— Çапла, Мĕкĕте тусăм, эпĕ ялти нумай çынпа йĕтес туртнă, — пуçларĕ хăй калавне кӳршĕ Тимахви, çамрăк автан яшкине çисе тăранса йывăр кашăкне сĕтел сине хурсан. Унтан вăл йĕтес çумĕнчи шур аша кăшласа ячĕ те шаммине шăлса тасатрĕ. Чылайччен пăхса ларчĕ автан йĕтесĕ çине, ерипен çавăркаларĕ.
Чĕрĕ куçлă, качака сухаллă йăрă Тимахви сĕтел хушшинчен тухрĕ, шифоньер çинче ларакан тăм чейнике илчĕ. Аври те, сăмси те катăк чейникне йĕтес чиксе хунă. Манпа юнашар ларса, пирус чĕртсе ячĕ.
— Амутке, кăмăллаттăм эпĕ йĕтес туртма, — пирус тĕтĕмне çăварĕнчен ункăлантарса кăларса ларнă май калаçрĕ Тимахви. — Йĕтес туртса вăлтса илесси иккĕмĕш професси пекчĕ маншăн.
— Ан тĕлĕнтер-ха, Тимахви, йĕтес туртсах шалу илме çук-тăр та-ха, — иккĕленсех хирĕçлерĕм çакна.
Пирусне сӳнтермесĕрех, Тимахви йăпăр-япăр сиксе тăчĕ те, малти кĕтесре ларакан тĕсĕ шупкаланнă шифоньер патне пырса, алăкне яри уçса ячĕ.
— Пăх-ха! Кур-ха! Йĕтес туртса вăлтса илнĕ кĕпесем кăна манăн вунпилĕк штук. Тупра вĕт ку. Амутке, тупра! Ман атте те, асатте те хăйсен ĕмĕрĕсенче кун чухлĕ пуянлăх курман! — хĕмленчĕ кӳршĕ. — Тата, хывăх пуçсене чике тăршшĕ лартса, миçе четвĕрт эрех-сăра ĕçсе киленнĕ эпĕ. Шучĕ те çук. Вăт сана шалу!
Шифоньерта тăхăнман çĕнĕ кĕпесем пĕр кашта çакăнса тăнине курсан, эпĕ тĕлĕнсе кайрăм. Хирĕçлесе каламалли сăмахсем те чĕлхе вĕçне хытса ларчĕç. Тимахви вара сăмаха малалла сӳтрĕ.
— Çапла, çăмăллăн лекмен çак кĕпесем ман алла. Сывлăх та çавна пула кăштах хавшарĕ пулас. Ара, хăв шухăшласа пăх. Хăш та пĕр çынна вăлтиччен эрнесем, уйăхсем, çулталăксем иртетчĕç. Ĕçе тухса утсан, та çывăрма выртсан та пуçа вататтăм: епле вăлтас? Кашни кунĕ ман нервăсене пăснă пуль. Амутке, арăмпа та харкашса илеттĕмĕр.
Тимахви пирусне темиçе хут хăвăрт-хăвăрт сăвăрса илчĕ. Асаилӳсем ăна аванах пăлхатрĕç пулмалла.
— Çапла, туртрăм эпĕ йĕтес Микиш Сахрунĕпе. Пĕлен пуль, янтă ĕçке вăл питех те юратать. Ĕçкĕ пынине пĕлсенех, килĕрен киле сĕрме тухать. Хăй кăна пулсан юрĕччĕ те-ха, тус-тантăшĕсене çын шучĕпе шăварать.
Пирусне сӳнтерсе, çăмăллăн какăрса илчĕ те малалла калаçрĕ Тимахви:
— Икĕ çул ытла вăлтаймарăм Сахруна. Пĕлмен эпĕ унăн ăстăнĕ çапла çивĕччине, пĕлнĕ пулсан, туртман та пулăттăм. Анчах ĕçĕ унта мар-ха. Вăхăт иртнинче. «Капла икĕ çул хушшинче пĕр кĕпе çеç вăлтса илме тытăнсан, ĕçсем начар», — тетĕп. Амутке, шухăшла-шухăшла йăлтах ыйăха çĕтертĕм. Шупка шурăмпуç киличчен çаврăнатăп Сăпани çумĕнче каллĕ те маллĕ. Калăн, кăрчанкă чирĕ лекнĕ. Сăпани тарăхать. «Эсĕ, — тет мана, — эпĕ çывăрса каясса кĕтетĕн пулĕ-ха? Эпĕ тарăн ыйха путсăнах, клуба хĕрсемпе ташлама каясшăн». Тип аçа çапасчĕ! Лапатка чĕлхе! Этем пур ăстăн енчен ăмăртса мала тухасшăн, вăл кӳлешнипе аташать. Чее упăшкине тата та чеерех пулма вĕрентесчĕ хуть!
Эпĕ Тимахвие тимлĕн итлесе ларатăп. Вăл пĕр чарăнми калаçать.
— Сахруна вара çапла вăлтрăм. Курпун Куçман кĕçĕн Кирукне çара ăсатнă чух Сахрунран туртмалли ыйтрăм. «Асăмра» сăмаха йĕтес туртман çынран япала илнĕ чух та калаканскер, эпĕ унран: «Асăмра-ха, асăмра!» тесе илтĕм пирус пачкине. Чĕртрĕм. Эрех черкки алăран алла вылянă май пачкăна каялла тавăратăп. Турра шĕкĕр, амутке, эрех Сахрунăн пуç мимине шĕветнĕ пулас, кан! ярса илчĕ пачкăна. «Йĕтессĕм!» — кăшкăратăп карланкăран тухма пултаракан мĕнпур сасăпа. Чуна вутлă-хĕмлĕ савăнăç пырса кĕчĕ. «Ур-ра!» кăшкăрас килет.
Тимахви çак самантра çут хĕвел пекех çуталса кайрĕ. Лоторей билечĕпе çăмăл машина выляса илнĕ тейĕн. Йĕтес туртса пурнăçра çакăн пек савăнăç курасса эпĕ пĕрре те шутламан.
— Тата тепĕр кĕпе шифоньера çакăнас хаваспа салтак ачисем ташлакан ушкăна вирхĕнсе тухрăм, — малалла тăсрĕ хăй калавне кӳршĕ. — Ура хуçса, такмак каласа сӳтереп. Пĕр авка купăс умĕнче авкаланнă-хуçкаланнă хыççăн Сахрунпа юнашар пырса тăтăм. «Ну, Сахрун, хăçан кĕпе тăхăнтартма пырăн? Нумай кĕтмелле ан ту ĕнтĕ», — тетĕп.
Тăхтав турĕ Тимахви, куçне-пуçне вылятрĕ.
— Ларатпăр пĕрре çапла Сăпанипе калаçса. Хутран-ситрен кантăкран пăхкаласа илетĕп. Сахруна кĕтетĕп ĕнтĕ, амутке, тата çĕнĕ кĕпе пулать-çке! Шифоньерта вырăн та туса хутăм. Пăхрăм урамалла тепĕр хут, тĕлĕнсех кайрăм: пирĕн еннелле пĕр ушкăн çын килет. Ушкăнта сахалтан та 20—30 çын. Пурте капăр тумпа. Пуринчен малта — Сахрун. Хул хушшине хутпа чĕркесе темĕн хĕстернĕ. Часах çак ушкăн пирĕн пӳрте кĕрсе тулчĕ. Сахрун маларах тухрĕ те çапла пуплет:
— Каçар, Тимахви, тен, кĕтсе те ывăнтăн пуль те, эпир мĕн-ха, йĕтес кĕпи тăхăнтарма килтĕмĕр. Калаçнă тăрăх, эрех-сăри санран. Мĕн-ха, кĕпине «çумалла» ĕнтĕ ăна, — тет.
Ĕнен, Мĕкĕте, ман çăвар кӳтсех кайрĕ, чĕлхе вырăнтан та хускалмасть. Сăпани те тĕлĕннипе куçĕсене мăчлаттарать. Çапах та çухалса каймарăм-ха: «Иртĕр, ларăр, — тетĕп. — Мĕн-ха, кĕпине авалхи йăлапа çумалла ĕнтĕ». Хам шутлап: кунта пĕр-ик четвĕртсĕр ĕç тухмĕ. «Мĕн аптраса тăран, хатĕрле сĕтел çине, аш шаритле, хăяр-памитур ларт, час кĕпе çăвăпăр», — тетĕп ним тума пĕлмен Сăпание.
Тимахви тарăннăн хашлатса илчĕ.
— Пĕр уйăхра арăм ĕçлесе илнĕ укçана илтĕм те ике четвĕрт эрех илсе килтĕм. Пурте сĕтел хушшине ларсан, Сахрун тĕркеме салтрĕ те шăп та шай виçĕ тенкĕ тăракан кĕпене ман хулпуççи çине уртса ячĕ. Кăмăл кӳтсе килнипе чутах ĕсĕклесе яраттăм, амутке. Мĕнле чăтăм çитрĕ-тĕр. Сахруна мĕн ăна. Вăл шăл кăна йĕрет: «Мĕн-ха, Тимахви, —тет, — тепрер туртар мар-и йĕтес?» Çапла, Мĕкĕте, чике тăршшĕ ларса юлтăм. Халь туртмастăп ĕнтĕ йĕтес никампа та. Тупра та юхмасть ман шифоньера айккинчен, эрех-сăрапа та чӳхенмест пырăм, йĕтес шăммисене çак тăм чӳлмеке пухса пынипех çырлахап. Турт-ха, калăпăр, санпа йĕтес. Эпĕ вăлтаканнн пулăп. Эсĕ вара мĕнпур тăванусене пухса кĕпе тăхăнтарма килĕн, пилĕк-улт кĕпе хакĕ наччасра тухса кайĕ. Çук ĕнтĕ, ыттисем туртчăр. Манăн та пуç ĕçлет-ха халлĕхе.
— Ара, эсĕ, Тимахви, халĕ кайăк-кĕшĕк фермине кĕтĕн те, çав тери йышлă чăх-чĕпсене йĕтесне ыттисем туртчăр тесе пăхса ӳстеретĕн-и?
— Çук, уншăн кăна мар, Мĕкĕте. Кайăк-кĕшĕк ашĕ çĕршывра çителĕклĕ пултăр тесе.
— Микиш Сахрунĕ мĕншĕн сысна фермине ĕçе кĕчĕ тата? — тӳрех ыйтрăм эпĕ.
— Фермăра ĕçлекенсене лайăх тӳлеме пуçларĕç, çавăнпа кĕтĕм тет.
Йĕтес кĕпи тăхăннă Тимахви çине хисеплесе пăхма пуçларăм.