Яшлăхăмри уявсенчен
Кушар — пахаччĕ пек темрен те,
Пуçри асаилӳсенчен
Ана нихçан эп çĕтермен-тĕр.
Ун чухнехи йăласене,
Эппин, ним хурлама шут çук ман.
Тăван ялтан Чăнкассине
Çул тăсăлатчĕ ик-виç çухрăм.
Ку ял çаранĕнче çуллен,
Труйски кунне уявламашкăн,
Çав тапă пухăннипелен
Пире мехелччĕ савăнмашкăн.
Пур тавраран килсе унта
Яш-кĕрĕм хĕвĕшни илемлĕ,
Кашни хитре тумланнă та —
Тĕссем çут йăлтăркка чечеклĕ.
Шăналăк е сăран карса,
Урапаран лавкка пек тунă;
Туйралăх хĕррипе ларса,
Вĕсем урам манерлĕ пулнă.
Сăра-и е пĕремĕк-и —
Тем те пĕр çавсенче сутаççĕ.
Каччин-пикин хăйсен йĕрки:
Пурте пĕрле пуçтарăнаççĕ.
Меллешĕнсе карталанма
Тытăçнăçемĕн алла-аллăн,
Пуçлаççĕ кĕвĕ калама...
Патнерех пыр, итле те савăн!
Вăйă пĕр тапхăр чиперех
Çавăрăнать-ха хӳхĕм-хӳхĕм.
Хăш ялĕсен тату шепрех —
Çав ушкăн уйрăлса кĕç тухĕ.
Шăп хире-хирĕç ик енне
Тăрук майлашăнса тăраççĕ.
Хурлать ку енĕ теприне
Тапратнă кĕвĕ-юрăра-çке.
Йĕплĕ çăмах кама тивни
Тӳрех палăрнипе култарĕ.
Çак намăса чăтса тӳснин,
Тен, ӳлĕм ӳсĕ пархатарĕ.
Эс те кăна хурсан ăша —
Килетчĕ сапăр çӳресси те.
Систеретчех тата кушар
Тавра туй йышлă кĕрлессе те.