Мĕн чухлĕ çепĕç сас, илемлĕ çемĕ!
Кашни хускатĕ савăк туйăма.
Кунран-кун тĕмсĕлсе итленĕçемĕн
Юратрăм пĕр юрра эп уйрăмах.
Килтех-и, аякра-и эп — кăштах та
Халь мантармасть мана вăл хăй çинчен.
Çĕклет чуна, килентерет... Чăнах та
Кун пек вăя пĕлмен эп халиччен.
Хама тинех телейлĕн эп туятăп.
Вăл пур та — йывăр чух та çăмăлрах,
Тăван яла, умри çула, уя та
Эп ĕнтĕ кăмăллатăп ытларах.
Ăнлантăн пулĕ: эсĕ вăл — çав юрă.
Ун евĕр кĕвĕ çуккă маншăн урăх.