана, эпĕ хăратăп тесшĕнччĕ ĕнтĕ хăй. Хăюлăх çитерсе калаймарĕ.
— Юрĕ, юрĕ, — хăех тавçăрчĕ кукамăшĕ. — Лăплан та çывăрса кай. Эп пăхсах ларăп.
Ура вĕçне вырнаçрĕ. Алик куç хупмасăр та, мăшлатса сывлама пуçламасăр та вырăнтан тăмарĕ.
Ирхине кукашшĕ ĕçе каймалла чухне лăска-лăсках вăрататчĕ ăна, кукамăшĕ нихçан та хăй пырса хускатмасть. Алик хăй тăрасса кĕтет. Канăçсăр çĕр хыççăн та çаплах турĕ. Çăвар карса сывлакан Алика пыра-пыра пăхма кăна манмарĕ. Тĕпелте кăштăртатнă хушăра та ун валли май тупайрĕ.
Кăнтăрлачченех çывăрчĕ Алик. Вăл тăнă çĕре Серинкка апат-çимĕç хатĕрленĕ, таса кĕпе-йĕм утюгласа хунă.
Кукашшĕ кăнтăрлахи апата таврăнчĕ. Байкала тăварса ячĕ. Алик ăна курăк çиме пушар деповĕ патнех леçсе хучĕ. Алик каплах аякка çӳрес çукчĕ те пулĕ, анчах лаша утланманни чылай пулать. Юри тăкăрлăкпа мар, аслă урампа çаврăнчĕ. Курăклăха çитсен, Байкал курăк чĕпĕтме тытăнсан лаша çинчен пурпĕрех анмарĕ. Таврăнма вăхăт çитичченех çапла ларчĕ. Байкалшăн та ку асап мар, савăнăç кăна пулчĕ.
Лаша пикенсех çирĕ. Алик йĕри-тавралла пăхкаларĕ. Депоран инçех те мар кивĕ йĕтем пур. Ăна тахçанах пăрахнă. Анчах сӳтсе кайма нихăшĕн те алă çитмест. Ун айĕнче халь ача-пăча вылять. Тем-тем тĕрлĕ штаб та пур. Алик та пĕрре пулса курнă унта. Халь те Байкала хăварсах кайнă пулĕччĕ те — Артыкран хăрать. Унран Алик кăна мар, ыттисем те асăрханаççĕ. Хаяр ача. Тӳрех вăйпа хăратма та хăмсарма пăхать. Шутласа та тăмасть, сулать те ярать. Мăннисенчен те именесси çук.
Хăй вăл чăвашлах калаçать. Хушамачĕ те чăн чăваш хушамачĕ — Васильев. Анчах пĕрре те чăваш теслĕ мар. Амăшĕ Иваново таврашне торф кăларма кайсан пĕр узбекпа-и, таджикпа-и, Вăтам Ази арçыннипе паллашнă, качча тухам пекки тунă. Лешĕн лере тата икĕ арăм пулнă иккен. Ку, хуларан хулана сутă туса çӳрекенскер, тăван çĕршывне кайма вăхăт çитсен Артыкпа амăшне пăрахнă та хăварнă. Кайран Артыкăн темиçе ашшĕ те пулса пăхрĕ. Пĕри те ăна пăхса çитĕнтерес темерĕ. Халĕ амăшĕ район центрĕнче пĕртен-пĕр ывăлĕпе кăна пурăнать. Çăкăр заводĕнче ĕçлет. Ывăлĕ шкула çӳременнишĕн те пăшăрханмасть. Чикан ачисем те шкула çӳремеççĕ, пурпĕрех ăслă текелет кăна. Ун çумне тата çуралнă чун пурпĕр ӳсет тесе хушса хураять. Çакă пулать те ĕнтĕ уншан ача-пăчана ăс пани. Çавăнпа Артыкшăн ниçта та нимле чару та çук. Пĕрле вылякан ачасенчен хăй самаях аслă. Çавăнпа унăн яланах çулпуç кăна пулмалла.
Ачасем пурте пĕр халăх. Артыка никам та нихçан та чăваш ачи мар эсĕ тесе каласа курман.
Хăйне пăхăннине, итленине юратать. Çавăнпах пуль хăйĕнчен кĕçĕнреххисемпе кăна çӳрет. Вĕсене итлеттерме çăмăл. Вĕсене хăтăрса тăкма та, хăратма та пултарать.
Пурăнасса Аликсенчен урам урлă пурăнать. Унран мăннисем те хăраççĕ пулас. Хĕрарăмсем ы-ы-х! тенипех çырлахаççĕ. Арçынсем алă çĕклеме пăхаççĕ. Усал ача шутĕнче çӳрет Артык. Ун ним тумасан та пурне те çĕмĕрмелле, ватмалла, хĕнемелле...
Хул-çурăмĕ мăн çыннăнни пекех сарлака та тĕреклĕ. Пĕвĕ-сийĕ вара ытти ачасеннинчен уйрăмах та мар. Вăйлă ача.
Иккĕмĕш класран тухса тарнă та, учительсем те, амăшĕ те ăна каялла шкула илсе килеймеççĕ. Шкул çулĕ пуçлансанах таçта каять те çухалать. Çав пулмасанах кивĕ йĕтем айне каймалла та çав. Лайăх унта.
Кукашшĕ сассине илтрĕ те чĕлпĕре ярса тытрĕ.
— Байкал, çитет, кукаçин апат вăхăчĕ пĕтрĕ, — терĕ вăл.
Лаша ăнланчĕ. Пуçне çĕклерĕ те тулхăрса илчĕ. Ку ĕнтĕ кайрăмăр апла пулсан тени пулчĕ. Чĕлпĕр кăрт-карт турткаланасса кĕтмерĕ, яркăнтара пачĕ малалла. Кукашшĕ вĕсене депо хыçĕнче кĕтсе илчĕ.
6
Çĕр çине килекен кашни чунăн хăйĕн пайăрлă кĕтесĕ пулмалла. Çакна Алик та туйса илчĕ. Унăн хăйĕн те тĕнчи пур мар-и? Çыншăн пулсан пĕчĕк пек туйăнтăр. Аликшăн унран пысăкраххи урăх çук. Никам та чăрмантармасть ăна, никам та чармасть. Кукашшĕ, кукамăшĕ, Байкал, Маша...
Халь кукамăшĕ те саккунлах унăн. Иртнĕ эрнере çырăнса килчĕç те, Серинкка Алика хăй ытамне илчĕ, кукамай тесе хистесех калаттарчĕ. Вăл хистемен пулсан та чĕлхе хăнăхса çитнĕ ĕнтĕ.
Мăннисен хăйсен хуйхи-суйхи теççĕ те, ача-пăча та унран айккинче юлаймастъ çав. Алик валли те хут тутарма тытăннă-ха мăннисем. Кукашшĕ яланах пĕр пек калать. Серинкка, санăн вăхăт пур, эсĕ çӳре тет. Кукамăшĕ вара Алика çавăтать те район центрне иле-иле тухать. Икĕ хутлă магазина мар çав. Кантуртан кантура çӳреме. Кукамăшĕ кĕрсе каять, Алик крыльца çинче ларса юлать. Йăлăхсан уткаласа çӳрет. Ун тĕллĕн выляса йăпанмалли тупăнсах тăрать. Çул хĕрринчи йывăçлăха кĕрсен хулăпа вĕлтĕрен тăррисене тата-тата ярать. Сулса яратъ те, чаш кăна касса татăлать вĕлтĕрен тăрри. Хĕçпе каснă пекех. Е тата куршанак чечекĕ çине тăрăннă тĕкĕлтурана шăнăр курăкĕпе тытать те темччен-темччен мăйлаттарать. Çара аллăн тытсан лешĕ пӳрнене çыртса илме хăтланать. Капла шăнăр курăкĕ витĕр витереймест.
Кампа мĕн калаçать кукамăшĕ кантурта? Ăна пĕлеймест вара. Анчах пĕринче хăвăртах çаврăнса тухрĕ. Тепринче, ай турă кăна, нумай та нумай тăчĕ. Халĕ те акă... Кукамăшĕ ан çухаттăр, шыраса ан хăшкăлтăр тесе кантур крыльци çинче ларчĕ-ларчĕ те йăлăхсах çитрĕ. Çурт кĕтессинче вĕт чул купи курчĕ. Тытăнчĕ хайхи пере-пере ăна та кăна лектерме. Хĕрсех кайрĕ. Чул татки лектерес тенине пырса çапăнмасан шăл çыртсах пеме тиврĕ. Çакăн чухне сылтăм ал туни ыратса кайрĕ.
Каялла крыльца çине таврăнчĕ те аялти картлашка çине ларчĕ. Ыратакан аллине пĕç хушшине хĕстерчĕ.
Кукашшĕ ăна илме пыриччен кăшт маларах кăна-ха сĕтел хушшинче сĕт ĕçсе ларнă чухне фарфор курка алăран тухрĕ те ӳкрĕ. Сĕчĕ сĕтел çине тăкăнса кайрĕ. Курка чăл-пар саланчĕ.
— Чăлах! — терĕ те шăл витĕр ашшĕ ванчăкĕсене пуçтарма тытăннă алăран çапрĕ.
Пӳрне вĕçĕсем касăлса йĕтрĕç. Сĕтел çине тăкăннă сĕт саланса кайрĕ.
— Пуçтар, — тесе çиллессĕн кăшкăрчĕ ашшĕ.
Çавăн хыççăн кукашшĕ илме пыричченех хуçăк çунатлă кайăк пек çӳрерĕ.
Пӳрне вĕçне пăхса илчĕ. Суран вырăнĕсем халĕ те палăраççĕ. Хĕвел тивмест çĕн ӳте.
Ал сыппи ыратма пăрахнă пек пулчĕ, анчах урăхран чулпа перес килмерĕ. Пĕр кана уçăлать-и, уçăлмасть-и тесе кантур алăкĕ çине пăхса тăчĕ. Уçăлмарĕ-ха.
Уттарчĕ çăкăр лавкки еннелле. Лапсака çăка айне кукленсе ларчĕ. Иртен-çӳрен çынсене, кĕр те кĕр кĕрлекен машинăсене пăха-пăха ăсатма питех те меллĕ кунтан. Сана курмаççĕ, эсĕ пурне те куратăн. Пĕр харăс çакăн чухлĕ çын нихçан та курман пулĕ вăл. Ача куçĕпе мар, пурăннă çын куçĕпе пăхсан кам мĕн ĕçпе çӳренине уттинченех чухласа илме пулать. Анчах Алик ун пирки шутламасть. Уншăн çын хĕвĕшни хăй кăсăклă. Ача-пăча ушкăнĕ курăнса кайсан, çамрăк та чанкăлти сасăсем илтĕнме тытăнсан мăннисене пăхма пăрахрĕ. Артыкпа темиçе юлташĕ курăнса кайрĕ. Çаксем тротуар сарлакăшĕпе йĕркеленсе тăчĕç те иртен-çӳрене тыта-тыта чарма тытăнчĕç. Укçа анратаççĕ иккен. Мĕн валли тесе ыйтаççĕ-ши? Пĕлес килет. Кунтан ним те илтĕнмест. Алик тĕшмĕртме кăна хăтланать. Пĕрисем параççĕ, теприсем хăмсарса кăна ирте-ирте каяççĕ. Артык хăмсараканнисене хăй те лаплаттарса хума ӳркенмест. Пайтахчен пăхса ларчĕ Алик. Кукамăшне те мансах кайрĕ. Лешĕн сассине илтсен кăна яшт сиксе тăчĕ.
Çав вăхăтра алă туни тепĕр хут туртса ыратса кайрĕ. Хутлансах ларчĕ, ахлатса ячĕ. Пуçне çĕклерĕ те сехĕрленсе ӳкрĕ. Çăкăр лавкки енчен ашшĕ çул урлă каçать. Ун патнелле пырать. Ал сыппи ыратни те самантрах иртсе кайрĕ. Кăшкăрса ячĕ те кукамăшĕ еннелле ыткăнтарчĕ. Ăна кăшкăрса шыракан кукамăшĕ çакна курсан тăпах чарăнса тăчĕ.
— Мĕн пулчĕ тата, мĕн пулчĕ? — пăшăрханса ыйтрĕ вăл.
— Ним те, — аран сасă кăларчĕ Алик. Кукамăшне çатăрласа тытрĕ.
Ватти нимĕн те ăнланмарĕ, анчах хӳтлĕх ыйтакан чуна пулăшмаллине чухларĕ.
— Усал ачасем-и? — çаплах тĕпчерĕ кукамăшĕ.
Алик шарламарĕ. Кукамăшĕ çумне çыпçăнсах ларчĕ. Вара лешĕ ăна çавăтрĕ те, килĕ еннелле утса кайрĕç. Ача çаплах чĕтреме пăрахаймарĕ. Киле таврăнсан та ăш вĕçнĕ çын пекех çӳрерĕ. Ниçта пырса хăйне валли канăç тупаймарĕ, алла вĕреннĕ куракĕ те лăплантараймарĕ.
Йыт-качкаран хăранă-ши вара тесе аптăраса шухăшларĕ кукамăшĕ.
Темле тĕпчесен те ача хăйне мĕн сехĕрлентернине каламарĕ.
Кашнинчех, центра тухса кĕнĕ хыççăн, кукамăшĕ мăкăртатма тытăнать. Камсем пит кӳрентереççĕ-ши ăна?
Кукамăшĕ кăмăлсăр чухне Аликăн та хаваслăх тарать. Вăл пуç усать те пĕр кĕтесе тĕршĕнет. Унччен те пулмасть, Маша хулпуççи çине пырайса ларать. Алик хăй шухăшне шухăшлать, Маша — хăйĕнне. Алик каланине Маша ăнланатъ-ха, тавăрса кăна калаймасть. Çапах пĕр-пĕрне питĕ лайăх ăнланаççĕ.
Кукашшĕ ĕçрен таврăнсан Серинкка чун кӳтнине пушатма шутларĕ пулас. Алик та хальччен пĕлменнине пĕлчĕ. Унран пытанса калаçмарĕç аслисем.
— Итле-ха, Макар, — терĕ кукамăшĕ, — манран пулмарĕ. Малалла эсĕ çӳре. Алика пирĕн çине çырасшăн мар. Ашшĕ пур, ăна никам та правасăр хăварман теççĕ. Вăл килĕшсен кăна çыратпăр теççĕ. Кайса кил-ха эс ун патне. Хут татки çырса патăр. Е малтанах çырса хатĕрлер те, алă кăна пустăр. Ху пĕлен, Макар, кантур çын сăмахне мар, хута кăна ĕненет.
Кукашшĕ хашлатса сывлама пуçларĕ.
— Иллепе сăмах килĕшмест ман...
— Килĕшмесен те килĕштер. Хăвах шутласа пăхсам, ачашăн эпир никам та мар. Саккун пире йышăнмасть. Пăхса ӳстерĕпĕр те ачана, килте пулăшакан пулса çитсен ашшĕ килĕ те илсе кайĕ. Халĕ кăна, шараçлă чухне, вăл вĕсене кирлĕ мар. Каларĕ тесе калăн ак...
Кукашшĕ тата тарăнраххăн сывлама пуçларĕ. Сулахай аллине кăкăр çине хучĕ.
— Хутне малтанах çырмалла тетĕн. Кам пултарать-ха ăна? Çын тытмалла-и?
— Мĕнле çырмаллине пĕр хĕрарăм пĕлет. Опекун тесе çыртарсан ача тăршшĕпех хамăрта юлать.
— Темле япала пайланă чухнехи пекех калаçатăн эсĕ, Серинкка.
— Çапла çав. Саккун çапла тума хушать.
— Кайса пăхам апла. Пĕр кĕленче чиксе каям. Ӳсĕрпе алă пусса парĕ тен.
— Илле çамрăк-ха. Ун ним хăрамалли те çук. Çĕнĕ арăмĕпе пĕр кĕту ача çуратса тултарĕç. Пăшăрханар мар малтанах.
— Çаплине çапла-ха. Пĕр кутăна персен Иллене нимпе те ӳкĕте кĕртме çук.
— Ним те ăнланасшăн мар эс, Макар. Тем ырă мара чун сисет ман. Ĕçкĕллĕ çынна пĕлсе çитерме çук-ха. Паян апла ун, ыранах тепĕрле. Эпĕ шухăшланă пек туса пăхар-ха. Эп леш хĕрарăм патне хамах кайăп. Хунее хамах çыртарăп. Мĕнле те пулсан хамăр çине куçарасчĕ Алика...
— Малтан пĕлекенсемпе эпĕ те калаçкаласа пăхам-ха, — терĕ те кукашшĕ халран кайса салтăнмасăрах вырăн çине выртрĕ.
Кукамăшĕ аллипе çăварне хупларĕ, урайнелле пăхса хăйĕн шухăшне малалла тăсрĕ.
Мĕн çинчен шухăшларĕ вăл? Ăна хăй кăна пĕлме пултарайрĕ.
7
Пĕр сăмаха темиçе каланине юратмасть Макар Иванович. Ӳсĕр çыннăн вара çав йăла пур. Раис та çине-çинех пĕр сăмаха калать.
— Хăраса тухса ан тарах, Макар Иванч, хăраса тухса ан тарах. Пӳрт-çурт тирпейлеме те вăхăт тупаймастăп. Ĕнер кум валли утă кӳрсе килтĕмĕр. Аслăк çbне хăпартса хутăмăр-ха. Çав йӳтĕмпе кăштах сĕтел хушшине ларас терĕмĕр...
— Илле килте çук, ăçта çӳрет вара?
— Килтех-ха вăл... Ĕшеннĕ кăштах. Канма выртас терĕ. Эс, Макар Иванч, хăраса тухса ан тарах. Эпир ялта çапла пурăнатпăр. Кил-çурт тирпейлеме те вăхăт çукрах...
Макар Ивановичăн хĕрарăм çăварне хуплаcа хурас килчĕ. Лешĕ çаплах чарăна пĕлмерĕ, пĕр йĕр çинчен тухайман кăрмахвун пек палкарĕ те палкарĕ.
Вăхăтсăр килтĕм иккен тесе шутларĕ Макар Иванович. Анчах нимсĕр-мĕнсĕр пурпĕрех тухса каяс килмерĕ. Хатĕрленĕ сăмахне калас та ĕç-пуçа вĕçне çитерес терĕ.
Сĕтел çинчи пуш кĕленчесемпе таса мар савăт-сапа куç тĕлне пулчĕç. Ку сĕтел хушшинче пĕр хăна кăна ларманнине, пĕр кун кăна ĕçменнине чухласа илме пĕрре те йывăр пулмарĕ. Макар Иванович турăш айĕнче сĕнксе ларакан тепĕр хĕрарăма асăрхарĕ.
— Лар-ха эс, Макар Иванч, сĕтел хушшине, — терĕ те Раис пушă кĕленчесене пуçтарма пикенчĕ.
Аллисем хăйне итлесшĕн пулмарĕç. Турăш айĕнчи хĕрарăм та вырăнтан хускалчĕ, Раиса пулăшма хăтланчĕ. Мăкавлăн пăхса тăчĕ вĕсем çине Макар Иванович. Урăхран тӳссе тăраймарĕ, лаша мĕн тăвать-ха унта, тухса пăхам текелесе алăк еннелле сулăнчĕ.
Урапа ӳречисенчен урисене усса ларнă чухне çамка картлантарсах шухăшларĕ: «Кӳ ӳсĕрсене ача кирлĕ мар-ха. Мансах кайнă вĕсем ăна. Серинккана кăна кӳрентерес марччĕ. Илле урăласса кĕтмелле-ши вара? Паян урăлаять-ши-ха вăл? Манпа калаçмалли çын пулаять-ши? Тепре килсе çӳремех тивет ĕнтĕ...»
Лаша умне тепĕр çĕклем чĕрĕ курăк хучĕ те пӳрте кĕчĕ. Раис Иллене вăратма ĕлкĕрнĕ. Сĕтел çине пуçтаркаланă. Газ плити çине чейник лартнă. Çатма чашкăрма тытăннă. Те ĕнтĕ алтайăн апат тесе çăмарта ăшаласшăн-ши?
— Манса ан пурăн пире, Макар Иванч, килкелесех çӳре, — калаçăвне улăштарчĕ Раис. — Сана юрататпăр эпир, Иллепе те нихçан та урлă-пирлĕ пурăнман эс.
Макар Иванович ним те хуравламарĕ. Ыйхăллă сăн-питлĕ, ĕçкĕллĕ пит-куçлă Илле сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕ те кăшкăрашса калаçрĕ.
— Юлнă-и унта пирĕн Макар Иванч валли?
Раис тĕпелтен тулли кĕленче çĕклесе тухрĕ, сумлăн та тивлетлĕн ăна сĕтел çине лартрĕ.
— Кил, Макар Иванч, сĕтел хушшине! — малтанхинчен те хытăрах кăшкăрчĕ Илле.
Майпен пускаласа сĕтел патне иртрĕ ватти. Сăппăн тӳрленсе ларчĕ. Умĕнче мĕн пурри-çуккине пăхса илчĕ. Сĕтел пĕрре те тулăх мар. Çу варринче ĕнтĕ сĕчĕ-çăвĕ те, юр-варĕ те ытлăн та çитлĕнех пулмалла. Çăмарта ăшаланисĕр пуçне нимех те пĕçерме ухата мар пулас ку хĕрарăм. Чечекленме пуçланă касма суханĕ пур та, çăкăр касса хунă.
— Ман шĕвĕркке мĕнле пурăнкалать унта? Пырса илме ерçӳ тупаймарăм-ха. Хăнара çав таранах нумай пурăнмаççĕ. Ялтах шкула çӳретĕр.
— Кайса илетĕп пулмасăр! — калаçăва хутшăнчĕ Раис. — Касăва çӳреме папи. Ыттисем ав çавăн пеккисемех çӳреççĕ. Пирĕн хамăрăн каймалла. Тахçанах янрашатăп, кайса ил те кайса ил тетĕп, хăй каларăш, ерçӳ тупаймасть. Тепĕр черет çитнĕ çĕре кайса лартсах килмеле. Халь те нумай усрарăмăр ханара...
Макар Ивановичăн пыр кучанĕ сиккелеме пикенчĕ. Çăвар уçсан кил хуçисене юраман сăмах тухса каясса пĕлчĕ, çавăнпа шăлне çатăрах çыртрĕ. Ĕнтĕ кунта ятарласа калаçма та ача кунне-çулне татса пама ятарласах килнине те шарлас мар терĕ. Алик çинчен урăхран калаçас та, калаçтарас та килмерĕ. Хăй пурăннă чухне мăнукне никама та, Иллепе унăн çĕнĕ арăмне те парас çуках. Милиципе, салтаксемпе пыччăр, тĕрмепе, темпе хăратчăр. Пурпĕр памастех.
Нимле калаçу та пулмасса ăнланса илчĕ те тухса кайма сăлтав шырама пуçларĕ. Сĕтел хушшине ларнăскерĕн ним астивмесен те аван мар. Çул çӳресе хырăм та хыр тăрринелле пăхма тытăннă. Пуçне чикрĕ те кашăк хуми çимешкĕн тытăнчĕ. Сăйшăн тав тусан ячĕшĕн калаçу пуçларĕ.
— Килмелли тупăнчĕ те сирĕн яла çула май кĕрсе тухас терĕм.
— Манса пурăнмалла мар çав. Такамсем мар вĕт, — кĕрлеттерсе калаçрĕ Илле.
Макар Иванович умне тулли черкке лартрĕ. Раис та хистеме пуçларĕ. Паçăр турăш айĕнче сĕнксе ларнă хĕрарăм таçтан тупăнчĕ тата. Раис ăна хăйĕн черккине тыттарчĕ те тепĕрне тултарчĕ, Макар Иванович умне пырса тăчĕ.
— Тĕл пулнă ятпа! — терĕ вăл.
Чăнк-чанк янраса илчĕç черккесем. Илле пурне те хăратса ахлатса ячĕ.
— Çапла ĕçмелле пурин те! — терĕ вăл хăлаçланса.
Макар Иванович мана юрамасть çав тени ытла та сумсăррăн илтĕнчĕ, тĕрĕссипе ăна никамах та илтсе юлаймарĕ. Пуçларĕç виççĕн тан хистеме.
— Яра пар, яра пар, Иванч! Тĕл пулнă ятпа! Пире юратса! Яра пар!
Иллене никам та хуплаймарĕ. Вăл аллисене хăлаçларĕ те кĕрлеттерме пуçларĕ.
— Эпир ав виçĕ кун ĕçетпĕр, ничево, ик уранах çӳретпĕр. Пĕр черккепе ним те пулмасть. Çынран катăк ан пул, Иванч! Кашни кун килсе çӳреместĕн. Тĕлне манса каймалла ан пултăр. Хур та çавăрса, ĕçĕ пĕттĕр!
— Юрамасть çав, юрамасть. Юранă пулсан ăна сана тархаслаттарман та пулăттăм, — мăкăртатса илчĕ Макар Иванович.
— Хуçана хисеплемелле, юрамасть тени хисеплеменнине кăна пĕлтерет. Юрать! Пире юрать тĕк сана та юрать, — чанкăлтатса илчĕ Раис.
— Сăйăра, кăмăлăра тавтапуç, пурлăхăр ан иксĕлтĕр, хушăнса та пухăнса пытăр. Ырлăх та тивлет кăна илентĕр килĕре, — терĕ те Макар Иванович салтакла яшт! сиксе тăчĕ.
Урай варрине тухсан турăш еннелле тепре пуç тайрĕ, пӳртрен таплаттарса тухса кайрĕ. Çенĕк алăкне васкаса уçрĕ. Хапха умне тухсан Байкал çисе ярайман курăка урапа çине хурса та тăмарĕ, чĕлпĕре туртса çыхрĕ те урхалăха хытарчĕ, лашана хистеме пуçларĕ. Такам тытса чарасшăн, такамран тармалла пек туйăнса тăчĕ ăна. Халь тарса хăтăлаймасан ĕмĕрлĕхе тамăка лекеспе хăратаççĕ тейĕн.
Хапха умĕнчен çаврăнса тухнă-тухман Байкал та чупма тытăнчĕ. Вăл та хуçине инкек хăваланине сисрĕ тейĕн. Вăя та ку килтен часрах тарса каймаллине пĕлчĕ тейĕн.
Ма килсе пулчĕ ку киле тесе канăçсăрланчĕ Макар Иванович.
Лаша хăй еккипе лăпăстатса чупнă май канăçсăрлăхĕ каплансах çитрĕ. Урапа çинчен сиксе анчĕ. Тусанлă çулпа пуç чиксе утрĕ. Хуçи тăрса юлнине курса Байкал та лăпăстатма чарăнчĕ.
— Ак ĕнтĕ, ак, — пуç пăркаласа илчĕ Макар Иванович. — Тупăнчĕ хыпса çунмалли. Серинкка каллех ыйхă çухатать. Пĕр туххăмлăха Маниç патне леçсе хумалла мар-ши ку ачана? Мĕн вара? Пырĕ те пĕр-пĕр кун, ют анчăк çурине хĕве чиксе кайнă пек, Алика та çавăтса кайĕ. Пĕр алăран вĕçертсен каялла тавăрасси пулаймĕ те. Пĕрре патак айĕнчен илсе тухнăскере тепре тем пулсан та парас марччĕ. Тем пулсан та...
Шухăшлать, шухăшлать Макар Иванович. Капла та, апла та, капла та, апла та.
— Э-э-э! Çапла иккен-ха! Ача лагерьне леçес те хурас!
Хăйĕн сăмахĕсенчен хăй хăраса ӳкрĕ тата. Каярах юлнă. Вĕсем хупăнса та пыраççĕ ĕнтĕ. Шкула каяс вăхăт уйăхран та катăлнă...
Утнăçемĕн утти лӳпперленсе те лӳпперленсе пычĕ.
— Тпру! Байкал! — çывăхри юлташне каланă пек пăшăлтатрĕ вăл.
Илтрĕ янавар хуçи хушнине. Тăпах чарăнса тăчĕ. Анаталла тĕртекен урапана чарса чаркаланса тăчĕ. Хăмăт ăмăртан хăпса янах шăммисем патнех куçса ларчĕ. Ку лашана килĕшмерĕ. Вара вăл темиçе утăм турĕ те çул хĕрринелле пăрăнчĕ. Урапа хирĕнсе ларчĕ. Вăл текех анаталла тĕртмерĕ.
Макар Иванович лаша умне пычĕ, чĕлпĕре салтрĕ. Байкал курăк чĕпĕтсе çитĕр терĕ.
Лаша çул хĕррине акнă тулă ани çине кĕрсе кайрĕ. Хуçи чармарĕ. Вăл тусанлă курăк çине ларчĕ те тăл-пӳрен хал тарнине туйса илчĕ. Кун пекки унăн час-часах пулкалать. Тем вăхăт пулмасан та ун пек чухне ларса тăмалла. Ĕнтĕ çулĕ çитсен çыннăн пăшăрханма та, виçесĕр савăнма та юрамасть пулĕ çав.
Чĕре çатăртатса илчĕ те касса ыратма тытăнчĕ. Чĕлхе айне тӳме эмел хумах тиврĕ.
Пăшăрханнă-пăлханнă чухне якалса çитнĕ ăс пулăшаканччĕ, çавăнпа ĕнтĕ курăк ăшĕнче хĕвĕшекен хĕрлĕ кăткăсемпе вак-тĕвек кăпшанкăна асăрхамасăрах шухăшлать те шухăшлать.
Йĕр çухатма урăх çĕре, Шупашкарах-и, тен, куçса каймалла мар-ши? Килне-çуртне, хуралтă-картине сутса хăварас та. Аликшăн тесе Серинкка та килĕшетех. Ытла та юратать вăл ăна...
Иллене хăйне ача кирлĕ мар-ха. Пĕчĕк тарçă кирлĕ çамрăк арăмĕпе иккĕшне. Килте мĕн ырри пур — вĕсене пултăр, мĕн начарри — пĕчĕк тарçă. Алтайăн ача хирĕç шарлаймасть. Хăйшĕн тăраймасть. Кăшкăрса чуна кантарма та пулать, çапса-хăмсарса алла килентерме те пулать.
Çук! Çуках! Шăлпа çыртĕ, тарăхса тулĕ, вăйне шеллеми тытăçĕ, анчах мăнукне никама та памĕ...
Васкамасăр çĕкленчĕ. Ылмак-сулмак уткаласа малалла кайрĕ. Тинех хăй кунта пĕччен маррине аса илчĕ тейĕн. Калле лаша патне таврăнчĕ. Чĕлпĕре туртăнтарса çыхрĕ те урапа çине месерле тăсăлса выртрĕ. Лаша хапха умне çитсе чарăнмасăр та вырăнтан хускалмарĕ.
8
Алика урама пĕччен тухма чаракан пулчĕç. Мăннисене кирлĕ пулсан çаплах пултăр тесе шутларĕ те Алик пăшăрханмарĕ. Анчах эрнеренех çакă йăлăхтарса çитерчĕ. Вăл ав Машăна та пĕрмай читлĕхре тытмасть. Форточкăна уçа-уçа хума пĕрре те манмасть.
Картиш те тăвăрланса ларнăнах туйăнма пуçларĕ. Çитсе çапăнман вырăн юлмарĕ ĕнтĕ. Ним те çук ăна илĕртекенни. Лаша та пулин ытлашши пек туйăна пуçларĕ. Маша кăна йăлăхтарман-ха. Хулпуççи çине пыра-пыра ларсан ăна хăвала-хăвала ямасть. Анчах унпа калаçма кăмăлĕ çукрах. Тунсăхлăн пăха-пăха илет те Маша хăйне пăхакан çине сĕнке путать. Алик хускалмасăр вăл та хускалмасть.
Камран, мĕнрен сыхлаççĕ ăна мăннисем? Кукашшĕ те пулин хăйĕнпе пĕрле илсе çӳремест. Байкала çырмана леçе-леçе хума та ăна хушми пулчĕ. Хăех çӳрет.
Пĕринче кăна, сулахай аллине кăкăрĕ çине хунăскер, вăл айшатăн каларĕ:
— Леçсе хур-ха лашана...
Савăнсах килĕшрĕ Алик. Ирĕке тухнă пек чухне кăштах çӳрес терĕ. Лаша çинчен анмарĕ. Байкал çинĕ чухне унталла-кунталла пăхса ларма щутларĕ. Тем çӳллĕшĕнчех ларнă пек туйăнать хăйне, кунтан тавралăх йăлтах курăнать тейĕн. Мен чухле çӳлерех хăпаратăн, çавăн чухлĕ аяккарах курăннине пĕлеймест çав ача ăсĕпе. Çак тӳпе те çитет ăна хальлĕхе.
Ăна шыраса Серинкка çырма хĕррине пычĕ те.
— Каяр киле, — терĕ тӳрех.
Ӳрĕк-сӳрĕк уткаласа кукамăшĕ хыççăн пычĕ. Хапха умĕнчи сак çине ларчĕ. Ку каллех кукамăшне килĕшмерĕ.
— Киле атя, киле...
Алик итлерĕ.
Картишĕнче çӳренĕ чухне те Серинкка чӳречерен пăхсах тăрать-ши? Хапха еннелле сулăнать кăна — ун сасси илтĕнсе каять.
— Таçта ан кай...
Çапах та камран, мĕнрен сыхлаççĕ-ха ăна? Çакна тавçăрса илме ачан ăсĕ çитеймест.
Картишĕнче çӳрет-çӳрет те карта хушăкĕнчен урамалла пăхма тытăнать. Чăнах та, читлĕхри кайăк тейĕн çав. Урам пуçĕнче ачасен эшкерĕ курăнса кайрĕ. Эшкер варринче Артык тăрать.
Вăйлă çил вăхăтĕнчи çил арманĕ пекех, аллисемпе хăлаçланать те хăлаçланать. Мĕн кăсăк япала тупăннă-ши ачасем тĕллĕн? Эх, кайса кăна итлесчĕ те ачасем шавланнне, курасчĕ те унта мĕн пулса иртнине... Унăн-кунăн пăхкаласа илчĕ. Систермесĕр тухса шăвăнсан мĕнле-ши? Кукамăшĕ пăхсах тăмасть-ши тата? Аслисене итлеме хăнăхнă та, каламасăр тухса кайма хăюлăх çитереймерĕ.
Çапах урам пуçĕнче мĕн пулса иртнине пĕлесех килчĕ. Вăл вара пахча кĕтесĕнчи юпа çине хăпарса ларчĕ. Кунта калаçнине те янках илтме пулать.
Шăв-шав вăйлансах пырать.
— Ăçта эс, Алик? Алик! — илтĕнсе те кайрĕ кукамăшĕн сасси.
— Кунта, кукамай, кунта!
— Тавах турра, таçта кайман иккен-ха. Кай, кай, ма хăпарса ларнă вара эс унта?
— Ачасем çапăçаççĕ. Ав унта, урам вĕçĕнче.
— Ан юпа çинчен, атя кайса чарăпăр.
Алик урамалла сиксе анчĕ. Вĕсем çитнĕ çĕре ачасем тытăçсах ӳкнĕччĕ ĕнтĕ. Пурте Артыка яра-яра тытаççĕ. Урам тепĕр енчен арçынсемпе хĕрарăмсем чупса килни курăнчĕ. Хăйĕнчен те пĕчĕкрех ачасем Артык çумне сăпса пекех çулăхаççĕ. Чĕпĕтекенни чĕпĕтме хăтланать, чышаканни чышса илет. Ниçта пăркаланса ĕлкĕреймест Артык. Айккинерех тăракан хĕрачасенчен пĕри пыр тĕпĕпе кăшкăрса ячĕ.
— Вăрă! Намăссăр!
Ыттисем те ушкăнпах кăшкăрса ячĕç.
— Вăрă! Вăрă!
— Мĕн пулнă-ха çак? — ыйтрĕ Серинкка çитсе тăнă-тăманах.
Ачасем Артыкран хăпрĕç те пĕр харăс калаçма пуçларĕç.
— Ваççа тетен йытă çурисене вăрласа тухнă. Ваççа тете хăй чирлĕ выртать. Йытă çурисене сутса та пулин кăштах укçа тăвасшăн пурне те ӳстерет. Сунар йытти унăн. Ăратлă йытă. Ун пек ăратлисем таврара та çукрах. Таçтан-таçтан килсе илеççĕ.
Çĕр çинче ларакан хут ещĕке тинех Алик та асăрхарĕ. Ачасем ăна туртса илесшĕн. Артык çывăха пыракана пĕр тапа-тапа ярать. Нихăшне те шеллесе тăмасть. Çавăнпа ачасем ушкăнпа хăйне пăркăчласа лартма та ещĕкне илсе тарма хăтланаççĕ.
Йăпшăнса çывăхарах пычĕ Алик, ещĕкре пĕр-пĕрин çумне тĕршĕннĕ анчăк çурисене курчĕ. Миçе-ши тесе шутлама тытăнчĕ те виççе çитсенех арпашăнса кайрĕ. Хĕвĕшекен ачасем чăрмантарчĕç.
— Хапха айĕнчен кĕрсе кайнине куртăмăр та мĕн тăвать-ха ку тесе çурăкран пăхса тăтăмăр. Вăл иккен Ваççа тете мăнукĕсем Рекса илсе тухса каясса кăна кĕтнĕ. Ещĕкне те малтанах хатĕрлесе хунă. Ăна вĕлтĕрен хушшине пытарнă пулнă. Çерем çинче вылякан çурасене пĕрин хыççăн тепĕрне ещĕке хучĕ те сăлăпланă калинккене уçрĕ. Эпир пулман пулсан тӳрех Канаша каятчĕ-ха. Темиçе çыннăн анчăк çурийĕсене те вăрласа сутнă вăл...
— Ай, усал! — теме кăна пултарчĕç мăннисем.
— Милицире те пĕлеççĕ кун çинчен, — хĕрсех кайрĕç ачасем. — Ним те тăваймаççĕ. Тĕрмене лартма çул çитмен. Чĕнсе калаçаççĕ те — ĕçĕ пĕтет те.
Мăннисем пĕр кана пĕчĕк вăрра вăрçса тăчĕç те саланма пуçларĕç. Арçын ачасем кашни пĕрер çура илчĕç, хут ещĕке тапа-тапа ватрĕç, Ваççа мучин килĕ еннелле сулăнчĕç. Серинкка Алика пырса çупăрларĕ.
— Атя киле. Нихçан те явăçнă ан пултăр çав усалпа. Çичĕ çухрăм айккинерех çӳре.
Серинккапа Алик хапха умне кăна çитсе тăнăччĕ, таçтан Артык çаврăнса тухрĕ. Ним те пулман пекех тыткалать хăйне. Пуçĕ тата хытăрах каçăрăлнă пек туйăнчĕ. Алик часрах кукамăшĕ çумне тĕршĕнчĕ.
— Вăрă, вăрă, — йĕкĕлтесе илес килчĕ унăн, анчах хăюлăх çитереймерĕ.
Куç айĕн пăхса ирттерсе ярасшăнччĕ Артыка, лешĕ вăрт çаврăнчĕ те вĕсем патнелле таплаттарса утса пычĕ. Серинкка та пулин аптăраса ӳкрĕ, мĕн кирлĕ-ха кăна тесе шухăшларĕ.
— Мĕн туса çӳрен кунта? — терĕ вăл вĕчĕхнĕ сасăпа.
— Ай-ай, ай-ай, — пуç пăркаларĕ Артык. — Утса çӳреме те юрамасть-и вара?
— Кунта мĕн ĕç пур сан? Кай хăвăн килӳ умне.
— Ăçта çӳрес тетĕп, çавăнта çӳретĕп. Конституципех ирĕк панă мана. Сирĕн пĕрин те мана чарма ирĕк çук.
— Калаçма пĕлмелле мар санпа.
— Пĕлмесен ан та калаç.
— Кай, кай, мĕнле ача вара эс?
— Лайăх ача. Курмастăн-им? Ик ураллă, ик хăлхаллă. Ним те ытлашши çук, ним те çитменни çук.
— Кай, кай...
— Мĕн кай-кайĕ тата? Кай-кай Ивана тесе юрла. Лайăхрах пулĕ. Капла кай, кай тенипе никама та хăратаймастăн. Кашни çыннăн хăйĕн пурнăçĕ. Сирĕн хăвăрăн, манăн хамăн. Эп никама та кай-кай тесе намăслантармастăп. Мана та ан тĕкĕн.
— Халь сан пикенсех вĕренмелле, ĕçе хăнăхмалла. Халех ятна ярса çӳретĕн. Миçемĕш класра вĕренетĕн вара?
— Мĕн тумалла ман шкулта?
— Чипер пул-ха. Шкула вĕренме çӳреççĕ пуль...
— Хама кирлине тахçанах вĕреннĕ. Çитет мана пурăнмалăх.
— Тĕлĕнтерсе вĕлеретĕн эс капла.
— Хальччен никам та вилменччĕ-ха. Эс вилсе выртсан пĕрремĕш çын пулăн.
— Мĕн туса пурăнан вара?
— Мĕн тăван тетĕн-и? Ăна та пĕлместне вара? Ку чухне çынсем мĕн тăваççĕ? Укçа тăваççĕ. Ук-çа-а! Вăт ват пуç те. Ним те чухламасть çавна.
Серинкка çăвар карсах пăрахрĕ. Урăхран ним те шарлаймарĕ.
Ку ачала калаçма та пĕлмелле мар иккен. Пĕр шеллесе те пĕр тĕлĕнсе пăхса тăчĕ Артык çине. Лешĕ тахçанах чĕлпĕртен вĕçерĕннине, ăна ăс парса калани витменнине ăнланса илчĕ те урăх шарлас темерĕ.
— Мĕн, сăмах çук-им? Çапла çав вăл. Укçаллă çынна Хусан хуçи те пуç таять, — мăнаçлăн каларĕ те Артык малалла утса кайрĕ.
Шанк хытса тăрса юлчĕ Серинкка. Артык куçран çухалсан та вырăнтан хускалаймарĕ. Тем мăкăртатрĕ, тăна кĕнĕ пек пулсан йĕри-тавралла пăхкалама тытăнчĕ. Аликăн темшĕн кулас килчĕ. Артыкран мар, кукамăшĕнчен. Пăх-ха эс ăна, пурăнса курнă çынна та çăвар уçайми туса хăварчĕ. Калать те татать, калать те татать.
Ĕнсеренех ӳкрĕ Серинкка. Тем çухатнăн, тем шыранăн хăтланкаларĕ. Хăй çывăхĕнчех тăракан Алика шырама пуçларĕ.
— Ăçта эс, Аликăм? Ăçта çӳретĕн?
— Кунтах-çке, ниçта та кайман, — терĕ Алик.
— Алик! Алик, тетĕп! Ăçта эс?
— Кунтах, кунтах, кукамай!
— Эй, чăнах та-çке, — терĕ те мăнукне çавăтрĕ.
Аликăн картишне кĕрсе хупăнас килмест пĕрре те. Кукамăшĕ вăйпах сĕтĕрет.
— Нихçан та ан явăç, нихçан та ан явăç çав ачапа, — çине-çинех пĕр сăмаха калать хăй.
Алик мăшăлтатса ун хыççăн утать.
Тем вăхăтран Артык каллех çаврăнса çитрĕ. Хапха умĕнче никам та çуккине кура малалла утса кайма тăнăччĕ, анчах тем шухăш килсе кĕчĕ те, калинккене пырса уçрĕ. Алика курсан кăчăк туртрĕ.
— Кил-ха часрах кунта.
— Мĕн тума?
— Ыйтса ан тăр! Кил!
Алик кукамăшĕ ăçта-ха тесе пăхкаларĕ. Пӳрте кĕрсе кайнă иккен. Хăра-хăрах темиçе утăм турĕ.
— Мĕн кирлĕ?
— Вĕрентнĕ куракна пар мана.
— Çу-у-ук, — аран сасă кăларчĕ Алик.
— Памасан-и? — чăмăрпа юнаса илчĕ Артык.
Алик тута тăсрĕ те пуç пăркаларĕ.
— Эп сана Америкăранах кӳрсе килнĕ трансформерсем паратăп. Кунта никамăн та çуккисене.
— Кукамай! — сасартăк кăшкăрса та ячĕ Алик.
— Асту, эп тавăрма пĕлетĕп. Хама начар тунине нихçан та манмастăп.
Калинккерен кĕме тăнă Артык чарăнса тăчĕ.
— Кукамай! — тата хытăрах кăшкăрчĕ Алик.
— Хут кукар! Тимăр пăрçа! Ху та усă кураймастăн. Эп вăл куракпа мĕн чухлĕ укçа тунă пулăттăм. Эх, хыт кукар! Çавна та чухлаймастăн. Купаран карт туртса кăларма вĕрент те кайса тăр хула урамĕн пĕр-пĕр кĕтесне. Кĕсьене укçа юхса тăма тытăнать те. Ухмах, ухмах эс!..
Кĕрслеттерсе хупрĕ те калинккене Артык куçран çухалчĕ.
Хăрушă тĕлĕкрен вăранса кайнă чухнехи пекех туйрĕ хăйне Алик. Васкаса картлашка çине тухса тăнă Серинкка мĕн пулчĕ тесе тĕпчеме тытăнсан та — ним ăнлантарса калаймарĕ.
Сăнне курнă-курман хăратса пăрахакан икĕ çын пур унăн халĕ çак çĕр çинче — ашшĕпе Артык.
9
Батарейкăпа ĕçлекен сехет çине пăхсах тăрать Серинкка. Ыттисене, алла çыхса çӳремеллисене те, стена çинчине те, шансах пĕтермест. Пĕри маларах каять, тепри каярах юлать. Алик сĕтелĕ çинчи, çакă, батарейкăпа ĕçлекенни, нихçан та улталамасть.
Анчах авăн уйăхне кĕнĕренпе вăл та васкамасăр çӳрекен пулнă пек туйăнать. Мĕн кăна ĕç тума ĕлкĕреймест вăл кăнтăрлаччен! Тек те текех Алик пӳлĕмне чупа-чупа кĕрет. Шумаççĕ те шумаççĕ сехет йĕпписем.
Вуниккĕ çине кайсан васкаса тумланать те пӳрт алăкне çăралать, калинккене сăлăплать. Вашлаттарса утса каять хăнăхнă çулпа. Шкул хапхи умне çитиччен те уттине чакармасть. Кунта кăна сывлăш çавăрса илет.
Ниçта та ним шăв-шав та илтĕнмест-ха. Пăртакран кăна, карта хĕррипе ӳсекен хурăнсемпе акаци тăррисене пăхса тăрсан-тăрсан, таçта ача сасси илтĕнсе каять те, хускалать чарса чарайми шăв-шав.
Серинкка та хăй тимлĕхне пĕр чăмаккана пуçтарать. Асăрхамасăр Алика ирттерсе ярасран хăрать. Ун çулĕнчи арçын ачасем пурте пĕр сăнлăн туйăнаççĕ ăна. Пĕр универмагра туяннă та, кĕпи-тумĕ те пурин те пĕр тĕслех. Çавăнпа Алик мĕн тăхăнса шкула кайнине астусах тăрать.
Чăл-чал пăхкаласа тăнă хушăра Алик хăех ун патне пырайса тăрать вара. Хăш енчен килсе тухнине кукамăшĕ курса та юлаймасть.
Ачана алăран тытма хăтланать кукамăшĕ. Асту-ха, юлташĕсем умĕнче алăран тыттарать-и вăл сана. Арçын мар-и, ирĕклĕ çын мар-и? Карт туртса илеет аллине. Камăн хăйне ачаш ача тесе калаттарас килĕ? Сумлăн утса пырать вара аслипе юнашар. Кукамăшĕн вара чĕлхи çинче пĕр сăмах кăна:
— Хырăму выçă мар-и?
— Çу-ук, пире столовăйра çитереççĕ.
— Мĕн те мĕн параççĕ вара?
— Вир пăтти, компот...
— Тата мĕн? Какай таврашĕ параççĕ-и?
— Çу-ук.
— Килтен чиксе янине çирĕн-и вара?
— Çу-ук.
— Çиме панăччĕ-çке.
— Юркка выçах килнĕ те... Ыйтрĕ те...
— Кам-ха вăл, Юркка?
— Парта хушшинче юнашар ларатпăр. Хыçалти ретре.
Тепĕр кун Серинкка ача сумкине икĕ çынлăхах апат хучĕ. Хăйен вара Юркка ятлă ачана питĕ курас килчĕ. Алик пекех тарават кăмаллă та уçă чунлă пулассăн туйăнчĕ. Алика ăсатма кайсан курса паллашрĕ. Йăнăшмарĕ Серинкка.
— Уроксем хыççăн пĕрле выляма чĕн эс ăна, — терĕ вăл Алика çурăмран лăп-лăп çапса илсе.
Пĕр евĕрленсех кайрĕç кунсем. Анчах Серинккана тулаштармарĕ ку. Савăнтарчĕ кăна. Вĕренӳ çулĕ пуçланни уйăх çитеспе сехет пăхма та пăрахрĕ. Унсăрăнах вăхăт чухлакан пулса çитрĕ.
Алик кĕнекисене пурне те вуласа тухнă ĕнтĕ. Ачи те пит тавçăруллăскер пулчĕ. Пĕр япалана темиçе калама та кирлĕ мар. Астумаллине турех астуса юлаять. Тавçăрмаллине те тӳрех тавçăрса илеет.
Алик чӳрече умĕнче пуç чиксе тăнине курма кăна асаплă. Выляма тухас килет унăн. Артыкран хăрани те пур-ха, унтан та ытла аслисем кăларасшăнах мар. Серинккан, хур чĕпписем сыхланă чухнехи пек, пĕрехмай хапха умĕнче ларма май çук.
— Юрккана чĕн-ха эс выляма, — татах тепре каларĕ Серинкка.
— Артыкран хăрать пирĕн пата килме. Артык темиçе те тытса ватнă ăна. Укçине кăларса илнĕ.
— Апла пулсан шкултан пĕрле килĕр.
Алик чĕнмерĕ. Хашлатса илчĕ те телевизор ячĕ. Ăна курмалли ним те пулмарĕ. Машăна хулпуççи çине лартрĕ, картишне тухрĕ.
— Таçта ан кай, — астутарма манмарĕ кукамăшĕ.
Алик каска çине, Маша хулпуççи çинчен карта çине куçса ларчĕç. Иккĕшĕ те мĕн тăвассине пĕлмерĕç. Алик урамри ача-пăча эшкерне явăçаймасть, Машăна ун тăванĕсем хăйсен йышĕнчен хăваласа янă. Иккĕшĕ те вĕсем пĕчченшерĕн тăрса юлнă. Аликăн хăть шкулта тантăшĕсем пур. Машăн вара Аликсăр тата картишĕнче лăнк-ланк уткаласа çӳрекен чăхсемсĕр пуçне никам та çук. Çавăнпа ĕнтĕ вĕсенчен хăпса таçта-таçта вĕçсе каяс тесе шутламасть те. Çуначĕсем кăтăкланма тытăнсан лупас айĕн, мунча çийĕн вĕçе-вĕçе çаврăнать, пахча еннелле кая-кая килет. Чиксĕр тĕнче анлăшĕ йыхăрать пулин те, хăйне çăлакана самантлăха та манайманнипе картишнеллех таврăнать.
Алик патак илчĕ те çĕр çине çап-çаврака пуçлă та çинçе ураллă çынсем ӳкерме пуçларĕ. Маша та ĕçсĕр ларас темерĕ. Çуначĕсене кăпăшлантарчĕ, сăмсипе тĕкĕсене тасатма пикенчĕ.
Çатма çине шыв тăкăннă чухнехи евĕр тем чашлатнă пек туйăнса кайрĕ. Алик ку сасă хăш енчен илтĕннине те пĕлеймерĕ. Маша сывлăша пăрлатса çĕкленсен, пăлтăр-палтăр çаврăнкалама тытăнсан татах та аптăраса ӳкрĕ.
— Маша, Маша, мĕн пулчĕ сана? — сиксе тăчĕ вăл вырăнтан.
Ахăлтатнă сасă илтĕнсе кайрĕ. Çав сасăпа курак çĕре лаплатса ӳкре. Алик чупса çитнĕ çĕре кайăкăн чунĕ тухайманччĕ-ха. Чĕре туртăна-туртăна илнĕ май çăварĕнчен юн пăчăртатса, кăпăкланса тухрĕ. Халь тинех Аликăн та ахăлтатса кулакан еннелле çаврăнма самант тупăнчĕ. Уçă калинккере Артык тăра парать. Аллинче вĕт калибрлă винтовка.
— Хĕрхеннине хĕрлĕ йытă çинĕ тет. Илтнĕ-и çапла каланине? Илтмен пулсан — халĕ илт. Мана панă пулсан кураку вилес çукчĕ. Хĕрхентĕн. Ме сана. Ак сана!
Артык пӳрне хушши кăтартрĕ те хытăрах ахăлтатса ячĕ. Çĕр айĕнчен пĕ-ĕчĕк усал шăтса тухнă, халь-халь вăл хапха çӳллĕш ӳсессĕн те вырăнтан хускалмасăрах Алика ярса тытассăн туйăнчĕ. Хăйне хăй хăратса хаяррăн кăшкăрса ячĕ. Çав сасăпа чунĕ тухнă Маша та хускалса илнĕн туйăнчĕ. Вăл паçăрах хускалми пулнине Алик пĕлет пулин те, курак патне пычĕ те чĕрĕлмерĕ-и ку тесе ăна алла илчĕ.
— Мĕн пулчĕ сана? — чупса тухрĕ пӳртрен Серинкка.
Алик вилĕ курака кăкăрĕ çумне чăмăртарĕ те кукамăшне çапăнса пӳрте кĕрсе кайрĕ. Серинкка мĕн пулса иртнине ăнланас тесе пăлтăр картлашки çинчех тăчĕ. Уçă калинккере Артыка асăрхарĕ.
— Мĕн турăн, усал ача?! — кăшкăрса ячĕ вăл.
— Ан шарла! Атту, — терĕ Артык, вĕт калибрлă винтовка кĕпçине ун еннелле кăнтарчĕ.
— Хурах! Хурах! — сехĕрленсе ӳкрĕ Серинкка.
Кунта ырă мар ĕç пулса иртнине тинех тавçăрса илчĕ. Пăшал кĕпçинчен пытанас темерĕ. Темле вăй хистерĕ ăна. Темшĕн, те алăсем хăнăхнăран, саппун аркине тавăрса чикре те картлашка çинчен сиксе анчĕ.
— Пăх-ха ăна! Пĕчек пуçпа хурахланса çӳрет! Пăх-ха ăна! Пăшалпа хăратать! Кăтартăп эп сана! Парăп эп сана!
Чăмăрне хытарчĕ, пуç тĕлне çĕклерĕ. Алла тем ярса тытас килчĕ те, куç тăлне ним те пулмаре. Серинккан хаярланнă куçĕсене курсан Артык каялла чакма пикенчĕ. Çав вăхăтра ăна çирĕп алăсем ярса та тытрĕç.
— Тинех лекрĕн-е-е?
Тир хуçи уксах Нямань пулчĕ ку. Артыка хăлхаран ярса тытма хăтланчĕ.
Йывăç урипе çемçе вырăнтан пĕр-иккĕ тапса илме ĕлкĕрчĕ-ĕлкĕрчех. Артык вăр-вар çаврăнкаларĕ те Нямань аллинчен вĕçерĕнчĕ. Аллинчи винтовкăна çĕре печĕ те тăвалла сиккипех вĕçтерчĕ. Çаврăна-çаврăна чĕлхепе виртлерĕ.
— Ма пăшалупа пеместĕн? Эп пулсан шутласа та тăрас çук, — пырса тăчĕ Нямань патне Серинкка. — Хăратăн пулсан кӳр хама... Ăçтан мĕн пусмаллине кăна кăтарт.
— Усал! Кур-ха, кур... Тира пырса кĕчĕ те вунă патрон илчĕ. Пĕрре-иккĕ печĕ-и, пемерĕ те-и, винтовкăна çĕклерĕ те тухса чупрĕ. Ун пекех хăтланасса пĕлнĕ пулсан патрон та сутмастăм, тара та кĕртместĕм. Чупса тухрăм хыçалтан. Ăçтан хуса çитĕн ăна, арăслан чĕппине? Турă куртăрах ку чухнехи ачу-пăчуна. Кама курса, кама пăхса ӳсеççĕ, тупата?
— Эс тата пеме хăраса тăратăн?
— Усалпа çыхланиччен, — алă сулчĕ те Нямань винтовкăна хул урлă çакса ячĕ. — Кам кăна çуратать çав усалсене? Эпир те ача пулса ӳсне. Эпир те шухă пулнă. Кун пекех усалланман. Ваттинчен именме пĕлнĕ, тантăша юратнă, тăвана хисепленĕ. Кусен тулĕк çапса та чиксе кăна пултăр. Ватса та çĕмĕрсе кăна пултăр...
Çаврăнчĕ те пуçа пăркала-пăркала, мăкăртата-мăкăртата килнĕ çулпа каялла уттарчĕ.
Серинкка Алика шырама пӳрте кĕрсе кайрĕ. Кăшкăрса та чĕнчĕ, пӳлĕмрен пӳлĕме çӳрерĕ. Ача ниçта та курăнмарĕ. Çакна пула хĕрарăм хыпăнсах ӳкрĕ: «Тур-турах, тем шут ан тыттăр ку ача...»
Картишне чупса тухрĕ.
— Алик, Алик, тетĕп! Алик ĕнтĕ! Ăçта эс? Сассуна пар-ха!
Никам та сасă памарĕ. Серинкка урамалла васкарĕ. Кунта та пĕр чун та курăнмарĕ.
Лĕпсĕрленсе çитнĕскер калинкке урати çине ларчĕ. Ассăн-ассăн сывласа илчĕ. Хурланса макăрсах ячĕ. Макар Иванович килсе тухман пулсан мĕн вăхăт çапла ларассине хăй те пĕлместчĕ-и тен?
— Мĕн амакĕ сиксе тухрĕ? — пăлханса ыйтрĕ Макар Иванович. — Илле килсе çапăнмарĕ пулĕ те?
Тăна кĕнĕ пек пулчĕ Серинкка. Анчах çăвар уçса ним те калаймарĕ. Ку вара Макар Ивановича хăратсах ӳкерчĕ.
— Алик ăçта тата? Илсех каймарĕ пулĕ те мур çынни?
— Пĕлместĕп Алик ăçтине. Хам та ăна шыратăп.
Çав вăхăтра картишĕнче ача мĕлкине асăрхарĕ те Макар Иванович Серинккана ларнă вырăнтан хускатрĕ. Иккĕн тан Алик патне ыткăнчĕç.
— Ăçта пулнă вара эс, Аликăм? Мĕн чухлĕ шыраса та тупаймарăм, — терĕ Серинкка.
— Машăна пахча хыçне чавса пытартăм...
Текех хăйне ача пек туймарĕ Алик. Мăн арçынсенни пек, пит çине хытă мăкăльсем тухса ларчĕç. Куçĕсем çилĕпе тулчĕç. Таплаттарса утса пӳрте кĕрсе кайрĕ. Маша читлĕхне пăтаран вĕçертсе илчĕ.
— Кукаçи, çынсене тупăкпа пытараççĕ. Кайăксене читлĕхпе пытармалла мар-и? — тесе ыйтрĕ те хурав кетмесĕрех читлĕхе урайне лартса хучĕ.
Хӳхлесе макăрса ячĕ.
10
— Пушансанах кукаçуна Шупашкара ярăп, калаçакан попугай туянса килтĕр. Читлĕх пушă пулмĕ.
Кукамăшĕ йăпатма кăна каланине пĕлнипе Алик пĕрре те савăнмарĕ. Йăпатас тесе кукамăшĕ слон илсе пама та пулĕ. Ним те кирлĕ мар ăна халь. Хапха умне зоопарк килсе лартсан та пĕр чĕрчунне те тухса пăхман пулĕччĕ...
Пачах улшăнса кайрĕ ача. Сехечĕ-сехечĕпе чĕнмесĕр çӳреет. Чӳречерен пăхса ларать-ларать те пуçне чиксе шухăша путать.
— Мĕн çав териех хуçăлатăн-ха? — айшатăн ыйтать Серинкка.
— Ним те, — татса хурать Алик.
Ним те тени калама çуках хăратать Серинккана. Тепре сăмах хушсанах ача кăшкăрашма тытăнасса пĕлет те шарламасть.
Иртет-ха, иртет тесе лăплантарать хăйне кукамăшĕ.
Ача вара çаплах асапланать. Сывлăш та çитми пулчĕ пулас, кăкăрсăр çын пекех хăшăлтатса çӳрет. Чĕлхине те таçтан усал сăмахсем иленчĕç. Вĕсене ку килте илтмен-ха вăл. Ашшĕнчен илтнĕ-и, такамран-и? Мĕн те пулсан килĕшмесенех перет те ярать. Хальччен кун пекки пĕрре те пулманччĕ. Ĕç хушсан кутăнланать. Байкала та кукашшĕ хăй çитерме леçе-леçе хуракан пулчĕ.
Анчăк çури туянса памалла мар-ши? Тамара Васильевнăна кăтартса пăхмалла мар-ши? Темле те шухăшласа пăхать кукамăшĕ. Ни апла, ни капла май тупаймасть. Теветкеллĕх çитмест-и? Ыйхă вĕçрĕ. Çĕрĕ-çĕрĕпех Алик мăшлатса сывланине итлесе выртать. Лешĕ кăшт кăна хускалса илсен те куçсем ярах уçăлса каяççĕ.
Пĕринче, çур çĕр иртсен, Алик хӳхлесех макăрма пуçларĕ. Тăрса та ларчĕ Серинкка. Алик вителĕкне тапса сирчĕ те енчен енне çаврăнкаларĕ. Сасартăках макăрма чарăнчĕ. Вăранса кайрĕ. Тăчĕ, хăйĕн сĕтелĕ патне пычĕ, лампа çутса ячĕ. Васкаса тем касма, тем ӳкерме пуçларĕ. Кукамăшĕ сăмах чĕнмерĕ, чăрмантарас мар терĕ.
Урисене усса кравать хĕррине ларнăскер, Серинкка Алик мĕн тунине сассăр сăнарĕ. Малтанах хатĕрлесе хунă тейĕн, ачан алă айĕнче хаччи те, çилĕмĕ те, тĕслĕ-тĕслĕ хутсемпе кăранташсем те пулчĕç. Альбом листи çине тем ӳкерчĕ, тем çырчĕ. Тимлесе те васкаса ĕçлерĕ хăй. Тем вăхăтран альбом листине çурса илчĕ те стена çумне кнопкăласа хучĕ. Çутă сӳнтермесĕрех сивĕнме те ĕлкĕреймен вырăнĕ çине хутланса кĕрсе выртрĕ. Утиялне пуç урлах туртса витрĕ.
Ирхине кукамăшĕ çаплах çунса ларакан лампăна сӳнтерчĕ те Алик çĕр варринче тунă ӳкерчĕке пăхма пикенчĕ. «Кукаçине Аликран» тесе çырма та манман хăй... Ватă çынна савăнтаратех кун пек çырни. Турат çинче ларакан курак ӳкернĕ хăй. Хĕп-хĕрлĕ сăмсаллă, куракĕ хăй сарă тĕслĕ. Анчах темшĕн çичĕ çунатлă тата. Куракăн икĕ çунат кăна пулнине пĕлнĕ çĕртех мĕн-ма çиччĕ таранах ӳкернĕ-ши? Ăнланса пĕтер ача-пăча ăсне! Вĕсем, пурнăç пылчăкĕпе вараланма ĕлкĕрейменскерсем, тепĕр чухне мăннисенчен те тавçăруллăрах пулакан. Тем тавçăрнă ĕнтĕ хăйле? Ăна кукашшĕпе кукамăшĕ пĕлеймеççĕ...
Пăхса тăчĕ-тăчĕ кукамăшĕ ӳкерчĕк çине, Алик еннелле çаврăнчĕ. Мĕне пĕлтерет ку сан тесе ыйтасах килчĕ. Ача лăпкăнах çывăрать. Чунĕнчи асапĕ çак курак çине куçсан тем пекехчĕ те тесе шутларĕ те кулленхи ĕçне пуçăнчĕ.
— Макар, — терĕ Серинкка леш тăнă-тăманах. — Мăнукăмăр ыйхă çывăрмасăр сана валли парне ӳкерчĕ. Кайса пăх. Хăй пӳлĕмнех çыпăçтарса хучĕ.
— Сисрĕм-ха, çĕрĕпех тем кăштăртатрăр.
Макар Ивановичăн та хăйĕн парнине халех курас килчĕ. Серинкка пекех, вăл та курак çичĕ çунатлине тӳрех асăрхарĕ. Пуç ухса илчĕ те пăрăнса кайрĕ.
— Ман çăвартан тухман-ха ку сăмах, — калаçрĕ вăл. — Теприсем чун тăвăннă чухне пере-пере яраççĕ çав. Пирĕн нуша çитнĕ çĕре çич çунатлă курак та çитеес çук теççĕ. Эс каламан-и çав сăмаха, Серинкка?
— Санран пуçласа илтетĕп...
Татах пуç ухса илчĕ Макар Иванович.
— Апла пуль, апла пуль, — терĕ вăл ăшри сасăпа, — амăшĕ каланă пуль... Çавăн та пурнăçĕ эп суннă пек пулаймарĕ. Эп тупса паман упăшкине. Хăй каясах терĕ те Иллене, чарса тăмарăм. Телейĕ çав таран кăна пулчĕ. Пурнăçне ылханман кунсем сахалрах пулнă та унăн, пере-пере янă ĕнтĕ çич çунатлă курак тенине. Ку, шĕвĕрĕ, хăлхана хывса хăварнă... Çаплах пулĕ тетĕп...
Алик хăй ӳкерсе çакнă курак çине пĕрре те пăхса илмерĕ. Курмăш, асăрхамăш пулчĕ. Те ĕнтĕ аса илес килмест. Артык хурри пулнă Машăна манасах тет пулас. Те ĕнтĕ вăтанать ăнăçлах пулса тухайман ӳкерчĕкрен. Мăннисем те çавна пулах çич çунатлă курак пуррипе çуккине курмăш пулаççĕ.
Ĕнерхи пекех, çĕнĕ кун та сар хĕвеллĕ пулчĕ. Тăрă пĕлĕтлĕн пуçланчĕ вăл. Ирхи сулхăн çӳçентернипе Серинкка Алика ăшăрах тумлантарам терĕ. Чăлт шурă кĕпе айне вăрăм çанăллă фланель кĕпе тăхăнтарчĕ. Утюгласа якатнă костюмне çавăркала-çавăркала пăхрĕ: çӳп-çап çыпçăнман-и? Çӳп таврашĕ çакăнса тăмасть-и? Ачана тумлантарнă май кукамăшĕ хăй сисмесĕрех темиçе хутчен те çупăрла-çупăрла илчĕ. Алик чунсăр пекех тăчĕ.
Макар Ивановича çак ирхи хĕвĕшӳ пĕрре те килĕшмест.
— Начар салтак пек ан пулăр-ха, — каласа хумасăр та тӳсеймест вара. — Начар салтак ăна час пуçтарăнса тухса каяймасть.
Малтан Алик тĕпĕртетме тытăнать. Ранецне илет, сĕтел çинчи япалисене арпаштарма тытăнать.
— Илмеллине каçхинех хатĕрлесе хураççĕ ăна, — татса хурать Макар Иванович.
— Эс, Макар, ху пуçтарăн. Лашу паçăрах хапха умне килсе тăнă, — тет те Серинкка Алика тепĕр хут çурăмран лăп-лăп çапса илет.
Вăхăт çитнипе Байкал чăнах та канăçсăрланма тытăнать. Ытти чухне ку вăхăтра вăл çăкăр завочĕ умĕнче тăнă. Алик шкула çӳреме тытăннă кунранпа хуçи кун йĕркине улăштарчĕ. Халĕ унчченхи пекех васкаса тухса каймасть.
— Пĕрре те юлса ĕçе тухман, — тет хăйне лăплантарма Макар Иванович. — Ятлама никамăн та сăлтав пулаймĕ, никамăн та хăюлăхĕ çитеймĕ.
Тивлетлĕ Аликпа Серинкка шкул çулĕпе утса куçран çухалмасăр лашине вырăнтан хускатмасть вара. Лешсем урам кукрине пăрăнсан урапа çине сиксе ларать те, Байкал хăех хускалса каять. Тепĕр тесен, ĕçне пăрахма та пулать-ха. Ĕçсĕр юла юпса çӳреме хăнăхман та, çавă кăна тытса тăрать. Тата çын хушшинче чун тăвăнмасть, шухăшсем тăрăлсах тăраççĕ, пурнăç хавасĕ хушăнса пырать.
Серинкка Алика шкула леçсе хăварсан кашнинчех диван çине ларса канать. Тем ĕç тунă пек ĕшенсе-ывăнсах каять вара. Тем йывăр ĕç те мар-çке ачана шкула кăна леçсе хурасси.
Ача-пăча хуйхи ачаран хăйĕнчен те пысăкрах тесе ахалех каламан çав. Шăп шкул çулне çитнĕ пек туйма тытăнчĕ хăйне те. Хальччен, Алик шкула çӳремен чухне, Макар Ивановичпа иккĕшĕ те пĕртен-пĕр Аликшăн тата ун кăмăлĕшен кăна пурăннине туйсах кайман та-и тен. Çак уйăхра ун пурнăçĕнче пĕртен-пĕр Алик кăна юлнă пек туйăнса тăма тытăнчĕ.
Диван çинче саркаланса лараймарĕ. Выртсах та канăп-и тенĕччĕ те, Алик сĕтелĕ çинчи сехет шаккани ăна канлĕхрен кăларчĕ. Халĕ вăл Серинкка ĕмĕрне кĕскетсе мар, Аликăн пуласлăхне васкатса шаккать. Йĕпписем те çав ĕçех тăваççĕ. Ним ĕç тума та ĕлкĕреймест Серинкка. Сехет вуниккĕ çине кайсан каллех ĕштеленме тытăнать.
Вăл шкул хапхи умне çитсе тăнă чухне картиш те пуш-пушах-ха, ача-пăча шавĕ те илтĕнмест. Хапха юпи çумне таянать те айшатăн тăрать вара. Тата кăшт кăна тăмалла пулсанах Серинкка пăлханма тытăнмалла, анчах ăна ку кунсенче тĕнче хăй ăнланать тейĕн. Часах ача эшкерĕ хускалса тухать. Паян Алик пĕччен мар тата. Юлташĕпе.
— Юркка ку, пĕр парта хушшинче ларатпăр, — терĕ Алик.
— Лайăх, аван, — ырларĕ кукамăшĕ.
Çак самантра темшĕн Аликпа Юркка калаçса татăлнă, иккĕшĕ те пĕрле пыраççĕ тесе шутласа илчĕ Серинкка. Анчах Юркка тăрса юлчĕ. Мĕнле тавçăраймарĕ-ха, мĕнле тавçăраймарĕ атя пĕрле тесе чĕнме? Темиçе утăм тусанах каялла çаврăнчĕ. Юркка куç тĕлне пулмарĕ.
— Алик, эс вара Юрккана пĕрле пыма чĕнмерĕнем?
— Чĕннĕ, — туйăмсăр каласа хучĕ Алик.
Серинкка чунĕ çӳçенсе илчĕ. Килсĕр-çуртсăр, хуçасăр-хӳтлĕхсер анчăк çури пек туйăнчĕ Юркка ăна. Мĕскĕн куçĕсене çынран мĕнле пытарам тесе кăна пурăнать тейĕн. Пуçне çĕклеме хăяймасть.
— Ăçта-ха ĕнтĕ вăл халь? Чуп-ха, шыраса туп...
Алик ранецне кукамăшне тыттарса хăварчĕ те парка кĕрсе кайрĕ. Час çаврăнса тухмарĕ тата. Серинкка пăшăрханма тытăнсан тин карта хушăкĕнчен пуçне каларчĕ.
— Пымастăп терĕ, халь çисе тăрантăм терĕ...
— Мĕн çинĕ вара вăл?
— Йӳç хупах... Малтан кăна, пуçласа çăвара хыпнă чухне, ват пек йӳçĕ тет. Çăвар тӳпине çунтарса илет тет. Кайран хăть çăвар тулли чăмласан та çăвар туйми пулать тет...
— Ах, ан кала-ха, ан кала... Вăрçă вăхăтĕнче эп хам та ăна пайтах çинĕ. Йӳççи халь те çăвартах тăрать... Пусахласах чĕнмеллеччĕ Юрккана, вăйпах чĕнмеллеччĕ.
— Пымастăп терĕ те...
— Атя иксĕмĕр кайса шырар.
— Кайрĕ вăл паркран тухса... Столовăйне пуль. Каламарĕ. Унта çынсен юлашкине сыхласа ларать...
— Илентерес кăна хамăр пата. Турă чунне тăрантарнипех çука юлмăпăр. Турă хăй тавăрса парĕ. Алик, итле мана, ан ман эп каланине. Ыран ним туса та хăвăнтан ан хăвар...
11
Хăй пулсан Алик чĕннипе кăна пырас çукчĕ-ха. Шкул хапхи умне çитсе тăрсан Серинкка Алика мар, Юрккана çавăтма васкарĕ.
— Апат çинĕ-и эс вара паян?
Юркка лĕпĕр-р-р! макăрса ячĕ. Серинкка темшĕн аванмарланса кайрĕ. Ыйтса тăмаллаччĕ-и ĕнтĕ? Выçă хырăм пит çинех тухать. Сăнранах пĕлме пулать. Хĕрхенсе пăрахрĕ Юрккана.
— Атя пирĕн пата каяр. Утар хăвăртрах.
Виççĕн таврăнчĕç вĕсем çав кун. Сĕтел хушшине ларсан Юркка хăйне сăппăн тыткалама тăрăшрĕ, анчах хырăм выççи мĕнпур сăпайлăха мантарчĕ. Юркка мĕн панине çăвар тулли чăмларĕ. Алик кашăк хурсан ун çине тĕлĕнерех пăха-пăха илчĕ. Кукашшĕпе кукамăшĕ патĕнче пурăнма тытăннăранпа Алик иртме пĕлми хырăм выççине манчĕ. Вăл хăй мар, ăна хăçан тата мĕн кирлине мăннисем пĕлсе тăраççĕ. Хăйне панă татăка та Юркка умне тĕртсе хума хатĕрех ларчĕ Алик.
Çакăн хыççăн Серинкка Алик сумкине икĕ çыншăн апат хума пĕрре те манмарĕ.
— Аçу çук-им сан? — ыйтрĕ пĕринче Серинкка.
Вăл район центрĕнчи çынсене пĕлкелет, анчах пурне те мар. Юркка ăçта тата кампа пурăннине те тĕшмĕртеймест. Тен, ашшĕ-амăшĕсĕр ача пулсан хăмăрăн усрава илмелле мар-ши тесе шухăшлать. Çавăнпа ача чунне ыраттарса та пулин ун ашшĕ-амăшĕ пирки ыйтса тĕлчет те.
— Анне каламан мана атте çинчен, — терĕ Юркка.
— Аннӳ кам вара?
Капла каласан Юркка йăркаланма тытăнчĕ. Хамăра çуратса ӳстерекен çинчен никамăн та усал шухăшлас та калаçас килмест. Юркка аванмарланнинченех Серинкка хăй вырăнсăр ыйтнине чухласа илчĕ те калаçăва урăх еннелле çавăрса яма шутларĕ. Анчах Алик хăлаçланса илчĕ. Вăл ĕнтĕ Юркка хутне кĕме хăтланчĕ.
— Мĕн ыйтса ларан эс, кукамай? Татти камне пĕлместнем?
Татти тенине Серинкка та илтмен мар-ха. Тем-тем кала-кала кăтартаççĕ-ха ун пирки. Хăйне вара курман.
— Ĕçлес килменрен килпетсĕр хăтланса çӳретĕн тесе вăрçаççĕ ăна кӳршĕсем. Ниçта та ĕçе çӳремест çав. Чирку таврашне иленнĕ те... Алă тăсса ларать унта. Çын пытарнă чухне турă юрри юрлама пыра-пыра чĕнеççĕ. Хĕлле килте çывăрмастăп эпĕ. Пӳрте хутма вутă çук пирĕн. Пĕринче пĕр кӳршĕ, тепринче тепĕр кӳршĕ патĕнче çывăратăп. Татар майри хăй пыра-пыра чĕнет те, ун патне каясах килмест çав. Хытă çын. Каши япалине шутласа кăна паратъ. Апат лартсан пăхсах тăрать. Çиме вăтантарать. Юри тăвать.
Халь тин тĕсесе сăнарĕ те Серинкка Юркка çинче ятуллă тумтир маррине асăрхарĕ. Хĕрарăм алли пырса перĕнни çапах та сисĕнет-ха. Урăхран ним те ыйтса-тĕпчесе тăрас темерĕ. Пиншак айенчи кĕпине халех-халех улăштарас килчĕ. Çухи тĕссĕрленнĕ, çанă вĕçĕсем пĕрчĕленнĕ. Çапах хускалмарĕ. Юркка кайсан Аликăн кивĕрех кĕписене суйлăп-ха терĕ.
Юркка екки ярсах калаçма пуçларĕ. Вăл урок каланă чухне те енчен еннелле пăха-пăха илет. Такам ун çумне пырса тăрасран хăратех тейĕн.
Серинкка пӳлмерĕ, пуç чиксе ларакан Алик çине кăна пăха-пăха илкелерĕ. Аликшăн та Юркка сăмахĕсем кĕтмен те илтменскерсем пулчĕç.
— Çав тери, çав тери нумай укçа пултăрччĕ ман, — терĕ Юркка.
Пĕр авăк шăпланса тăчĕ. Вĕтĕ шăлĕсене хăйраса илчĕ.
— Никам айне те пулмăттăм, никамран та хăраман пулăттăм, — терĕ тата кăштахран.
Ку сăмахсене мăн çынран илтсен те шухăша каймалла та, ача çапла калани Серинккана хăратсах пăрахрĕ. Вăл асли пулнă май ачана хавхалантарма мел шырарĕ. Пуç ухса ырлани те çитет пулĕ тесе вăл кăлт та калт пуçне уха-уха илчĕ.
— Татар майри мĕн тет çав... Турă мĕнле çырнинчен иртеймĕн тет. Темле çырнă ĕнтĕ турри. Пире пĕлмелле туман та ăна, эпĕ те пĕлместĕп. Район центрĕнче укçаллă ĕç çук. Çавăнпа Артык та хулана туха-туха каять. Артык пек пулсанах... Шкулне те çӳрес килмест. Кино курмалăх та укçа çук ман...
— Аннӳ параймасть ĕнтĕ, — тӳссе лараймарĕ Серинкка, сăмах хушасах килчĕ унăн.
— Хăйĕн те çук унăн. Пур чухне те эрех ĕçсе пĕтерет. Кӳршĕсем таçти интерната ярасшăн çӳрерĕç те, хамăн каяс килмест.
— Ма тата?
— Урă чухне юратать мана анне. Ачашлать те, канихвет та иле-иле парать. Аннене пĕччен хăварас килмест. Мансăр вăл тунсăхласах вилет.
— Кино курас килсен Алик патне кил. Ун валлилĕх кăна укçа тупăнатех. Телевизор курма та кунта кил. Уроксем хыççăн тӳрех кил те...
— Шупашкарта ман мăнакка та пурăнать, вăл та пĕрре хăнана килсен каланăччĕ, кансĕр пулсан пыр, хамăр усрăпăр тенĕччĕ.
— Ачи-пăчи пур-и вара вĕсен?
— Пĕр хĕр ӳстернĕ, вăл тахçанах качча кайнă. Йысни ĕçкĕллĕ çав...
— Ху тĕллĕн пурăнма пĕчĕкрех-ха çав.
Кун пек калани Юрккана килĕшмерĕ тата. Вăл сĕтел хушшинчен тухса утма хатĕрех пулнине сисрĕ те Серинкка ачан чунне тек тăлпалас темерĕ.
Тепринче те, хальхи пек, ак кăмăлĕ тупăнĕ те хăй пуçласа хăех каласа парĕ. Паян та ăна никам та пусахламарĕ.
Ачасем Алик пӳлĕмне кайсан Серинкка аллисене хĕреслесе кăкăр çиие хучĕ те шухăша путрĕ. Телеех-и вăл ача-пăча пурри хĕрарăмшăн? Ку таранччен пĕрре те шухăшламан кун çинчен.
Халĕ ĕнтĕ, Алика хăйĕн ачи пекех туйма тытăннă хыççăн, вăл хăйне пĕрре те хĕсĕр хĕрарăм вырăнне хумасть. Ача-пăча шараçĕ ун пурнăçне мĕн тери тултарнине тин ăнланса илчĕ. Хăйшĕн мар, Макаршăн та мар, шăп çакăншăн, сăмсаланайман ачашăн, пурăнма çуратнă иккен ăна. Çакна кашни самантра туйса тăни унра хальччен пулман туйăмсене çуратать, тивлет кӳрет, кăмăла тултарса, пуянлатса тăрать. Анчах Юркка та ун тĕллĕнех тупăнчĕ мар-и? Унпа мĕн тумалла тата? Ачасем вылянине алăк урлă пырса пăхрĕ, ытахальтен тенĕ пек тем каларĕ. Çавăнтах ĕштеленсе ӳкрĕ тата. Алик кĕпи-тумтирне ухтарма пуçларĕ. Алла тытнă япалана пĕр çавăркала-çавăркала пăхрĕ, кивĕреххисене пĕр купана, çĕнĕреххисене тепĕрне уйăрчĕ те пĕрне пĕр сентре çине, тепĕрне теприн çине хучĕ.
Киле тухса кайма тăрсан Юркка тумне улăштарăп-ха, халь чăрмантарам мар тесе шухăшларĕ.
Юркка хăйсем патне иленнине пĕлсен Макар Иванович кăмăлсăрланмаллипех кăмăлсăрланчĕ. Темиçе кун мăкăртатса çӳрерĕ. Серинкка кунăн ĕçре тем пулса тухнă ĕнтĕ тесе шутланăччĕ. Макар ача çине сиввĕн пăха-пăха илнине асăрхарĕ те тавçăрса илчĕ.
— Ача нимшĕн те айăплă мар, — ним сăлтавсăрах персе ячĕ вăл.
— Амăшне пĕлместĕн-ха эс, — мĕн пирки сăмах пынине тӳрех чухларĕ Макар Иванович.
Макар Иванович пули-пулмишĕн чĕрре кĕрекен çын мар та, хальхинче чунри кӳренĕвне кăларса пĕтермесĕр те чарăнмарĕ.
Иккен, темиçе çул каяллах Татти ăна тĕнче мăшкăлĕ кăтартнă. Вăл, иккен, ун варнех ларса юлнă. Çăкăр лавккинче черетре тăнă чухне Татти ун патне пынă та сутăçа пама хатĕрленсе ывăçра тытса тăракан вунă тенкĕлĕхе карт кăна туртса илнĕ, вара пурте илтмелле каласа хунă: «Ĕнер эс манăнне кĕпене çуртăн, çĕнни илсе паратăп терĕн. Çав кĕпешĕн пултăр ку укçа...» Макар Иванович пилеш пек хĕрелсе кайнă та пуç чиксе лавккаран тухса тарнă. Серинкка çакна пĕлмест паллах. Макар Иванович каласа парсан кулса кăна ячĕ.
— Алă çул ĕнтĕ, — терĕ вăл, — уншăн ачана кӳренсе пурăнмалла-и? Ача айăпсăр...
— Пĕлместĕн-ха эс Татти камне.
— Пĕлес те килмест. Ун пеккисене пĕрре кăна лаплаттарса хумалла. Урăхран пырса та çулăхмĕç. Начарсем çумне кăна çулăхаççĕ вĕсем. Ак тытам та Юрккана усрава илем...
— Татти ачине тахçанах чикансене сутса ярасшăн тесе калаçатчĕç. Ку сăмах таçти ялсене те сарăлнă. Лешсем ытла сахал тӳленипе кăна паман теççĕ...
— Ай, пирĕн çĕршывра нихçан та йĕрке пулман та, халь тин пулас çуках. Влаçăн тахçанах ачасăр хăвармалла пулнă ун пек çынна. Ачине пăхмасть пулсан ма асаплантармалла айăпсăр чуна? Ача çурчĕсем тем чухлех патшалăхăн. Унта илсе кай. Апла темесен пар ача юратакан çемьене... Çӳресе куртăм ĕнтĕ кантурсем тăрăх. Хамăрăнне иксĕмĕр çине çыртарас тесе. Укçа ыйтаççĕ пулмалла та, эпир пама вĕренмен, пĕлместпĕр тата хăратпăр... Итле-ха, итле. Атя çурта сутар та каяр куçса урăх çĕре. Çак ачасене иккĕшне те хамăрпа пĕрле илĕпĕр...
— Ан аташ-ха, — хăрасах ӳкрĕ Макар Иванович.
— Аташса мар ĕнтĕ. Никам та чăрмантармĕ пире çĕн çĕрте. Никамран та хăраса пурăнмăпăр. Шупашкарах каяр. Санăн çуртна сутсан, хамăнне сутсан питĕ кăна тирпейлĕ хваттер туянăпăр та ярăпăр...
— Çамрăк çынсем мар çке-ха. Çамрăкрах пулсанах калаçса тăрасах çук та. Пурăнса пурнăçа ирттернĕ çĕртех çĕре кĕресчĕ. Таçта кайса выртас марччĕ.
— Çапах та çак сăмаха ан ман-ха. Шухăшласа çӳре. Çавăр пуçу тавра... Чим, ачасем таçта кайма пуçтарăнчĕç мар-и?
— Лашана çырма хĕррине леçсе хур терĕм.
Çак икĕ ывăл ачан кунĕ-çулĕ унсăр пуçне никама та, никама та кирлĕ мар пекех туйăнма тытăнчĕ Серинккана. Чăнах та ĕнтĕ, Макар та мăнукĕн хуйхине хăй çинчен сирсе ячĕ. Юркка амăшĕ ачи ăçта çӳренине, мĕнпе тăранса пурăннине пĕлмест те, пĕлесшĕн те çунмасть. Чун тăвăнсах килет çавсем çинчен шухăшланă май. Тĕнчери кашни çынна чĕпĕтсе тухас та çак ачасен хуйхи-суйхи çинчен каласа пĕжерес килет. Алик канăçу тупрĕ-ха. Юрккан тата мĕншĕн унран катăкрах пулмалла?
Тепĕр кун, килĕнче пĕччен юлсан, темле теветкеллĕ вăй килсе кĕчĕ ун ăшне. Хăпăл-хапăл пуçтарăнчĕ те тухса утрĕ урама.
Шкул çумĕпе иртсен лакăм-лакăмлă урам пуçланчĕ. Çитсе тухма тӳр килменччĕ-ха кунта. Урамĕ хитре вара. Йĕркерен кирпĕч çуртсем лараççĕ. Урамĕн варри кăна тумхахлă. Машина çӳрет пулсан — çавă ĕнтĕ. Çавсем çăрса ватса хăвараççĕ урама.
Икĕ кирпĕч çурт хушшинче тĕнсе ларакан йывăç çурт умĕнче чарăнчĕ. Пăхас темесен те тăйлăк-тайлăк карта, мăкланнă пӳрт тăрри, пахча еннелле тайăлнă хăма сарай куç умне тухса тăчĕç. Тата ăçта курнăччĕ-ха кунашкал ӳкерчĕке тесе шухăшларĕ вăл. Ку чухне ун пекки ниçта та çук пулĕ. Вăрçă хыççăн юхăннă хуçалăхсем йĕркеренехчĕ те, çавă асра юлнă-ши?
— Чим, ара, халь те çĕрулми кăларман-и? — такамран ыйтрĕ вăл.
Ăна хуравлакан пулмарĕ. Чуна пусахласа тăрам мар-ха терĕ те мăянлă-вĕлтĕренлĕ картишне кĕчĕ. Пӳрт алăкĕ çинче питĕрмен çăра çакăнса тăрать. Ăна вĕçертсе илчĕ те пӳрте кĕчĕ. Тусан шăрши сăмсана çапрĕ. Хуп-хура çивиттиллĕ сĕтел варринче тимĕр чашăк ларать. Вăл пушах. Тĕпеле иртрĕ. Сивĕ кăмака, пуçтарман вырăн, унта та кунта сапаланса ларакан таса мар савăт-сапа ăна кунтан часрах тухса кайма хăваларĕç. Темле майпа çĕрулми тултарнă витрене пырса перĕнчĕ те, вĕт шăна хуп-хура сĕрлесе çĕкленчĕ, пӳрте тултарсах хучĕ.
— Мĕн вăхăт çĕрсе ларать-ши ĕнтĕ ку çĕрулми? — терĕ те йĕрĕнсе тута чалăштарчĕ.
Ырă мар шăршă анратса ячĕ ăна.
Часрах-часрах урама тухас та пăнтăх шăршинчен хăпас килчĕ.
Çĕрулмине юр айне ярать ку ăнман хĕрарăм, хамăр кăларса парар мар-ши тесе шухăшларĕ те куçĕ тĕлне кам та пулсан пулмĕ-и тесе унăн-кунăн пăхкаларĕ. Никама та курмарĕ. Аманнă кăмăлпа утса кайрĕ вара лакăм-тĕкĕмлĕ урампа.
12
Тепĕр кунхине Юркка килмерĕ те, Серинккана тем çитмен пекех туйăнма тытăнчĕ.
— Хăвăнтан хăвармалла марччĕ, — терĕ ӳпкелешсе Алика.
— Татар майрипе çĕрулми кăлармалла терĕ.
— Пулăшма каяр эпир те.
— Пымалла мар терĕ.
— Ма тата? Пуçтарса панă пулăттăмăр.
— Амăшне пире кăтартасшăн мар. Амăшĕ тупăннă ун.
— Ăçта çӳренĕ тет вара?
— Ăçти паллă ĕнтĕ, — терĕ те Алик кукамăшĕ татах та татах тем те тем ыйту парасран пăрăнса кайрĕ.
Малтан хăраса кăна шухăшланăччĕ Серинкка, халĕ Юрккана усрава илес тенĕ шухăш пуç мими варринех кĕрсе ларчĕ. Мĕн тумаллине кăна пĕлмест. Канашлама та çывăхра пĕлекен çын çукрах. Район центрĕнчи кантурсем хăйсенчен пистерчĕç ăна. Çавсене çӳремелле пулать тени кăна ăна тытса тăрать. Ахальлĕн пулсан тытмалла та туса пăрахмалла кăна.
Юрккан амăше тупăннă иккен-ха. Урăлса та çитейнĕ пулсан калаçса пăхмалла пĕрре çавăнпа тесе шутларĕ те, шухăшĕ çум çакки пекех çыпçăнса ларчĕ. Ирпе каям-ши, каçхине-ши тесе пăшăрханма тытăнчĕ. Алика шкула ăсатсанах лакăм-тĕкĕмлĕ урама кайма пуçтарăнчĕ. Мăнукне леçсе хăварсан килне те таврăнса тăмарĕ.
Пĕрре курнă хыççăнах кашни вак-тĕвек таран асра юлнă пӳрт умĕнче чарăнса та тăмарĕ, тӳрех шалалла кĕрсе кайрĕ. Пӳрт хапине пăхса тăрса кăмăла ахалех пăсас темерĕ ĕнтĕ.
Ăна хытанка тăл-пӳллĕ хĕрарăм кĕтсе илчĕ. Сăнне пăхсан пенси çулне çитнĕ çын пекех туйăнать. Хусканăвĕсем тăрăх вăл вăтăр урлă кăна каçнине чухласа илетĕн. Сăнĕпе-пичĕпе çынран ӳксĕ юлман пĕрре те. Ытти хĕрарăмсем пек, тум суйласа тăхăнсан ăмсанма та пулать. Анчах халĕ вăл хăй хĕрарăм иккенне маннă та пулас. Арçынла кастарнă çӳçне те туранă, те тураман та. Писев таврашĕ пичĕ çинче те, куç таврашĕнче те çук. Çине тӳмесемсĕр халат уртса янă та, ярханах çӳресрен темле канра пекскерпе туртса çыхнă. Уринче таптанса пĕтнĕ тапочка.
Тарават калаçрĕ кил хуçи. Кам эс, мĕн туса çӳрен тесе ыйтса тăмарĕ. Маларах иртсе ларма сĕнчĕ. Хальччен курман пулсан та камне чухларĕ-ши? Юркка каласа панă пулинех.
Пӳрт урайне çуса тасатнă. Малтан килнĕ чухнехи шăршă сĕврĕлнĕ пулин те сăмсара тăратех вăл. Тусан шăрши те çук пек пӳртре, анчах, малтанхи хут килнĕ чухне чыхăннипех пулĕ, халĕ те сунаслас килнĕ пек туйăнса тăрать. Пăхкалать-пăхкалать унталла-кунталла Серинкка, кил-çурт ăш-чикĕ улшăннине куçкĕретĕн курать. Тимлесех ĕçленĕ хĕрарăм, пур çĕре те алли çитĕйнĕ. Сетел çинчи клеенкăна та улăштарнă. Кăмака хутса кăларнă. Унта шаркку лартнă пулас. Шăрши пӳрте тапса тухнă.
— Алик кукамăшĕ пулĕ тесе ăнлантăм, — калаçма пуçларĕ хĕрарăм. — Сăмах пур пулсан пуçла. Итлетĕп...
— Сăмахĕ-мĕнĕ çавă кăна... Ачасем пĕрле çӳреççĕ те, юлташу мĕнле, эсĕ те çапла тенипе, Юркка мĕнле пурăнать-ха тесе килсе курам терĕм. Выçăллă-тутăллă çӳрет Юркка. Ачаллах сывлăхсăра юлсан, тетĕп, кайран хăйне калама çук асаплă пулĕ тетĕп. Ачана халех хуçса хăварас марччĕ тесе пăшăрханатăп мар-и?
— Хам та çаплах шутлатăп та, чаракĕ çук-çке ман, чаракĕ çук. Ларсах макăрас килет хамăн та. Сана ман анне темелле те, пытарса калаçас теместĕп. Ĕçкĕллĕ хĕрарăм эпĕ. Ерсе кайнă та пĕрре... Халь урăлтăм та, чăн-чăн чирлĕ çын. Ыратман вырăн та çук. Асаплантарать те çапла, тытатăн та персе лартатăн. Вара ыратни-мĕнĕ те манăçать. Тĕнчере çук телейлĕ пек туятăп хама...
Юркка калани аса килчĕ. Кӳршисем ĕçлеме юратманнипе вăрçаççĕ иккен хăйне. Аса килчĕ те çакă, Серинкка хĕрарăм çине шăтарасла пăхрĕ. Лешĕ те килнĕ çын шухăшне самантрах ăнланчĕ тейĕн.
— Халĕ ĕç те тупрăм ĕнтĕ. Пĕр тумлам та ăша ямастăп тесе тупа турăм.
— Питех йывăр пулсан пар пире Юрккана усрава. Эпир иксĕмĕр те ĕçкĕлле çынсем мар...
— Мĕн калаçатăн? Манăн вăл пĕрререн-пĕрре. Чун тĕпренчĕкĕ. Пепкем. Унсăрăн мĕнле пурăнас вара ман?
— Чикансене сутма тăнă мар-и-ха? Сахал тӳленипе кăна паман мар-и?
Хĕрарăм лĕпсĕрех пулчĕ. Кун пек чухне куç йĕпетмеллех. Лĕпĕр-р-р! макăрса ячĕ те. Çанă вĕçĕпе куçĕсене шăлкалама пикенчĕ. Ку чăн-чăн куççулĕ маррине Серинкка питĕ лайăх пĕлчĕ пулин те шăпах ларас терĕ. Хĕрарăмăн хăтланкаларăшĕсене вăл малтанах пĕлсе тăчĕ. Тытамаклăн хăлаçланма тытăнать ак, кăшкăрашма пуçлать, такама вăрçма, ылханма пикенет, хăйне кăна тӳрре кăларса пултăр...
Пĕр сикми хăй çине пăхса ларакан тăрă куçсем хĕрарăма хăратрĕç, вĕсем унăн пĕр хусканăвне те, пĕр хăтланкаларăшне те ĕненмессе пĕлчĕ. Çавăнпах ĕнтĕ, хальччен хăнăхнă пек, апла-капла выляс мар терĕ пулас. Куçĕсене шăлса типĕтрĕ Татта. Сĕлекине çăтса ячĕ. Лăпкăн та тăнлăн калаçма пуçларĕ.
— Пăрахатăпах усал йăлана. Пăрахатăпах. Каларĕ тесе калăн ак. Пĕртен-пĕр ачама улпут ачи пекех пăхăп. Манран тек вăтанмалла пулмĕ ун. Маншăн та вăтанса çӳремĕ.
Ĕçкĕллĕ çынсем сăмах пама юратнине те пĕлет Серинкка. Çавăнпа ĕненсех итлемерĕ те.
Качча тухатăп тесен сисчĕвленчĕ вара. Ырă арçын тĕлнех лексен, тен, урăхланайĕ те. Ун пеккисем пурнăçра пайтах тĕл пулаççĕ. Çапах вут-вутарсах калас терĕ.
— Сăмахна тытмасан асту, амăш прависĕр хăварттаратăп та Юрккана хам патăма пурăнма илетĕп. Мĕн тумаллине лайăх пĕлетĕп эпĕ, — терĕ те тăрса тухса кайрĕ.
Килне çитичченех хăйĕнчен хăй тĕлĕнсе пычĕ: ăçтан тухрĕ ун кунашкал хăюлăх?
Ача-пăча кун-çулĕ тесен хĕрарăм туман ĕç çук теççĕ. Чăнах иккен çакă. Ним те чараймасть ăна, ним те пӳлеймест. Ачана, çылăхсăр чуна, вăл хăйне шеллеми хутĕлеет. Хă, тĕнче непĕсне еплерех сехĕрлентерсе хăварчĕ вăл! Таврăнсанах Макара каласа паратăп-ха тесе шутласа хучĕ. Анчах лешĕ таврăниччен темшĕн манса та кайрĕ. Темиçе кунтан тин чĕлхе çине çĕнĕрен килчĕ.
— Ĕненетне вăл каланине? — кăмăлсăрланчĕ Макар Иванович. — Кунне кăна çĕр çынна çĕр тĕрлĕ суйма пултарать вăл. Эп ĕнтĕ ăна çамрăклах пĕлетĕп те... Амăшĕ те çав хăраххиччĕ. Вăл та хăй вилĕмĕпе вилмерĕ. Ĕçкĕллĕ пĕр арçынна киле кĕртем пекки тунăччĕ те, ӳсĕрпе те пуçтарчĕ ăна, тем турĕ. Ял çине сăмахĕ тухнăччĕ: хăй каяс тесе кайман-ха ку месерле яла тетчĕç пурте. Татти вара амăшĕнчен те ирттерет. Пĕр эрне пек пурăнать те ак пуçлать çĕнĕрен. Пĕлсех тăр, пуçлать.
— Эп каларăм ăна, сăмахна тытмасан хамах амăш прависĕр хăварттаратăп терĕм.
— Асту, пит хăрать санран... Унпа чиновниксем те çыхланасшăн мар, милици те пулин пĕрре те тытса кайман. Çул хĕрринче йăваланса выртнине курсан та пăрăнса иртеççĕ. Никама та кирлĕ мар ун пек çын... Эсĕ пĕрре кăна район центрне ӳсĕр тухса курăн-ха, ыранах пĕтĕм район сана хирĕç çĕкленет. Куншăн тĕнче тикĕс.
Макар Иванович каланă пек, пĕр эрне кăна мар, çулталăк та пурăнчĕ Татги. Стройкăна кирпĕч тиеме, пушатма çӳрерĕ. Пĕр кун та, пĕр сăлтавпа та ĕçрен юлмарĕ. Ĕçе илнĕ чухне хытарсах каларĕç ăна: пĕрре кăна ӳсĕр тух, тӳрех каларса яратпăр терĕç. Те ĕнтĕ ĕçсĕр юласран хăрарĕ, те ача куççульне çийĕнчех манаймарĕ. Хăй те тирпейлĕ тумланса çӳрекен пулчĕ. Юрккана та таса мар, çĕтĕк-çурăк тумпа урама кăларма пăрахрĕ. Ку вара Серинккана савăнтарчĕ, мăнаçлантарчĕ. Ун сăмахĕ витнĕ пек шутларĕ вăл. Анчах Юркка кăна тăтăш çӳреме пăрахрĕ. Алика хăйне ун патне ярасшăнах пулмарĕ. Лешĕ тепĕр чухне туха-туха кайма сăлтав тупать-тупатех. Е пĕр-пĕр япала ыйтса илмелле, е пĕр-пĕр асран тухнă сăмаха пĕлмелле. Чарас килет те кукамăшĕн, нумай ан çӳре теме кăна пултараять.
Юрккана валли тесе уйăрса хунă кĕпе-йĕме кăна ăçта хумаллине пĕлмест. Пĕр сентре çинчен теприн çине куçаркаланă-куçаркаланă хыççăн тытрĕ те пĕр çыхă турĕ, ăна пăлтăра кăларса хучĕ. Макар каларăшле, Татти тепре ĕçке ерсен кирлĕ пулĕ терĕ.
Çур енне кайсан Таттие тепĕр арçынпа пасарта куркалама пуçларĕ. Авăрлă карçинккасем, хур йăвисем сутаççĕ хăйсем. Серинкка вĕсем патне пымасть. Айккинчен пăхса тăрать-тăрать те хăй тĕллĕн шухăшлать: киле кĕртнĕ-ши ку арçынна? Ĕçкĕллĕ çын пек туйăнмасть тата хăй. Ĕçлĕ çын пекех. Юрккана мĕнле пăхаççĕ-ши тата? Алик ун пирки начарринех ним те каласа памастъ те, вăл пурне те пĕлмесен те пултарать. Юркки те килсе çӳреме пăрахрĕ. Лайăхах пулĕ-ха, лайăхах пулĕ тесе шухăшлать вара Серинкка.
Макар Иванович та, Серинкка та, Алик та вĕренӳ çулĕ иртсе кайнине сиссе те юлаймарĕç. Вăхăт иртнĕ хыççăн яланах çапла-ха: пурте манăçать, пурăнса ирттернĕ вăхăт пĕр кун пек кăна туйăнма тытăнать.
Çăва тухсан Алик кукашшĕпе пĕрле çӳреме пуçларĕ. Серинкка та ăна килте лартасах темерĕ. Артык урамра та, центрта та курăнми пулчĕ. Мăннисен Аликшăн хăрама сăлтав пĕтрĕ. Кукашшĕпе пĕрле чухне Илле те пырса çулăхаймĕ тесе шухăшларĕ Серинкка.
Çу варринче Юркка Алика шыраса килсен Серинкка сехĕрленсех ӳкрĕ: каллех инкек килсе çапнă иккен. Тĕпчесе пĕлме васкарĕ.
— Мĕн-им? Аннӳ каллех çухалчĕ-им?
— Çук, килтех, — кулса каларĕ Юркка.
Лăшах пулчĕ чĕре. Аликсăр кăна тунсăхланă.
— Пирĕн кукашшĕпе çӳрет. Каяс терĕ те, чармарăм. Эсĕ Алик пур чухне кил. Ыран килетне? Алика ниçта та ямăп.
— Юрать, — терĕ те Юркка сиккелесех тухса кайрĕ.
Вăл куçран çухаличченех Серинкка чӳрече умĕнчен каймарĕ. Курмасăр тăнăран-ши, самаях ӳснĕ пек туйăнчĕ Юркка. Ут хушнă. Йĕркеллех пăхаççĕ пулас. Кăмăле те хăйĕн пусăрăнчăк мар. Çапла пулмалла-çке, çапла пулмалла...
Макар Ивановичпа Алик апата таврăнсан Серинкка Юркка килнине пĕлтерчĕ кăна, ача апат çиме те лармарĕ, тӳрех тухса чупрĕ.
Час таврăнмарĕ. Темрен тем сиксе ан тухтăр тени ват çыннăн чĕре варринчех мар-и? Кĕтсе ларас темерĕ, хăй лакăм-тĕкĕмлĕ урама тухса утрĕ. Татти пӳрчĕ умне çитрĕ те шанк тĕлĕнсе тăчĕ. Иртнĕ кĕркунне курса тĕлĕннĕ пӳрт мар — чăн-чăн тетте пӳрт ларать ун умĕнче. Чӳрече хашакĕсене кăвакпа сăрласа хунă, тăррине улăштарнă, çутă калайпа витнĕ, картасене çĕнĕрен тытнă, урам еннелле ансăр хапха кăларнă, лавпа машина валли ик еннелле уçăлакан хапха çакса янă. Хăйсем кĕçналăкран кĕрсе-тухса çӳреççĕ. Пĕччен тумалли ĕç мар çав вăл кил-хуралтă таврашĕ.
Киленсе пăхса тăчĕ-тăчĕ те чун каннине туйса илчĕ. Мăнукне чĕнме те тăхтарĕ. Кун пек йĕркеллĕ çĕрте ăна выляттарас та выляттарас килчĕ.
Кукамăшне курса Алик хăех тухман пулсан тата темччен тăмаллаччĕ-ха урамра. Юркка та юлташĕнчен юлас темерĕ пулас. Серинкка мăнукне мар, ăна, Юрккана, çупăрласа юратрĕ.
— Аçупа аннӳ килтех-и? — темшĕн ыйтас килчĕ Серинккан.
— Атте мар вăл, Кузьма Петрович, — пат татса хучĕ Юркка.
— Апла иккен. Ăçти çын вара вăл?
— Пĕлместĕп. Хам ыйтман, хăйсем каламан.
— Кӳрентермест-и вара сана?
— Çу-ук. Усал çын мар вăл. Аннепе те ачаш кăна калаçать. Намăс сăмахсем пĕлмест...
— Тавах турра сан тĕллĕн те лайăх çын тупăнчĕ пулсан. Пырса çӳре пирĕн пата. Эпир Аликпа иксĕмĕр тунсăхлатпăр.
— Юрать, — çăмăллăн каласа хучĕ те Юркка каялла кĕрсе кайрĕ.
Кукамăшĕпе мăнукĕ урам хĕррипе, йăмрасем айĕпе хывнă сукмакпа, утса пычĕç.
— Лайăх-и Юркка патĕнче выляма? — ыйтрĕ кукамăшĕ.
— Лайăх! — татса каларĕ мăнукĕ.
Вĕсене урăх сăмах кирлĕ пулмарĕ. Ватти кăмăл каçăхнине туйрĕ. Ачан хавалĕ-хавасĕ паян пуçланă, ыран тăсмалли вăйă пулчĕ. Йăкăлт та якăлт сиккелесе илчĕ вăл. Кукамăшне савăнтарса сăлтавсăрах кăлтăр та кăлтăр кула-кула илчĕ.
Вĕсем киле таврăннă тĕле Макар Иванович Байкала тăварма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ, лаша леçме мăнукне кĕтмешкĕн тытăннă. Алик кукамăшĕнчен вĕçерĕнчĕ те лаша утланма васкарĕ.
13
Мăнукне ăс парса, вĕрентсе кăларса ячĕ кăна, чӳрече умĕнчен пăрăнма та ĕлкĕрейменччĕ, хапха умне кӳмеллĕ мотоцикл килсе чарăнчĕ. Чĕре сӳлетсех кайрĕ.
Серинкка йăпшăнса тăчĕ те куç сиктерми пăхма тытăнчĕ. Чӳрече сĕлкине хускатасран асăрханчĕ. Мотоцикл çинчен малтан арçын анчĕ, пуçĕнчи хĕрлĕ шлемне хыврĕ те ларкăч çине хучĕ. Унтан хĕрарăм кӳмерен йăраланса тухрĕ. Ку тата пуçне кивĕ тутăрпа кăна хупланă. Ăна сӳсе илчĕ те лăс-лас силлерĕ. Тайкаланса ун-кун уткаласа çӳрерĕ. Ку Алик ашшĕпе унăн çĕнĕ арăмĕ пулнине тӳрех чухласа илчĕ те Серинкка мĕн тăвам-ха, мĕн тăвам тесе канăçсăрланма тытăнчĕ. Арçынпа хĕрарăм хапха умĕнче тĕннĕ урисене хускаткаласа ун-кун уткаланă хушăра вăл картишне чупса тухрĕ те хапхапа калинккене сăлăпласа хучĕ. Унччен те пулмарĕ, арçын кĕçналăка урипе тапса илчĕ.
— Килте никам та çук-им вара? — хăйĕнченех хăй ыйтрĕ кĕçналăк уçăлманран.
— Тĕртсе пăх хытăрах, — терĕ хĕрарăм, — шалтан сăлăпланă пулсан кам та пулсан пурах.
— Çук-ха çав. Макар Иванч вăл яланах шалтан сăлăпла-сăлăпла хăварать.
— Ачана ăçта хунă вара вăл?
— Ăçта ĕнтĕ? Хăйпе пĕрле лартса çӳрет.
— Каяр шырама. Ăçта пулма пултарать çак вăхăтра?
— Калама пĕлмелле мар. Пульницăра та пулма пултарать, Хальччен çăкăр кӳрсе килнĕ.
— Тĕртсе пăх-ха тепре хапхана, — вĕчĕхсе илчĕ хĕрарăм.
— Лăпăртатса ан тăр. Илтрĕн-и? — шăл çыртса каларĕ арçын.
Хапха ку енче чĕтресе тăракан Серинккана тинех чун кĕнĕ пек пулчĕ.
Хăра-хăра пулин те хăма çурăкĕнчен пăхса илчĕ. Алик ашшĕпе ун арăмĕ çинчен вăл Макартан тем те пĕр илтсе пĕлнĕ.
Акă ĕнтĕ хăйсене те куçпа курчĕ. Куç шăрçисем çинех ӳкерĕнсе юлчĕç вĕсем. Халь тин çак икĕ çын сăнне Серинкка нихçан та манмĕ. Хăйсене куричченех усал çынсем тесе шутланипе-ши, тен, сăнĕсем кăтартнипе-ши, çак икĕ çынна хăйĕн чи усал тăшманĕсем тесе йышăнчĕ. Чи малтан вĕсенчен Алика хăтармалла, унтан тин хăйĕншĕн тăмалла. Мĕн тумалла? Мĕн тумалла? Ĕштеленсе ӳкрĕ вăл. Яланах лăпкă та канăçлă утти улшăнчĕ, аллисем хул сыппинчен сиксе тухма пуçланă пекех туйăнчĕ. Апла та, капла та лăплантарать вĕсене. Анчах итлемеççĕ. Вара хапха çумне кукленсе ларчĕ те леш енче мĕн сасă пулнине тăнлама шутларĕ. Арçын мотоциклне хускатма васкамарĕ-ха. Вăл çак самантра мĕн тунине пĕлес килчĕ пулсан та Серинкка çурăкран пăхма хăрарĕ.
Пурнăçĕнче ĕçкĕрен пысăкрах ырлăх курма пĕлмен арçыннăн мĕн ĕнтĕ? Тытăнчĕ вăл урлă та пирлĕ усал сăмахсемпе перкелешме. Тьфу-тьфу! Хăлха йĕрĕнсе тăрать, тупата. Арăмĕ те пулин хăнăхса çитнĕ, кирлĕ калаçу пекех лăпкăн кăна итлесе тăрать.
— Атя хускат, ыран ирех кил тухса кайма ĕлкĕриччен, — терĕ хĕрарăм.
Çак сăмаха кăна кĕтнĕ Серинкка. Часрах хускатчăр та часрах кайччăр тесе кăна шухăшларĕ. Мотоцикл çухăрса уласа ярсан сăхсăхсах илчĕ: тавах турра, паянлăха усал сирĕлчĕ...
Мотоцикл сасси урам вĕçне çитсен çĕнĕрен вăй кĕчĕ ăна. Çамрăк çын пекех правурланчĕ. Тем самантра çенĕк алăкне питĕрсе илчĕ, тем самантра урама чупса тухрĕ. Тем самантра тата лакăм-тĕкĕмлĕ урама çитсе ӳкрĕ.
Çерем çинче вылякан мăнукне курнă-курман кăчăк туртма пикенчĕ. Алик та сехĕрленсе ӳкрĕ. Васкасах кукамăшĕ патне чупса пычĕ. Никама та, никама та памастăп тенĕнех çупăрласа илчĕ ăна Серинкка. Ача та ырă мара сисрĕ. Кукамăшĕн кăмăлĕ кăна мар, чĕтревĕ те куçрĕ ăна.
— Каяр-ха киле, — мăннине маларах тăн кĕчĕ.
Вĕсем шарламасăр утрĕç. Киле çитичченех. Пӳрте кĕрсен тин Серинкка ассăн-ассăн сывласа илчĕ те ăшри сасăпа каласа хучĕ:
— Аçупа арăмĕ сана илме килнĕ...
Çапла пулса тухасса пĕлнĕ пулсан, турăшăн та, каламанах пулĕччĕ. Мĕскĕн ача çăмха пек чăмăртанса ларчĕ те ют сасăпа çухăрса ячĕ: а-а-а! Унтан кукамăшĕн мăйĕнчен пырса уртăнчĕ. Янахĕ чĕтреме пуçларĕ. Хăйне тытамак хутлатса лартрĕ. Тытăна-тытăна сывлама пуçларĕ. Ак ĕнтĕ Серинкка хăй те ачана кура ĕсĕклеме пикенчĕ. Темччен çапла пĕр-пĕрне асаплантарчĕç вĕсем. Чылайран тин ватти мĕн те пулсан тумаллине тавçăрса илчĕ.
— Макăр-ха пĕрех хут, макăр, — терĕ вăл.
— Ан парса яр, кукамай! — терĕ те Алик кăшкăрса макăрса ячĕ.
— Çук, çуках, памастăпах, ним туса та памастăпах, — çине-çинех пăшăлтатрĕ Серинкка.
Хăй Алика йĕпе питĕнчен вĕçрен чуптурĕ.
— Парса ярас пур, çапла тăрăшмастăп та саншăн, — терĕ те кукамăшĕ тепĕр хут кулянса ӳкрĕ.
Пытарса хума, çухатрăм тесе суйма япала мар. Килчĕç тĕк ак ыран вăйпах илсе тухса кайсан та ним те тăваймăн. Макар часрах килтĕрччĕ тесе кăна шухăшлама пултарайрĕ. Çак самантра хăй тĕллĕн нимĕнех те тăваймĕ. Хĕрарăм тавçăрулăхĕ те хăй пекех хăраса ӳкрĕ те çухалса кайрĕ пулас. Халĕ вăл мăнукне хыттăн-хыттăн ытамлама та ăна лăплан-тарма кăна хал çитерейрĕ...
Макар Иванович киле ырă мар иленнине тӳрех сиссе илчĕ. Ним те ыйтса-туса тăмарĕ, Серинкка çине мăкавлăн кăна пăхайса илейрĕ.
— Килчĕç çав арăмĕпе иккĕшĕ те, — терĕ Серинкка Макар мĕн ыйтассине малтанах чухласа.
Ирхине кумеллĕ мотоциклпа курсе хăварнă хуйхă ун çине те куçрĕ. Аликăн пайне хăй çине илнĕччĕ-ха Серинкка, халĕ Макар пайне те илмеллех ĕнтĕ. Лешĕ тӳрех сулахай аллине кăкăр çине хучĕ. Серинкка çавăнтах эмел шкапне уçрĕ. Кирлĕ-и тесе ыйтса та тăмарĕ, пĕр тӳмине илчĕ те Макар еннелле тăсрĕ.
— Хур-ха чĕлхӳ айне...
Макар Иванович турткаланса тăмарĕ. Диван çине кайса ларчĕ те тĕмсĕлсе шухăшлама пуçларĕ.
Чи кирлĕ сăмаха никамăн та мар, унăн каламаллине вăл ăнланчĕ. Сăн çухатнă, чĕлхе çĕтнĕ ача çине пăхса илчĕ, хăй те сĕлпĕрленсе кайрĕ. Анчах мăн çыннăн тӳсĕмлĕхĕ те, теветкеллĕхĕ те ачаннинчен ытларах, мăнни ачана пăхса мар, ача мăннине пăхса утать пулсан Макар Ивановичăн йăнăш утăм тума юрамастех.
— Маниç патне леçсе хурсан мур Илли тавçăрса илĕ те, пĕтрĕмĕр вара, — хăй тĕллĕн калаçса илчĕ Макар Иванович. — Илле вăл мухмăрларах чухне Маниç патне йăпăр-япăр кăна кайса килет. Çав йăлипе пырса тухĕ те... Маниç вара шеллет ăна, тупса парать. Унта леçме юрамасть-ха.
— Ман аппа патне Чурачăка кайса пурăнар, — терĕ Серинкка. — Эсĕ вара Алика Артека канма ятăм тесе кăна тăр. Ирхи автобуспах тухса каяр та...
Макар Иванович килĕшрĕ. Анчах Артеках леçнĕ тенине кăна никам та ĕненмесрен хăрарĕ.
Тепĕр кун ирхине хапха умне мотоцикл килсе чарăнсан Макар Иванович кĕтмен хăнасем пулсан та вĕсене хирĕçех тухрĕ.
— Тахçанах курман, тахçанах курман, — текелерĕ хăй.
Пӳрте кĕрсе лармах йыхравларĕ.
Илле хăй кĕме хирĕçех те марччĕ. Макар Ивановичăн ун валли «сых ятне» тени яланах пулнине манман вăл. Анчах хĕрарăм хăр та хар кăна кăшкăрашрĕ.
— Миçе хутчен сĕтĕрĕнсе çӳремелле ĕнтĕ? Ыранах кĕтӳ черечĕ çитет. Ĕнер çур кун çухатрăмăр, паян çур кун. Эпир те ĕçсĕр супнă çынсем мар. Илсе тух та ачуна каяр часрах.
— Алик ăçта? — çиллес сасăпа ыйтрĕ Илле.
— Ăна Артека канма та сывалма ăсатрăм...
— Мĕн? Мĕн тетĕн? — сиксе ӳкме хатĕрех тăчĕ Илле.
— Мĕн илтрĕн — çав терĕм.
— Улпут ачине тухрĕ-им вара? Ан тыттар! Артека сан пеккисене сĕмлентермеççĕ ăна. Пыйтупа илтĕнем путевка? Тупса пар ачана часрах!
— Хĕвел пур, турă пур, — сăхсăхрĕ Макар Иванович. — Эрне каяллах районтан пилĕк ача тухса кайрĕ. Вĕсемпе пĕрле Алик та пур.
Илле хăй мар, арăмĕ ĕненчĕ çапла каланине.
— Атя ку черете хамăрах каяр та, теприне валли килсе илĕн, — терĕ çаплах кумере ларакан хĕрарăм.
Хăй суйнине ан сисчĕр тесе Макар Иванович пăрăнса кайма сăлтав шырарĕ. Шăпах тата Байкал таврăнчĕ. Хуçи патне пырса ачашланчĕ.
— Туртана тăма ан васка-ха, — терĕ янавара ачашласа, — килти ĕç-пуçа та пĕтермен. Хăнасем килчĕç ав...
Ку ĕнтĕ Иллепе арăмне часрах кайăр-ха тесе систерниех. Анчах Иллен шухăшĕ урăхларах пулчĕ иккен. Вăл пычĕ те Байкала тутаран кӳплеттерчĕ.
— Пшол вон! — кăшкăрчĕ хаяррăн.
Лаша мар, Макар Иванович ку сасăран хытăрах хăрарĕ пулас. Лаша пуçне усрĕ те ыратакан тутине малти урипе сăтăркалама тытăнчĕ, Макар Иванович вара хутлансах ларчĕ.
— Эс пĕлен мана, ватсупнă, — чăмăрне кăтартрĕ Илле. — Суян пулсан кур ак çакна! Кала, хăçан килет ача?
— Шутла, кайни эрне. Миçе кун кантараççĕ унта? Уйăхран кая мар, — пăлханнине те, хăранине те палăртас мар терĕ Макар Иванович.
— Юрать, — тем каласшăн пулчĕ Илле, анчах ăна арăмĕ васкатрĕ.
Каллех хирĕçсе-тавлашса ан кайччăр кусем тесе хăрарĕ Макар Иванович. Вĕсем шавланине итлесе тăрса ĕçрен те тăрса юлма пулать. Илле тепре хăмсарса-юнаса илчĕ те мотоциклĕ патне пычĕ. Макар Иванович кĕçналăка уçма васкарĕ. Лаша та тахçанах çакна кĕтнĕ. Вăл картишне вашлаттарса кĕрсе те кайрĕ. Иллепе арăмĕн куçĕнчен часрах çухаласчĕ тесе кăна çунакан Макар Иванович та тинех канăç тупрĕ.
Чипер çӳрĕр тесе алă та сулмарĕ.
14
Çав кунах Чурачăка кайса килес терĕ. Анчах малтан тумалли ĕçсене вĕçлемелле-ха. Тĕп врачран ирĕк ыйтса тăмарĕ. Униççене паян иртерех пушанмалла тесе каларĕ те çăкăр тата сĕт заводĕнчен тулли флягăсем кӳрсе килнĕ хыççăн пульница çумĕнчи вăрмана çул тытрĕ. Хăй кăна кĕрсе-тухса çӳрекен сарайран якалса кайнă авăрлă çава илчĕ, ăна çавăнтах лапаткаларĕ. Хуçин шухăшне лаша тӳрех ăнланчĕ, тилхепе турткаласса кĕтмерĕ, вăрман çулĕпе çырла уçланкинелле уттарчĕ. Пит кирлĕ те васкамалла чухне кăна çак уçланкăра утă çулать вăл. Васкамалла мар чухне совхоз çырмисене çӳрет. Тырă пусси варрине пула-пула юлнă çав çырмасенче никам та утă çулмасть. Пурпĕрех типсе хăрса кăна каять те кунти курăк, никам та чаракан çук.
Çырла уçланкинче вара çул хĕррипе кăна çулать. Ача-пăча хавасне, хурăн çырлине, таптаса ватас килмест унăн. Çырла татнă хыççăн ирсе-имĕрсе хăвараççĕ-ха кунти курăка. Анчах çийĕнчех çумăр пулсан вăл тăраять. Пĕр лав таран, тепĕр чухне ытларах та утă типĕтет вара.
Пуç чиксе лав хыççăн утакан Макар Иванович куçĕ умĕнчен чăмăрне çĕкленĕ Илле кая пĕлмерĕ. Нивушлĕ çапсах çапатчĕ-ши хăйĕн хуняшшĕ пулнă çынна? Ваттин хирĕç тăма хевти çитеес çук. Вĕлерсе те пăрахĕ, мур. Кирлĕ çĕре кайса евитлемелле мар-ши?
Капла тата, мĕн пирки хирĕçӳ тухса кайнине пĕлсен, Алика саккунлă ашшĕнех памалла тейĕç те, пĕтрĕ пуç! Кукашшĕн ним туса, ним каласа та евит витмĕ. Каплах епле те пулин çăлăнса юлма май тупмалла. Тепре килсен тайкаланакан пуличчен ĕçтерсе ямалла мар-ши? Эх, ăна паян ирхинех тавçăрмаллаччĕ те çав. Ыран каллех килсе çапăнсан çапла тăвас-ха... Пĕр илентерсен каллех хăпма пĕлмĕ. Хапхана сăлăпласах тăмалла пуль... Урăх ним те шухăшласа кăлараймарĕ.
Лаша чарăнман пулсан Макар Иванович татах тăснă пулĕччĕ хăйĕн шухăшне.
Байкал тӳрех пуçне чикрĕ те, сĕтеклĕ курăк шăршипе антăхнăскер, хуçи мĕн туннне те асăрхасшăн пулмарĕ.
Лешĕ урапа çинчен çава илчĕ, çул хĕрринче илĕхсе ӳсекен курăклăха унпа сиркелесе пăхрĕ: çырла тавраш курăнмасть-и? Темиçе утăм тунă хыççăн калле малтанхи вырăна таврăнче. Ăхлатса илчĕ те çавана сулса ячĕ. Курăк сĕткенĕ пит çинех сиксе ӳкрĕ.
Хыпаланса ĕçлерĕ Макар Иванович. Карта тĕпĕ касăлнипе касăлманнине те пăхса тăмарĕ. Темиçе çĕклемлĕх çулчĕ те урапа çине тиерĕ.
— Килте те çав курăках, каяр, Байкал, — терĕ вăл.
Лаша итлерĕ. Хуçине йывăр шухăш пусахланине янавар та ăнланать пулас. Мĕн туса пулăшмаллине кăна пĕлмест. Хуçин часрах киле çитсе ӳкмелле. Çавăнпа вăл çул тăршшĕпех лăпăстатса чупрĕ.
Макар Иванович урапана лупас айне, сулхăна, кĕртсе лартрĕ. Хăмăтран хăтăлнă Байкал ун умне пырса тăче те тутине ешĕл курăк ăшне чикре. Хуçи çăлран шыв ăсре, валашкана туллиех тултарчĕ, чăх-чĕппе ытлăн-çитлĕнех тулă сапса пачĕ. Пӳрте кĕрсе те тăмарĕ, хапхана сăлăпларĕ те хăй кăна пĕлекен шăтăкран урама тухрĕ. Автобус хăçан каяссине те пĕлмерĕ-ха. Автовокзала çитсе ӳкме кăна васкарĕ.
Тахçанах çул çӳремен те, вокзалти йĕркесене те тӳрех чухласа илеймерĕ. Пĕринчен, тепринчен ыйткаласа кăна хăйне кирлĕ автобус хăçан пулассине пĕлчĕ. Билет туянчĕ те тинех çăмăллăн сывласа ячĕ. Кунран-кун пуç çинчен анма пĕлмен ĕçе вĕçлесен кăна пулать ун кунашкал туйăм.
Паллан-тăрана тĕл пуласран, унтанах та мар-ха, ăçта кайма пуçтарăнтăн çак тесе ыйтасран питĕ асăрханчĕ. Такама тем персе ярасран хăрарĕ. Çавăнпах вокзал хыçне йывăçсем айне кайса тăчĕ. Кунта та такам шыраса килессĕнех туйăнчĕ ăна. Унталла та кунталла пăхкалах тăчĕ.
Кĕтнĕ чухне минут та çур сехете тăсăлакан та, Макар Ивановичшăн ĕмĕр пекех туйăнчĕ. Апла та, капла та кускаларĕ, кукленсе ларса та пăхрĕ.
Тĕрĕссипе, Чурачăка мĕн тума кайнине те пĕлмест хăй. Серинккапа Алика кăна курмалла унăн. Вĕсем чăнах та çĕр çинче пуррине хăйĕн куçĕпе курса ĕненмелле. Тен, ку кăна та мар пулĕ-ха. Хальлĕхе вара çакă та çырлахтарнă пулĕччĕ.
Машина сасси илтĕнмессерен автовокзал умне чупа-чупа тухрĕ. Хăйне илсе каяканни маррине курсан каллех усăнчĕ. Читлĕхе ирĕксĕртен кĕрекен чĕрчун пек васкамасăр хăйĕн малтанхи вырăнне кайса тăчĕ.
Автобуса ларсан пĕр хушă аса илтермен чĕре чиксе ыратса кайрĕ. Кĕсьере нитроглицерин шыраса тупиччен иртнĕ пек пулчĕ те тата. Пĕчĕк те шурă тӳмене çапах чĕлхе айне хучĕ. Систерчĕ пулсан эмел ыйтатех тесе шутларĕ. Чĕре ыратнине урăхран туймарĕ, анчах ыйхă пусса килсе асаплантарчĕ. Нимле иртсе кайма пĕлмерĕ. Чӳречерен пăхса пырса та, куç харшисене пӳрнепе тĕревлесе те ирттереймерĕ. Чурачăка çитичченех асапланса пычĕ. Пуçа хума канлĕ вырăн пулсанах кансах çывăрнă пулĕччĕ.
Автобусран ансан та-ха ыйхă иртсе каймарĕ. Ал-урана çемçетсе тăчĕ, куç хăрписене кăтăкларĕ. Аллисене хускаткалани те, куçсене сăтăркалани те пулăшмарĕ. Çине-çинех темиçе хут анасласа илчĕ те Серинкка каланине аса илме тытăнчĕ. Çырма хĕрри, кĕпер, çирĕклĕх — çаксене аса илчĕ. Ку кăна палламан киле шыраса тупма пулăшаймĕ терĕ те тĕл пулнă пĕрремĕш çынна чарса тăратрĕ.
Алик кукамăшĕпе пĕрле пулсан та хăнара халех тунсăхлама ĕлкĕрнĕ. Кукашшĕ ăна илме килнĕ тесе савăнсах кайрĕ. Анчах часах хурлантарма тиврĕ. Серинкка вара мĕн хыпарпа килнине тӳрех ăнланчĕ те Алика айккинерех пăрăнма хушрĕ.
Ача кунта хăйне валли ним йăпатмăш та тупайман, çавăнпа килшĕн тунсăхлать те. Кукамăшĕ ăна палламан ял тăрăх илсе çӳрет. Кунта, район центрĕпе танлаштарсан, курмалли нимех те çук. Пĕр машина паркĕ илĕртрĕ Алика. Шала кĕме кукамăшĕ чарчĕ. Кил хуçисем, кукамăшĕнчен те ватăрах çынсем, ача-пăчаран тахçанах сивĕннĕ пулас. Пĕрре те тарават мар.
Серинкка Макар Ивановича тĕсесе пăхса илчĕ те хутланса тăчĕ. Ку ĕнтĕ эпĕ итлеме хатĕр тенине пĕлтерчĕ.
— Артека ятăм тесе суятăп та, ĕненесшĕн мар, мур... Аран-аран хăпрăм...
— Пĕрре каланă, татах çавна калатăп. Вĕсене ача мар, çамрăк чура кăна кирлĕ. Кĕтӳ черечĕ пулмасан, мĕн, аса илнĕ пулĕччĕ-им? Асту мар-и? Çу каçатпăр эпир кунтах. Шкула кайма тытăнсан хăйсене те кирлĕ пулмĕ. Урăх мĕн тумалла? Тен, эсĕ шухăшласа хуни пур?
— Санран уйрăм мĕнех шухăшлам ĕнтĕ эпĕ? Çапла тăвар-и вара? Тен, вăхăтлăха хамăн та киле таврăнмалла мар-ши? Ĕçре сарай пекки пур, халь сивĕ мар, çавăнта вырткаласа тăрăп. Чăххи-чĕппине ăна кунне пĕрре апат парсан та пурăнкалĕç...
— Ан аташ-ха, кĕрсе киле-çурта ватса та хăварĕ вăл. Ялĕнче те пурте унран хăраса кăна тăраççĕ тесе ху каларăн мар-и-ха? Уншăн мĕн намăс-симĕсĕ пултăр?
— Намăсĕ-симĕсĕ çукраххине пĕлетĕп-ха.
Çакăнпа вĕсен калçăвĕ пĕтрĕ те. Пĕр кӳлĕм чĕнмесĕр тăчĕç.
— Каям вара эп, — терĕ Макар Иванович. — Чăнах та, киле пушă тăратни ырах мар...
— Сыхлан вара, — терĕ Серинкка.
Кайма тесе тăнă Макар.Иванович темшĕн чарăнчĕ, Алик çине мĕскĕннĕн пăхса тăчĕ-тăчĕ те Серинкка патне тепре пычĕ.
— Упра мăнукăмăра, — терĕ те ытти калас сăмахĕсене çăтса ячĕ.
Алика та тем каласшăн ĕштеленчĕ. Çаврăнса тухмарĕç çав сăмахсем чĕлхе çине.
Каçпулттипе килне çитсе ӳкрĕ. Унăн ним ĕç тытса ним ĕç тăвас килмерĕ. Чун тени йăлтах-йăлтах пушанса юлнăнах туйăнчĕ. Унтан та ытла хул-çурăмра хал çуккине туйса илчĕ те çенĕкрех кивĕ тумтир сарса тăсăлса выртрĕ. Çывăрни-мĕнĕ пулмарĕ. Кăтăша путнă-путманах карт-карт туртăна-туртăна вăранса кайрĕ. Тĕлĕк курни те çук, татăкăн-кĕсĕкĕн кăна киле-киле тухаççĕ вĕсем.
Вырăн килĕшмерĕ пулĕ тесе пӳрте кĕрсе кайрĕ. Кунта та çавах пулчĕ. Канăçлăх килсе çупăрламарĕ ăна. Ирчченех çапла асапланчĕ. Ирхине чĕре чĕпĕтсе ыратма тытăнчĕ. Кун пекки пулкалать-ха. Эмел ĕçсен иртсе каяканччĕ. Паян эмел те усса килмерĕ.
Ачашланам мар-ха терĕ те хăйне хăй ĕçлеме хистерĕ. Лаша навусне пуçтарчĕ, чăхсене апат пачĕ, картишне лаппипех шăлса тухрĕ, çӳппи-çаппине тислĕк купи çине кайса пăрахрĕ. Валашкасемпе пушă савăтсене шыв тултарса тухрĕ.
Темиçе çул каяллах ĕç пăрахам та килте канлĕн пурăнам тесе шутланăччĕ. Тĕрĕсех калаççĕ ватти çитнисем. Ĕçлеме пăрахсан çын час ватăлать теççĕ. Чир-чĕре те час парăнакан пулать теççĕ. Çаплах çав ку. Ăна Макар Иванович хăй пурăнса курчĕ. Халĕ те ак ачашланса выртнă пулсан выртсах кайма пулатчĕ.
Лаша кӳлчĕ, урапа çине сăрланă ещĕкне хăпартса лартрĕ. Ыратни иртсе те кайрĕ. Çăкăр заводне çитнĕ çĕре ĕнерхи хуйхă та сĕврĕлнĕ пек пулчĕ.
Кăнтăрлахи апата килнĕ чухне лаша темшĕн Алик шурă курак чĕппи тытнă вырăнта чарăнчĕ. Ним те ăнкараймасăр Макар Иванович унăн-кунăн пăхкаласа илчĕ. Кураксем хăйсен пурнăçĕпе пурăнаççĕ. Ним те шуйхатман вĕсене. Ним те хăратман. Мĕне пĕлтерчĕ-ха ку? Выльăх теме сиснĕ-и? Ним сăлтавсăрах чарăнса тăмалла мар-çке вăл. Выльăх хăех пĕлекенччĕ тесе хуçи ăна хистемерĕ. Тăчĕ-тăчĕ те лаша хăех хускалса кайрĕ.
Хăйсен урамне пăрăннă чухне Байкал тепĕр хут чарăнса тăчĕ. Ку хутĕнче Макар Иванович урапа çинчен ансах пăхас терĕ: мĕн те пулсан кансĕрлемест-и ăна? Мĕн те пулсан вĕçерĕнсе-салтăнса кайман-и? Пурте йĕркеллĕ пекех туйăнчĕ пулин те аллисене хăмăт кĕççи патне илсе пычĕ, лаша ăмăрне хыпашларĕ. Хăмăт мăя тивмен-и тесе пăхкаларĕ-пăхкаларĕ, хыпашларĕ-хыпашларĕ, ним те асăрхамарĕ. Калле хăй вырăнне ларчĕ. Лаша татах васкамарĕ.
Кайран кăна, лаша киле çитеспе, тавçăса илчĕ Макар Иванович. Вĕсен хапхи умĕнчен кӳмеллĕ мотоцикл хускалса кайрĕ. Вăл таврăнасса кĕтсе тăнă иккен. Илле хăй кăначчĕ-ши, арăмĕпехчĕ-ши? Курса-асăрхаса ĕлкĕреймерĕ. Лашана пушар деповĕ еннелле çавăрчĕ Макар Иванович. Унта тăварса ячĕ, хăй хыçалти хапхаран килне кĕчĕ. Васкаса кăна апатланчĕ те каллех хыçалти хапхаран тухса кайрĕ.
Çакăнтан вара вăл ĕçрех хăма сарайра выртса тăма тытăнчĕ. Çакăр заводне кайнă чухне çула май кĕре-кĕре тухрĕ килне, чăхсене апатлантарса, вĕсен валашкинчи шыва улăштарса хăварчĕ.
15
Ирхине шăм-шак ыратнипе вăранса кайсан Макар Иванович тулашсах мăкăртатма пикенчĕ:
— Усал ĕç туман эпĕ, манăн никамран та тарса та пытанса çӳремелли çук. Мĕн нушишĕн килĕм-çуртăм пур çинчех вутă та хурса тăма пăрахнă сарайра выртса çывăрмайла-ха? Паянах ак Серинккапа Алика кайса илетĕп. Лешне, лешне... Эп ăна хăлаçланма пăрахтаратăпах. Ытла та çӳлте алли! Малтан шарламасăр йăнăш турăм. Хĕрĕме те хур кăтартрăм. Çав усала пулах çĕре кĕчĕ тесе пĕр çын кăна каламан мана. Кăвак куçпа çӳренине эп хам та пĕрре мар курнă. Çапла, çапла тейĕп ку усала, ачана сана ним тусан та памăп. Хăратма врачран справка илетĕп. Вăл та ачан çан-çурăмне курса тĕлĕннĕччĕ. Справкине çырса паратех. Вара суда параспа хăрăтатăп. Хăвăн ачуна та çаплах хĕнеме хушмасть пирĕн саккун. Хăпать, ниçта та каяймасть...
Мăкăртатнăçемĕн хăюланса та хăюланса пычĕ. Çак самантра акатуйĕнчи кĕрешӳçĕсен ретне тăма та хатĕрехчĕ вăл. Хăй пенсири çын иккенне мансах кайрĕ. Чунра çамрăк хал вылярĕ. Алă-ура шăнăрĕсем туртăмланчĕç.
Ку суя хавал кăна пулнине те ĕненес килмерĕ унăн. Кăшт вăхăтран тин, чĕрене аптри вĕçĕпе тирнĕ пек туйăнсан, йăшрĕ те калле хăй вырăнне кĕрсе выртрĕ. Анчах ку паянтан юлашки пултăр, килтех выртса тăратăп терĕ. Серинккапа Алик, хăнарах çу каçатпăр текенскерсем, çиччĕрех йăлăхиччен хăна апатне. Йăлăхсан пырса илессе те кĕтмĕç.
Канса выртасси пулмарĕ унăн. Кăлăхах усал çинчен шухăшласа кăмăла та пăсам мар-ха терĕ те сарайран тăрса тухрĕ.
Витрепе шыв ăсса килчĕ, ăхлата-ăхлата çăвăнчĕ. Паян та кун хĕвеллĕ килчĕ. Пĕлĕт кăн-кăвак та тăп-тăрă. Вăл енчен еннелле çаврăнкаласа çывăрнă чухне такам ӳркенмесĕрех сывлăша сăвăрсах тасатнă иккен. Çулне кура çыннăн кăмăл та улшăнать, вăл чылай чухне çанталăкран та килет. Çакна çамрăк чухне сиссех те каймастăн. Ун чухне çанталăка пăхса тăмастăн, чун хавал тапса тăнă чухне ăна пăхмасăрах савăнатăн та вылятăн. Халĕ вара çанталăка пăхса ĕç пуçлатăн, ăна пăхсах кăмăл еккине тупатăн.
Паян ун тĕллĕн ним начарри те пулмалла мар. Çавăтса килем-ха вăрмантан лашана тесе шутларĕ те пульница картишĕнчен тухма тăчĕ. Ĕлкĕреймерĕ. Байкала пĕр Алик пек ача çавăтса килнине курчĕ те чарăнса тăчĕ. Алик мар-и-ха ку тесех шухăшласа илнĕччĕ. Анчах ача тумĕ те, утти те мăнукне аса илтермерĕ.
Патнерех çитсен тин Макар Иванович Юрккана палласа илчĕ. Ак сана çанталăка кура тӳлек кăмăл-сипет! Тем ырă мара сисрĕ ват чун. Улталамарĕ вăл. Макар Ивановичăн ача-пăчана кăна мар, мăннине те курнă-курман тем те пĕр ыйтса аптăратас йăла çук. Малтан хăй тĕшмĕртме хăтланать. Ытах та кирлĕ пулсан çын хăй нушине пуçласа хăй каласа парать. Ку итлекене мар, калакана кирлĕрех. Анчах Юркка мĕн сăлтавпа çапла ирех тăрса тухнине, кунта килнине калама васкамарĕ. Лашана кӳлмелле-и тесе ыйтрĕ те ватти хушичченех хăмăт тăхăнтарма пикенчĕ. Йĕрки-картине пĕлсе ĕçленипе Макар Ивановичăн асăрхаттарса каламалли сăмахĕ те тупăнмарĕ. Вăл ача ĕçленине пăхса та шухăша путса айккинче тăчĕ.
— Алик ăçта? — ыйтрĕ ача лаша кулсе пĕтернĕ хыççăн.
— Кукамăшĕпе хăнана кайнă-ха... Эс пирĕн патра пулнă-им вара?
— Кĕрсе тухрăм. Алик мана ăçтан кĕрсе çӳремеллине кăтартнă.
— Çăра вырăнтахчĕ пулĕ?
— Лайăхах.
— Эс ху тата мĕн нушаран ирех тăрса тухнă?
— Анне пӳрте питĕрсе кайнă. Кĕтрĕм-кĕтрĕм — таврăнмарĕ. Пӳрт умĕнчех çывăрнă. Витĕнмен те, ирхине шăнса кайнă. Сирĕн пата пытăм та, унта та пӳрте питĕрнĕ. Эс кунта тесе килмен эп. Байкал ялан çӳрекен вырăнта çук та, вăрман уçланкине янă пуль тесе шутларăм. Чăнах та унта çӳрет.
— Аннӳ, мĕн, каллех ĕçке кайрĕ-им?
— Арçынни вахтăпа ĕçлеме кĕнĕ. Унччен те, пирĕн пата киличчен, çапла ĕçлесе пурăннă. Темиçен Шупашкартан каяççĕ те уйăхшар ĕçлесе пурăнаççĕ Тюмень тайгинче. Унтан таврăнаççĕ те килте уйăх пурăнаççĕ. Иртнĕ эрнерех кайрĕç вĕсем. Арçынни пурăнма тесе хăварнă укçипе анне эрех илсе килчĕ. Малтан манран пытарса ĕçрĕ. Кайран килтен тухса кайрĕ те таврăнмарĕ. Укçи тăнч пĕтмесĕр тавранмасть ĕнтĕ.
— Нумай панă-ши укçине тата?
— Пĕлместĕп çав. Эх, кăларса илмеллеччĕ. Малтан шутламан.
Ача мăн çын пекех ĕнсерен ӳксе хуйха путнине курса тăма пит йывăр иккен. Калаçса кăлартăр чун асапне терĕ те Макар Иванович Юрккана пӳлмерĕ.
— Ку арçынни хăй те ĕçкĕллĕ çын пулнă. Малтанхи арăмĕ хăваласа кăларса янипе кăна ĕçме пăрахнă. Пĕр çулталăк тумлам та астивмен тесе мухтанать. Таçтан курнă вăл ман аннене. Пĕрех пурăнса пĕтереймеççĕ вĕсем терĕ Татар майри.
— Юрĕ, иксĕмĕр аптăрасах ӳкмĕпĕр. Иккĕн иккĕнех. Пурăн ман патра Алик таврăниччен. Атя хускат лашана. Ку вăхаталла çăкăр завочĕ уçăлакан. Васкамасăр каяр çавăнта.
Макар Иванович юлташ тупăннăшăн савăнчĕ те. Юрккана хальхинче мăнукĕ вырăннех йышăнчĕ. Ĕç хушма та именсе тăмарĕ. Иртен пуçласа каçченех пĕрле пулчĕç. Алик вырăнĕ çине мар, уйрăм сарса çывăрма вырттарчĕ ăна Макар Иванович.
Кăнтăрлахи апат вăхăтĕнче, Макар Иванович диван çине канма тăсăлса выртсан, Байкала депо патне курăклăха леçсе хурсан Юркка килне кая-кая килкелерĕ. Вăл çапла хупăннипех тăнине курса кăмăлне хуçса таврăнчĕ. Ваттин куçĕ тĕлне пулас мар тесе-ши, чунĕ ьггла ыратнăран-ши, пӳрте кĕмесĕрех Байкал патне кайрĕ.
Тем калаçать хăй янаварпа. Çăвар хупми калаçать: Лаша çиме чарăнса пуçне уха-уха илет вара.
Ача ăсĕпе пулин те Юркка кун пек пурăнма юраманнине ăнланчĕ. Ăнланчĕ те пурнăçа мĕнле улăштармаллине пĕлмерĕ. Тĕнчере такам пурне те пĕлекен, кирлĕ çынна канаш паракан пур пекех туйăнса тăрать ăна. Кам-ши вăл, çав çын? Мĕн-ма Юркка тĕллĕн пулмасть-ши? Макар Ивановичпа Серинккана унăн хăйĕн кукашшĕпе какамăшĕ тăвас килет те çав, лешсен хăйсен тăлăхĕ-турачĕ пур. Юрккана та выльăха хăваланă пек хăваласа ямаççĕ-ха, анчах ют çынсем ютах пулнине пĕрре те асран кăларас килмест. Амăшĕ çухалнă кунсенче пăхса усрани те теме тăрать уншăн.
Çапах те епле улăштармалла-ха ку пурнăçа? Уншăн тăрăшакан пурпĕрех никам та çук. Унăн хăйĕнех татса памалла çак пĕртен-пĕр ыйтăва.
Лашапа ларса çӳренĕ чухне те, вĕлтĕрен тăррисене хулăпа касса çӳренĕ чухне те, уйрăм сарса панă вырăн çинче çывăраймасăр çаврăнкаласа выртнă чухне те пĕр шухăш кăна унăн: мĕн тумалла, мĕн тумалла?
Интерната каяс тесен те уншăн чупса çӳрекен, тăрăшакан мăнни кирлĕ. Шурут чиркĕвне кайса пăхмалла мар-ши? Пуп хăйне пулăшакан пулма ывăл ачасене илет тени тахçанах хăлхана кĕнĕччĕ. Илсе тултарнă пулĕ çав хальччен. Юркка пеккисем ку чухне пур ялта та пур. Пуп çумĕнче çӳрекен ачасене выçă усрамаççĕ ĕнтĕ. Кĕлĕ тума вĕренсе çитесси тем йывăр ĕç мар пулĕ-ха. Кайран-кайран çав ачасем пысăка вĕренсе тухаяççĕ тет...
Хăлăхсăр ача мар вăл, Юркка. Тăнпа, ăспа та катăк мар. Чирпе те асапланмасть. Пĕр-пĕр ырă çемьене усрава илес текенсем те пур пулĕ те... Каллех кам шырĕ-ха ăна, кам тăрăшса çӳрĕ?
Шухăшлать-шухăшлать те чун кӳтсе çитнипе макăрса ярать. Пур ун тăвăннă чуна пушатмалли пĕр меслет — куççуль. Ачасен пурин те çавах ĕнтĕ. Хăйсене пĕлтермесĕрех çутçанталăк вĕсен ăшне-юнне çавна кĕртсе хăварнă. Макăрса çăмăллансан вара выляс хавас та хускалать. Тăрлавсăр амăшне те ятлас килми пулать...
Акă ĕнтĕ Макар Иванович канса илчĕ. Ватти хушасса кĕтмерĕ Юркка. Çитменнине, лаша хăй те хускалчĕ.
Маниç ялне çăкăр леçме кайнă чухне Юркка Макар Ивановича тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕ. Тепĕр мăнни те ун пек танлăн та стайлăн калаçма пĕлмест. Теприне вĕрентни те вĕрентни мар, ăс пани те ăс пани мар. Пурнăç хăй вĕрентет пулсан ача-пăча яланах тăнлă та шухăшлă пулать. Ăна Макар Иванович тахçанах пĕлет.
— Ĕç тупмалла ман, Макар пичче, — калаçать Юркка. — Ĕçлемен çын кирек кам та ярăва каять. Ман анне те ĕçлеменнипех çак сумсăра тухнă. Никам та хисеплемест ăна, никам та унпа чăнласа калаçмасть. Пурте кулаççĕ кăна. Хăй пеккисем те ăна хăмсарма та хăратма кăна пăхаççĕ. Килте эп усал сăмахсăр пуçне ним те илтместĕп. Ку çĕнĕ арçынни хăть ыттисем пек мар. Аннене те тем-тем сăмахпа вăрçмасть, манпа калаçнă чухне çăварĕнчен усал сăмах пĕрре те кăлармасть.
— Анчах эсĕ арçынла калаçмастăн-çке.
— Ман çăвартан та усал сăмах тухса курман. Вăтанатăп эп ун пеккинчен...
— Ку лайăх-ха. Ачаран мĕнле хăнăхатăн, кайран та çав йăлана пăрахмастăн. Ан калаç усал сăмахсемпе.
— Ман таçта-таçта тухса тарас килет...
— Чим, чим, тем усал шухăш ан тытах, ачамккă. Ан аппаланах. Итле мана. Унта, çын çинче, пурпĕрех пăсăлатăн. Вĕренме тăрăш.
Татах вĕрентсе калас килчĕ Макар Ивановичăн, анчах ача шăлне çыртрĕ те сассине хулăнлатрĕ.
— Укçа тума вĕренсен çынна çитет. Укçа тума вĕренмелле!
— Шăп та лăп Артык пек каласа хутăн. Çав ача укçа тесе пуçне çухатнă.
— Укçа пулсан çын ирĕклĕ, — терĕ те ача ваттине анратсах ячĕ.
Макар Иванович хăй ку тарана çити пурăнса та укçана тĕнче тытакан вăй тесе шутламасть. Укçаран пысăкрах хаксем те пурнăçра пуррине лайăх пĕлет. Самана улшăннине сиссе юлайман-и вара вăл? Е ку чухнехи ачасем çын юнĕпе мар, урăхла тĕвĕленеççĕ-и?
— Укçа усала вĕрентет, укçа ăсран кăларать, укçа пуçа çиет...
Тата çакнашкал каларăшсем чĕлхе çине килчĕç те, Макар Иванович ачана урăхла шухăшлама вĕрентĕп тесе çине тăрсах калаçрĕ. Юркка ĕнтĕ хăйĕн ĕненĕвне тахçанах чăнлăх вырăнне хурать. Чăнах та, унăн пурнăçĕнче çавă кăна çитмест тейĕн. Вăл ватти çине танлăн пăхса илчĕ те хăйĕн пурнăç кĕнекине малалла вулама пуçларĕ.
— Пуян çын чухăннине пăхăнтарса тăмалла турă хăй тунă. Апла пулсан укçаран вăйли ним те çук. Пурте-пурте укçа еннелле алă тăсать те, вăйлах укçа...
— Пуянсене те макăрмалла тунă, Юркка, — теейрĕ кăна ватти.
Яла çитсен те, çăкăр пушатнă чухне те хăйĕн шухăшĕсенчен хăпаймарĕ Макар Иванович. Вĕсем ăна ӳркентерчĕç, ĕçрен пăра-пăра ячĕç. Юлашкинчен çăкăра Юркка хăй пĕчченех пушатса пĕтерчĕ. Çăкăр кӳрсе килнĕшĕн сутăç панă укçана ватти пĕтĕмпех Юрккана тыттарчĕ. Лешĕ васкамасăр та киленсе шутларĕ, куçран пăхса спаççипех терĕ. Унтан тирпейлĕн хутлатса кĕсйине чиксе хучĕ.
Ача кĕсйинче татах та укçа пуррине курса юлайрĕ Макар Иванович, анчах курмăш пулчĕ. Юркка вара тута сиктеркелесе хăй ăшĕнче тем шутларĕ. Миçе тенке çитрĕ-ха, мĕн тума пулать ку укçапа терĕ пулас.
Район центрне таврăнсан Юркка лашана курăклăха леçсе хăварчĕ те киле кайса килем-ха тесе тухса чупрĕ.
Каçхи апата тем пекех кĕтрĕ ăна Макар Иванович. Юркка таврăнмарĕ.
— Укçи пур, хырăмне тăрантарма пĕлĕ-ха, — хăйне хăй лăплантарчĕ ватти.
Юркка çывăрма та килмерĕ. Ку вара пăшăрхантарсах ячĕ.
Макар Иванович хапха умне тухса ларчĕ. Куç ывăничченех унталла-кунталла пăхкаларĕ. Анатран та, туран та Юркка килни курăнмарĕ. Пĕчченех çывăрма кĕрсе выртрĕ. Тепĕр кунхине те килмерĕ ача.
— Амăшĕ тупăннă апла, — терĕ те Макар Иванович Аликпа Серинкка çинчен шухăшлама пикснчĕ.
Çемьепе пурăнма хăнăхсан çемье кирлĕрех, пĕччен пурăнакана — пĕчченлĕх. Аликпа Серинкка çук чухне те хальхи пек тунсăх пуса-пуса аптăратман ăна. Те ватти çитнипе, те урăх сăлтавпа пушă пӳрт тунсăхĕ хытăрах та хытăрах асаплантарма пуçларĕ. Кунпа çĕр вăрăмланнă пек туйăнса тăчĕ.
Пулмастъ капла тесе темиçе те шухăшларĕ, каяс та илес Аликпа кукамăшне...
16
Çынсем пекех, янаварăн та шухăша кайнă самантсем пулаççĕ. Пуçне чикнĕ Байкал васкамасăр ура ылмаштаркаласа, кӳлепине кантарса кăна утса пыратчĕ. Кĕтмен-туман çĕртен ун умнех пырса чарăннă мотоцикл сасси лашана шартах сиктерчĕ. Аран-аран çул хĕрринелле пăрăнса ĕлкĕрейрĕ вăл. Хуçин сехрине те хăпартрĕ. Лешĕ лаша кĕтмен çĕртен чарăннипе урапа çинчен чутах персе анатчĕ. Темле майлă ӳречерен тытăнкаласа юлчĕ. Мĕн пулса иртнине чухласа та илеймерĕ Макар Иванович, хăлхана усал сăмахсем хупласа та лартрĕç.
Табак шăршине те, мухмăр шăршине те тӳсме пултараймасть Макар Иванович. Вăхăтра пăрăнса каймасан вĕсем иккĕшĕ те йĕклентереççĕ. Кӳ! пырса çапрĕ сăмсана вăрăма кайнă мухмăр шăрши. Анратсах ячĕ ватă çынна. Сăмсана ал лаппипе хуплани те, уф-уф! тесе сывлани те пулăшаймарĕ.
Çитменнине тата кушăрка алă кĕпе çухине пăвса лартрĕ. Сывлама йывăрланса çитрĕ.
— Ма суятăн ачана Артека ятăм тесе? Ма суятăн, ват-супнă? Чышкă-маклашкă çитерекен çук-им? Ак парам та пĕрре, тăсăлăн та выртăн!
Макар Иванович вăрăммăн нăйкăшса ячĕ. Ку сасă лашана та хăратрĕ пулас. Вăл хирĕнсе туртăнчĕ те талпăнса малалла утса кайрĕ. Кăкăр умне ярса тытнă Иллен ирĕксĕрех вĕçерĕнсе юлмалла пулчĕ.
— Ах, эс манпа калаçасшăн та мар-и-ха? — тулхăрса илчĕ вăл.
Тинтерех кăна мухмăр чĕртнĕ пулмалла та, ура çинче тăн-тăнах тăчĕ-ха. Шăмарса илчĕ, шăлне çыртрĕ.
— Сан пеккине кăна мар тăн кĕртнĕ! — мотоциклне лартса хăварсах лав хыççăн чупрĕ.
Часах хуса та çитрĕ. Урапа çине сиксе ларчĕ. Тилхепене çатăрласа тытрĕ, пĕтĕм вăйран хăй еннелле туртрĕ. Урапа каялла кайса телефон юпине пырса тăрăнчĕ.
Макар Иванович та кунтан тарса хăтăлаймасса пĕлчĕ те калаçсах кӳнтерме шутларĕ.
— Кала, ăçта хутăн ачана? Суятăн пулсан мăйна пăрса яратăп. Раис курнă санпа Алик ларса çӳренине. Ытти çынна ĕненмен пулăттăм.
— Манпа пĕрле ларса çӳрекенни Татти ачи вăл, — терĕ Макар Иванович мĕнпур пек халне пуçтарса. — Паян та пĕрлех çӳремеллеччĕ, паян темшĕн пушанаймарĕ кăна...
— Ан тыттар! Раис Алика паллать. Вăл çӳренĕ санпа. Ăçта вăл? Тупса пар халех! Лартса каятăп яла.
— Артекра тенĕ сана, — парăнасшăн пулмарĕ Макар Иванович.
— Суятăн! Нимле Артекра та мар. Артека камсене илнине эп пĕлместĕп-и? Раис пĕлмест-и? Пыйтуна сутса укçа турăна унтах ямалăх? Тупса пар тенĕ! Ачасăр ниçта та каймастăп. Халь те миçе хутчен калла-малла çӳретрĕн. Мĕн, чĕнеймиех пултăнам? Сую хăвнах чыхăнтарчĕ-им?
— Йĕркеллĕ пул-ха эс, Илле...
— Эп йĕркеллех! Хăвна пăхса ил. Эс ху ватсупнă пуçупа суйса пурăнатăн. Эп санран чеерех.
— Тур пур, хĕвел пур, Илле...
— Турру та çук сан, хĕвелӳ те сӳнет ак!
Ку çынран мĕн сăмахпа хăпма пĕлменнипе Макар Иванович чĕлхе çине мĕн килнине пере-пере яракан пулчĕ.
— Алик амăшне те эсех тĕп турăн! Путсĕр çын эсĕ, путсĕртен те путсĕр! Тĕнче путсĕрĕ! Халь Алика тĕп тăвасшăн-и? Тутармастăп!
— Хăвна пăх тенĕ сана! Алик амăшĕ пирки çăварна урăх уçнă ан пултăр. Тӳрех нучĕркесе хуратăп. Эс пурăнман унпа, эп пурăннă. Эс пĕлместĕн, эп пелетĕп. Лăркаса тăриччен ват йытă пек, ача ăçтине кала. Унсăрăн пурпĕрех хăпмастăп. Каламасан мĕн курассине хăвах лайăх пĕлетĕн.
— Мĕн хăрататăн эс мана? Хăвах пĕлетĕн те хăвах пĕлетĕн. Мĕн, сан валли саккун çук тетнем? Сан валли те саккун пур.
— Ман саккун хампа пĕрле, — терĕ те Илле питне-куçне урмăшлантарчĕ.
Ваттин сехрине сиктерме юри хăтланмарĕ вăл. Чăннипех тулхăрса, талăрса кайрĕ.
Мухмăрлă та хĕрĕнкĕ чухне Иллепе урлă та пирлĕ калаçма юраманнине Макар Иванович лайăхах пĕлетчĕ-ха, ытти чухне çакна яланах уяканччĕ. Халĕ вара Илле хăй картран кăларчĕ те ăна, сыхланулăхне те çухатрĕ. Çирĕп сăмахпа, хытă сасăпа лăплантарăп тесе шутларĕ-ши, чĕрре кĕрсе калаçсан хăвăртрах хăпĕ тесе шутларĕ-ши, чарăнма тумарĕ, ватăлла сума пĕлсе калаçмарĕ, хĕремесленсех кайрĕ. Хăй чĕтрерĕ, тутисем кăн-кăвак пулса кайрĕç.
— Ку таранччен шарламаннипе мăшкăллас терĕне? Асту, ним туса та мăшкăллаттармастăп! Ăçта каймаллине пĕлетĕп. Кампа калаçмаллине пĕлетĕп. Кама мĕн евитлемеллине пĕлетĕп.
Илле ăна итлесе тăмарĕ. Таçта каяспа, такама евитлеспе хăратни хăех çын парăннине, ним тума та пултарайманнине кăтартать те ĕнтĕ тесе шутларĕ те виçеренех тухса кайрĕ.
— Лăпăрти! — лашана та шартах сиктерсе кăшкăрчĕ Илле. Ваттине кăкăртан паклаттарчĕ.
Тĕшĕрĕлсе ӳкрĕ Макар Иванович урапа çине. Илле тепре сулса ячĕ те, выртакан çын хутлансах ларчĕ. Ăçта мĕн ыратнине вăл туйса та илеймерĕ. Куçсем хуралса килчĕç те, тăн тарчĕ.
— Кутăнлан, атя кутăнлан, — алă сулчĕ Илле. — Сахалрах пулчĕ пулсан хушасси тем мар...
Макар Иванович йăшăлтатасса кĕтсе Илле урапа çинчен анчĕ. Ватти çаплах хускалми выртнине курчĕ те тепре алă сулчĕ.
— Меммешке, çапах манпа тавлашасшăн хăй, — ятлаçнă май лачлаттарса сурчĕ те мотоциклне хускатма васкарĕ.
Ларчĕ те тăвалла, столовăйсемпе барсем вырнаçнă еннелле, вĕçтерчĕ.
Хуçи хускаласса та мĕн хушасса Байкал темчченех кĕтрĕ. Анчах Макар Иванович йăшăл та тумарĕ. Пĕр хушă сывламасăр тенĕ пекех выртрĕ. Пурнăçĕ тăршшипех йăшкаса та чĕпĕтсе кăна тăнă чĕрийĕ те чăтма çук йывăр мăшкăлран, те пахматсăр-мĕнсĕр çынна тарăхнăран тапма чарăнах пуçларĕ. Макар Ивановичăн аялти тути кăн-кăваках пулса кайрĕ. Алă шăнăрĕсем кăрт та карт туртăна-туртăна илчĕç те лĕпсерленчĕç.
Пĕкĕ чăрмантарчĕ пулин те, Байкал пуçне хыçалалла пăра-пăра хуçине курма хăтланчĕ. Вăл ним хушманнине кура хăех тавçăрас терĕ. Талпăнса илчĕ те пульница еннелле çаврăнчĕ. Те чупса кайсан, те канлĕн кăна утса пырсан аванрах, пĕр çакна тавçăраймарĕ. Пуçне чикрĕ те ура меллĕн утса пычĕ.
Хуçи çав вăхăтра сылтăм аяк çине çаврăнса выртма хăтланчĕ. Урапа сулнăка лекрĕ те, лĕпсĕрленнĕ кӳлепе каллех малтанхи вырăнах куçрĕ.
Байкал хăй ялан чарăнакан вырăна мар, амбулатори алăкĕ патне çитсе тăчĕ. Нумай тăма тивмерĕ ун. Шурă халатлă хĕрарăмсенчен пĕри хускалми выртакан Макар Ивановича курчĕ те каялла чупса кĕрсе кайрĕ. Часах наçилккапа темиçен тухрĕç. Халсăрланнă çынна ун çине хучĕç те васкаса шалалла кĕчĕç. Лаша тăрса юлчĕ. Ăна никам та аса илмерĕ. Каллех хăйĕн тавçăрма тиврĕ Байкалăн.
Вăл такам тăварса ярасса кĕтсе тăмарĕ. Çаврăнчĕ те пульница картин леш енне тухрĕ. Каçченех курăк чĕпĕтсе çирĕ. Ĕç пĕтерсе килне кайма пуçтарăннă Униççе кăна кӳлнĕ хальлĕнех çӳрекен лашана курсан хыпăнса ӳкрĕ, пĕли-пĕлми аллипе тăваркаларĕ, ут хатĕрĕсене урапа çинех хучĕ. Йĕвенленĕ Байкала ирĕке ячĕ.
Лаша тӳрех вăрман уçланкине, çырлалăх вырăна, çул тытрĕ.
Тăварнă урапа пульница картишĕн тулашĕнче тăче, Байкал уçланкăра çӳрерĕ. Ăна пырса тытакан та, кӳлекен те пулмарĕ.
Хуçи вара наçилкка çинчех хытма тытăнчĕ те, хыпаланса пĕр çĕре пуçтарăннă врачсемпе медсестрасем пуç пăркаласа кăна илейрĕç.
Çав кунах мар, тепĕр кун тĕп врач хăйне пăхăнакансене пуçтарчĕ те харам ĕç хушрĕ: тупăк кӳрсе килмелле, тăван-пĕтенне пĕлтермелле, район хаçатĕнче хурланса пĕлтернине пичетлемелле... Униççене Макар Иванович килне кайса килме хушрĕ. Лешĕ таврăнсан, кил хупă пулнине пĕлтерсен хăех сĕнчĕ: Маниç хĕрĕ патне машина ямалла.
Тĕп врач хирĕçлесе тăмарĕ.
Район центрĕн урамĕнче пулса иртнине Байкалсăр пуçне куракан та, унти калаçăва илтекен те пулман, çавăнпа пурте ку çаваллă карчăк сарăмсăр килсе çапăннă тесе шутларĕç те Макар Ивановича шеллерĕç. Вăхăчĕ çитсех çитменччĕ-ха, пурăнас кунĕсем татах та пурччĕ тесе шутларĕç.
Сарăмсăр та пӳкле виле чĕррисене яланах хытăрах калаçтарать те хытăрах кулянтарать. Элчĕл çитсе вилни вара чĕррисен хуйхине хăйпе пĕрле илсе каять. Макар Иванович çынсен хуйхине хăйпе пĕрле илме ĕлкĕреймен. Маниçпе Униççе те макăрсах кулянчĕç.
Çын-çын урлă хыпар çитерсен Чурачăкра хăналанакан Серинкка тӳрех мĕнле инкек сиксе тухнине тавçăрса илчĕ. Малтан вăл Алика кунтах хăварасшăнччĕ. Çул çине пуçтарăнса çитсен ача хӳхлесех макăрнине курса ăна та хăйĕнчен хăвармарĕ.
— Тупăк урлă каçармалла, тупăк урлă, — калаçса илчĕ хăй тĕллĕн.
Вăл район центрне таврăннă çĕре Макар Ивановича çуса тасатса, тумлантарса, тирпейлесе тупăка вырттарнăччĕ ĕнтĕ. Халь тин ăна салтăнтарма май çуккине Маниçрен кашни вак-тĕвеке тĕпчесе пĕлчĕ. Кăвакарнă вырăн пурччĕ тенине илтсенех Маниçе айккинерех çавăтса кайрĕ те аран-аран илтмелле пăшăлтатрĕ:
— Ним те ан иккĕлен... Çавă, çавă... Эпир, Аликпа иксĕмĕр, унран тарса пытанса çӳренĕ.
— Атте никама та ним те каласа хăварайман çав, — хуйхăллăн тавăрчĕ Маниç.
— Майĕ пулман ун... Янаварăн калама чĕлхи çук. Курсан — çавă курнă, пĕлсен — çавă пĕлет... Пурсăмăра та тĕп тумасăр чарăнмĕ те ку усал... Тем пулсан та пултăр, чун тухсан та тухтăр, виле çинче тупа тăватăп, Макар умĕнче калатăп: Алика пурпĕр парса ямастăп. Атя-ха халех шухăшлар иксĕмĕр, мĕн тумалла пирĕн, ăçта мĕнле çăлăнса юлмалла?
— Ним те пĕлместĕп ĕнтĕ. Аттене юлашки çула ăсатар-ха малтан. Кайран ăс та тăрăлса çитĕ... Халь тесен, чăнах, пуç çаврăнса кăна тăрать...
— Йĕркеллĕ çын пулсан ун Макара пытарма та килмелле. Килĕ-ха сана, асту...
— Виле çинче тем калаçар мар-ха. Вăл пурне те илтет теççĕ.
— Илттĕр, ман Макартан пытармалли ним те пулман, халĕ те çук. Пĕр çăвартан пурăннă унпа. Пирĕн иксĕмĕрĕн те пĕр хуйхă кăна пулнă — Алик. Халь вăл йăлтах мана шанса хăварчĕ...
Тупăка пӳртрен илсе тухнă чухне те, шăтăка антарнă чухне те каçăхса макăракан пулмарĕ те, Алик та макăрмарĕ. Вăл кукамăшĕнчен утăм та хăпмарĕ, лешĕ те ачана хăйĕнчен вĕçертесшĕн пулмарĕ. Пĕрлехи хуйхă тата хытăрах çыхса лартрĕ вĕсене.
Масартан таврăнсан чăваш йăли-йĕркине уяса мунча хутса кĕрсен, вилнĕ çын япалисене чӳхесе çаксан, асăнма сĕтел тавра ларса тухсан Серинкка çынсем пурте-пурте илтсе юлччăр тесе уççăн каласа хуче:
— Мĕн тейĕр те, хăй вилĕмĕпе вилмерĕ Макар... Тăпри çăмăл пултăр. Эпир ăна асăнсах тăрăпăр, вăл хăй пире ан асăнтăр...
17
Халь тин ĕнтĕ нимрен те хăрами пулчĕ Серинкка. Йăхăрăва сыхласа хăвармалла чухне чĕрчун та, кайăк та чăрсăрлансах çитет. Серинккан та çак ачана упрамалла. Унсăрăн урăх хӳтлĕх çук ун. Шанмалли çынни те çук. Макар хăйшĕн те тăраймарĕ ав. Серинкка аплах хавшак пулмĕ. Хĕрарăм çутçанталăк парăмне çивĕчрех туять.
Шухăшлать, хăйĕнпе хăй канашлать, хăйне хăй калаçтарать. Макара месерле яла ăсатнă хыççăн Иллен ман патăма килсе çапăнма намăсĕ çитеес çук-ха тет вара. Кунне темиçе те пуçа килет çак шухăш çаврăмĕ, кунне темиçе те чĕлхерен вĕçерĕнсе каять çак сăмах чăмакки. Çынпа çын хутшăнăвĕсен йĕрки-карти пурах пулсан пĕр инкек хыççăн тепринчен хăрамаллах этем тенин. Çакна Серинкка тĕрĕсех ăнланать. Ĕненет тата çакна. Анчах чĕре тĕпĕнче темле иплĕх те пур пек. Куллен мар, тăрсан-тăрсан самант урлă хăй пуррине астутарсах тăрать. Çакăн пек чухне пĕррехинче Макара каланă сăмах аса килет те, чăнах, чăнах, çуртсене сутса урăх çĕре куçса каймаллах мар-ши тесе апла та, капла та асаплантарать хăйне. Алик та, хăй те кунти пурнăçа манса кайнă пулĕччĕç...
Тӳрех тата Макар куç умне тухса тăраять. Ăна мĕнле питпе пĕччен пăрахса хăвармалла?
Канашласа калаçма та çын çук çывăхра. Маниç аттене пытарар-ха, кайран сăмах тăвăпăр терĕ те пач манса пурăнать. Ашшĕне асăнма çур сехетлĕхе килсе ларчĕ. Унтан каллех çухалчĕ. Алик уншăн та ют ача мар. Тăван юнсемех. Ачашăн çунакан урăх пулман пулсан вăл та ĕштеленетчĕ те пулĕ, анчах халь шанмалли çын пур. Серинкка хăех те пăхаять-ха ачана, анчах ун паян канашламалли те чуна лăплантарма пултаракан çын çукрах.
Юрать Юркка тепĕр хут иленчĕ вĕсем патне.
Алик та вăл пур чухне кукамăшĕнчен çыхса янă пек çӳресшĕн мар. Часах иккĕшĕ унран пăрăнаççĕ те каяççĕ хăйсен тĕнчине. Картишĕнче те, пӳртре те пур вĕсен хăйсен тĕнчи. Калаçăвĕ те хăйсен вĕсен. Пĕччен чухне кăна ача кукамăшĕнчен хăпмасть. Юрккапа иккĕшĕ пĕрле чухне вăл никама та кирлĕ мар.
Мĕн пуласси пулатех. Турă çырнă пулсан унран иртеймĕн тесе шухăшлать те лăпланать Серинкка. Лăпланать тени тĕрĕсех те мар-ха, шухăш кăна лӳпперленсе çитет пулмалла та, ним тытса тăвас, ним калаçас килми пулса çитет.
Макар Ивановичăн тăхăр кунне паллă тунă хыççăн тата йăшса кайрĕ вăл. Асăнма ĕнтĕ Маниç килчĕ. Макар хăй эрехпе-мĕнпе туслă пулман терĕç те сĕтел çине ячĕшĕн кăна пĕр кĕленче кăларса лартрĕç. Кăмăлĕ усал пулман Макарăн, ун ячĕпе лăкаса лартнă икерчĕ чусти пашлатса кăна хăпарчĕ, икерчи те кăпăшка та тутлă пулчĕ. Арçын ачасем нихçан курман пекех çирĕç. Ыйта-ыйта илчĕç. Маниç, ялан ĕçлĕ çын, асăннă-асăнман тухса кайма васкарĕ.
Тăнлав пĕçерсе тăнă пек туйăнчĕ те, Серинкка хăраса ӳкрĕ. Чирлесе каяс марччĕ, чирлеме юрамастех ман тесе шухăшларĕ, çавăнтах мĕн ĕç тăвам-ха, ачасене мĕн ĕç тупса парам-ха тесе ĕштеленме тытăнчĕ. Алăкăн-тĕпелĕн хутланă чухне темшĕн чӳречерен пырса пăхас килчĕ. Хапха умĕнче Байкал тăнине курчĕ те — Макар Иванович халь-халь алăк уçса кĕрессĕн туйăнса кайрĕ.
Мĕн тумалла ĕнтĕ хуçасăр юлнă ку лашапа? Ачасене чĕнсе илчĕ.
— Байкал, — терĕ кăна, ачасем харăсах пӳлчĕç ăна.
— Ăçта? Ăçта?
— Ара, хапха умĕнчех тăрать-çке.
Тем самантра тухса та вĕçтерчĕç ачасем. Аликпа Юркка лашана иккĕн тан ачашлама пикенчĕç. Анчах вĕсем ним те тавçăрса илеймерĕç-ха. Лаша йĕвенленипех çӳрет, мăйĕнче хăмăчĕ, каçанĕ çинче йĕнерчĕк пур.
Лаша пуçне чикнĕ те татăла-татăла сывлать. Хăй чарăнми чĕтрет, Малти урисем тӳрленеймеççĕ те.
— Тарса килнĕ вăл, — тавçăрçа илчĕ Юркка.
— Камран? — ăнланаймарĕ Алик;
— Камран-и? Ялар Петтинчен. Кукаçу вырăнне çавна ĕçе илнĕ. Эс пĕлмен те-и çавна?
— Çук, — пуç пăркаларĕ Алик.
— Усал çын вăл. Пирĕн пата пыра-пыра çӳрет. Эрех ĕçме. Пуринпе те çапăçма пăхать вара. Анне те çавăнпа юратмасть ăна. Хăй ӳсĕр мар чухне уçса та кĕртмест.
— Байкал, Байкал, — текелерĕ Алик.
Мĕн туса лашана çăмăллăх кӳмеллине пĕлеймерĕ. Юркка та ним те калаймарĕ.
Ачашлакан пуррипе лаша чĕтреме пăрахнă пек пулчĕ. Пуçне уха-уха илчĕ те мăйĕнчи хăмăтне хывма хăтланчĕ. Ачасем çийĕнчех мĕн тумаллине тавçăрса илчĕç. Пĕри хăмăт хыврĕ, тепри йĕнерчĕк салтрĕ. Алик пĕр енче, Юркка тепĕр енче ĕштеленчĕç.
— Кусем кукаçинех, — терĕ те Алик ут хатĕрĕсене картишне илсе кĕрсе кайрĕ.
Çав вăхăтра лаша хыççăн Ялар Петти килессе пĕлмерĕç çав ачасем. Ахальлĕн пулсан лаша пуçĕнчи йĕвене те хывса илнĕ пулĕччĕç, Байкала хăйне ирĕке янă пулĕччĕç.
Хашкаса персе çитрĕ хайхискер. Хăй тулхăрса, талăрса кайнă, кĕç-вĕç çурăлса тухас пекех пăшлатса тăрать. Яркăнса утса пычĕ лаша патне, чĕлпĕре явакласа тытрĕ, усал сăмах çине усалраххи калама тытăнчĕ те малтанах хатĕрлесе пынă чăпăрккине сулса ячĕ. Пĕрре ăмăртан, тепре хырăмран çунтара-çунтара илчĕ лашана. Лаша хаяррăн кĕçенсе ячĕ те чĕвен тăчĕ. Татах-татах пĕçерте-йĕçерте илчĕ Ялар Петти.
Ачасем тӳссе тăраймарĕç. Малтан Юркка хускалчĕ. Вăл, тискер кайăк пекех, Петти çине сиксе ӳкрĕ, икĕ аллипе ун мăйне явакласа илчĕ те пыр тĕпĕпе кăшкăрчĕ:
— Ан çап лашана!
— Сана хăвна патак çитмен-им? — хăйăлтатрĕ Петга.
— Ан çап Байкала! — юлташне пулăшма васкарĕ Алик та.
Вăл Петти аллинчи чăпăрккана ярса тытма хăтланчĕ, анчах ăна-кăна уямасăр сулкалашнă чухне Петти ăна чăпăркка аврипе хытах лектерчĕ. Ача хутланса ларчĕ. Ку ăна тарăхтарчĕ, çĕнĕрен вăй хушрĕ. Алик Петти хулне ике аллипе çатăрласа тытрĕ, пăрса лартма вăйĕ çитменнине туйса илчĕ те хул шăнăрне çыртса илчĕ.
— Ах, кашкăр çури! — тапкалашрĕ, çапкалашрĕ Петти.
Лаша кутăн чака-чака урам варринех тухрĕ. Шăв-шава илтсе Серинкка та калинккене уçса ячĕ. Урамри тĕркĕшĕве курчĕ те хыпăнса ӳкрĕ. Вăл та, Алик пекех, Ялар Петтине пуçласа курать. Вăл камне те пĕлмест. Çапах та усал çын пулнине тӳрех сиссе илчĕ. Лашапа ачасен хутне кĕме васкарĕ. Ăçтан тухрĕ пулĕ çакнашкал хăватлă сасă? Чарăн! тесе пĕрре кăна кăшкăрчĕ, Петти аллинчен чăпăркка тухса та ӳкрĕ.
Чĕлпĕре татса ирĕке тухнă Байкал урам тăрăх сиккипе чупса кайрĕ. Ачасем чĕнни-йыхăрнине те итлемере. Ялар Петти те, вăйран кайнăскер, хашка-хашка урам тăрăх лĕпĕстетрĕ.
— Ăçта кайрĕ пулать-ха ку лаша? — урам варринче саркаланса тăчĕ Серинкка.
— Атя, Алик, кайса тытса килер те картишне хупса хурар, — терĕ Юркка. — Петти килсен кĕртместпĕр, парса та ямастпăр...
— Пире тыттарать вăл, — килĕшрĕ Алик.
Ачасем Байкала ăçта шырамаллине пĕлмерĕç. Пĕри çырмана, тепри пульница картишне кайса пăхма чĕнчĕ. Серинкка та ним те татса калаймарĕ. Анчах вăл та шырамалла терĕ.
Юрккапа Алик пуç чикрĕç те Байкал кайса çухалнă еннелле утрĕç. Вĕсем мăн çул çине тухрĕç. Кунталла, машина çине машина çӳренĕ çĕре, килменех тесе шутларĕç те каялла çаврăнчĕç. Мĕнпур тăкăрлăксене кĕре-кĕре тухрĕç. Кивĕ йĕтем тăррине хăпарса пăхрĕç. Кунтан тавралăх таçта-таçта çитиех курăнать. Анчах Байкал куç тĕлне пулмарĕ.
Юркка сĕннипе вăрман уçланкине çитсе тухрĕç. Кунта та пулмарĕ Байкал. Вара пульница картишне кĕчĕç. Йывăç сарай умĕнче ещĕк лартнă урапа пур. Ун çывăхĕнче икĕ метр тăршшĕ хурăн патак выртать. Юркка тӳрех çакна куçларĕ,
— Ак çакăнпа хĕненĕ вăл Байкала, — терĕ те патака алла илчĕ.
— Байкал вара тăварăнса тарнă. Эх, тупасчĕ шыраса... Ăçталла тарса кайрĕ-ши?
Ачасем аптăраса çитрĕç.
— Киле таврăнмарĕ-ши? — терĕ те Юркка, каллех пуç чиксе утса кайрĕç.
Çав кун та, тепринче те лаша тупăнмарĕ. Ним тума пĕлмен енне Серинкка Маниçсен ялне кайса килме каларĕ. Унти çула та хăнăхнă-çке-ха Байкал. Унта та лашана курнă текенсем пулмарĕç.
Виççĕмĕш кунхине шырама чарăнчĕç. Янавар хăех килсе тухасса шанма шутларĕç.
Эрнерен кăна Миккер кĕтуç çула май кĕрсе тухрĕ. Арçури çырминче ăна çăхансемпе кулайсем ытла та йышлă пулни хăратса пăрахнă. Мĕн япала-ха ку тесе пырса пăхнă та лаша виллине курах кайнă. Тĕсĕ тăрăх Байкала палласа илнĕ.
— Апла иккен, — пуç пăркаласа итлесе тăчĕ-тăчĕ те Серинкка каласа хучĕ: — Хуçи вилсен чĕрчун та нумай пурăнмасть çав. Лашасемпе кушаксем çапла тесе каланине илтнĕ-ха. Лаша та хуçи хыççăнах кайнине хам куртăм пулать-и-ха?
Ачасен чунне кăлăхах пăлхатам мар-ха терĕ Серинкка, кĕтӳç килсе кайнине шарлас мар терĕ. Анчах шĕвĕрсен хăлхи шăтăк мар-и? Вĕсем хăйсемех илтсе пĕлнĕ. Çав каçах Алик кукамăшне каласа кăтартрĕ.
— Юрккапа иксĕмĕр тӳрех чупрăмăр. Патне çитичченех куртăмăр. Сывлăшра çăхансем явăнаççĕ кăна. Выльăх виллин шăршипе таçтан-таçтан пуçтарăннă ĕнтĕ. Çырмана çитсен хамăр та сăмсана хупласа кăна тăтăмăр. Шăрăхра час пăсăлать выльăх вилли. Куçне чавса кăларнă, аяк пĕрчисем шап-шурă курăнса выртаççĕ. Кайăксем ăшнех кĕре-кĕре çӳрекен пулнă. Нумая ямаççĕ, çисе пĕтереççĕ...
— Малтанах пĕлнĕ пулсан ӳркенсе тăмастăм, çын тытса та пулин чавса чиктернĕ пулăттăм, — терĕ кăна Серинкка.
Тепĕр çывăх чунсăр юлнă Алик темиçе кун тĕксĕм çӳрерĕ.
Хуйхăллă ача сăнне курма мĕн тери йывăррине Серинкка пĕлменччĕ-ха. Ачан хуйхи хăйне те куçрĕ пулас. Вăл та выртса кăна тăракан пулчĕ.
18
Ача-пăчан вăйăсăр пуçне кулленхи ĕçĕ те пулмаллах тесе шутлать Серинкка. Вăл ун пек чухне яланах хăйĕн ачалăхне аса илет. Манăçни манăçнă пулĕ, асра юлни те сахал мар. Вĕсем пурте амăшĕпе те вăл ĕçе вĕрентнипе çыхăннă. Вăл пулман пулсан тесе шутлать вара тепĕр чух, йĕп тирме те, тӳме лартма та вĕренеес çукчĕ пулĕ. Саманине кура ку чухнехи ача-пăча ытла та тӳр пилĕклĕ ӳсет-çке. Çавăнпа хăйĕн пĕртен-пĕр мăнукне вăл кулленех çăкăр туянма ярать.
Укçа хĕстерсе хăварма пĕлмест вара Алик. Ку каллех кукамăшне савăнтарать. Унăн ваттинчен укçа пытарма сăлтав çук, мĕн кирлине, мĕн ыйтнине ялан туяна-туяна парать.
Сехет те иртсе кайрĕ ĕнтĕ, Алик çаплах таврăнмасть-ха. Кун пекех вăрăм çӳрекен марччĕ. Мĕн пулма пултарнă-ши тесе шухăшласа илчĕ те пăшăрханма пуçларĕ. Кĕтнĕ чухне хăлха кашни сасса-чĕве илтет. Анчах пӳрте Юркка кĕрсе тăнине вăл сиссе юлаймарĕ.
— Эс Аликпа пĕрле пулман-и вара? — пăшăрханнă сасăпа ыйтрĕ Серинкка.
— Пĕрле, — терĕ хăюсăррăн Юркка.
— Мĕн пулнă? Кала!
— Алика ашшĕ илсе кайрĕ.
— Ăçта илсе кайрĕ? Хăçан?
— Урамра ярса тытрĕ те мотоцикл кӳмине йăтса лартрĕ, тарасран çыхса хучĕ. Мана кутран тапрĕ, никама та ан шарла терĕ.
— Пĕтрĕ пуç, пĕтрĕ пуç! — хутланса ларчĕ Серинкка. — Тăтăм та юлтăм тăр-пĕччен... Тарса ĕлкĕрме çукчĕ-им вара?
— Систермесĕр пычĕ те...
— Пӳрнинчен иртеймĕн çав, — терĕ те кутăн-кутăн чакса Серинкка пукан çине кайса ларчĕ.
Шуралса та шуралса пычĕ унăн пичĕ. Айăплăн пăхса тăракан Юркка та самантрах хăраса ӳкрĕ. Тем туса пулăшас килчĕ, анчах мĕн тумаллине пĕлмерĕ. Серинкка мĕн те пулин кӳрсе пама хăех хушĕ-ха тесе шухăшларĕ.
Йывăр шухăшĕпе чĕре асапĕ пĕр пулса ăна лĕпсĕрлентерсех ячĕ. Пуç çаврăнма тытăнчĕ, алăсем сĕрĕлтетсе илчĕç. Ӳт-пӳрен юлашки юн тарнă пекех туйăнчĕ. Çапах та, çапах та каплах хевтесĕр пулмалла мар-ха. Ура çине тăчĕ те сулăнса кайрĕ. Ӳкмерĕ, унтан-кунтан тыткаласа тĕпеле кĕчĕ.
Вăл хăй эмел таврашне пит ĕçмест. Макарăн юлни ăçта выртнине пĕлнипе çакăнса тăракан шкап еннелле сулăнчĕ. Четрекен аллипе пĕчĕк кĕленчене уçрĕ те апат сĕтелĕ патне пычĕ.
— Юркка, кил-ха кунтарах, — терĕ айшатăн.
Лешĕ, ĕç хушасса кăна кĕтсе тăраканскер, часах чупса та пычĕ.
— Мĕн тумалла? — терĕ те Серинкка аллинчи эмел кĕленчине илчĕ.
— Шывпа хушса памалла-и? Миçе тумлам?
— Пĕлместĕп, — терĕ те Серинкка каллех ларма вырăн шырарĕ.
Те ĕнтĕ чĕре эмелĕ пулăшрĕ, те ĕнтĕ тăрук килсе капланнă хуйхă сĕврĕлме пуçларĕ, тăн, кĕнĕ, вăй таврăннă пек пулчĕ.
Сăнĕ те таврăнма пуçларĕ. Аллисем те чĕтреме пăрахрĕç.
— Ăçта-ши халь Алик? Тӳрех патак айне лекмерĕ-ши? — терĕ типсех ларнă тутисене сиктеркелесе Серинкка.
— Эп те пулăшаймарăм çав, — тӳрре тухрĕ Юркка.
— Ӳсĕрччĕ пулĕ-ха тата... Сана мар, Макара вĕлерсе хăварнă та. Тĕрĕс тунă-ха унпа çыхланмасăр... Шалккă та шалккă ĕнтĕ Алика... Нивушлĕ никам та пулăшаймĕ ăна? Патшалăх та хӳтĕлеймĕ-ши?
— Эп каям-и? — терĕ тăрсан-тăрсан Юркка.
— Каях ĕнтĕ...
Серинкка ларнипех юлчĕ. Вăл ачана ăсатса та яраймарĕ. Алăк уçăлса хупăннине кăна илтрĕ.
Пуçланчĕ ĕнтĕ унăн вĕçĕ-хĕррисĕр шухăшĕ. Хăй пенсие тухнă çулхине чи малтан кун-çулне ылханма тытăннăччĕ вăл. Кунта район центрне куçса килсен пăрахнăччĕ-ха. Çамрăк чухнехи телейсĕрлĕхе саплама халь тивлетлĕх ярса пачĕ мар-и тесе шухăшлама тытăннăччĕ. Пĕрре те вăрăма пымарĕ ку тивлет. Ирхине çунă та кăнтăрла тĕлне ирĕлсе кайнă юр пекех пулчĕ. Эх-хе-хе! Мĕн тумалла ĕнтĕ унăн халь? Алика пăхса ӳстерме пӳрменех пулсан камăнне те пулин çитĕнмен ачине илсе килмелле мар-ши? Ура утнă чухне Серинкка пăхĕ, çӳрейми пулсан вăл пăхтăр. Кайран çурчĕ-хуралти ăнах юлтăр...
Пуçланăччĕ кăна вĕçсĕр-хĕрсĕр шухăшне, алăк каллех уçăлса хупăнчĕ.
— Кам унта? — ларнă çĕртенех ыйтрĕ Серинкка.
— Юркка, — илтрĕ палланă сасса.
— Мĕн манса хăвартăн тата?
— Алик ашшĕ çуранах кунталла килет...
Ăçтан тупăнчĕ Серинккан вăйĕ? Васкаса сиксе те тăчĕ.
— Тухса сăлăпла-ха хапхана. Юркка, халех сăлăпла!
— Вăл картишĕнче...
— Ак ĕнтĕ, ак ĕнтĕ, ман тĕллĕн те вилĕм кунĕ çитрĕ, — терĕ те хăй вырăнне калле ларчĕ.
Çак самантра вăл Макар Иванович ятне кăна асăнма пултарайрĕ, ăна хӳтĕлеме пултаракан ку тĕнчере те, лешĕнче те урăх çуках тесе шутларĕ.
— Макарăм, халех илсе каяс терĕнем-ха хăвăн патна? Аликшăн та пулин тăхтамаллаччĕ-ха пăртак...
Юрккан килти ӳсĕр тĕркĕшӳсене курма тӳр килмен мар. Вĕсенчен хăрама пăрахнă тахçанах. Анчах Серинкка сăмахĕсем ун чĕрине касса илчĕç. Ватă хĕрарăм хăй тĕллĕн хăрушă самант çитессе кĕтсе пăшăрханни ăна анратсах ячĕ.
Вăйсăрах çав çын инкек умĕнче. Вăл хăйшĕн хăй тăма та пултараймасть. Апла пулмалла мар-çке, апла пулмалла мар...
Алăк яриех уçăлса кайрĕ те, Юркка тарса пытанма вырăн шырама пуçларĕ. Анчах пăрăнса ĕлкĕреймерĕ, чупнă пекех пӳрте кĕрсе тăнă Илле чи малтан ăна курчĕ те кĕпе çухинчен ярса тытрĕ.
— Кала халех. Ăçта ман кашкăр çури? Каламасан çакăнтах пусатăп!
Юркка ним те чĕнеймерĕ. Вăл мĕн каласан та Илле ăна пурпĕрех ĕненес çук тесе шутларĕ.
— Кала тенĕ сана! — лăскаса илчĕ Илле ачана.
— Пĕлместĕп, — аран-аран çăвар уçрĕ Юркка.
— Пĕлетĕн! Эсир иксĕрччĕ. Эсĕ пырса салтса янă та ăна. Эп çыхса лартнăччĕ.
— Пĕлместĕп, — терĕ те тепĕр хут Юркка Илле аллинчен вĕçерĕнме хăтланчĕ.
Илле Юрккана кутран лаплаттарчĕ те малалла иртсе кайрĕ.
Тăм кĕлетке пек хускалми ларакан Серинкка патне пычĕ.
— Ăçта пытартăн ман кашкăр çурине? — терĕ те хĕрарăма пукан çинчен тĕртсе ӳкерчĕ. — Каламасан çакăнтах вĕлерсе хăваратăп!
Мĕн пулсан та пултăр, ку ирсĕрпе кăлаçса çăвара вараламастăп тесе шутларĕ те Серинкка тутисене чăмăртаса лартрĕ. Вăл ура çине тăма хăтланчĕ.
— Юркка, чуп-ха милицие, — терĕ вăл чунри хевтине пуçтарса. — Тăхтаса ан тăр, чуп халех...
— Милици эп хамах, — терĕ те Илле мĕн пур вăйран сулса ячĕ.
Ура çине тăма хăтланакан Серинкка тепĕр хут урайне тĕшĕрĕлсе анчĕ. Юн курнă-курманах тăн çухатакан Юрккан куçĕсем алчăрасах кайрĕç, вăл урăхран пăхса тăма та, Илле харкашнине итлеме те пултараймарĕ. Серинкка хушса каланине кăна асра тытрĕ.
Хăш еннелле чупмаллине те пĕлмерĕ вăл. Милици çурчĕ ăçтарах ларнине те тăруках чухласа илеймерĕ. Чупрĕ те чупрĕ. Хăшкăлтăка ерсен тин самантлăха чарăнса тăчĕ те унăн-кунăн пăхкаласа илем терĕ.
Вăл иркӳлĕм кăна Аликпа шăкăлтатса калаçса утса пынă, шăп çав вăхăтра ăна систермесĕр ашшĕ ярса тытнă вырăна çитейнĕ иккен.
Чим, ара, мĕн тумаллаччĕ-ха ун? Çакăнта çитсе чарăнма мар-ха, урăх ĕç хушнăччĕ ăна. Кам хушнăччĕ-ха? Мĕн тумаллаччĕ-ха?
Пĕр хĕрарăм ăна хирĕç кăвакал пек тайкаланса утса килет. Çавăнтан ыйтсан вăл пĕлет-ши? Хĕрарăма хирĕç темиçе утăм турĕ те ӳсĕр амăшне паллах илчĕ. Каялла çаврăнчĕ те сиккипех чуптарчĕ. Унталла каймалла мар пекчĕ-çке-ха ун. Шкул урамнелле пăрăнчĕ. Хирĕç кӳмеллĕ мотоцикл килнине курчĕ те, шăпах Алик ашшĕ пулĕ тесе, татах тепĕр еннелле çаврăнчĕ.
Халĕ ĕнтĕ кукленсе ларса шухăшламасăр та хăй ăçта кайма, мĕн тума тухнине аса илеймерĕ.
Ларчĕ те ларчĕ. Таçта çакăнтах, çĕр çине ăна кирлине çырсах хунă пек туйăнчĕ те куç сиктерми тĕллесе ларчĕ. Акă тухать, акă тухать çырни тесе хăйне хăй хавхалантарчĕ. Шăп çак самантра чĕп-чĕр юнлă Серинкка куç умне тухса тăчĕ, çавăнтах ăш-чике çурса яракан унăн сасси хăлхара янраса кайрĕ:
— Чуп-ха милицие!..
Çак сасăпа ăс тăрăлса çитрĕ те, Юркка сиксе тăчĕ. Халĕ ĕнтĕ тĕлсĕр-палсăр хăшăлтатса мар, сулăмлăн чупса кайрĕ.
Милици çурчĕн тимĕр алăкне ним шикленмесĕрех уçса ячĕ. Куллен кунта килсе çӳренĕ çын пекех. Йĕри-тавраллах кантăкланă тăвăр пӳлĕмре ларакан çьшна тӳрех асăрхарĕ. Чуп-сах пычĕ ансăр чӳрече патне.
— Алик ашшĕ Серинкка кукамая çапса вĕлерчĕ, — терĕ вăл пĕр тытăнчăксăр.
— Мĕн тетĕн, мĕн? — ăнланса юлаймарĕ милици сержанчĕ.
Юркка тепĕр хут каласа тăмарĕ. Пĕрре каланă, çитет тесе шутланипе мар, вăл самантрах ĕшенсе кайрĕ те стена çумне кайса сĕвенчĕ. Милици сержанчĕ темле-темле кнопкăсене васкаса пускаланине курмарĕ.
Унччен те пулмарĕ, хысна тумĕ тăхăннă тепĕр арçын ун патне васкаса пычĕ.
— Атя-ха ман патăма...
Пирус тĕтĕмĕпе тулса ларнă пӳлĕмре нумай тытмарĕç. Ку çын та тӳрех телефонпа калаçма шутларĕ. Пурте-пурте ытла та хăвăрт пулса иртнипе кама кам мĕн каланине ăнланса та юлаймарĕ. Телефонпа калаçса илнĕ çын тӳрех тухса чупрĕ. Юрккана кунтах тăратса хăварчĕ. Ни тухса кайма, ни кĕтсе тăма каламарĕ. Манăн та каймалла пулĕ тесе шухăшласа илчĕ те Юркка ура çине сиксе тăчĕ. Кантăк пӳлĕмре ларакан сержант та ним те хушмарĕ.
Вăл урама тухрĕ. Ятне те, хушаматне те ыйтса тăмарĕç пулсан эпĕ урăхран кирлĕ мар терĕ те Алика епле пулсан та шыраса тупма шутларĕ.
19
Кивĕ йĕтемре никам та çукчĕ. Вĕсем пытанса ларма тăруках вырăн тупаймарĕç. Иккĕшĕн те такамран кăна мар, çут тĕнчерен те тарса пытанас килчĕ. Анчах хальччен никам та хăйĕнчен тата çут тĕнчерен тарса çухални пулман-ха. Çапах та, çапах та улахран та улах вырăн шырарĕç.
Кивĕ молотилка кăшкарне кĕрсе ларса пăхреç. Кунта Юрккана килĕшмерĕ. Çӳлтен такам килсе пăхма пултарассăнах туйăнчĕ ăна. Вăл Алика çанăран туртрĕ. Йĕтем юпи тăрăх кармакланса хăпарчĕç те кăвакарчăнсем вараласа пĕтернĕ пăрăс çине ура усса ларчĕç. Кунта вĕсене тӳрех никам та асăрхаймĕ, хăйсем вара пурне те курса тăрайĕç.
Пĕр авăк пĕри те сăмах чĕнмерĕ. Чĕпĕтмелле выляççĕ тейĕн. Калаçмалли вара иккĕшĕн те пайтах.
Малтан-çке паян курни-тӳснине ăнланса илмелле. Ача ăсĕпе пулин те хак памаллах. Аплине апла та, кашни ыратăва, чун ыратăвĕ-и вăл, ӳт ыратăвĕ-и, çыннăн хăйĕн кăна чăтса ирттермелле. Ырату икке пайланмасть. Иккĕшĕн те чунĕсем аманнă. Иккешĕ те тăлăхсем. Алик ашшĕ пур çинче, Юркка амăшĕ пур çинче хăйсене тăлăх-туратăн туйса пурăнмалла. Çакă пĕр тарăхтарать те, пĕр кулянтарать те.
Тахăшĕн ытларах ĕнтĕ асапĕ? Те Аликăн, те Юрккан. Мăн çын пек, вĕсем пĕр-пĕрне ăмсанма пĕлмеççĕ-ха. Пачах урăхла, пĕрне-пĕри пулăшмаллине те хута кĕмеллине кăна пĕлеççĕ вĕсем.
Алик Юркка хăйĕнчен пултаруллăрах та тавçăруллăрах тесе шутлать те унпа килĕшмесĕр тăраймасть. Ларчĕç-ларчĕç те — Юркка шăлавар пĕççине тавăрчĕ те ура тунине хыçкалама тытăнчĕ. Те кăткă кĕрсе кайнă ĕнтĕ, те вăрăмтуна çыртса илнĕ. Унтан йĕтем тăрринелле пăхса илчĕ. Пуçĕнче тем шухăш çуралнă-ха унăн.
— Эс кукаму ăçта укçа хурса тăнине пĕлетне? — пач кĕтмен ыйту пачĕ Юркка.
— Пĕлетĕп. Вара мĕн?
— Ил те кукаму укçине тухса тарар кунтан. Аçу пурĕпĕрех шыраса тупать. Ман анне пурĕпĕрех ĕçме пăрахаймасть.
— Ăçта тарăпăр вара?
— Шупашкара. Унта килсĕр ачасем темĕн чухлех. Вĕсем вилменнине эпир те вилместпĕр. Çулла таçта та выртса тăма пулать. Укçа тума та май пур унта. Машинăсем çăватпăр, хаçат сутатпăр. Малтан кăна тухса кайиччен хăратать. Артык ав хăçантанпа пĕр хуларан тепĕрне кăна çӳрет. Мускава та каять вăл...
— Артык вăл пирĕн пек мар. Усал...
— Пире усал пулма кам чарать? Пуçтарăнар та паянах тухса вĕçер...
— Эп Маниç аппа патне каятăп, — терĕ Алик.
— Аçу пĕлсен унтан та тытса каять. Паян мĕнле майпа тарса юлайрăн-ха?
— Мотоциклне бар умне чарчĕ те, ниçта ан хускал, час тухатăп тесе кĕрсе кайрĕ. Ун хыççăнах икĕ арçын пычĕç. Мана çыхса лартнине курчĕç те ыйтса тăмасăрах салтрĕç те ячĕç. Атте сиксе тухрĕ, эпĕ тартăм. Вăл мана хăвалама пуçларĕ. Эп тӳрех архив картишне кĕрсе кайрăм. Туалет хыçĕнче унта вăрттăн сукмак пур. Эп пĕлетĕп, вăл пĕлмест. Автошкул картишне тухрăм та унта пытанса лартăм.
— Хытă хăрарăн-и?
— Эп килтен те пурпĕр тухса таратăп тесе шутланă.
— Ун аллине тек лекес мар тесен кунтан та тухса тармалла. Халь кайсан паянах çитсе ӳкетпĕр Шупашкара.
— Эс, мĕн-и, аннӳне те каласа хăвармастăн-и?
— Мĕн тума?
— Кулянса ан пурăнтăр.
— Кулянмасть. Халь тепĕр ĕçки пуçланнă кăна, час урăлас çук. Кайран манса та каять.
Юркка малтан хăпарнă юпа тăрăх мар, теприн тăрăх шуса анчĕ. Алик тепĕр кӳлĕм пăрăс çинчех ларчĕ-ха. Мĕн тумалла-ха тесе шухăшларĕ. Юрккаран та юлас килмест хăйĕн, тухса кайма та шикленет. Шупашкарта пĕрре те пулса курман.
— Пымастăп эп санпа, — терĕ Алик лăпкăн. — Маниç аппа патнех каятăп.
— Юрать, ан пыр... Кунта юлсан мĕн курассине малтанах пĕлетĕн...
Кун пек калани тата ăна хăратсах пăрахрĕ. Юркка аннă юпа тăрăх хăвăрт кăна шуса анчĕ те ĕштеленсе чупса пычĕ юлташĕ патне.
— Тупа тăвар апла нихçан та ниçта та пĕр-пĕрне пăрахмăпăр тесе. Кала ман хыççăн...
Юркка хапăлах пулчĕ. Сылтăм аллине малалла тăсрĕ. Тӳрленсе тăчĕ.
— Тыт ман алла, — терĕ те Алик çине шăтарасла пăхрĕ.
Анчах хăй тупа сăмахĕсем мĕнлине пĕлмерĕ. Ăна Алик та пĕлмерĕ.
Вара Юркка пĕр кăна шухăшласа тăнă хыççăн чиркӳри пек калама пуçларĕ:
— Ниçта та нихçан та пĕр-пĕрне пăрахмăпăр...
Алик пĕр мультфильмри сăмахсене аса илчĕ те хушса хучĕ:
— Эпир пĕр юнлă — эсĕ тата эпĕ...
Пĕр хушă чĕнмесĕр тăчĕç. Унтан пĕрин хыççăн тепри утса кайрĕç. Ертсе пыраканни Юркка пулчĕ.
Карта хыçĕсемпе Аликсен килне çитрĕç.
— Пӳртне питĕрсе хăварма уççисем пур-и тата? — ĕçлен ыйтрĕ Юркка.
Алик пӳрте кĕрсе кайрĕ. Ху пурăнакан кĕтесре юн кĕвелсе выртнине курсан ача мар, мăнни те çӳçенсе каять те, Алик шанк хытса тăчĕ. Юркка та пĕрле пулман пулсан вăл каялла тухса чупма хатĕрччĕ.
Кукамăшĕ укçа хурса тăракан турăш хыçне аллине чиксе ячĕ. Алла лекнĕ тĕркене илчĕ те салатса пăхрĕ. Укçа пулмарĕ-ха ку, темле хутсемпе справкăсем кăна пулчĕç. Тата тепĕр хут шырас терĕ. Тепĕр тĕркинче чăнах та укçах пулчĕ те — ăна кĕсйине чиксе хучĕ. Юркка шутласа пăхас шухăшлăччĕ.
— Çул çине çиме мĕн илер? — терĕ Алик.
— Ним те кирлĕ мар.
Унăн та кунтан часрах тухса каяс килчĕ.
Алик алăка питĕрчĕ, уççине пурте пĕлекен вырăна, картлашка айне, хучĕ, хапхана сăлăпларĕ. Чăн-чăн хуçа пек хăтланчĕ хăй. Унтан пуçне чикрĕ те Юркка хыççăн вăрттăн сукмакпа утса кайрĕ...
Вĕсем Шупашкара çитнĕ çĕре хĕвел хĕртме пăрахнăччĕ ĕнтĕ. Ял сывлăшĕпе пурăннă ачасем тӳрех вĕри асфальт шăршине туйса илчĕç. Автобусран ансан вокзала кĕрсе курас терĕç. Вĕсем иккĕшĕ те кунта пуçласа пулаççĕ те малтан унăн-кунăн пăхкаласа тăма тиврĕ. Буфет тесе çырнине иккĕшĕ те пĕр харăс асăрхарĕç. Çавăнтах апат шăрши кĕрсе кайрĕ. Калаçса татăлмасăрах иккĕмĕш хута хăпарса кайрĕç.
Пырса тăчĕç те витрина умне мĕн тутлине куçпа суйлама тытăнчĕç.
Бутербротсем, кукăльсем, беляш, кекс — тем те пур вĕсемшĕн суйламалли. Пĕрер кĕленче пылак шыв, икшер кукăль, пĕрер беляш илчĕç те чӳрече умĕнчи сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕç. Ăмăртмалла çиме пуçларĕç. Иккĕшĕ те тăраннине пĕлмерĕç. Анчах тепрер илес текен пулмарĕ.
Пĕрремĕш хута анчĕç. Вăйă автомачĕсене пăхса çӳрерĕç. Вылякансем патне пыра-пыра тăчĕç, хăйсем выляма хăяймарĕç-ха.
Хула сывлăшне хăнăхмалла тенĕ пек, урамсем тăрăх тĕлсĕр-палсăр çӳрерĕç. Лавккасене кĕре-кĕре тухрĕç. Юркка хăй тĕллĕн сахал мар пурăннă та ăна-кăна хăвăрт тавçăрса илеет. Часах лавккасем хупмалла. Вăл Алика пĕр батон, «сникерссем» тата шоколадсем туянса хума каларĕ. Вара вăрман кати е парк шырама тытăнчĕç. Çавăнта çĕр каçмалла пулать ĕнтĕ вĕсен.
Çав тери лайăх пек туйăнчĕ кунашкал пурнăç Алика. Кун-çул çапла çаврăнса тухнăшăн савăннă пек те пулчĕ. Епле тесен те ача-пăчашăн романтика нихçан та ют пулман. Юмах тĕнчи пек, ĕмĕт тĕнчи тек туйăнма тытăнчĕ ăна Юркка шухăшласа тупнă пурнăç.
Эрне иртсе кайни те сисĕнмерĕ.
Ĕнтĕ ку чухне ял ачипе хула ачи хушшинче уйрăмлăх çукрах. Çитменнине, район центрĕ те тĕттĕм ялах мар. Хăйсем те сисмесĕр, çынсене те систермесер хула пурнăçĕн авăрне çаврăнса кĕрсе те кайрĕç.
Алик малтанхи кунранах Юрккана шанма та итлеме тăрăшрĕ. Вăл тавçăруллăрах та хăюллăрах пек туйăнатъ.
Укçа тĕрки çӳхелнине те чи малтан вăл, Юркка, асăрхарĕ. Илчĕ те тĕркене алла айккинерех пăрăнчĕ, укçа шутларĕ те шухăша путрĕ.
— Халех ĕç тупмалла пирĕн, — терĕ вăл мăн çынла çирĕппĕн.
Вĕсем ĕнтĕ Шупашкарта, кашни кĕтесе пулмасан та, чылай вырăна çитсе курнă. «Шупашкар» универмаг умĕнчи фонтанра шыва та кĕнĕ. Залив тавра темиçе те утса çаврăннă. Лакрей вăрманĕн кăнтăр енчи пасарне çитсе курнă. Тĕп пасарта та пулнă. Кăнтăр поселокĕ тесен — çĕр каçма ун çывăхĕнчи вăрмансене çӳреççĕ. Унта милиционерсем сахалрах пек туйăнать. Ытти çĕрте çавсенчен пытанма тивет.
Юркка Алика кăчăк туртрĕ.
— Малтанах пăхса хунă, каяр халь «Шупашкар» патне. Унта кăнтăрлаччен кăна хула ачисем машина çăваççĕ. Кăнтăрларан, укçаллăскерсем, саланаççĕ.
Алик итлерĕ. Вĕсем çуранах утрĕç. Юркка аслă урамсемпе пынă çĕртех картишсене çаврăна-çаврăна кĕме тытăнчĕ.
— Мĕн шыран эс? — ыйтмасăр тӳсеймерĕ Алик.
— Мĕн-и? Ним те чухлаймастăн-им? Пире шыв çĕклеме савăт кирлĕ-и? Кирлĕ. Çума çĕтĕк кирлĕ-и? Кирлĕ. Шыра. Ăçта шырамалла?
Шкул картишĕ витĕр тухнă чухне Юркка тăруках талпăнса чупса кайрĕ. Вăл усăнса аннă пушар хăми çинче пĕр витре çакăнса тăнине курнă иккен. Çавăркала-çавăркала пăхрĕ те калле çакса хучĕ.
— Тутăхса шăтнăскер кăна пулчĕ, — терĕ тарăхса. Гаражсем патĕнче авăрсăр пластмасса витре тупăнчĕ те, ачасем савăнсах кайрĕç. Кунтах çĕтĕк-çатăк та тем чухлех йăваланса выртать. Тепринче те кирлĕ пулĕ тесе ытлăн-çитлĕнех суйларĕç.
Универмаг патĕнче фонтан пĕрĕхет кăна. Ача-пăча шавĕ таçтан-таçтан илтĕнет. Хĕрачасем пĕр çĕрте, арçын ачасем тепĕр çĕрте шыва кĕреççĕ. Машина çăвакансем курăнмарĕç. Хăй тĕрĕс пĕлнĕшĕн Юркка савăнса илме те манмарĕ.
— Каларăм-и? — Алик еннелле пуç ывăтса илчĕ вăл.
Тӳрех авăрсăр витрепе шыв ăсса илчĕ те машинăсем тăратса тухнă рет тăрăх утса кайрĕ. Вăл машика маркисене, Алик пекех, ăста пĕлеймест. Хăш-хăш чухне пăтранать. «Мерседеспа» «Форда» аванах уйăракан пулчĕ-ха. Раççейрисене те пурне те, пурне те паллать. Леш «Вольво» текенни пит чăс-час тĕл пулмасть те, тӳрех уйăрса илеймест.
Çавăнпа ĕнтĕ утнăçемĕн фирма паллисене пăха-пăха илчĕ, асра хăварма тăрăшрĕ.
Машинăсен речĕ те нихçан пĕтмессĕн туйăнчĕ те, каялла çаврăнчĕ. Алик вăл мĕн тăвасса кĕтсе вырăнтах тăрать иккен. Кăчăк туртса чĕнме тытăнчĕ кăна, йăм хĕрлĕ машина леш енчен арçын сасси илтĕнсе кайрĕ:
— Çуса пар машинăна...
Юркка хыпăнса ӳкрĕ, витрине çĕре лартрĕ те чĕвен тăрса Алика кăчăк туртма тытăнчĕ. Леш чупма пуçларĕ, çуса пар машинăна текен арçын патне пычĕ.
— Çакна-и? — терĕ те витрери çĕтĕке пăрса илчĕ. Çаннине хăй чавса таранах тавăрса хунă.
Юркка Алика кĕтсе тăмарĕ, пĕчченех ĕçе пуçăнчĕ. Алик васкаса çитсен пуçне каçăртрĕ те каласа хучĕ:
— Эсĕ фарисене çу...
Сăмах чĕнмесĕр ĕçлерĕç вĕсем. Машина хуçи кăмăлсăр ан пултăр тесе кăна шухăшларĕç.
Çав кун çине-çинех ĕç тупăнса пычĕ. Мĕн каç пуличченех пуç çĕклесе кураймарĕç. Машина хуçисем ку ачасем ӳркенменнине асăрхарĕç пулмалла.
Кунта машина çума никам та хаклашса тăмасть иккен. Хакĕ тахçанах çирĕпленнĕ. Машина хуçисем укçа тыттарсан Юркка пуç тайса тав тума та манмарĕ. Ку хăйне хăех пулса пычĕ унăн.
Çиес тенине çирĕç, ĕçес килнине ĕçрĕç ачасем. Вĕсем литр çурăллă, икĕ литрлă савăтсенчи пылак шывсене пурне те тутанса пăхнă ĕнтĕ. Иккĕшне те пĕр пекех килĕшекен шыв пĕри те пулмарĕ. Вара иккĕшне валли икĕ тĕрле шыв туянма пикенчĕç.
Лавккасем хупсан, пасар салансан Культура керменĕ хыçĕнчи вăрман катине кĕчĕç те улах вырăн тупса вырнаçса ларчĕç.
— Нумай-нумай укçа пултăрччĕ ман, — терĕ Юркка ĕмĕтлĕн. — Кӳл пек, тинĕс пек...
— Ăçта усрăн ун чухлĕ укçана?
— Ăна пĕлĕтгĕмччĕ-ха, — хăлаçланса илчĕ Юркка. — Ман никам куçĕнчен те пăхас килмест. Ман ирĕклĕ пулас килет. Укçаллă çын кăна ирĕклĕ.
— Ăçтан пĕлетĕн эс çакна?
— Пĕлетĕп, — терĕ те Юркка ӳпне тăсăлса выртрĕ. Юлташĕн куçĕсем йăлкăшса илнĕ пек туйăнчĕç Алика.
Çавăн пек чухне Юркка вăл хальччен илтменнине, ку таранччен пĕлменнине калама тытăнать те. Çавăнпа ăна пӳлес мар терĕ те шăпăртах ларчĕ.
— Пысăк укçаллă çын пулма турă пиллемен çав мана, — терĕ Юркка.
— Ăçтан пĕлетĕн? Турă кама мĕн пилленине каласа çӳремест.
— Пĕлетĕп. Мĕншĕн тесен вăл мана ĕмĕтленме чармасть. Ĕмĕчĕпе йăпантăр та — ăна çитет тесе шутлать. Ӳлĕмрен асăрха, пысăк ĕмĕтлĕ çынсем нихçан та пысăка тухаймаççĕ...
— Такам сăмахĕсене калатăн-ха.
— Пултăр... Пĕрех тĕрĕс вĕсем. Атя ырантан пуçлар та укçа пуçтарма тытăнар. Пурне те çисе пĕтерер мар. Хĕлле валли ăшă тум та туянмалла.
— Ăçта хурса пырăпăр?
— Тупатпăр шанчăклă вырăн, — терĕ те Юркка месерле çаврăнса выртрĕ.
Тепĕр кунхине, эрнекун, вĕсен ĕмĕтне кăна мар, çулне те пӳлсе лартрĕç. Юркка пластмасса витрепе шыв ăсса кăна илчĕ, ун патне хĕрлĕ çӳçлĕ, хура куçлăхлă çамрăк пырса тăчĕ.
— Лайăхпа тасалăр кунтан, — терĕ вăл хушса, — унсăрăн мĕн курассине каламасăрах пĕлетĕр. Кунта эпир ĕçлетпĕр. Урăх никама та ямастпăр...
Юрккапа Алик пĕр-пĕрин çине пăхса илчĕç, хура куçлăхлă çамрăк шӳтлеменнине ăнланчĕç те пăрăнса утма васкарĕç. Иккĕшĕ кăна канашлама улах вырăн шырарĕç.
— Туртса илчĕç пирĕн çăкăра, — терĕ Юркка ассăн сывласа. — Кунта ĕçлесе самай укçаллă пулнă пулăттăмăр.
— Урăх ĕç шырар, — терĕ Алик. — Пасарсенче пирĕн пеккисем питĕ нумай...
— Пулмасть санран кĕсье ухтарасси, — тарăхсах каласа хучĕ Юркка. — Манран та пулмасть... Çӳрер те мар пасарсем тăрăх...
— Кĕсье ухтарма темерĕм эпĕ, унта та ĕçлесе пулăшма пулать.
20
Пасар хапхи умĕнче Артыка курчĕç те калаçса татăлнă пекех пĕр-пĕрне чышса илчĕç: пăх, пăх... Калаçса татăлнă пекех, çăкăр фургонĕ çумне тĕршĕнсе тăчĕç. Мĕн туса çӳрет-ха ку тесе куç сиктерми пăхрĕç.
Ача-пăча яланах мăннинчен ӳкере-ӳкере илет. Кускер те çак пасар таврашĕнче такама кăмăлланă пулас та, ыттисем пĕлменнине пĕлет пулас та, куçкĕрет курнăçланать. Йĕрке пăхса тăракан пекех тыткалать хăйне. Саркаланса утать, йĕри-тавралла пăха-пăха илет. Машинăсем лартнă вырăналла пăрăнчĕ. Машина лартнăшăн вырăн укçи пуçтарса тăракан хĕрарăма тем каларĕ те такама шыраса-и малалла утрĕ. Часах тата куçран çухалчĕ.
Пасар хапхинчен инçех те мар тусанлă çул çинче таджик ачисем иккĕн лараççĕ. Хуп-хура кĕпеллĕскерсем. Хăйсене те тикĕтпех сĕрсе янă пек туйăнать. Йӳле янă кĕпе аркийĕсем тахçанах супăнь те, шыв та курман. Аллисене те хырсах çуса ярас килет.
Урисене явса çӳп-çаплă асфальт çине ларнă та ухăна-ухăна, енчен еннелле сулăна-сулăна те хăйсемех шухăшласа кăларнă, те такамран илтнĕ такмака калаççĕ.
Девушка, девушка,
Девушка любимая,
Бабушка, бабушка,
Бабушка хорошия.
Самая любимая,
Самая хорошия...
Мĕнпур вăйран пыр тĕпĕпе кăшкăрса юрлаççĕ, харăс-харăссăн ухăна-ухăна илеççĕ. Аллисене иккĕшĕ те малалла тăснă. Юрккапа Аликран кĕçĕнрех пуль хăйсем, анчах куçĕсем мăн çыннăнни пекех шухăшлă.
Арçынсемпе çамрăксем мар, хĕрарăмсем укçа тыттара-тыттара хăвараççĕ хăйсене. Ку таджик ачисене татах хавхалантарса яратъ. Хытăрах кăшкăрма, хытăрах ухăнма тытăнаççĕ.
Çаксене пăхса тăнă май Артык калле çаврăнса килнине асăрхаман та. Каллех хăй кунта чи пĕчĕк хуçа пулманнине кăтартас терĕ пулĕ. Васкамасăр таджик ачисем патне утса пычĕ. Лешсем вак укçа парсан тӳрех кĕсьене чикеççĕ, акă мĕнлисем памалла тесе кăтартма ĕнтĕ хутлисене алăрах тытса тăраççĕ. Артык пĕрин патне пычĕ те шăпах çав укçасене туртрĕ те илчĕ. Тепри, çакна курсан, укçине пытарма васкарĕ, анчах ĕлкĕреймерĕ — Артык унăнне те туртса илчĕ. Ачине хăйне алăран тытса çĕклесе тăратрĕ те кутран лаплаттарчĕ. Таджик ачисем тăчĕç те çаврăна-çаврăна пăхса тăвалла утса кайрĕç, пасар хапхинчен аяккарах кайса ларчĕç. Артык кăна ниçта та васкамарĕ.
Юрккапа Алик фургон çумĕнчех тăчĕç-ха. Алик Артыкран калама çуках хăрать. Юркка çумра пулман пулсан куç хупнă та тарса кайнă пулĕччĕ.
— Мĕн тăвать? Малалла пăхар-ха, — Алик пăлханнине сиснĕ пекех каларĕ Юркка.
Артык куçĕ тĕлне пуласран хăйсем асăрханчĕç. Лешĕ уçăлма тухнă çын пек каллĕ те маллĕ кăна уткаласа çӳрет. Тавар сутакансем патне пыра-пыра тăрать. Тавара хыпашланă чух хыпашласа, шăршланă чух шăршласа пăхать. Те такама кĕтет, те такама сыхлать. Ăна ăнланса илме пулмарĕ.
Артык тепре машинăсем хушшине кĕрсе çухалсан Аликпа Юркка та пасара кĕрсе кайрĕç. Вĕсене ним те кирлĕ мар кунта. Артыкран кăна хăпмалла. Тепĕр енчи алăкпа тухса кайма шутларĕç. Карта леш енче тепĕр пасар пур иккен. Кунта хĕрарăмсем мар, арçынсем сутă тăваççĕ. Пурте хăйсен умне тимĕр-тăмăр сара-сара хунă. Кунта ĕнтĕ асăрханма та пăрахрĕç. Артык килсе тухас çук тесе шутларĕç.
Юркка çырма еннелле кайма чĕнчĕ. Аликăн темшĕн килнĕ çулпах каялла тухас килчĕ. Турткалашса тăмарĕ вара Юркка та.
Вĕсем юнашар утса пынă чухне иккĕшĕн хушшине Артык пычĕ те тăчĕ. Ăçтан сиксе тухрĕ вăл, ăçтан тупăнчĕ? Пĕри те ăнланса илеймерĕ.
— А-а, хамăр ялсем! — терĕ те Артык ачасене хулран çавăтрĕ, пĕр киоск хыçнелле илсе кайрĕ.
Строй умĕнчи командир пек тыткаларĕ Артык хăйне.
— Куртăра, пасарта кăткă пек ача хĕвĕшет. Кĕленче пуçтаракансем те, кесье нăррисем те пире тӳлесе тăраççĕ. Эсир иксĕр кăна тарса çӳретĕр. «Шупашкар» умĕнче машина çунăшăн та ним те памарăр. Паянтан пуçласа кашни кун пасар умĕнче кĕтме тытăнатăп. Тарма ан шутлăр, пытанма ан хăтланăр. Эпир пĕтĕм Шупашкара экран çинчи пек курса тăратпăр. Пиртен никам та пытанаймасть. Йĕркене пĕлменшĕн вĕрентсе илме ан тивтĕр. Ăнлантăмăр-и, хамăр ялсем? Кашни кун пасар хапхи умĕнче... Тепре куриччен, хамăр ялсем...
Систермесĕр килсе тухнă пекех, систермесĕр куçран çухалчĕ. Юрккапа Алик калаçайми пулса юлчĕç.
— Таврăнар каялла, — терĕ тем вăхăтран Алик.
— Пăх-ха, пĕчĕккисенчен те рекэт пуçтараççĕ, — пуç сулласа илчĕ Юркка.
— Çул кайма укçа пур чухне таврăнар, тем курса тăрăпăр кусемпе, — татах хăй сăмахне каларĕ Алик.
Ку хутĕнче Юркка чĕнмерĕ.
Вăл паçăрах çырманалла анса каясшăнччĕ. Алик итлемерĕ. Халĕ айта тесе те тăмарĕ. Çаврăнчĕ те малтанах куçласа хунă еннелле утса кайрĕ.
Вĕсем сукмаксăр-мĕнсĕр тусанлă хупахсемпе хурхухсене имĕрсе утрĕç. Çырмана çитнĕ çĕре шăлавар пĕççисем тусан кăна пулса пĕтрĕç, сырлан çыпçăнса тулчĕ. Ăна курмарĕç-ха ачасем. Вĕсем тĕллĕн каллех инкек йăтăнса анчĕ мар-и? Ку таранччен, Артыка куриччен, вĕсен пурнăçĕ шухăшланă, ĕмĕтленнĕ пекех пыратчĕ-ха. Лере, лере, район центрĕнче, никама та канăç памастчĕ Артык. Кунта каллех унранах хур курмалла. Мĕнле усал вăй ярса пачĕ ăна вĕсем тĕллĕн?
Алик хăй тĕллĕн, Юркка хăй тĕллĕн шухăшласа утрĕç те утрĕç. Çырма урлă каçса хула шавĕ илтĕнми пулсан, курăксем тусанран тасалсан юнашар ларчĕç те пĕр харăс ассăн сывласа ячĕç.
— Юркка, таврăнар-ха. Эп Маниç аппа патне каятăп. Хальччен аннӳ те урăлнă ĕнтĕ. Урă чухне хытă юратать вăл сана.
— Хăратать кăна вăл, Артык. Çак пысăк хулана ăçтан курса тăччăр?
— «Шупашкар» патĕнче машина çунине ăçтан пĕлет тата?
— Эпир хула хĕррине каятпăр. Заправкăсем пурте хула хĕрринче...
Тепĕр кунне ирех Алькеш патĕнчи заправкăна çитрĕç. Кунта урăх ачасем ĕçлеççĕ иккен. Пăхса тăчĕç-тăчĕç те айккинчен каялла хулана таврăнчĕç. «Шупашкар» патне çитрĕç. Кафе умĕнче тăракан хĕрĕнкĕ арçынсен ушкăнĕнче леш хĕрлĕ çӳçлĕ те хура куçлăхлă çамрăка курчĕç те çурт хыçнелле тарса пытанчĕç.
Аптăраса çитрĕç. Аликăн пĕр шухăш кăна пулчĕ: укçа пур пек чухне билет туянмалла та каймалла калле...
Çине тăрсах Юрккана ӳкĕтлеме тытăнчĕ. Лешĕ мĕн сĕнсен те хирĕçлерĕ. Унăн пуçĕнче темле-темле шухăш явăнчĕ. Пурне те Алика каламарĕ, каласан та вĕсене итлекен пулмарĕ, Алик каяр та каяр каялла тесе кăна тавăрчĕ. Юркка ним туса та хăлăха кĕресшĕн пулмарĕ.
Килте пурăннă чухне тарăхмалли, хурланмалли самантсенче Юркка яланах Шупашкара асра тытнă-çке. Халĕ кунта укçа тума май пуррине те курчĕ. Кунтах вăл хăйĕн телейне тупасшăн. Киле таврăнас тени уншăн асапран та асап суннине кăна пĕлтерчĕ. Унтан, килĕнчен, тухса кайма хал çитернĕшĕн вăл савăнмаллипех савăннăччĕ те халĕ хăй аллипе хăй çав савăнăçа сӳнтерĕ-и? Çуках, çук, тем пулсан та пултăр, вăл каялла таврăнас çук.
Алика алăран çавăтрĕ.
— Кайса пăхар-ха тепĕр çĕре...
— Ăçта тата?
— Çитсен курăн, — терĕ кăна Юркка, ăнлантарса тăмарĕ.
Аликăн тăрса юлас шухăшĕ те пурччĕ, анчах Юркка иккĕшĕ тупа тунине çавăнтах аса илтерчĕ.
Тупа, тупа... Çапах та Алик Юрккаран самаях тăрса юлчĕ. Тепĕр кукăртан, вăл куçран çухалсанах, Алик вокзал енелле çаврăннă та паянах район центрĕнче пулнă пулĕччĕ.
Акă ĕнтĕ çаврăнам та каялла уттарам тенĕ вăхăтра Юркка таврăнчĕ те ун патне каллех алăран çавăтрĕ.
— Ма тăрса юлтăн?
— Таврăнар-ха калле...
— Шутланă ĕçе вĕçне çитермелле.
Халь ĕнтĕ, хӳре пек, Юркка хыççăнах каймалла пулчĕ. Килсе чарăннă пĕрремĕш автобуса кĕрсе ларчĕç. Автобусран троллейбуса, троллейбусран автобуса куçа-куçа ларса вĕсем Етĕрне çулĕ çинчи заправкăна çитсе ӳкрĕç.
Малтан аякран кунти лару-тăрăва сăнаса тăчĕç. Ача-пăча ниçта та курăнмарĕ. Юркка хастарлансах кайрĕ.
— Каларăм-и? Хăратать кăна вăл, Артык. Кунта ав никам та ĕçлемест. Иксĕмĕр хуçа пулатпăр. Илтрĕн-и?
Паянлăха ĕç вырăнĕ тупнипех çырлахас терĕç. Заправка хыçĕнчи çырмана анса выртса тăмалли вырăн шыраса тупрĕç. Вара хулана таврăнчĕç. Темиçе кунах вĕри апат çименнипе пĕр кафене кĕме шутларĕç. «Хуран кукли» умне çитсен иккĕшĕ те тăрук чарăнса тăчĕç. Вĕсене хирĕç «Ват вăрман» каферен çамрăксен эшкерĕ шавласа тухрĕ. Вĕсем хушшинче Артык та пур. Вăл кĕпе кĕсйинчен «Мальборо» пачки кăларчĕ те юлташĕсен еннелле тăсрĕ. Кашни пĕрер сигарет илсен телейлĕн кулса ячĕ те хăй те çăвара сигарет хыпрĕ. Ыттисем пĕрер ĕмсе илнĕ хыççăн кăна хăй чĕртсе ячĕ.
Юрккапа Алик васкаса «Хуран куклине» кĕрсе кайрĕç те чӳрече умне тăчĕç. Куç вылятми сăнарĕç. Унăн кашни хусканăвне, хăтланăшне ӳкерсе илесшĕн тейĕн. Пăрăнас тесен те чӳрече яатĕнчен каяймарĕç.
Çамрăксем куçран çухалсан Юркка хуйха ӳкрĕ. Анчах Алика ним те систерес темерĕ. Хăвăрт кăна малалла иртрĕ те меню умне тирĕнчĕ. Ку апат суйлать-ха тесе калаттарасшăн пулчĕ. Хăй вара Артык Шупашкарта чăнах та хуçа шутĕнче мар-ши тесе пăшăрханса шухăшларĕ. Хуçа шутĕнчех пулмасан та шанчăклă тарçă тесе пĕтĕмлетрĕ вăл. Тарçăсем вара яланах хуçисенчен те хаяртарах пулаççĕ.
Етĕрне çулĕ çинче машина çумалли ĕç мар, урăххи тупăнчĕ. Хăйсем, тен, тавçăрайман та пулĕччĕç.
Шофер бензин тултарнине кĕтсе çерем çинче ларакан пĕр арçын пачĕ шухăшне.
— Эсир канистра тупăр та кунтан бензин туянăр, вара çул хĕррине тухăр. Кунта пăрăнса кĕмелле. Инçе çула çӳрекенсем пурте пĕлмеççĕ. Хаклăрахпа сутатăр...
Юркка хăйĕнчен тавçăруллăраххине Алик тахçанах йышăннă. Хирĕçлесе тăмасть. Хальхинче те вăл мĕн каласса кĕтрĕ.
Юркка аллисене сăтăркаласа илчĕ: вăт ку ăслă шухăш!.. Пуçне хыçкаларĕ.
— Укçа пур, лавккаранах туянар канистрине, — терĕ вăл. — Пире ялан кирлĕ пулаççĕ вĕсем...
Пуçланчĕ хайхи. Бензин ярса паракан хĕрарăмсем малтан мăкăртатма пăхрĕç. Анчах ку ачасем вĕсене ним сăтăрĕ те кӳменнине, усă кăна панине чухларĕç те хăйсем пулăшма тытăнчĕç. Пĕри ӳркенмесĕр хытă хут çине «АИ-93», «АИ-76» тесе çырсах пачĕ. Халĕ ачасем çав хут таткисене канистрăсем çине кăна хураççĕ. Кама мĕнле бензин кирлине шоферсем аякранах курччăр.
Ĕç майлашсах кайрĕ. Шоферсенчен пĕри те хытса тăмасть. Ваккине ыйтакан та пĕри те çук. Теприсем тата çийĕнчен хак хушса тӳлеççĕ. Шеллеççĕ пулать ачасене.
Кĕсьере укçа пур чухне Аликăн хула тăрăх çӳрес килет. Юркка май тупăннă чухне ĕçлер-ха тет. Хирĕçкелесе те илеççĕ. Ӳкĕте кĕртеетне Юрккана? Вăл ывăнни-ĕшеннине те туйми утать те утать. Тулли канистра ача аллишĕн самаях сулмаклă. Заправкăран çул хĕррине çитиччен темиçе хутчен те çĕр çине лартма тивет. Аса илчĕ-ха Юркка та. Пĕр пĕчĕк урапа кирлĕ кунта текелесе илчĕ. Ăна шырама каллех вăхăт кирлĕ.
Хулсем сурса тăма тытăнчĕç Аликăн. Юрккан та çавах-ши? Ыйтас, ыйтас тенĕ çĕртех май тупăнмасть.
Ĕç пур чухне çапла-ха вăл, кун иртни те сисĕнмест. Хĕвел пуç тӳпинчен иртсен, çил те вĕриленсе çитсен Юркка та вăйран сулăна пуçларĕ пулас. Заправкăна пушăлла таврăннă чухне йывăç сулхăнне пăрăнчĕ.
— Ларса канар, — терĕ вăл.
Алик савăнсах кайрĕ. Юркка çамрăк юман çумне таянса ларчĕ.
Алик ун сулхăнне тăсăлса выртрĕ. Пĕри ларса, тепри выртса çывăрса кайрĕç.
Вĕсем вăраннă çĕре хĕвел анăçалла чылаях тарма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Сисеççĕ ачасем: иккĕшне те ӳркев пуснă, анчах пĕри те çакна йышăнасшăн мар. Пĕр-пĕринчен именеççĕ пулать-и-ха? Каркаланса илчĕç те йăраланса ура çине тăчĕç.
— Тепрер хутлар та, çиттĕр паянлăха, — терĕ Юркка. Алик çакна кăна кĕтнĕ те.
Ку вăхăтра заправкăра машинăсем пулмарĕç те, часах канистрăсене тултарчĕç. Хăйсем хăнăхнă сукмакпа магистраль çул хĕрринелле уттарчĕç.
Мекеçленсе пынă май паçăр кăна çывăрса каннă йывăçлăхран икĕ яш тухса тăнине асăрхаман та. Ачасен çулне пӳлчĕç çаксем.
— Мĕн, мĕн? — мăкăртатса илчĕ Юркка, иртсе кайма тăчĕ.
Ăна иккĕн икĕ енчен ярса та илчĕç.
— Калаçмалли пур, — терĕç те çул айккинерех илсе кайрĕç.
Темиçе утăм юлса пыракан Алик ырă мара сисрĕ те хăех çул хĕрринерех пăрăнчĕ. Канистрине çĕр çине лартрĕ.
Йывăçсем айĕнчен Артык тухнине курсан тӳрех ăнланса илчĕ.
— Юркка, Юркка, тар часрах, тар! — кăшкăрчĕ те темиçе утăм каялла чакрĕ.
Хăйĕн тарса кайса Юрккана пăрахса хăварас килмерĕ.
— Юркка, тар! — малтанхинчен те хытăрах кăшкăрчĕ вăл. Артык Юркка патне пычĕ.
— Вырăнне каланă, пасар хапхи умĕ тенĕ, кашни кун тенĕ. Итлемерĕн, ху айăплă. Вĕрентсе илмех тивет. Хальччен те никама та каçарман. Парăмсене халех татсан кăштах çемçететпĕр, татмасан на всю катушку...
Куратъ, курать Алик: Юркка хирĕç тăрасшăн. Вăйĕ çитмест. Пултарайсанах пĕрне пĕр еннелле, тепĕрне тепĕр еннелле ывăтса ямалла та çав... Пурпĕрех хăрамасть хăй. Чăркăшлансах кайрĕ.
— Ним те памастăп! Мана хăратаймăр! — терĕ те Артык çине шăтарасла пăхрĕ.
Калаçса тăриччен çаврăнса тар та, тытаймаççĕ тесе каласах килет Аликăн. Троллейбус деповĕ те инçе мар. Унта çитсе ӳксен хăтăлатпăр вара. Мăннисем хута кĕреççех. Çук, хиреçсех кайрĕç.
Яшсенчен пĕри темиçе те хăмсарса илчĕ. Артык кăна чарчĕ. Çапсан ку аманмаллах çапатчĕ пулĕ.
— Тататпăр-и парăма? — ыйтрĕ Артык.
— Çук! — татса хучĕ Юркка.
— Апла пулсан, — терĕ те Артык тулли канистрăна ярса тытрĕ, унти бензина Юркка тăрăх юхтарма тытăнчĕ.
Тарса каясран тепĕр яшĕ Юрккана çатăрласа тытрĕ. Тепри шăрпăк чĕртрĕ те йĕпе Юркка çинелле ывăтрĕ.
Пал! хыпса илчĕ çулăм. Артыкпа юлташĕсем вăрмана кĕрсе çухалнă çĕре вăл хăй чĕлхине çӳлелле пĕр-икĕ хут çĕклесе илчĕ те сăнă вĕçĕ пек шĕвĕрĕлчĕ. Унтан çулăм çĕр çине анса ларчĕ. Çĕр тăрăх каллĕ-маллĕ чупса çунма тытăнчĕ.
Куç хупса илнĕ çĕре Юркка таçта кайса кĕчĕ.
Шанк хытса тăчĕ Алик. Хăй курнине хăй ĕненмерĕ. Мĕн ку — тĕлĕк-и? Фокус-покус-и?
Мĕн тумалла халь Аликăн? Кама мĕн каласа ĕнентерейĕ вăл? Вăрмантан яшсем тухнине, Юрккана тытса чарнине, Артык бензинпа ăна сапнине — кусене пурне те курнă. Анчах Юркка ăçта кайса кĕнине курса юлаймарĕ.
Тăрсан-тăрсан вырăнтан хускалчĕ çапах та. Ку вăхăта çулăм сӳнчĕ ĕнтĕ. Çунма ĕлкĕреймесĕр пăсланса кайнă бензин шăрши те темле ырă мар шăршă кăна тăрать таврара. Юркка тăнă вырăнта вара ним те çук...
Йĕри-тавралла пăхкаларĕ. Никам та, никам та куç тĕлне пулмарĕ. Вăл хăй ăçта каяссине пĕлмесĕрех малалла утрĕ. Çулăн икĕ хĕррипе икĕ канистра ларса юлчĕ. Пĕри тулли, тепри пушă...
21
Автовокзала çитнине те, билет илнине те, автобуса ларнине те ним те астумасть вăл. Район центрĕнче автобусран тухсан тин тăн кĕчĕ те, ăçта каям-ши тесе шухăшлама тытăнчĕ. Маниç аппăшĕ патнех утмалла-ши? Ун валли Аликăн пĕр чĕптĕм те вăй юлман. Кукашшĕ килĕнчех çĕр каçма шутларĕ.
Вăл калинккене сăлăпласа хăварнăччĕ. Темшен уçах тата. Пӳрте çăра çакса питĕрнĕччĕ. Вăл та уçах. Хăра-хăра шала кĕчĕ.
Кам килчĕ-ха унта тесе алăк патне пынă кукамăшне курчĕ те урайне тĕшĕрĕлсе ӳкрĕ.
— Мĕн пулчĕ-ха, ачам, мĕн пулчĕ? — терĕ те хӳхленĕ сасăпа Серинкка Алика çĕклесе илме хăтланчĕ.
Лешĕн кӳлепи çемçелсех кайнă. Хăйĕн вырăнĕ çине йăтса вырттарчĕ ăна. Ача вилсех каймарĕ-и тесе юн таппине тĕрĕслерĕ. Ал лаппипе çамкине перĕнсе пăхрĕ. Вĕри çук пек тата.
Врач чĕнме кая юлнă. Тамара Васильевна патне килне кайсан кăна. Вăл ӳркенсе тăракан марччĕ.
Ача хутланса выртрĕ те мăшлатса сывлама пуçларĕ, Кукамăшĕ унран пĕр утăм та хăпса кайма хăрарĕ. Кашни хусканăвне сăнаса, пăхса тăчĕ.
Мĕн пулнине питĕ пĕлес килчĕ унăн. Каллех ашшĕ тытса кайнă пулнă-ши? Çавăнта асап кăтартнă ĕнтĕ. Халь тарса тухнă та тăна кĕреймест.
...Серинкка пульницара выртсах тăмарĕ. Çамка çинчи суранне çыхса ячĕç те кашни кун килсе çӳреме каларĕç. Çав кунтан пуçласа вăл иртен пуçласа каçчен ачасен йĕрĕ çине ӳкес тесе кăнă чупрĕ. Çитсе курман вырăн та, калаçса пăхман çын та юлмарĕ пуль. Юркка амăшĕ каллех ĕçке кайнă та, ăна ача кирлĕ мар. Маниç патне иккĕ-виççĕ те çитрĕ. Алик пĕлекен вырăнсем çавсем кăна та, урăх ăçта шырамаллине Серинкка чухлаймарĕ. Милици урлă шыраттарам мар-и тесе пурăннă вăхăтра акă хăй килсе çитрĕ. Ăçта, мĕн туса çӳренĕ-ши вăл?
Лăскаса вăратас та ыйтса пĕлес килчĕ. Анчах ачана питĕ те питĕ шеллерĕ. Вăл ахаль те сăпса кĕтĕвĕ сырăннă чухнехи пекех çапкаланать те тапкаланать кăна. Кукамăшĕ вителĕке тӳрлетсе те ĕлкĕреймест.
Алик çăмха пекех çаврăнкалама тытăнчĕ. Мĕн ыратать-ши кун тесе Серинкка ачана унтан-кунтан хыпашласа илчĕ. Ыратнă чухне çын çапла канăçсăрланать. Юн, суран таврашĕ хăйĕн курăнмасть тата.
Çаврăнчĕ-çаврăнчĕ те Алик тăрса ларчĕ.
— Кукамай, — çатăрласа илчĕ Серинккана.
Сывлăш пăвăнмаллах мăя пăчăртаса лартрĕ. Хĕрарăм асăрханса ача аллисене пушатрĕ те тĕсесе яăхрĕ.
— Мĕн пулчĕ-ха, ачам, мĕн пулчĕ, мăнукăм?
— Юркка вилчĕ...
— Мĕн тетĕн?
— Юркка вилчĕ... Бензин сапса çунтарса ячĕç...
— Тепре кала-ха, Алик чунăм. Мĕн терĕн?
— Малтан бензин сапрĕç, унтан шăрпăк чĕртсе печĕç... Хăйсем тарчĕç...
— Камсем, хăйсем?
Алик каллех кукамăш ытамĕнчен вĕçерĕнчĕ те тăсăлса выртрĕ. Вăйсăрланса куçне хупрĕ.
Ак ĕнтĕ тавçăрса, чухласа лар халь. Мĕн каларĕ вăл? Юркка вилчĕ терĕ-и? Ăçта, мĕнле? Ача тепре тăна кĕрессе кĕтмелле-и? Мĕн тумалла? Мĕн чирне пĕлмесĕр эмел те пама пĕлмелле мар.
Каллех ача тăна кĕрессе кĕтме тытăнчĕ.
Куçне уçать те Алик каллех хупать, уçать те хупать. Те ĕнтĕ çывăрать, те кăтăша путса выртать. Çине тăрсах калаçтарма шутларĕ.
— Алик, Алик, çывăрмасан калаç-ха манпа. Юркка вилчĕ терĕн-и-ха?
— Юркка вилчĕ... Маша вилчĕ... Кукаçи вилчĕ... Байкал вилчĕ...
Амăшне ма аса илмест-ха ку тесе шутларĕ кăна Серинкка, Алик тăрса ларчĕ те хӳхлесе макăрса ячĕ.
— Анне те вилчĕ, — терĕ вăл вăрăммăн тăстарса. Макăрни лайăх-ха, макăрсан чун тасалать тесе шутларĕ те Алик питне типĕтме саппунне салтса илчĕ. Ахлата-ахлата макăрчĕ Алик, чыхăна-чыхăна кайрĕ. Йĕпе питне аллисемпе шăлкаларĕ. Серинкка саппунĕ те йĕп-йĕпех пулчĕ.
Сасартăк шăпланчĕ те пуçне минтер айне чиксе хучĕ, лăпланса выртрĕ. Çывăрни-мĕнĕ пулмарĕ. Ирчченех куç умĕнчен пĕр ӳкерчĕк кайма пĕлмерĕ.
Ун умне Юркка тухса тăрать. Мĕлки ӳссе-ӳссе пырать те куç ытамне кĕми пулсан вĕтелме тытăнать. Пĕчĕк Юрккасен речĕ тем тăршшех тăсăлса каять...
Çавăнтах çулăм ялтлатса илет те пĕр рете лартса тухнă пин-пин çурта çунма тытăнать. Лап сӳнеççĕ те çуртасем, каллех ума Юркка тухса тăрать. Ӳссе-ӳссе пырать те куç ытамне кĕми пулсан каллех пĕчĕк Юрккасен речĕ пуçланать. Каллех палт хыпса каять çулăм, унран пин-пин çурта тивсе илет.
Пуçа минтер айнерех чиксен те, утияла туртса витсен те çав ӳкерчĕк куç умĕнчен çухалмасть. Алăпа куçсене хупласан та çавсемех курăнаççĕ...
Çаврăнкаланă, хускалкаланă чухне кăна куçсене хуп-хура вителĕк хупласа хурать. Лăпланса çитнĕ-çитмен Юркка мĕлки пысăкланма тытăнать...
Ним туса та ачана пулăшайманнишĕн хăйне хăй тарăхса ларакан Серинккан вара пуçра пĕр шухăш кăна.
Ма ытла та нумай-ши пурнăç тискерлĕхĕ? Халех, сăмса шăлма та пуçланă кăна ачан мĕн-ма çавăн чухлĕ тискерлĕх курмаллаччĕ-ши? Пит кирлĕччĕ-и ку пурнăçа? Кам пулса ӳсĕ ĕнтĕ ача çакăн чухлĕ тискерлĕх курнă хыççăн?
Шухăшлать-шухăшлать те, шухăшĕ хăйне сехĕрлентерме тытăнать.
1996-1997