Манăн ĕçĕ-хĕлĕ çапла: çӳç касакан машинкăран пуçласа уй-хирте ĕçлекен техника таранах пĕлмелле. Унсăрăн епле-ха çак аслă хуçалăхра инженер-механик пулатăн? Ĕнер, ав, колхоза çĕнĕ машинăсем илсе килчĕç те, паян кунĕпех çавсене тĕрĕслерĕмĕр.
— Эсĕ каçпа пушă пулатăн-и? — ыйтрĕ Павăл пичче ĕç пĕтерес умĕн.
— Темĕнле, васкавлă ĕçсемех çук пек те, — тетĕп.
— Апла пулсан, почта уйрăмне пыр-ха. Хусантан такам телефонпа калаçма чĕнет, анчах телефонĕсем ĕнерхи аслатиллĕ çумăр хыççăн тем кутăнланнă, шарламаççĕ. Эсĕ телефон таврашне чухлатăн, тен, юсама пулать? Маçтăрĕ тахçан килет-ха. Ăна кĕтсен, калаçасси пулмастех.
Утмăлтан иртнĕ пулин те, Павăл пичче хăйне питĕ хастар тыткалать-ха. Ĕçре те, ĕçкĕ-çикĕре те — пур çĕрте те шӳтлесе кăна çӳрет, пурне те хавхалантарать. Хамăр колхозра вăл эпĕ астăвассах чаплă комбайнерсенчен пĕри шутланать. Правлени умĕнчи «Хисеп хăми» унăн сăнӳкерчĕкĕсĕр пулнине пĕрре те астумастăп...
Телефонĕнче пысăк сăлтавах пулмарĕ, предохранительне çеç улăштармаллаччĕ. Икĕ пӳлĕмре икĕ аппарат, иккĕшĕ те лайăхах ĕçлеççĕ.
Эпĕ кайма тăрсан, Павăл пичче тытса чарчĕ:
— Тăхта-ха пăртак. Манăн хăлха хытăрах вĕт, хăвах пĕлетĕн. Леш пӳлĕмри трубкăна тыт та мана итлеме пулăш.
Шăп çак вăхăтра пире Хусанпа çыхăнтарчĕç.
— Алло! Алло! Вăрăмвар! Вăрăмвар! — таçта инçетре илтĕнет арçын сасси.
— Вăрăмвар итлет! Вăрăмвар итлет! — тавăрать мăн сассипе Павăл пичче.
— Вăрăмвар! Алло! Кам итлет? Кам?
— Эпе, Петров Павел! Кам калаçать манпа?
— Салам, кукка! Салам! Эпĕ ку, Аркадий! Аркадий Арсентьевич!
— Э-э, Аркаш?! Салам! Эсĕ те тĕнчере пур-и вара? Вăт тамаша! Мĕншĕн пĕр хыпар та памастăн? Аннӳ патне хуть пĕр хут татки те пулин çырса ярасчĕ...
— Ан тĕлĕнтер-ха, кукка. Иртнĕ хĕлле кăна çырнăччĕ.
— Ав епле! Апла, çулталăк çитеймен иккен-ха. Вăл сан патна уйăхра виçшер çыру ярать. Аптранă енне: «Адресĕ тĕрĕс мар пуль, атту пĕр çыру та пулин хирĕç килĕччĕ», — тет. Ывăл темелĕх пур çав... Маттур!..
Инçетри сасă темиçе саманта таçта кайса çухалчĕ. Телефонисткăсем калаçăва çĕнĕрен йĕркеличчен, сăмах май, Аркашпа паллашар-ха. Вăл манпа пĕр тантăш. Эпир унпа пĕрле выляса ӳснĕ, ялти шкула та пĕрлех çӳренĕ. Эпир кăнтăрлахи апата çăкăрпа сахăр катăкĕ чиксе каяттăмăр та пысăк тăхтав вăхăтĕнче вĕри шывпа сыпса çиеттĕмĕр. Аркаш вара çуллă тăварасăр е йĕкĕр чăмăр пысăкăш шăрттансăр пĕр апат та ирттерместчĕ. Пĕррехинче, çиччĕмĕш класра вĕреннĕ чухне, такам унăн çурăмĕ çине — болонья плащ çине — «Хырăм манăн сарлака, пĕрре çиме — пĕр така», — тесе пурăпа çырса хунăччĕ. Çитрĕ вара пире ахăлтатма! Çавна аса илсен, халĕ те кулмасăр чăтаймастăп. Каярахпа, вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн: «Эпĕ ученăй пулатăп», — терĕ Аркаш. Хулана тухса кайрĕ, çӳллĕ пусмасем тăрăх хăпарса, темиçе аслă шкулăн алăкĕсене турткаласа пăхрĕ. Вĕсене питĕрмен пулин те, темшĕн пĕрне те уçса кĕреймерĕ. Эпĕ ялтах юлтăм. Механизаторта ĕçленĕ май, ялхуçалăх техникумне заочно пĕтертĕм, халĕ те çав енĕпех малалла вĕренетĕп-ха...
— Алло! Ăçта кайса çухалтăн, Аркаш? — каллех хыттăн кăшкăрма пуçларĕ çывăхри çасă. — Аннӳне хисеплеме сĕннĕшĕн кӳренме кирлĕ мар. Вăл миçерине тата унăн сывлăхе мĕнлереххине чухлатăн-и хуть?
— Çапли çапла та-ха, кукка, анчах халь мана уншăн ан ятла-ха. Çак кунсенче аннен пур çырăвĕсене те явап çырас тесе тăраттăмччĕ... Анчах пĕр кĕтмен çĕртен ман тĕле инкек сиксе тухрĕ.
— Мĕн, савни пăрахмарĕ пуль те? Е кам та пулин авланма чăрмантарать-и?
— Çу-ук, йăлтах урăхла! Хам шухăшламан çĕртенех авлантарасшăн-ха мана кунта.
— Ну, пулнă та. Тата мĕн турткаланса тăратăн? Ĕнтĕ çулусем те сахал мар пулас.
— Часах çирĕм ултта каятăп.
— И-и-и! Тахçанах мăшăрланмалла. Çав çула çитсе, клубсем тăрăх е улах кĕтессенче ми-ха-ха! та аха-ха! туса çӳреме намăс мар-и? Авлан! Каярахпа, кăтăкланаканни иртсен, кăсăкĕ те çухалать унăн. Васка, атя васка! Отпуск майлаштар та хĕрне лартса кил. Туйне, çĕнĕ хăтипе, тăван-пĕтенсемпе пĕрле, часах янраттарса илĕпĕр. Аннӳ паян та-ха пирĕн патра йĕрсе ларчĕ: «Тĕнчере те пур çав Аркаш, те çук. Виçĕ сăмах та çырмасть вĕт иçмасса. Авланмарĕ те хуть. Унпа пĕр тантăшсем, авă, тахçанах пĕрлешсе пĕтрĕç, ачисем те часах шкула каймалла ĕнтĕ. Çухалман-ши вăл, шыраттармалла мар-ши ăна?» — тет. Эсĕ халь телефонпа çыхăнни питĕ лайăх пулчĕ-ха. Кĕçĕрех аннӳне кайса пĕлтеретĕп — савăнтăр пĕрех хут! Çĕрне-кунне мансах хатĕрленме тытăнать вара. Кала татăклă: хăш числара килетĕр? Çав вăхăта килсе çитме аякри тăвансем патне халех телеграммăсем ямалла пулать.
— Кукка, тăванăм, эсĕ мана ăнланмарăн курăнать. Ĕçĕ-пуçĕ манăн йăлтах урăхла-ха кунта.
— Урăхла кирлĕ мар, калаçса татăлнă пултăр. Элле, алла çитиччен хусахла пурăнас тетĕн-и? Авлантараççĕ пулсан — авлан! Ĕçки-çикине, каларăм-çке, эртелĕпе яла янратса, ура тапса тăвăпăр.
— Пăрах-ха эсĕ ура тапассине. Итле, йĕркипе ăнлантарса паратăп.
— Тата мĕн ăнланмалли пур? Парнесенче ĕç тăмасть: таварĕ халь магазин тулли. Тата мĕн калас тетĕн? Кала!
— Уйăх каярах пулса иртрĕ ку ĕç. Пĕр канмалли кун ирех ман пата пĕрле ĕçлекен юлташ хăйĕн «Волга» машинипе персе çитрĕ те, эпир унпа Атăл тăрăхĕнчи вăрмана вĕçтертĕмĕр. Кукка, эсĕ ху та çамрăк пулса курнă. Çуллахи вăхăтра вырсарникунсене мĕнле ирттернине астăватăн пуль? Кăштах сыпкаласси те пулать вĕт.
— Пулать кăна-и? Ирхине виççĕрен пуçласа каçхине тăххăрччен ӳпĕнсе кĕлте çыхаттăмăр та, тар витнипе кĕпе çурăмĕсем шап-шурă тăварланса ларатчĕç. Вара пĕрре ĕçӳçĕн çуршар витре сивĕ шыв ĕçсе яраттăмăр. Халĕ те астăватăп: сыпса кăна мар, ланкăртаттарсах ĕçеттĕмĕр.
— Çу-ук, эпĕ вырсарникунсене мĕнле ирттерни çинчен сăмахлатăп-ха, — хирĕçлет Аркаш.
— Ара, эпĕ те çавăн çинченех калаçатăп, — тавăрать куккăшĕ.
Инçетри трубка темле ăнланмалла мар хăрăлтатса илчĕ.
— Текех пӳлместĕп, тата темĕн каласшăнччĕ пулас эс, Аркаш, каласа пĕтер, — хистерĕ Павел Петрович
Пĕр вăхăт чĕнмесĕр тăнă хыççăн трубкăра каллех Аркаш сасси илтĕнчĕ.
— Ну вот, эпир лайăхах янă вăл кун. Ӳсĕрскерсем кăвайт чĕртсе ятăмăр. Нумай та вăхăт иртмерĕ, пирĕн пата хура мăйăхлă, вăтăралла çитнĕ çын мотоциклпа пырса чарăнчĕ. Вăл çутçанталăка сыхлас енĕпе ĕçлекен общество инспекторĕ пулчĕ иккен. «Халех сӳнтерĕр. Унсăрăн штраф тӳлеттеретĕп», — тет. Эпир ăна сасса çĕклемесĕр кăна пĕр çĕре кайма хушрăмăр... Сăпайлăн, вăрçмасăр. Вăл пире самантрах ăнланчĕ, хирĕçсе тăмарĕ. «Лашине» утланчĕ те куçран çухалчĕ. Эпир «хунар» çакса ярасран шикленчĕ пулас. Таси паха! Часах шашлык ăшалама тытăнтăмăр. Çак куна кĕтсе, темиçе кун маларахах мăнтăр така ашĕ хатĕрлесе хунăччĕ. Шашлык!.. — Çак сăмахсем хыççăн Аркаш тем чăмласа илчĕ пулас, унтан хаш! сывласа ячĕ. — Шашлык! Хыр кăварĕ çинче ăшаланă шашлык çисе курасчĕ сирĕн!.. Вăхăт савăнăçлăрах ирттĕр тесе, хамăрпа пĕрле çырла туталлă икĕ хĕр лартса тухнăччĕ, иккĕшĕ те кулинари енĕпе ĕçлекенскерсем. Вĕсем апат-çимĕçе мĕнле ăста хатĕрленине, шашлык мĕнле ăшаланине каласа пама, кукка, сăмах та тупаймастăп. Питĕ техĕмлĕ ăшалаççĕ, чĕлхӳне çăтса ярăн! Шашлыкăн ытарайми шарши сăмсана виçĕ çухрăмран кăтăкласа тăрать пуль. Эпир, юлташпа иксĕмĕр, шампански пăккисене шап! та шап! сирпĕтсе ларатпăр... Шашлык çинĕ хыççăн машинăпах шыва кĕме кайрăмăр, унтан кăмпа пуçтарма салантăмăр... Кун иртни сисĕнмерĕ те.
Тепĕр кун ирхине пире леш хура мăйăхлă инспектор шыраса тупрĕ. Машина номерне çырса илнĕ иккен, мур илесшĕ. Çав мăйăха курсан тин ĕнерхи кăвайта аса илтĕмĕр. Маннă. Ăна сӳнтересси çинчен пирĕн шухăш та пулман. Эпир, инспектор пире юри хăратасшăн кăна çыхланать пуль тесе, хирĕçлеме пăхрăмăр — усси пулмарĕ. Хамăр шашлык ăшаланă вырăна пире милици машинипех илсе кайрĕç. Эпир аякри лапсенче кăмпа пуçтарнă вăхăтра пирĕн кăвайт, «хĕрлĕ автан» пулса, вăрмана вĕçсе кĕнĕ те алхасма пуçланă иккен. Хулари тата çывăх ялсенчи пожарниксем çеç пырса лăплантарнă ăна.
Инспекторĕ те тата çав тери кутăн çын пулчĕ. Ĕçе шала ан ятăр тесе, юлташпа иксĕмĕр чылаях укçа пама пултăмăр. Ăçта унта! Яхăнне те ямасть. Çакна эпĕ мĕн пирки каланине, кукка, хăвах чухлатăн пулас: мана срочно укçа кирлĕ. Аннене кĕçĕрех кайса кала-ха: пенсине кирлĕ-кирлĕ мар çĕре ан тăккалатăр. Качакипе сурăхне те çак кунсенчех хуçа тупса вырнаçтартăр. Çапах та аннен укçа нумаях пуçтарăнмасть пулĕ. Эпĕ, кукка, сирĕн çине ытларах шанатăп. Çитес эрнере епле те пулин пĕр пин тенке çитерсе ярса пама тăрăшăр-ха.
— Тем терĕн, Аркаш, ăнланаймарăм-ха. Мĕн, аннӳне пин тенкĕ укçа ярса парас тетĕн-и эс?
Сисетĕп, Павăл пичче юри янрашать.
— Укçа! Укçа тетĕп. Ара, шашлык çинчен каларăм вĕт. Штраф тӳлеме пин тенкĕ укçа ярăр. Унсăрăн тĕрме шăрши çапать. Аннене хăратса пăрахас марччĕ. Эсĕ ăна Аркадий Арсентьевич машина туянать тесе кала.
— Хăшне, ара, Аркаш: «Москвичне» е «Жигулинех»? —интересленчĕ куккăш.
— Укçа! Укçа ярăр тетĕп! Пин тенкĕ. Пĕр патак та виçĕ ноль!
— Э-э-э! Ăнлантăм, — хуравлать Павел Петрович хуллен. —Нолĕсене конверт туллиех тултарса ярăпăр та-ха, патакки мĕн тăршшĕ кирлĕ? Ăна мĕнле ярса парас тата?
— Ха, мĕншĕн патак? — эпĕ те калаçăва хутшăнтăм. — Павăл пичче, — тетĕп хуллен кăна, — халь кĕтĕве черетпе кĕтетпĕр те, кашни килтех сӳс пушă пур. Патак вырăнне пĕр вĕçлеке кăна пушă ярса парсан авантарах пулмасть-и?
Эпĕ чăтаймарăм, кулса ятăм.
— Мĕншĕн кулатăн? — тарăхсах каларĕ инçетри сасă. — Тупнă ватă пуçĕпе кулмалли япала! А сам еще «кукка» называется»... Тоже мне...
Шăп çак вăхăтра районти çыхăну уйрăмĕнче пирĕн калаçăва татрĕç.
Почта уйрăмĕнчен тухсан, Павăл пичче мана хулпуççинчен çупăрласа илчĕ. Пирĕн тĕле çитсен: «Вăт сана шашлык! Вăт сана кукка называется», — терĕ те, манпа сывпуллашса, килнелле йывăррăн утрĕ.
«Эххх! Выçă хырăм! Пĕрре тăраниччен «шашлык» çитересчĕ çав Аркаша!» — шухăшласа юлтăм эпĕ.