I
Пӳртре тар шăрши. Сывлама питĕ йывăр. Сывлăш çитмест. Малти шăннă чӳречесем умне уйăх хыпаланса пычĕ: пӳрт ăшне пăхать, çывракан çынсене çутатать. Унтан, кăмака умĕнче çакăнса тăракан çăпала çине ӳкрĕ те, çăпалапа ашкăнма тытăнчĕ.
— Çывăр ĕнтĕ... Никантăр... çывăр... Мĕн йăваланса выртатăн? Шурăмпуç та килет пуль ĕнтĕ, çутăлать пуль, çывăр.
Илтмест Никантăр арăмĕн сăмахне, арăмĕ çав сăмах хыççăн ун çумнерех шунине те туймарĕ. Хăрах аллине тăлăп ăшĕнчен кăларса тарланă кăвак пуçне тытрĕ те хăй сисмен çĕртенех:
— Эх-х! Самана! — йывăррăн тăсса каларĕ.
Каларĕ те çавăнтах хăраса ӳкрĕ. Хăй сасси улшăннинчен, хаярланнинчен хăрарĕ. Хĕсĕк ампар айĕнчен тĕртĕнсе тухакан хăвăл каска пекех туйăнчĕ ăна хăйĕн сасси.
— Ара, Никантăр, тул çутăлать вĕт, çывăр.
Çук, каллех илтмерĕ. Арăмĕ тата çумнерех çыпçăнать, ăна ыталаса хăй патнерех хĕсет... Çук, туймасть Никантăр, илтмест арăмне.
...Вăл хапха умĕнче юр хырать. Сарлака, çĕнĕ кĕреçепе юра картла-картла тухать те чĕркуççи таранах хӳсе кайнă юра çул çине ывăтать.
Ыттисем те юр хыраççĕ. Кашни хапха умĕнчех. Хĕрарăмсем шыв ăсма каяççĕ, хăшĕ таврăнать.
— Кĕнеççул тырă нумай пулать пуль, Никантăр Иванч, çур хĕл те çитмен, картасем пытанчĕç юр айне...
— Айта, айта... Пур пултăрах...
Каллех хырать. Хĕрарăмсемпе пит калаçмасть вăл, юратмасть вĕсене.
— Ĕçĕнчен питрех калаçма юратаççĕ. Сурăх чĕлхи çинĕскерсем.
Вăл юр хырса пĕтернĕ çĕре ун патне чиркӳ старости пырать.
— Тур пулăштăр, Никантăр Иванч!..
— Спаççипă...
— Айта, кĕрер-ха... Ман санпа калаçмалли пур...
Сарайне кайса çуна çине лараççĕ. Вĕсенчен те аякра мар хăйĕн хĕрĕ, Клавье, чăхсене сĕлĕ парать. Автан какалать, чăхсем йăпăртатаççĕ.
— Ну, Никантăр Иванч, пĕтетпĕр вĕт... Выçă юлатпăр... Леш, хайхи, Мирун ачи, аçа çаптăр, Кĕркури, комитет петнотта... тунă тет-и, амак... Пуянсен тыррисене пуçтарса илсе...
Ку тĕлте чăтайман Никантăр, пĕркун, халăх çинче Кĕркурипе вăрçнине аса илсе чышкăсене çӳлелле çĕкленĕ чух сăмса умĕнчех тăракан старостăна, ăнсăртран, питрен килсе лектернĕ.
— Ара... Мана ан çап-ха эс... Пуянсен тыррисене пуçтарса çуккисене памалла тунă, юлашкисене хулана ямалла, хула выçă вилет...
Ăнланнă Никантăр. Каласа пĕтерме паман старостăна:
— Чарăн! Пĕлетĕп, — тесе пӳрте кĕрсе кайнă. Кĕреçине те алкум вĕçне хурса хăварма маннă, кĕреçипех кĕнĕ пӳрте.
— Ара-а, Никантăр... ма кĕреçӳне хăвармарăн, пӳрте сивĕтен вĕт, пӳртре мĕн тăван кĕреçепе, юрлă вĕт кĕреçӳ, — тĕлĕнсе ыйтнă арăмĕ, Урине...
Ăш-чик килсе тулнипе кĕреçене урай варне килсе çапнă, арăмне хĕненĕ, хĕрне — Клавьене: чăхсене сĕлĕ нумай паран тесе пӳртрен хăваласа кăларнă. Кунĕпех туллашнă ĕнер Никантăр, нимле ĕç те тăвайман. Каç пулсан çеç вара вите урайне сирсе тырă пытарнă. Арăмĕпе хĕрĕ шăтăк чавнă, вăл ырашне туртнă. Унта икçĕр пăт пытарнă, ытлăха татах икçĕр пăт. Пĕрне тупсан, тен, тепĕрне тупаймĕç те...
Иртнĕ кун çинчен шухăшлать Никантăр. Никантăр сисет: такам, темĕскерле вăй, хăй сисмен çĕртех, таçтан килсе темле хупăрласа илнĕ ăна, хĕснĕçем хĕссе пырать, пĕр кĕтессе хупăрлать, ниçтан та хăтăлма çук.
Кам-ши вăл? Мĕнле вăй-ши? Мĕншĕн ăна, ялти чи хисеплĕ çынна, çавăн пек хĕсеççĕ? Кама мĕн тунă вăл? Мĕншĕн Кĕркурин вăл ĕмĕр тăрăш пек çывăрмасăр тунă пурнăçне ватса каймалла? Ĕçлемесĕр пурăннă-и вăл: тыр вырмасăр, суха тумасăр пурăннă-и вăл, Никантăр?!.
Ашшĕнчен çамрăклах юлнă. Вунсакăр çулта çеç пулнă ашшĕ вилнĕ чух.
— Асту, ачам: ĕçле, мĕн пуррине лайăх сыхла, ху куçна сыхланă пекех сыхла — ан салат, тата тума тăрăш, мĕн пурри çине татах хушăнтăр... Авлансан арăмна ан ĕнен, тилхепине ан пушат, лайăх тыт арăмна, хăвăнтан ан ирттер. Çынна та ан ĕнен: кашни çын хăйшĕн тăрăшать — санне илесшĕн, хăйĕнне парасшăн мар. Эс те çавăн пек пул, асту, ывăлăм...
Çук, иртмен вăл ашшĕ сăмахĕнчен. Ашшĕн çак сăмахĕсене яланах асра тытнă: манман, ашшĕне хисепленĕ. Ашшĕ вилсен тепĕр çулнех авланнă: лайăх, типтерлĕ çын хĕрне, утар тытакан Матви Уринине илнĕ. Хуньăмпа лайăх: пĕрле ĕçлесе çисе пурăннă, анасене тара пĕрле илнĕ, пĕрле акнă, пĕрле ĕçленĕ. Турă пулăшнипе, авлансан, виç çултанах ашшĕ çуртне пăсса тепĕр çурт, пысăк çурт лартнă, ик рапотник тытакан пулнă. Халь унăн та çук та, анчах вăл, Никантăр рапотник тытма пултарманнинчен мар, урăххинчен килет... Халь рапотникпе хăрушă пурăнма, кичем, халь самани çапла. Уншăн ашшĕ те, — çăмăл пултăр тăпри, — çилленес çук, пурлăха салатать ман ывăл, пӳтсĕр, тес çук вăл.
Тепĕр май çаврăнса выртрĕ Никантăр, пуçне тăлăп ăшнех чикрĕ. Çыврасшăн.
Анчах çывăраймасть. Куçа хытă килсе чăмăртанă пулсан та курать куç, курать...
Ак ашшĕ, шурă сухалне чĕтрете-чĕтрете, катăк шăлĕсене кăтартса, таçтан килсе тухнăскер, вĕсем патнелле пырать. Ак тăлăпа сирсе пăрахать, пăхать, ун çине пăхать, ывăлĕ çине...
— Эх-х! Х-хăравçă-ă!.. Мантăн-им аçуна!.. Рапотникусем ăçта-а? Сăмса айĕ типмен Кĕркурирен хăратăн, х-хăравçă!.. Тырă пытартăн, х-хăра-вçă!
Куçа уçса ячĕ Никантăр. Сиксе тăчĕ. Никам та çук... Арăмĕ вăранчĕ:
— Мĕн пулнă çак сана, Никантăр? Вырт чипер... чĕркуççипе хырăмах килсе тĕкрĕн...
Никантăр чĕнмест. Никантăр Турă кĕтессине пăхать. Ашшĕ иконсем хыçĕнче çухалнă пек туйăнчĕ ăна...
— Тĕлĕкре-и ку, чăнах-и?.. Çук, çук — тĕлĕкре мар. Чăнах. Ак халь çеç ятласа кайрĕ: шурă сухалĕ чĕтрет, çăварне карнă, шăлĕсем çук. Ăна ятларĕ, никама та мар, ăна... Ой, нумай пулать ашшĕне курманни, нумай — вăтăр пилĕк çул...
— Эх-х! Х-хăравçă!.. Сăмса айĕ типмен Кĕркурирен хăратăн, хăравçă!..
Чăнах-ши, çаплах каларĕ-ши вăл мана? Çаплах-ши?..
Çук, çук, вăл хăравçă мар. Вăл Кĕркурирен пĕртте хăрамасть.
Мĕн вăл Кĕркури? Кĕркури вăл нимĕн те мар, Кĕркурине вăл çӳплĕ турпас вырăнне те хумасть. Турпассем пирĕн — ура айĕнче, Кĕркури тата аяларах — турпассем айĕнче. Мĕнех вара вăл, Кĕркури, чăнах та?.. Ăна вĕт пĕр çапсанах имĕрсе пăрахма пулать... Çирĕм çулхи ача. Ватă ашшĕпе пурăнать. Ашшĕ, чухăнскер, кăçал кĕркунне çеç вунă пăт тырă илнĕ-ха унтан, кивçен... Тĕлĕнмелле: çынсем кĕркунне тырăсене пӳлмене тăкаççĕ, ун хăй çăварне тăкма та çук... Хĕрхеннĕ те ăна Никантăр, çитес çулччен панă вара кивçен. Вунă пăт вырăнне вун виçĕ пăт парать... Ну, вот — мĕн вăл Кĕркури?.. Çиччас ашшĕ патне каятăп та: çапла, çапла... вунă пăт илместĕп, тульккă ывăлна, Кĕркурине, чар пăртак, вăл асма пуçланă, ун пек юрамасть, çын çынсăр пурăнаймасть: эп те сире кирлĕ пулăп, эсир те мана кирлĕ пулăр...
Лăпланчĕ Никантăр. Куçне хупса каллех тăлăппа пĕркенчĕ. Арăмĕ ни çывăрса кайнă, ни çывăрса кайманскер, ыйăх тĕлĕшпе ахлатса илчĕ.
Шуç çăпала çинчи уйăх, тула тухса, шăннă чӳречесен умĕнчен таçта пăрăннă. Пӳртре паçăрхинчен тĕттĕмрех. Таçти кĕтесре шăшисем ашкăнкалаççĕ... Сентре çинчен Клавьепе çывăрнă кушак çĕре сиксе анчĕ. Темĕскер ӳкерчĕ...
Анчах илтмест ăна Никантăр. Ун патне каллех ашшĕ пынă:
— Эх-х! Х-хăравçă!.. Çĕтĕк-çурăксемпе çыхлантăн, э-эх-х!.. Вун виçĕ пăт пӳлмене хĕсет-и-мĕн, эх-х! Хытăрах вĕтмелле пулнă иккен сана!
Чышкисене сулла-сулла иконсем хыçне пытанчĕ, каллех çавăнта çухалчĕ ашшĕ. Паçăрхинчен те хăрушăрах, паçăрхинчен те тискертерех: куçĕсем çап-çаврака, йăл-ял тăваççĕ, кăвар пек.
Çук, çук, каймастăп унта, Кĕркури ашшĕ патне каймастăп. Çав çĕтĕк-çурăк патне-и?.. Ним тусан та каймастăп. Мĕншĕн çухатас вун виçĕ пăт тырра? Атте калашле: пӳлмене хĕсет-и-мĕн вăл?.. Кĕркурипе урăхла калаçма та пултарăпăр: çара çерçи урине хуçса яма ытлах йывăр мар. Тыт та хуç... Çӳретĕр сиксе. Унта сикет, кунта сикет — çук, ниçта та лараймасть... Çаплах вилет вара ăçта килчĕ пĕрене хушшине хĕсĕнсе...
Кушак кăмака хыçĕнчен шăши тытса тухрĕ. Шурăмпуç кĕнĕ урай варне пырса унталла-кунталла пăхкаларĕ те, сĕтел айне кĕрсе, шăши шăммисене çатăртаттарса шутлама тытăнчĕ. Мăрлатса çиет. Урăх ним сас та çук. Шăп. Кушак вăл вăхăчĕ-вăхăчĕпе çеç мăрлатать.
— Хăçан, хăçан каян вара эс?.. Мĕн тума каймалла вара сан... хĕрлисем патне? Мĕн пур унта?.. Ан кай, ан кай, Кĕркури, Кĕркури... ан кай! — Кушак мăрлатма чарăнчĕ. Шăшине пăрахса сĕтел айĕнчи сентре çинелле пăхатъ.
Унта Клавье. Унтан вăл нумай пулмасть аннă. Клавьепе юнашар выртнă, Клавье кăкрисем ăшă. Ах, лайăх унпа çывăрма... Мĕн пулнă вара ăна халь, кампа калаçать вăл тенĕ пекех пăхса тăрать кушак...
Клавье тĕлĕкре. Клавье аташать. Вăл аташнине ыттисем илтмеççĕ. Ыттисем çывăраççĕ.
Сахал пурăнман тĕнчере Кирле пичче. Утмăл çинелле ярăнса пырать ĕнтĕ. Такама та курнă, такама та пĕлнĕ, таçта та çитсе çапăннă, анчах хăй ывăлĕ Кĕркури пек путсĕр ача курман:
— Вот эсна! хы! Ăçтан çăмăр çунине те пĕлмест. Вот ухмах! Ăна выç ан вилтĕр тесе ырă çынсем ыраш параççĕ, вăл, анкă-минкĕ, вĕсене хирĕç паккать, вот ристан!.. — тесе кăмака умĕнче айккăн выртакан хура чейнике илсе хуран айне çакрĕ.
— Вот тĕнче! Хы! Ара, мĕн курас ĕнтĕ унпа? Пĕчĕкрех мар иçмасса пăртак: тытса хурăн хуллипе ăшаласан ăсланĕччĕ те-и, тен. Никантăр Иванăч... Никантăр Иванăча кам хирĕç пытăр, мĕнле ухмах унпа хирĕçле калаçтăр.
Хуран айĕпе пĕрлех саралса кайнă чĕлĕмне те мăкăрлантарса ячĕ Кирле пичче. Пĕртен-пĕр чӳречерен кĕрсе, ирхи хĕвел, юрлă çырма урлă каçсан, хăйĕн пĕр пайăркине Кирле пиччен пуç тӳпийĕ çине пăрахнă. Шурă, кĕмĕл тĕслĕ çӳçе савать хĕвел: пĕрре пуç тӳпинче пулать те тепре ĕнсе çине анать.
— Вот, ристан! хы! Кашкăр пек, килте çывăрмасть тата, ял касса çӳрет.
Калаçас килет Кирле пиччен, ывăлне ятлас килет: ăса кĕртес килет. Çук, килмест ывăлĕ. Ĕнер ирпе туйха кайнă та паян та çук. Таçта çывăрнă — кам пĕлет?
Пĕрĕннĕ куçсем хуран айне пăхаççĕ. Хуран айĕ йăлкăшать, типĕ турпассем лайăх çунаççĕ.
Шыв вĕреме тытăнчĕ, чейник хуппине çĕклет, чейник тутинчен те юха пуçларĕ шыв...
— Ара, ма килмест? Апатне те çын патĕнче çиет-ши вара ку, ухмах...
Чейнике хуран айĕнчен илсе ансăр сĕтел çине лартрĕ, пĕр хăмаллă шкап çинчен кăçал çулла краснăквартисем пăрахса хăварнă консерв банкине илсе сĕтел хушшине ларчĕ. Унтан пĕр чĕлĕ çăкăр касса тăварпа шуратрĕ те ĕçме тытăнчĕ.
— Тĕлĕнмелле: ма хăрать-ха вăл Никантăр Иванăч ман Кĕркурирен? Çав тери хисеплĕ çын, ĕмĕрне те хапха умне те пырса курманскер, паян ман патăма, Кирле патне, килнĕ — ман патăма, никам хисеплемен çын патне... Ара, у çеç те мар-çке-ха, иçмасса. Вунă пăт тырра илместĕп, чар ывăлна тесе те каларĕ. Тĕлĕнмелле.
Крушкăна лартса çурăмне хыçать Кирле пичче: малтан алăпа, кайран кăмака кĕтеснех кайса хыçкаланать...
Вунă пăт тырă... вуннă мар-ха, вун виçĕ пăт... ахалех çырлахать. Ачана çеç, ывăлăма чармалла — парăм хуйхи те пĕтет... Мĕн чармалли пур ăна, Кĕркурие? Чистиех ухмах мар пулĕ-çке, хăй те пĕлет пулĕ вун виçĕ пăт тырă мĕн чул тăнине... Ак килсенех каласа парать те ăна вăл, Никантăр Иванăч килнине каласа парать те... ухмах-и-мĕн вăл...
Кунпа пĕрле хăйĕн ватă пуçĕпе Кирле пичче çуллахи красноквартейсăсене аса илчĕ. Вĕсем ку ялта мĕншĕн чарăннине путлĕнех пĕлмест вăл.
Анчах, çапах красноквартейсăсем:
— Сан ывăлу молотетс, — тенине лайăх астăвать, манман халĕ те. Мĕншĕн молотетс? А, мĕне кирлĕ ăна вăл? Молотетсă-тăк молотетсă пултăр — вăл лайăх. Молотетсă пулсан Никантăр Иванчпа та пурăнма пулĕ-ха. Вун виçĕ пăт тырă мĕн хак тăнине те пĕлĕ...
— Ах! хы! Ма килмерĕ-ха тата?
Сĕтел хушшинчен тухса кĕтеселле виçĕ хутчен хĕрес хыврĕ те Кирле пичче, ывăлне кĕтме пăрахса кăмака чĕртсе яма тытăнчĕ.
Кăмака çирĕм çул ытла ĕнтĕ вăл хăй хутать. Арăмĕ, Кĕтерне, Кĕркурине çуратсанах, çуратнă çĕрлех вилнĕ, ачине вара, Кĕркурине, кӳршĕ арăмĕ хăй ачипе пĕрле кăкăр çитерсе ӳстернĕ. Мĕн тăвас тен? Вилнĕ те кайнă. Лайăх çын вилет çав вăл — ухмаххи пурăнать...
Ара-а! Кирле пиччен Кĕтĕрне пур чух пурнăçĕ никамăннинчен те катăках пулман: сăмаварĕ те, ĕни те пулнă...
Кăна ĕненет Кирле пичче, арăмне вăл пит килĕштернĕ, пасар кунсенче ĕçсе килсен кĕлете хупса ларткаланă пулсан та, пит çилленсех кайман.
Анчах кӳршĕсем:
— Кирле пичче хăй ухмах, хăй пӳтсĕр, мĕнпур пеккине ĕçсе пĕтерет, — тенипе ниепле те килĕшмен. Уншăн вăл вĕсем çине пайтах çилленнĕ.
— Пурăнса курччăр-ха, çитчĕр ман çула, вара мĕн пулĕ... — тенĕ вăл яланах ĕçни çинчен сăмах хушсан.
Ак халь, парăм татăлнине хисеплесе, ĕçейресчĕ пĕрре... Ма килмерĕ-ха вăл, хă!..
Кăмака çунать. Кăмакаран вĕри çапать. Кĕркури çулла хатĕрленĕ вутă типĕ, лайăх çунать. Хуçăла-хуçăла анаççĕ кăварсем, саланаççĕ... Чĕлĕмне ĕмме пăрахсах, темшĕн, Кирле пичче ак халь хуçăлса анса саланнă кăвар çине пăхать, тĕлĕрсе пăхса тăратъ: саланса кайнă кăвар кĕл пулса кайичченех пăхса тăчĕ, шурă кĕл пуличченех...
Вăл ыттисем пекех, çамрăк, вăйлă. Сакăр пăтлă михĕсене вăркăнтарнă анчах. Утă çулас тесен, ун пек çамрăксем пулман та, вăл яланах ваттисен ĕретĕнче çулнă. Уншăн ăна юратнă, савнă. Хĕл кунĕсенче сиксе тухакан вăя ниçта кайса хума аптранипе, ашшĕн пĕр ятлă пурнăçĕ ăнсах пыман пирки вăл тутар ялне кайса рапотнике кĕнĕ. Çич-сакăр лаша пăхса усранă. Çĕр çывăрмасăр ĕçленĕ. Пĕрре çавăн пек вĕсем аякри пасара кайнă, лашасем сутма кайнă. Ак, вĕсем патне лаша илес текенсем пыраççĕ, хуçа, вĕсене курса, лашисене чăпăрккапа çапа-çапа тухать: лашасем ташласа кăна тăраççĕ.
— Ну, Кирле, авăтланăп кӳрсет елĕ!.. (Ну, Кирле, утланса кăтарт-ха!..)
Вăл утланса пасар урамĕпе çаврăнса килет. Вырăна çитсен топ! тăратать лашине, тепĕр лаши, хуçа чăпăрккапа хăмсарнипе хăраса ӳкнĕскер... шарт! килсе тапать те, вăл, Кирле, ним пĕлмесĕр ывтăнса каять... Ик аяк пĕрчи хуçăлнă, çӳллĕ кăкăр хыçалалла хĕсĕннĕ... Вăл ĕлĕкхи мар: виç пăт çĕклесен те айăка темĕскер килсе чикет, ĕçлеме йывăр...
— Ну, Кирле, син авăр кĕшĕ... Ме сине йĕкĕрмĕ тенкке акчча та... ӳке кит, сан мине кирекми хасар... (Ну, Кирле, эс сывмар çын. Ме сана çирĕм тенкĕ укçа та... Килех кай. Халь эс мана кирле мар.)
Çапла вара вăл киле килет: аманнă. Ашшĕ вилет, тепĕр çултан — амăшĕ. Асаплана-асаплана кил-çурта пуçтарать те авланса ярать. Ĕлĕк, вăйлă чухне юратнă хĕрнех илет, Кĕтернене... Кĕтĕрне ĕлĕкхи пекех вăйлă, чипер... вăл ун пек мар, вăл вăйсăр, Кĕтернене хăйпе пурăнма йывăр килнине сисет вăл, хĕрхенет Кĕтернене — ĕçме пуçлать... Вара? Вара Кĕтерне вилет, ĕç ăшĕнчех вилет, ывăлне çуратнă каç та кăвас çăрнăран вилет. Ун çинчен ăна тухтăр каланă, пĕлекен çын...
Çапла вара, юратнă, вăйлă Кĕтерне кĕл пулса каять. Ак çак хуçăлса анакан кăвар пек хуçăлать, сӳнет вăл та, Кирле те... Мĕншĕн çавăн пек-ши? Мĕншĕн этем çак кăвар пекех хуçăлса анса кĕл пулать-ши, мĕншĕн-ши?..
Çук, ăна пĕлмест вăл, ăна никам та пĕлмест. Ăна Турă анчах пĕлет, Турăсăр пуçне ăна никам та пĕлмест. Çук, çук! Пĕлмест ăна никам та! Çылăх, çылăх ун çинчен шухăшлама.
— Христос тӳснĕ, хăйне пăталанине те тӲснĕ, пирĕн те тӳсес пулать, тăвансем...
Варсонофи атте пропповĕт каланă чухне яланах çапла калать, çавăнпа манман ун сăмахне Кирле те.
Тарăнтарах шухăша кĕрсе кайсан çав сăмахсене аса илет те чарăнать вара, е хăйне хăй ӳпкелесе хăйĕн çине хĕрес хывать.
— Вилмелле пулать, ун çинчен шухăшлас мар... айта, каçарах ĕнтĕ Тура, каçарах... Христос чăтнă, эпир те чăтар...
Тулти хапха чĕриклетсе илчĕ, ăна кура Кирле пичче те ура çине тăрса чӳрече умне пычĕ.
— Ак Кĕркури те çитрĕ, калаçăпăр ĕнтĕ халь...
Пĕчĕк алăк уçăлчĕ. Пӳрте çирĕп çамрăк кĕрет. Малахайне, кĕрĕк пиншакне хывса кăмака умне пырать. Аллисене ăшăтать.
— Хи! Кĕркури... Мĕн, унта, Никантăр Иванăча хирĕç темĕскер тăвать темест-и? — капла пуçлас мар тенĕ çĕртенех çапла пуçласа ячĕ Кирле пичче. — Эс мĕн, шуткă тесе пĕлетне-мĕн унпа çыхăнма, анкă-минкĕ!..
Хытă вăрçса пăрахас тенĕччĕ Кирле пичче, хытах ятлас тенĕччĕ, анчах... анчах: мĕн пулнă вара ун, Кĕркурин, куçĕсене? Мĕншĕн шăтарас пек пăхаççĕ вара вĕсем ашшĕ çине?..
Ывăлĕ Кĕркури çине лайăх нихçан та пăхман Кирле пичче. Паян малтанхи хут, пысăк ĕç çинчен калаçмалла пулнă пирки, ирĕксĕрех куçа-куçăн тăмалла пулнă. Ун умĕнче йăлтах пысăк çын тăрать, пысăк, тĕреклĕ çын. Куçĕсем те ача-пăча куçĕсем мар: унталла-кунталла вылямаççĕ, пĕр вырăнта, вăйлăн пăхса тăраççĕ: пысăк, хура куçсем, çитĕннĕ куçсем. Кирле пичче хыттăн: «Анкă-минкĕ!» — тесе каласа пăрахнă хыççăн вĕсем тата пысăкланчĕç...
Çакна кура Кирле пичче хытă пуçланă çĕртенех çемçелсе кайрĕ. Тулнă ăш-чик, ырашĕ трук юхса тухнă мих пек пушанса, лăштăрт! анса ларчĕ.
— Эс... ан çиллен те-ха...Кĕркури... Çапла пуçласа ячĕ вара Кирле пичче. «Ан çиллен», — тесе ывăлне малтанхи хут каларĕ.
— Айта, кала, атте, кала — çилленместĕп, ху ан çиллен. — Ывăлĕ кăмака умне пĕчĕк пукан лартса итлеме хатĕрленчĕ. Ашшĕ, темле, хăйĕнчен хăй çӳçенсе калама тытăнчĕ.
Паян ир Кирле пичче, каç çуса кайнă çӳхе юр çинче çăпата йĕрĕ туса, икĕ сурăха валли ыраш кĕлти антарса пама карта умне кайнă. Тăват кĕлте антарса тин çеç салатса пама тăнăччĕ, пăхать Кирле пичче... ун патне таçтан... Никантăр Иванăч пырса та тăнă.
— Сурăхсем пит нумай-çке сан?!
Кирле пичче ку сăмах мĕне пĕлтернине сиснĕ, конешнă... анчах мĕн тăвас тен? Çук пурнăçпа ним тума та çук. Мĕн каланине пурне те чăтса тухас пулать. Никантăр Иванăч каланă, пĕлекен, хисеплĕ çын... Ну, вара Кирле пичче шапкине хул айне хĕстерет те ун патне, Никантăр Иванăч патне, пырса пуç таять.
— Мĕн тăвас тен... Никантăр Иванăч... ĕрчемеç сурăхсем...
Никантăр Иванăч кулать, шăлĕсене кăтартать. Кулмаллиех те çук та ĕнтĕ, пурнăç начаррине Кирле хăй те пĕлет те ĕнтĕ, мĕн тăвас тен?! Ăçтан Никантăр Иванăча хирĕç калăн?
— Ĕрчетме пĕлсен ĕрчеççĕ вĕсем, сурăхсем... ĕрчетме пĕлес пулать, пурăнма пĕлес пулать, ял тăрăх кастарса çӳретме парас пулмасть ывăлсене ĕçлеттерес пулать, кама хисеплемеллине те вĕрентес пулать... Сан ывăлу вĕт вăл? Ăна сансăр пуçне кам вĕренттĕр, кам каласа патăр ăна: эпĕр мĕн ĕлĕкренех хисеплĕ çынсен шутĕнче тăнине?!.
Каллех тытăнчĕ Никантăр Иванăч... Каллех Кĕркури ăна хирĕç темĕскер тума пăрахсан кивçен илнĕ ыраша, килес çул вун виçĕ пăт памаллине, каçарасси çине çитрĕ.
— Çапла, ывăлăм, çапла: чипертерех ĕçлес пулать, тен, чăнах та, вĕсемпе пĕрлерех ĕçлесен, сурăхсем те ĕрчĕç... Эп, вçотки, аçу, манне те итлес пулать пăртак...
Аран-аран каласа пĕтерчĕ Кирле пичче. Ывăлĕ вăл каланă чух хăш-пĕр чух хĕрелсе, тепĕр чух такама хĕрхенсе кулни аташтара-аташтара пычĕ ăна. Темĕн чул ятламаллах, ывăла каланă пек калас тенĕ пулсан та, калаçса пĕтернĕ çĕре çемçе сас тата çемçелсе кайрĕ ун, Кирле пиччен. Сăмахĕсем çирĕппĕн тухмарĕç. Сăмахĕсем ывăлĕн чĕрине витмерĕç. Ăна часах сисрĕ вăл, ăна сиссех пĕр хĕвеллĕ куна аса илчĕ.
Ĕлĕкех, пĕр вун-вун иккĕре чухне, çуркуннехи кунсем чечексемпе сывланă чухне... ачасемпе çырма хĕрринче выляса çӳренĕ чухне пĕчĕк Кирле, çĕçĕпе ашкăнкалама юратаканскер, хăва хулли касса, ахальрен çеç вăл хулла нӳрлĕрех çĕре чиксе хăварнăччĕ; тепĕр çулне çав çинçе хăва хулли хăй хăва пулса кайнă, туратланса пĕтнĕ. Эп чиксе хăварнă çинçе хулах-ши вара ку тесе пĕлеймесĕр нумайччен анраса пăхса тăчĕ пĕчĕк Кирле. Хулă çавах пулнă, пĕчĕк Кирле лартниех: нӳрлĕ çĕрте хăва хулли пĕр çул хушшинчех хăй хăва пулса ларнă, пĕчĕк Кирле асăрхайман та...
— Чăн та, чăн та çав хăва пекех, çавăн пекех Кĕркури те... — тесе хăй тĕллĕн шухăшлать Кирле пичче, ывăлĕ çине тĕлĕнсе пăхса тăрать, хăйĕнчен вăтанать. Анчах мĕншĕн — пĕлмест, çук — пĕлмест.
— Эх, атте! Хăçан пăрахăн-ши эс мăшкăл айĕнче пурăнма, хăçан-ши?
— Хы! Ма мăшкăл!? Мăшкăл пулать-и вăл? — хытса, çирĕппĕн каласшăн пулчĕ Кирле пичче, анчах калаймарĕ; пĕрĕннĕ, ватă куçĕсем ывăлĕ пăхса тăнине чăтаймарĕç, пытанчĕç. Вĕсене ывăлĕ куçĕнчен малалла тухнă, сарăлнă çамка сыхлать.
— Эс, мĕн, сан ывăлу ху пекех пуянсене сутăнать тесе шухăшлатна-мĕн? Çĕлĕкне хул айне хĕстерсе вĕсем патне тайăлса пырасса кĕтетне-мĕн?! Эх, атте, атте...
Кирле пичче пуçне чиксе ларни кăшт хускатрĕ, чĕрене килсе чикрĕ. Çавна кура, ывăлĕ, Кĕркури, хытă калаçма пуçланă çĕртен çемçерех калама тытăнчĕ. Темĕскер ăнлантарать ашшĕне, темĕскер калать. Пит ăнлансах каймасть Кирле пичче. Темĕскерле хула çинчен: спичкă, сахăр, çитсă тăвакансем çинчен каласа кайрĕ. Вăрçă çинчен. Хула — выçă, вăрçăра çăкăр çук. Ялти пуянсем тыррисене пытарса усраççĕ: ирĕккĕн памаççĕ, вĕсене тытса илес пулать. Пулас саманашăн, телейлĕ саманашăн ним те хĕрхенмелли çук. Пуянсен тыррисене тытса илес пулать: спичкă, сахăр, çитсă тăвакансем патне ярас пулать, ялти чухăн, çăкăрсăр выçса пурăнакан çынсене парас пулать...
Тĕлĕнмелле: спичкă тăвакансемшĕн суха тăвакан айăплă-ши? Килччĕр те кунта суха хыççăн утчăр, спичкă тăвакансем утă çулччăр, лаша вити хырччăр. Ак, Кирле пичченех икĕ ят çĕр пур — тыт та сухала, выр, çап, сăвăр, çăкăрне пĕçер... Вăрçă?! Ара, ан вăрç! Кам хушнă вĕсене вăрçма? Çук, çук, Кĕркури йăнăшать. Мĕнле-ха апла: Никантăр Иванчăн тыррине илес те чухăнсене салатса парас? Маншăн вăл айăплă-и-мĕн? Маншăн вăл мар, маншăн Еччелти улшуç Пикмулла айăплă, вăл мана кăкăрсăр хăварчĕ, айăк пĕрчисĕр, Никантăр Иванч мар. Çук, темĕскерле пулса кайнă ку Кĕркури, темĕскерле...
Ывăлĕ те сисет ашшĕ ăнланайманнине:
— Ну, юрĕ, атте, тек калаçмăпăр, — тет те алăк патĕнчи кутник сакки çине кайса выртать. — Анчах эсĕ унта Никантăр Иванчăсемпе ман çинчен ан калаçса çӳре...
— Хы! Çаплах вĕсемпех хирĕçсе çӳрес тетне ĕнтĕ?!
Ывăлĕ чĕнмерĕ, аллине çеç сĕлтрĕ. Кирле пичче: «Вунă пăт мар-ха, вун виçĕ пăт...» — тесе шухăшласа мăрьене хупрĕ.
Унтан, çĕр çывăрмасăр темĕскер туса çӳренĕ ывăлĕ çине пăхса, вăл пуçне стена çумнелле туса çывăрса кайнă, — нумайччен пăхса тăрать те тăрук хăраса ӳкет.
«Асту, асту, Кирле! Ывăлна чармасан... эс те ывăлупа пĕрлех шăтăка çаврăнса ӳкĕн, асту!..»
Мĕнле аса илеймен вара вăл ăна паçăрах?! Çаплах, çаплах каларĕ вĕт Никантăр Иванăч!
Кирле пичче сак çине тĕшĕрĕлсе анать, такамран хăрать, кукленнĕ пек пулать. Çамки çине сивĕ тар пăчăртанса тухать...
...Çакăн пек хĕлле. Сивĕ кун. Йывăçсем шартлатаççĕ. Яла салтаксем килнĕ. Пасар вырăнĕнче халăх. Шăп тăрать. Пĕри те пĕр сăмах чĕнмест. Никантăр Иванăчпа салтаксем çеç халăх варринче шатлаттарса çӳреççĕ. Ик салтак аллинче накайккă, чĕн накайккăсем. Никантăр Иванăч халăх хушшинчен çынсене тытса парать: — Ак, çакă тата, ак, çакă! Студентсемпе пăлханнă!
Накайккăллă çынсем вĕсене шăла çыртса вĕтеççĕ. Лешсем юр çине йăванса каяççĕ. Юн. Шурă юр хĕп-хĕрлĕ пулса каять, йынăшаççĕ. Халăх чĕнмест. Шăп. Нумайăшĕ йĕрет. Никантăр Иванăч юнлă çынсем çине пăхса хаяррăн кулса тăрать...
Хăçан пулнă ку? Хăçан? Хăçан-ши?.. Нумаях та мар вĕт?.. 1905-мĕш çулта мар-и-ха?! Çапла, çапла, çавăн чухне. Сивĕ. Юн. Шурă юр хĕп-хĕрлĕ... А, халь те çавăн пек пулсан? Ыранах, каллех, Никантăр Иванăч урине малалла туса хаяррăн кулса тăрсан?!
Çамки çинчи сивĕ тара кăтрашка аллипе шăлса илчĕ Кирле пичче. 1905-мĕш çулта пулнă ĕç каллех тепĕр хут пулса пынăн туйăнать ăна. Такам мăя, ахаль те çинçе мăя йĕпетнĕ кантрапа пăвнă пек. Накайкка. Юр... Юн...
Кам, кам çĕнтертĕр вĕсене, Никантăр Иванăчсене? Кам?! Çук, никам та çĕнтерес çук. Халех, çак кунсенчех салтаксем илсе килет те вăл...
Каллех çамки çинчи тарне шăлса илчĕ Кирле пичче. Чĕтрекен аллисемпе чĕлĕм тултарма пуçларĕ. Тĕрĕс, тĕрĕс, кун пек йĕрке пулас çук. Турă курать пуль-çке саманана, курать пуль... Варсонофи атте калашле, Турă халь çакăн пек самана туса этемлĕхе сăнать, кам ăçта каять: кам шуйттан çулĕпе, кам Христос çулĕпе... Сăнать те, вара ĕлĕкхи йĕркех лартать... Вара: накайккă, юр, юн... Никантăр Иванăч пĕр урине малалла туса вĕсенчен, шуйттан çулĕпе кайнăскерсенчен, хаяррăн, шăла кăтартса кулса тăрать... Ман ывăл та унтах, эп те унтах...
Вĕçсе çӳресе, çулне-йĕрне пĕлмесĕр, шăна, эрешмен картине пырса лекет. Тухаймасть унтан. Тапалана-тапалана урисене тăсса ярать вара. Вилет шăна... Пĕлет ăна Кирле пичче, шăна эрешмен картине пырса çапăннине ĕмĕр тăршшĕнче темĕн чул та курнă. Яланах шăнине айăпланă вăл. Шăни хăй айăплă. Шăни хăй вĕçме пĕлмесĕр, çулне-йĕрне пĕлмесĕр çӳрет, хăй пырса лекет эрешмен картине. Ăна, шăнине, хĕрхенмелли çук! Этем те çавах: пурăнма пĕлмесĕр асапланать, пурăнма пĕлмесĕр патак çиет, накайккă та лекет. Кам хушнă ăна, Кĕркурие, Никантăр Иванăчпа хирĕçсе пурăнма? Кам хушнă? Вăл айăплă пуль çав уншăн, ашшех, Кирле пиччех. Никамăн та мар, унăн ывăлĕ! Кам пăхмалла Кĕркури хыççăн? Ашшĕпе амăшĕн пăхмалла. Ăна Варсонофи атте те çапла калать. Тĕрĕс вăл. Кĕркури хыççăн та ашшĕн, Кирлен пăхмалла...
Куççуль килсе тухрĕ Кирле пиччен. Ватă, пĕрĕннĕ пит çăмартисем тăрăх юхса анса шуралнă, чĕтрекен сухалсем çинче чарăнса тăчĕç вĕсем... икĕ пĕрчĕ вĕри куççулĕ.
Ывăлĕ çывăрать. Курмасть ашшĕн куççулĕсене. Тен, вĕсене курсан, Никантăр Иванăчпа хирĕçме те пăрахĕ-и?!
Начар çав вăл, Кирле пичче. Ку таранччен ывăлне те чарайман, начар... Мĕн тăвас ĕнтĕ халь? Варсонофи атте патне кайса канашламалла мар-ши? Вăл пулăшĕ вĕт? Пулăшаканччĕ...
Хăвăрт тăрать, сиплетнĕ кĕрĕк, çĕлĕк тăхăнать те Кирле пичче алăк хыçĕнче çухалать. Сĕтел çинче — манса хăварнă чĕлĕм. Тата силленсе юлнă икĕ пĕрчĕ вĕри куççулĕ çăкăр тĕпренчĕкĕсем ăшне сăрхăнаççĕ. Пӳртре пĕр мехеллĕхе шăп пулать. Унтан хĕлле те вилме юратман шăрчăк таçта, те кăмака айĕнче, те сак айĕнче юрласа ярать. Ун хыççăнах Кĕркури тепĕр майлă çаврăнса выртса:
— Клавье, Клавье!.. Хуть те мĕн каласан та, сан аçу пӳтсĕр, калама çук пӳтсĕр çын, — тесе хыттăнах çухăрса ячĕ. Тепĕртак тăрсан çемçен:
— Эс... ан çиллен, Клавье, уншăн, ан çиллен!.. Клавье...
Кирле ывăлĕ аташма чарăнать. Шăрчăк тата хытăрах юрласа ярать...
II
Ял çине такам курăнман алăпа шурă çутă тутăр килсе витрĕ. Çуртсем хура çутă йăмрасем ăшне пытанчĕç: шăннă чӳречесем витĕр вăрттăн, пĕрер çутă куçпа урамалла йăпшăнса пăхаççĕ. Çӳлте уçăлса хупăнакан çăлтăрсем хушшинче вĕсен кĕтӳçĕ — уйăх, сарă сухаллăскер, çăлтăрсене шутласа çӳрет. Мăн кăмăллăн, ерипен шуса, вăхăчĕ-вăхăчĕпе таçта кайса çухалать те — каллех ярăнса тухать.
Илемлĕ ир. Калама çук илемлĕ. Çĕнĕ юр, шăп çилсĕр çанталăк, карта хĕрринчи улăм кĕлĕн хура тĕмĕсем, çулланмасăр, йывăр шухăша кайнă пек, чĕнмесĕр ларакан пахчасем, çĕр çумнех лăпчăннă çырмари улахлă мунчасем, çырма вĕçĕнчи хăй тĕллĕн шăнкăртаттарса юхакан шыв, сайра хутра тĕттĕме çурса каякан купăс сасси. Пурте, пурте илемлĕ, çав вăхăтра шухăша яраççĕ, чĕреллĕ этеме хăйсем çине пăхтараççĕ, хăйсем çинчен шухăшлаттараççĕ, чĕре варрине темĕскерле ăшшăн çунакан япала хурса чĕрене хастаррăн таптараççĕ... Эх, лайăх-çке çакăн пек чух пĕр-пĕр вăрттăн хапха умĕнче е çын иртсе çӳремен кĕлет умĕнче юратнă савнипе калаçса тăма, ун хĕрелсе шуралакан пичĕ çине пăхма! Хура, вăрăм куç хашакисем çине айăккăн вĕçсе кĕрекен çемçе çутă юр пĕрчисем ӳкеççĕ. Вăл куçне хупать. Илемлĕ, юратнă куç хашаки (куç харши) çинчи юр ирĕлет. Вăл каллех вăтаннă пек пулса сан çине пăхать... Эсĕ ăна калатăн, тем çинчен те калатăн... Вăл итлет, итлет... Çамрăк кăкри çӳлелле çĕкленет. Шурă, çитсă тутăрлă пуçĕ ерипен сан кăкру çине йăванать... Çав вăхăтрах уйăхĕ ăшăнса пĕлĕт айĕнчен ярăнса тухать, таçта итем хыçĕнче çăлтăрĕ çиçĕнет, унтах аякра та мар çырмари çăл тем çинчен, те хăй тăлăххи çинчен, те хăй умне усăнса аннă йăмра çинчен — уçă саспа кĕвĕлет, уçă саспа, хурлăхлăрах юрă... Чăтаймастăн вара эс те: кăкру çинчи савни пуçне ху патнарах чăмăртатăн, саватăн. Эх, лайăх-çке, илемлĕ, ăшă...
Анчах ку кунта çеç, ялта çеç... Ялта çеç пĕччен кĕлетсем, хапха умĕсем. Кунта, ялта, юр шурă, тен, таçти аякри юрсем шурă мар? Тен, вĕсем этемлĕх юнĕпе хутшăнса пĕтнĕ? Тен, вăл вырăнсенче кунти çутă çăл вырăнне, шăнкăртатса, пĕччен юхакан таса, çутă шыв вырăнне çăл таканисем тăрăх çакăн пекех шăнкăртатса этемлĕх юнĕ юхать? Тен, çакăнти пĕччен çăл та хăйĕн хурлăхлă юррипе çавсем çинчен калать?.. Тен, унта уйăх та кунти пек мар, ăшă, кăмăллă мар?! Тен, унта çăлтăрсем те çук? Кунта ак карта айĕсенче улăм кĕлĕн тĕммисем хуралса выртаççĕ, тен, унта, çавăн пекех юра хуратса, киле ватă ашшĕпе амăшĕсене, çамрăк арăмĕпе алăри ывăлĕсене пăрахса хăварнă çынсем выртаççĕ?! Шурă юр çинче юнĕ хытса кайнă, хăйĕнчен кăшт аяккарах винтовки выртать... Ох, тискер, тискер! Илемлĕ каç хăрушланса каятъ, çырмари хура мунчасем тăшманăн курăнаççĕ... эсĕ вара, ирĕксĕрех, кăкру çинче ăшшăн выртакан савни пуçне хыттăн сирсе яратăн. Савни тĕлĕнет, кăшт хĕрелсе кайнă пек пулать... Анчах ун çине пăхмастăн, ун илемлĕ, хура куç хашакисене юратан пулсан та... çав тăлăххăн выртакан, хуçинчен тăлăха юлнă винтовка сана чĕннĕнех, çухăрса чĕннĕнех туйăнать... Пурнăçшăн çапăçаççĕ халь, пурнăçшăн. Е пурнăç, е вилĕм!..
Каятăп, пурпĕрех каятăп! Кунти ĕçсене пĕтеретĕп те — вăрçа, Колчака хирĕç!..
Шухăш айĕнчен тухса пуçне çӳлелле çĕклерĕ, ура айĕнчи юр хыттăн кăчăртатма тытăнчĕ. Кам вăл?
Вăл Кĕркури. Кирле пичче ывăлĕ. Малти каса улаха каять... Çул хытă, çутă çул аякра. Çул çырма урлах каять. Çул, çырма урлă каçса, тепĕр çырмари мунчана илсе пырать.
Улах. Икĕ хĕр лавкка умĕнче сак çинче, виççĕшĕ лавккана хирĕç, пĕчĕк чӳрече умне ик пукан çине хăма хурса ларнă. Каччăсенчен пĕри алăк янаххи çинче, иккĕшĕ лавккапа хăмаран тунă сак хушшинче пĕр пукан çинче лараççĕ. Хĕрсем пурте кĕнчеле арлаççĕ, кĕнчелисем тӳпене тĕртĕннĕ. Каччăсем, пукан çинчисем, чĕлĕм туртаççĕ, алăк янаххи çинчи çыврас килнĕрен çăварне карса ларать...
Темĕншĕн чĕнмесĕр лараççĕ. Шăп йĕкесем çеç пĕтĕрĕнеççӗ, вăхăчĕ-вăхăчĕпе урайне тăрăнса кăрррр! çаврăнса ухса каяççĕ. Тата хура пăралук çинче çакăнса тăракан трупасăр лампă, те краççын начартан, те урăххишĕн, хăйне хăй лăпăртатса ларать. Урăх нимĕн те çук, нимле сас та...
Ирĕксĕрех хĕрсем те, каччăсем те иртнĕ çулхи улахсен вăййисене аса илеççĕ. Ташă, кулă, купăс, урай чĕтренет, чӳречесем чĕтренеççĕ, пӳрт тӳпинчен тăпра юхать, — çук, пурпĕрех чарăнмаççĕ ташлама, кулма, ахăлтатма... Кăмака çинчен Хветле инке анать: ара, ачасем, ишлет вĕт çурт, ишлет, иртсе каякан мĕн калать?!
Çук, ăна та итлемеççĕ: ташлаççĕ, сикеççĕ.
Халь ун пек мар. Халь темшĕн шăпланнă çамрăк та. Мунчара ĕнтĕ: ташлама, сикмех вырăн та çук, çаплах, мунча улаххинче те хальхи пек ларман ĕлĕк. Купăсĕ, кулли пулнă, иçмасса. Халь çук, халь кулмаççĕ.
— Ара, хĕрсем! Çывăрса каятăп вĕт. Каласа парăр-ха, шуйттан çине, мĕн те пулсан... Клавье, эс юрра маçтăр, юрласа яр-ха пĕрре.
Пуçа усса ларнă çĕртен пурте Клавье çине пăхаççĕ. Клавье лавкка умĕнчи сак çинче йĕкине çĕрелле антарса пырать.
Кăлтăрт! туса кайрĕ паçăрах тулнă йĕки. Анчах хăй нимĕн те чĕнмерĕ. Хăйне чĕннĕрен алăк умне çеç пĕрре çаврăнса пăхрĕ. Çавăнтах куçĕсене шурă саппунĕ çине антарчĕ. Пăхмасть никам çине те.
— Юрла ĕнтӗ, Клавье, нумай пулать сан сасса илтменни...
Каллех чĕнмест Клавье. Чĕнес вырăнне хăйĕн умне аннă вăрăм, хура çивĕтне каялла ывăтса ячĕ те, тутăрне çамки çине антарах парса, куçĕсене хупларĕ.
Юрлама ыйтаканĕ чарăнчĕ. Чĕнмерĕç ыттисем те. Ăçтан чĕнĕн? Клавье юлашки кунсенче чистиех хăрса кайнине пурте пĕлеççĕ. Куçĕсем çине те, темле, хĕрлĕ сăн çапнă. Утти те ĕлĕкхи мар — çăмăл мар, темле, пуçне чикерех утма пуçларĕ. Мĕнле те пулин хуйхă пурах ĕнтĕ Клавьен, пурах. Анчах мĕнлине кам пĕлет? Çын чĕри ăшнех кĕрсе тухма çук-çке-ха, çын чĕри мунча мар-çке-ха. Мунчана эпĕр кашни çĕрех кĕрсе тухатпăр, чĕре ăшне — çук, кĕрейместпĕр. Çын чĕри ăшне мар-ха, хамăрăнне пĕлместĕн хăш чух. Чĕрере темĕскер пур, ăна пĕлетĕн. Темĕскер вăркăшать унта: вĕриленсе каятăн, карланкă тĕпне, темле, йывăр япала килсе тăрать, уççăн сывлама чарать... А, мĕн вăл? Мĕншĕн çапла? Çук, ăна пĕлейместĕн те вара. Туллашса çӳрен-çӳрен те вара... лăпланан. Лăпланĕ-ха Клавье те... Хăçан та пулсан каллех юрласа ярĕ, каллех аван пулĕ, каллех кулăпăр, савнăпăр. Ай, лайăх-çке ĕнтĕ сасси те. Хăй те лайăх та ĕнтĕ Клавье... сăнран та, чĕререн те лайăх та, пуян çын хĕрĕ, Никантăр Иванăч хĕрĕ пулсан та, пирĕнпе те калаçать те, çапах сассине хăйĕнчен те лайăх теес килет... Шыв пек, шыв пек юхать-çке ĕнтĕ сасси, чĕре варнех пырса лекет... Хăш чух тата, савнăçлă юрă юрланă çĕртех, сасартăк хурлăхлă юрă юрласа ярать те, нимле те чăтаймастăн, пĕр тумлам та пулсан куççулĕ кăларать-кăларатех санне, хăй те тутăрне, хальхи пек, çамки çине антарать ун чух..
Ах, кама кайĕ-ши çав Клавье, кам ырă курĕ-ши ĕнтĕ унпа? Çав Кирле Кĕркурипех тур çырнă-ши, е урăххипе-ши?! Ма, Кĕркури те начарах мар вĕт... Чухăн та ĕнтĕ, çаплах... Тульккĕ Кĕркури, темме, ытти каччăсем пек мар вăл. Хăй çамрăк, çирĕмре çеç, пысăк çынсемпе, ватă çынсемпе хутăшса çӳрет...
Леш ухмахсем, сухаллисем те итлеççĕ тата хăйне. Вăл хушнине пурне те тăваççĕ. Кам-кам унта, леш, комитет петнотти текеннинче?.. Трапхин Ваççи... пулас-ха унта, вăл, кăвакара пуçланă сухалпах-ха... Вара унта, тата, леш хайхи, салтакран аманса таврăннă Микка Мирунĕ, тата... Никантăр Иванчă патĕнче рапотникре пурăннă Упа Иванĕ, тата тепри — мĕнпурĕ Кĕркурипе пиллĕкĕн пулас-ха вĕсем, — тата тепри... ара, камччĕ-ха? А? Ара, матрусра пулнă, — Мериккăра та пулнă эп, текен, Калука Куçми тата... çавă, çавă. Вот, пурте авланнă çынсем вĕсем. Авланманни çав Кĕркури çеç унта... Паян та вĕсем пăлхатса çӳренĕ терĕç пулас-ха. Чиркӳ старостинне икçĕр пăт шыраса тупса станцăна ăсатнă тет... Клавьесен ашшĕнне, Никантăр Иванчăнне тупайман, кăнтăрларан пуçласа мĕн хĕвел аничченех шыранă тет те, анчах тупайман тет...
Ах, тĕлĕнмелле Клавьерен те... Кĕркури хăйсем патне пырса туй куçарса çӳрет, çаплах юратать вĕт çавна... Кĕркурирен те тĕлĕнмелле: хăйĕн пулас хунĕнне ырашне пуçтарса каясшăн... Усал пуль çав Кĕркури, усал пуль... Ытла та нихçан та кулмасть. Клавье çумне пырса ларсан та сахал калаçать, чĕнмест. Клавйи те çапларах... Çук, ун пекех марччĕ-ха вăл Клавье те... халь, çак кунсенче ытла улшăнса кайрĕ. Те ашшĕсем пĕлнĕ вара вăл Кĕркурипе çӳренине? Ыйтасчĕ, пĕлесчĕ... Çук, ыйтас мар: ун пек чух пырса чăрмантарсан пушшех хурланать çын, пушшех...
Сисет Клавье те хĕрсем ма чĕнмесĕр ларнине. Пĕлет вăл, лайăх пĕлет тантăшĕсем хăй çинчен шухăшланине. Хĕрсем хăйне юратнине те лайăх пĕлет: «Мана хурлантарасшăн мар вĕсем, кулса, ахăлтатса мана хурлантарасран хăраççĕ. Эх, хĕрсем, тен, эсĕр юрласа ярсан мана та кăшт çăмăл пулĕччĕ... Хурлăхлине юрлăр та, куççуль кăларса илсен, лăпланăп та-и, тен»... Анчах калама хăяймасть ун çинчен Клавье, çăвар уçнă чухах çухăрса йĕрсе ярасран хăрать. Ытла та тăвăр чĕрене, ытла та.
Çуллан юлашки кунĕсем. Çырма хĕрринчи вăйă вырăнӗ умне ватă хурама çулçисем тăкăнаççĕ. Ватă хурама! Çулла савнипе ларнине те аса илтерет вăл. Пахчара юрлама, ĕмĕр тăрăшса юрлама çуралнă шăпчăк юрласа ярать, унпа ташласа юрлас килет. Сан хăвăн кайăк пулас килет, калама çук çӳллĕ йывăç çине ухса, пĕтĕм тĕнче илтмелле юрлас килет...
Савни ура çинче, атте ура çинче,
Атте пуртă тытнă, савни — кинжал.
Атте пуртă çĕклет, савнин кинжал çиçет...
Калăр, тантăшсем: кам усал?!.
Юрласа парасчĕ çак юрра тантăшăмсене... Мĕн калĕç-ши вĕсем? Хăшне усал тейĕç-ши?! Çук, юрлас мар, чĕре çумĕнчех вырттăр. Пĕччен, пĕччен ăçта та пулсан юрлăп: е ирпе шыв ăсма тухсан, е, ак халь, улахран таврăнса тӳшек çине выртсан, юрлăп. Пĕччен, пĕччен, никам та илтмелле мар юрлăп!
Вăрман ути çулаççĕ. Илемлĕ вăрман, ахаль те илемлĕ. Ăçта каласа пĕтерĕн ун илемĕ çинчен? Шурă, тĕрленĕ кĕпесем, шурă тутăрсем, кайăк сассисемпе пĕрле хушăнса каякан урапа çинче выртса юлнă ача сассисем, çаван кĕмĕл сасси, унта-кунта дачака пеккинче чĕриклетсе каякан урапа, — çаксем пурте татах илемлетеççĕ, татах уçăрах тăваççĕ ахаль те илемлĕ вăрмана... Кăмăл килсе çĕкленнипе вăл çулма пăрахнă, ыттисенчен пăрăнса ката хушшине кĕнĕ. Вăрманти сасса итленĕ. Унтан хăй те, чăтаймасăр, юрласа янă:
Илĕртет çамрăка ман ик çивĕт,
Илĕртеççĕ шăрçа пек куçсем.
Хама илĕртет уяр пĕлĕт,
Илĕртеççĕ вăрманти сасăсем...
Шĕшкĕ çулçисем сирĕлеççĕ. Вăл тăракан ката хушшинчи пĕчĕк уçланка ют çын... Кĕркури тухса тăрать.
— Чăнах та, Клавье, çивĕтӳсем те илĕртеççĕ, куçусем те... Анчах, вĕсенчен питрех, мана сан сассу.
Çулла утă вăхăтĕнче пулнă ĕç темшĕн чĕрене килсе чăмăртанăран çĕре лекнĕ йĕке кăлтăррр! турĕ те аркă «чĕрçи» çине ухас вырăнне мунча урайне йăванса кайрĕ. Хĕрсем, ăна сисрĕç пулсан та, чĕнмерĕç. Алăк янаххи çинче çывăрса кайнă каччă, пĕр йĕке ĕçлеме пăрахнине сиссе, куçĕсене уçрĕ...
— Эх, хĕрсем, пулмасть сирĕнпе ларса. Ни юрламастăр, ни калаçмастăр. Тепĕр улаха каяс луччĕ.. Айтăр, эсĕр пымастăр-и Анаткаса... Илле, Керки, айтăр?!
— Çук, пымастпăр-ха, эпĕр...
Ик каччă, Иллепе Керки, пĕр-пĕрин çине пăхса илчĕç. Алăк янаххи çинчи тухса кайрĕ.
Ма каймаççĕ-ха кусем, Иллепе Керки? Паçăрах килчĕç те ларчĕç, хăйсем нимĕн те чĕнмеççĕ. Ни савни тавраш çук кунта вĕсен, ни ратне тавраш... Чăнах, ку улаха пит килекен марччĕ-çке вĕсем. Килсен те çавăнтах тухса каяканччĕ. Ма паян уйрăмах нумай ларчĕç-ха вĕсем?!
Кама та пулсан кĕтмеççĕ пуль-çке?!
— Илле, Керки.. Сирĕн хăвăр енче улах çук-и-мĕн?
— Пур-çке... Ма ыйтатăн эс ун çинчен?! Мĕн, сирĕн патăрта ларма та юрамасть-ши-мĕн-ха пире?
— Ара, вĕсене Кĕркури çеç кирлĕ вĕт, пĕлместне вара эс ăна, Керки?!
Клавье, Кĕркури ятне асăнсан, темле çӳçенсе илчĕ. Ытти хĕрсем, Иллепе Керки калаçма тытăнсан, çавăнтах вĕсенчен эрех шăрши çапнине сисрĕç...
Ара, вĕсем мĕн шырама ĕçнĕ-ши? Ăçтан тупнă-ши ĕçкине?! Кам ĕçтернĕ-ши? Халăх тавраш пухăнман-ха ку яхăнта тата халăх пухăнсан та, мĕнле эрех ĕçĕн халь?! Кĕркурисем ним тусан та ĕçтерес çук халăх çинче. Эрехне хăть тупма пулĕ ăна темĕнле самантра та. Чăнах, кам ĕçтернĕ-ши? Тата, иçмасса, ачисем ытла шанчăклисем мар-ха... Илле хăй амăшне хĕнесе вĕлернĕ теççĕ. Керкийĕ кашни çăварнирех, юнлă çĕçĕ тытса, ахăрса çӳрет. Кам пĕлет: тен вĕсем кама та пулсан хупăрласшăн?!
Анчах чĕнмереç хĕрсем. Эрех шăршине сиссе сасартăк хăраса ӳкрĕç. Темшĕн Клавье çине пăхаççĕ, темшĕн Клавьепе калаçса илес килет хĕрсен. Темĕскер сисеççĕ хĕрсен чĕрисем. Пĕр-пĕрин çине, темĕскер кĕтнĕ пек, пăха-пăха илеççĕ.
Хĕрсем пăшăрханма тытăннине Клавье те сисрĕ. Иллепе Керки ӳсĕррине паçăрах пĕлет вăл, паçăрах... Ун чĕри тахçанах юнпа килсе тулнă. Паян ирпе, итеме улăм кĕлĕ тăкма тухнă хыççăнах тапраннă ун чĕри, ахаль те, çурăлса каяс патне çитсе, чĕри ун пушшех тăвăрланнă.
— Атте Иллепе Керкипе çыхăннă пулсан ыр япала пулас çук ĕнтĕ, пулас çук...
Ахаль çеç калаçмалла пулнă пулсан, ма итем хыçĕнче калаçмалла?! Ах, Кĕркури, Кĕркури, мĕн тăватăн эс? Мĕншĕн аттепе çыхланмалла пулнă çан, мĕншĕн? Ытти çынсем, хулари çынсем, выçă вилеççĕ пулсан, вĕсем патне тырă ăсатма яма ялта урăх çынсем çук-и-мĕн? Сансăр пуçнех нумай вĕт, сансăр пуçнех... Ах, Кĕркури, ма çавăн пек-ши эс? Ма пĕр-пĕринпе вăрçмалла-ха, ма вăрçмасăр, çапăçмасăр пурăнма юрамасть?
Чăтаймарĕ Клавье. Темĕн чул чăтас тесен те чăтаймарĕ. Лавкка çумне тайăнса çухăрса йĕрсе ячĕ. Хĕрсем пурте кĕнчелисене пăрахса ун умне купаланчĕç.
III
...Вĕçĕ-хĕррисĕр тинĕс! Каç пулса килет. Хуп-хура, хăрăм пек хура пĕлĕтсем явăна-явăна çӳреççĕ. Малтан ерипен, кайран калама çук тискер пăрлă çумăр килсе çурĕ. Ахăрать çил. Вĕçĕ-хĕррисĕр тинĕс çĕкленсе кайрĕ. Ярăнчăк пек ярăнать тинĕс, пĕрре çӳле-çӳле-е ухса каять, тепре калама çук тарăн, тискер шăтăка килсе анать. Пăрлă çумăр, асамăçлă, ахăракан çумăр çаплах çăвать. Çыран курăнмасть, ниçта та пĕр çутă та çук. Тинĕс тата хаярланать, ак халь çăтса ярать пĕчĕк луткăна, халь анса каян тинĕс тĕпне... Ăçта пулăшу? Кама çухăрас? Кам çăлĕ? Мĕнле çын, çак тискер тинĕсе тухса, сан пата пырĕ?
Ак, ак, пĕчĕк лутака ăшне пĕр пуçĕнчен шыв кĕчĕ. Ак, тата тепĕр хут пĕтĕмĕшпех лутка урлă каçса кайрĕ. Çур лутка шыв! Вăй пĕтнĕ, кĕсменсем алăран вĕçерĕнесшĕн. Çухрасчĕ, сас тухмасть. Сасса тинĕс çăтса янă. Ак, ак, тепĕр тискер хумĕ явăнса пырать. Лутка урлă каçса кайрĕ. Хăйпе пĕрле пуçри шлепкене, хăрах кĕсмене илсе кайрĕ... Мĕн курас? Тепĕр хумĕ илсе каять вĕт хăйне те?!
— Пулăшă-ă-ăр! Пута-атă-ă-ăп!..
Ак, чăнах та тепĕр хум, хăй çине сиксе пыракан тискер хум, луткана çавăрса пăрахать...
— Пулă-а-а-ăр!.. Та-а-тăп-ăп!..
...Сак çинчен çĕре персе анчĕ... Кĕркури. Ай? — тесе йынăшса ячĕ те куçне уçрĕ...
Ăçта вăл? Шыв, тинĕс çук-çке... Пăрлă çумăр та çук. Чăнах, ăçта вăл?..
— А, ой! Ой!.. Мĕн ку... ман аякра? Мĕн чикет?.. Ăçта эп, ăçта? Хăйсен пӳрчех мар-и ку? Çавах вĕт ку, çавах... ак, ак, чейник те унтах... Кăмака та, тенкел те, сĕтел те, крушкă та.
— Атте ăçта вара, атте... Пастай, пастай... мĕн пулнă мана... А-ой! Ой! Тăма хăтланса, каллех çĕре персе анать Кĕркури. Куçне хупса нумайччен выртать...
Унтан пӳрте васкаса Кирле пичче кĕрет. Çара пуç. Çӳç-пуçĕ тусса пĕтнĕ. Аллинче кăкшăмпа сĕт... Ăна хăвăртрах сĕтел çине лартать те ывăлĕ çумне пĕшкĕнет. Сиксе чĕтрекен алăсемпе пуçне çĕклет. Кĕркури каллех йынăшса, йывăррăн пуçне усать...
— Атте... атте?.. Мĕн пулнă мана, мĕн пулнă?..
Ашшĕ чĕнмест. Чĕнес вырăнне пĕрĕннĕ куçĕсене хăвăрт-хăвăрт хупса уçрĕ те ывăлне çĕклеме хăтланать...
— Ой!.. атте... ан тив... хамах тăратăп, хамах...
Тепĕр минут асаплана-асаплана вырăн çинчех выртать. Ашшĕ чĕтресе, калаçма та пултарайманскер, ывăлĕ умне крушкăпа сĕт илсе пырать...
— Пастай... пастай... Мĕн пулнă мана, мĕн пулнă?.. Тинĕс, шыв, лутка... пăрлă çумăр... тĕлĕк пуль-çке вăл...
Аяка темĕскер вăрăммăн килсе чикнĕрен куçа хупса, темĕскер аса илесшĕн тăрăшать Кĕркури.
...Илемлĕ çĕр... Çĕнĕ юр. Карта хĕрринчи улăм кĕлĕн тĕмĕсем. Уйăх. Çăлтăрсем. Çырмари шăнкăртатса юхакан çăл. Çырма урлă каçнă. Тепĕр çырмана пынă. Улах. Хĕрсем. Клавье. Илле... Керки...
— Ой! О-ой!
Каллех ăнсăр пулса каять Кĕркури. Кирле пичче крушкине сĕтел çине лартса пĕртен-пĕр хуралнă турăш çине пăхса хĕрес хывма тытăнать. Чĕнмесĕр, хăш-пĕр чух сассăр пăшăлтатса кĕлтăвать... Чӳрече умне сивĕ, шартлама сивĕ кун пырса тăнăн. Чӳрече умĕнчи йăмра шартлатса çурăлни пӳртех илтĕнет. Çавăн пекех, чӳречерен вĕçерĕннĕ чӳрече хуплашки те вăхăчĕ-вăхăчĕпе шăт-шат! тутарать. Сивĕ çил урамра...
— Атте, атте...
Кирле пичче, кĕлтума пăрахса, крушкăпа сĕте каллех илет те чĕннĕ çĕре пырать.
Вăл ним тума аптранă. Вăл капкăна лекнĕ кайăк пек. Такам кăкрине килсе хĕстернĕ унăнне. Хĕстернĕ те: ни вĕлермест, ни ямасть...
Каç, çăкăрпа тăвар çисен, чей ĕçсен, çывăрма тесе кăмака çине ухнă вăл. Çывăраймасăр нумайччен йăваланса выртнă. Шăп пулнă. Çанталăк та шăп, илемлĕ пулнă каç. Нимле сас та çук урамра. Ăна вăл çывăрса каяймасăр, темиçе хутчен те тула тухса кĕнĕрен лайăх астăвать. Пӳртре те çавах, шăп пулнă. Вăл хăй пуçа тĕрлĕ шухăшсем çĕмĕрнĕрен ахлатнă та, тата кăмака хыçĕнче хура таракансем кăшăлтаткаласа çӳренĕ...
Автансем те авăтса янă. Вăл çаплах çывăрайман. Сиснех пулнă пуль çав чĕре темĕскер пуласса...
Шавла-шавла хапхана чĕриклеттереççĕ. Темиçе ура васкаса алкумне ухать. Пӳрте уçаççĕ... Камсем? Мĕн пулнă унта? Кама сĕтĕрсе кĕртеççĕ?»
Кăмака çинчен аннă та, унта: хĕрсем, ачасем, тахăшĕ — пĕр хĕрĕ çухăрсах йĕрет.
— Ĕх-хах-ха-а-а-ах! Самана-а-а...
Мĕн чул каламан-ши Кĕркурине: ан çыхлан вĕсемпе, Никантăр Иванчăсемпе тесе. Вĕсене этем ывăл-хĕрĕ çĕнтерĕ-и?! Çук, çĕнтерес çук вĕсене... Ав мĕн туса пăрахрĕç ĕнтĕ? Вилет вĕт Кĕркури, вилет... Эх, пĕтерет-çке пурăнма пĕлменни те.
— Тем курăн-ха ватăлмалăх кунта, тем курăнăн...
Чикнĕ те пăрахнă. Мĕн тăвас тен ĕнтĕ вĕсемпе?!
Сисет çав чун, сисет. Ахальтен мар ăш вăркаса çӳрерĕ-мĕн. Чистиех вилсе каймасан юрĕччĕ, иçмасса... Ой, аташрĕ-çке ĕнтĕ каç, асапланчĕ... Ах, мĕн тĕрлĕ йĕчĕ-ши тата хĕрĕ, Никантăр Иванăч хĕрĕ...
Ытти хĕрсем тухса кайрĕç. Вăл, çав тери пуян çын хĕрĕ, кунта, ун пӳртне, ун ывăлĕ умĕнче юлчĕ. Çĕрĕпех ларчĕ. Çĕрĕпех йĕчĕ. Йăпатас тесе темиçе хутчен те çăвар уçнă та... Çук, йăпанмасть. Çав тери пуян çын хĕрĕ мĕн курнă-ши ĕнтĕ ман ывăлра? Мĕншĕн çавăн пекех, çĕр çывăрмасăр йӗрсе лармалла пулнă-ши?!
Паян ир килсе çитсен: ăçта пултăн эс тесен, мĕн каларĕ-ши ĕнтĕ ашшĕне, мĕскĕн?!
— Атте, атте. Ма чĕнместĕн çак эс?
Каç пулса иртнĕ ĕç, Клавье куççулĕ чистиех пăвса илет Кирле пиччене: аллисем сиксе чĕтреççĕ, крушкăри сĕт çĕре тумлать, куçĕсем хăвăрт-хăвăрт хупăнаççĕ, крушка çине тăкăннă сĕт тумламĕсем вырăнне куççулĕ тумлать.
— Атте, атте. Ма чĕнместĕн? Ма йĕретĕн?..
Тăма хăтланать Кĕркури, анчах тăраймасть. Ашшĕне хăй çумне ларма кăчăк туртать, ашшĕ курмасть. Йывăрланса çитет вара, куçне хупать Кĕркури: ерипен лăпланса çывăрса каять.
IV
Вăхăт нумай иртнĕ. Хыçа пĕр эрне юлнă: çиллĕ, тăманлă сивĕ кунсем... Анчах эрне иртсен тата сивĕрех кунсем пуçланса кайрĕç. Самани те тискер, çанталăкĕ те тискер. Урам тăрăх пынă чухне сухал хăй çине тĕрлĕ шăрçасем çакать, урари çăпата чул пек хытса каять.
Пасар вырăнĕ. Никантăр Иванăч çурчĕ умĕнче тулли халăх. Пĕрре калаçса хурт пек кĕрлесе яраççĕ, тепре лăпланаççĕ: хытнă çăпатасемпе сăран алсисене пĕр-пĕрин çумне çапса сиккелесе тăраççĕ. Сивĕ. Питĕ сивĕ. Сухал çинчи пăрлă шăрçасем янаха чĕпĕтеççĕ. Хăлхасене тăм илет.
Çирĕм лав ыраш. Çирĕм çуна. Пĕр вĕçĕ, аякри, пĕччен ларакан пасар кукри патнех çитнĕ, тепĕр хыçри вĕçĕ — Никантăр Иванăч хапхи умĕнче.
Чĕри-и-ик, чĕри-и-ик!.. тăваççĕ çуна тупанĕсем. Темĕскер ыратнă пекех йынăшаççĕ. Шăннă, çунана кӳленнĕ лашасем чĕтреççĕ. Урисене ылмаштара-ылмаштара тăраççĕ. Хăвăртрах тапранса каясшăн вĕсем. Чупса ăшăнасшăн.
— Ма тухмаççĕ çавăнта?.. Шăнатпăр вĕт, хăвăртрах тапранасчĕ.
— Ара, ĕлкĕрĕн-ха. Хăйне, Никантăр Иванăча, илсе тухчăр-ха.
— Ăна хăйне те илсе каяççĕ-и-мĕн?.. Пĕçернĕ тĕк хăех çитĕр пăттине те!..
— Ырашне ăçтан тупнă-ши тата? Пĕркун тупайман терĕ-çке».
— Вăл шуйттансем таçтан та тупĕç...
— Ма шуйттансем?! Эс ху шуйттан мар-и? Сан хăвăн Никантăр Иванăчпа станца кая килмест-и, асту!..
— Унта эсех кай, карма çăвар, çынăнне хапсăнакан!.. Хăçан кӳрсе паран-ха эс мана çунана?
— Чарăнăр ĕнтĕ, чарăнăр! Çуна пирки киле çитсен çапăçăр!..
Икĕ кӳршĕ пĕр-пĕрин çине çилленсе пăхса калаçма чарăнаççĕ. Куçĕсем иккĕшĕн те: пастай-ха, эпĕ сана кăтартăп! — теççĕ.
— Чăнах, чăнах... ăçтан, мĕнле тупнă-ши тыррине...
— Çурри ытлăхра, çурри вите айĕнче пулнă тет... Хĕрĕ, Клавье, ка-ласа панă...
— Хăйĕн хĕрех. Клавье тет-и?.
— Çавах.
— Ах, пӳтсĕр хĕр!.. Вăт эс на!.. Ашшĕне хирĕç кайнă. Тем курăн, тем курăн çав...
— Хĕрĕ пӳтсĕр-и, пӳтсĕр мар-и, — ашшĕнчен лайăхрах ĕнтĕ.
— Тем курăн, тем курăн, тахăш лайăх, тахăш чипер, пĕлместĕп. Шур старик, алса ăшĕнчен аллине кăларса чиркӳ еннелле хĕрес хывса илет.
— Ярмак! Ярмак!.. Чар лашуна, ман утта çиет лашу, чар!..
— Уттине çисен те супнийĕ (çатанĕ) юлĕ-ха... Мĕн çухратăн, пушар чанĕ!..
— Сивĕ-çке-ха... Вут хурса лартăттăмччĕ алла ăшăтма.
Никантăр хапхи уçăлса кайрĕ. Шавласа тăракан халăх шăпланчĕ.
Хапхаран комитет петнотти çынĕсем тухрĕç. Унтан Никантăр Иванчă, Илле, Керки...
Вĕсене кайри çуна çине лартрĕç те, çирӗм лав пăхса хытса кайнă халăх хушшинчен тапранса кайрĕ. Лашасем хăйсене тапратса янăшăн савăнсах чупаççĕ. Хапха умне упăшки хыççăн уласа тухнă Урине йăванса каять... Унтан Клавье. Амăшне çĕклесе тăратасшăн. Хăйĕн те куçĕсем шыçса кайнă.
Хапха уçă. Кил картинчен урамалла сиксе йытă вĕрет. Вăл урамра тăракан халăха çыртса çурса тăкасшăнах вĕрет: пĕрре йăви патне, тепре кунталла сиксе илет. Вĕçерĕнесшĕн сăнчăртан. Анчах сăнчăрĕ çирĕп, мăйĕ çинче чĕнĕ те сарлака. Вĕрсен-вĕрсен, сасси тытăнать йыттăн, йынăшса ярать: чистиех вăйсăрланса çитсе, хырăмĕпе юра сăтăрса йынăшать, улать...
Ак, амăшне йăпатма пултараймасăр, Клавье те çухăрса юр çине ӳкрĕ. Ик сас пĕрле хутшăнса кайрĕç.
— Никантăр! Никантă-ă-ăр! — терĕ амăшĕ. Çавăнтах пичĕпе сивĕ юр çине килсе çапать. Çӳçĕ-пуçĕ сапаланса кайнă. Пичĕ çинче тискеррĕн-тискеррĕн, ниçта та тапранма пултарайман куçĕсем тата ик-виç пĕрчĕ куççулĕ хытса кайнă.
Никантăр çук, Илле те çук, Керки те çук. Вĕсене станца илсе кайнă. Вĕсем тек килес çук...
— Кĕркури... Кĕркури!.. — тесе юр çине пăхса шăппăн чĕнет Клавье. Кĕркури çук. Кĕркури çав кунах вилнĕ, Иллепе Керки çĕççинчен, ашшĕн, Никантăр çĕççинчен...
Нумайччен хытса тăчĕ халăх. Çирĕм лав тахçанах курăнми пулнă. Йытă та сасне çухатрĕ.
Мĕн тăвас? Амăшĕпе хĕрне пӳрте илсе кĕмелле вĕт... Çук, пĕри те тапранмаççĕ.
Çав вăхăтра таçтан Кирле пичче сиксе тухрĕ. Çарран. Çара пуç. Йӳле пилĕк. Аллинче пысăк пуртă. Хапха умĕнче унталла-кунталла пăхкаласа тăчĕ те кил карти витĕр пӳрте чупса кĕрсе кайрĕ. Унтан каллех чупса тухрĕ. Каллех хапха умне пычĕ. Пĕрре халăх çине, тепре хапха умĕнче выртакан амăшĕпе хĕрĕ çине, тата тепре хăй çине пăхать.
— Ăçта?! Ăçта, Никантăр ăçта?! — пурттине çӳлелле çĕклесе çухăрса ярать. Юлашкинчен икĕ хутчен... пуртăпа çĕре килсе çапрĕ.
— Ахх! — тесе ярать халăх харăс.
— Кирле пичче ухмаха ернĕ. Никантăр арăмĕпе хĕрне пуртăпа каснă... Айтăр шăтăк чавма!..
— Хов! Хов! — тискеррĕн вĕрет уçă хапхаран йытă. Масар çине шăтăк чавма каякансем иртсе кайрĕç... Хапха уçă. Хапхана никам та хупмасть. Хапхана вун саккăрмĕш çул уçса хăварчĕ.