Çутă кĕмĕл сывлăм
Ӳкнĕ таврана.
Ирхи уçă сывлăш
Ачашлать чуна.
Вăштăр кăна вăштăр
Ашă çил вĕрет,
Тусăм евĕр вăрттăн
Чуп туса илет.
Сад пахчи пит капăр,
Ларнă чечеке.
Юрлать тапхăр-тапхăр
Унта сар пике.
Манăн шухăш-кăмăл
Унпала ялан.
Ĕçлеме те çăмăл
Чун савни пулсан.
Пурнăçăмăр селĕм —
Ешĕл çуркунне.
Юрлар, сар пикеçĕм.
Савар пĕр-пĕрне.
Çутă кĕмĕл сывлăм
Ӳкнĕ таврана.
Эп сунатăп ырлăх,
Тусăмçăм, сана.