Эс халĕ çеç çӳреттĕн вăшăл-вăшăл,
йăл куллупа шыраттăн шухăшна.
Тӳресемпе те калаçаттăн ăшшăн,
кирлех пулсан пĕлеттĕн тупăшма.
Тен, çавăнпа пулатпăр мар-и хамăр
хĕвелсĕр тӳпери ĕмĕлкесем?
Хивре çынсен пăтранчăк ăс хуранĕ
пире пĕçернĕ — суннĕ ĕмĕтсем.
Эпир сисмесĕрех çукка юлатпăр:
чунра мĕскер пурри — çут тĕнчене!
Хăш чух, тен, хамăра çеç улталатпăр?
Тупаймăн уçă пĕтĕм çын чунне.
Çаплах сывлать-ха /ăс-халу сып-сывă!/
Кĕнекӳре пурăнакан тĕнче.
Хĕвелленет чăваш тӳпи, çĕршывĕ —
сас пачĕ çуркунне ял хыçĕнче.
Кама-ши хĕрхенет юнавлă вилĕм?
Сан хĕвелӳ те ӳкрĕ тӳперен!
Пăт-пат тĕл пулăва та аса илтĕм —
сăвву та сасă пачĕ çĕнĕрен.
Хăш чух çак вăхăт пусăмĕ пит йывăр:
тем чухлĕ ĕç, инкеклĕ тĕрлĕ кун.
Хура çĕр сăвăçа чăтма çук йывăр —
пĕрех çак шухăш пуç тавра ан кум!
"Хивре çынсен пăтранчăк чун-хавалĕ
ан куçтăр хамăра та", - тенĕ пек,
сăваплă пултару хăех хăвалĕ
ăна сăвапсăрах сив сăнĕпе.