Ирхине. Хĕвел тухасшăн...
Эп кĕретĕп пахчана.
Çамрăк çĕмĕрт шăппăн, ăшшăн
«Килсе кур», — тет пек мана.
Унăн тумĕ юр пек шурă,
Таврара сим пылтути.
Çĕмĕрт тăррине чуп турĕ
Йăлтăркка хĕвел çути.
Сисрĕ-шим таçтан шух çилĕ
Пахчана эп кĕнине? —
Те кулса вăл, те вăл çиллĕн
Сирчĕ çĕмĕрт çулçине —
Каччăпа хĕр тĕлĕреççĕ,
Ларнă вăрттăн сак çине...
Ай, мĕн-ма-ши, çĕмĕрт, эсĕ
Вăратмастăн вĕсене?