Мĕн пĕчĕкрен, мĕн ачаран
Атте-анне пире сыхланă.
Сап-сарă пушăт сăпкаран
Ӳксе аманасран хăранă.
Атте-анне пире юратнă,
Сиктернĕ юрă юрласа,
Юмах-халап ярса йăпатнă,
Йăпатнă шăпăр каласа.
Атте-анне пире пилленĕ
Вĕçмешкĕн кăйкăр çунатне,
Чун-чĕререн шанса çĕкленĕ,
Ялан вĕрентнĕ çĕр ĕçне.
Атте-анне пире ăс пана
Ята-чыса çӳлте тытма.
Ăс-хал пани ĕçре юранă,
Юранă лайăх çын пулма.