Кураттăм эпĕ чикĕре чухне
Çут уйăхлă, хитре, таса каçсем.
Умри сукмак урлах, пуçĕсене
Тая-тая, пуплетчĕç чăрăшсем.
Илтеттĕмччĕ çырма леш айккинчен
Ялти хĕрсен илемлĕ юррине,
Вĕсем хăйсен хавас вăййисенче
Пĕр чарăнмасăр алă çупнине.
... Шухăшпала эп хам та аякка,
Чăваш çĕрне васкаттăм ун чухне.
Ял-йыш аса килет-çке çамрăка,
Тăван уй-хир чĕнет-çке хăй енне.
Курас килет юратнă Кĕтеснер
Тӳр урамне, илемлĕ пӳртсене.
Шур хапхисем ĕречĕпех чипер,
Чĕкеç йăва çаврать карнис çине.
Хирте пиçсе саралчĕ пуль ыраш,
Хĕр-йыш кĕлте çыхать пуль савăнса,
Тăван колхоз ачи — маттур юлташ —
Жнейкăпала пырать пуль чашкăртса.