Эс килтĕн, шуçăм пек, ирпе,
Ăса та туйăма вăратрăн,
Сар кайăк, шăпчăк юррипе
Чĕресене чĕртсе çутатрăн.
Ĕçлетпĕр — кур! Сан умăнта
Паян мăн Атăл пĕвеленчĕ.
Ĕçленĕ хушăрах кунта
Хастарлă юрă кĕвĕленчĕ.
Пурнатăн эс çав юрăра,
Пирĕнпеле ĕçе çӳретĕн,
Ялта е пысăк хулара —
Мĕнпур çĕрте чечекленетĕн!