Халь тин вăраннă ыйхăран
Çут Тинĕсĕн куçне Хĕвел йăмăхтарать.
Çĕрле ыйхи ун тутлă пулнăран
Шыв талккăш халь те тутлăн карăнать.
Вара, хăй Хĕвелне вăл, йăл кулса,
Атлас тумне кăшт çеç хумхантарать.
Хĕвел ыталани асне пупса,
Кăкри ун пĕр анать, пĕр хăпарать.
Ача пек выляса лăпкать унтан
Мана ачашшăн, вăрттăн çурăмран.
Ак чакрĕ-чакрĕ те вара кайран
Сасартăк ыталарĕ мăйăмран.
Çапла вылярĕ вăл манпа чылай.
Хĕвел шутларĕ иккĕн çеç юлма —
Хĕрӳ хĕртет: чулсем — вĕри калай.
Хистет Хĕвел мана кунтан кайма.
Чăрмантарасшăн мар эп вĕсене —
Хăпартăм васкамасăр сăрт çине.
Хупларĕ сулхăнпа мана платан.
Платанĕ пысăк. Сулхăнта аван.
Хĕвел кулса ывăннине курса,
Эп чупрăм антăм хăвăрт, васкаса.
Лăпланнă Тинĕс. Вăл выртать канса.
Хĕвелĕ те канма анать шуса.
Илтен пĕр сасă çак сехетсенче —
Çут Тинĕс çырана темскер калать.
Эп шухăшлатăп: хăйĕн чĕринче
Пурнан саву çинчен пăшăлтатать.
Куçа хупса ларса çыран хĕрне,
Темиçе каç итлерĕм эп ăна.
Çав вăхăтра ăнкартăм ак мĕне:
Чăн-чăн телей юратура кăна.