Ĕмĕтпе тахçанах туртăнаттăм
Сан пата, сар чечеклĕ Сартас.
Мĕн тума халь ӳпкевлĕн сăнатăн,
Тен, ман парăм пур, хурăн лартас?
«Кирлĕ мар», — илтĕнет хутлă-хутлă,
Кĕвĕçӳ ураланчĕ, тăрать:
Урăххи (ман пекех хуратутлă),
Ним туймасăр чечек пуçтарать.
Эх, ачалăх, мĕскер сана çиттĕр!
Тăкса янă çырла эс, çĕрте.
Халь куçа хуплакан сывлăм витĕр
Сăмахсем пуçтарап çав тĕлте.