1.
Мĕскер-ши вăл чăвашлăх?
Иртен пуçлатăп та каçчен
Çакăн çинчен шутлатăп хам пĕччен:
Мĕскер-ши вăл чăвашлăх?
Кăшкăрашса çеç çӳрени
Пур, пулнă та пулатпăрах тени
Чăвашлăх-ши вара?
Хăш-пĕрисем шутлаççĕ çапларах.
...Ура çине ĕне те пусрĕ сахал мар,
Шап-шурă юр пуçăм çинче çук мар,
Кăшкăрашса çӳренипе анчах
Пĕлетĕп: пурнăç тума çук пачах.
Эппин, кăшкăрашни чăвашлăх мар,
Эппин, куштанланни чăвашлăх мар.
Мĕскер-ши вăл чăвашлăх?
Чăвашлăх вăл – сăпайлăх,
Ĕçе савни,
Ваттисене хисеплени,
Тепри тунă ĕçе курма пĕлни,
Чăнлăхпа тĕрĕслĕхе
Элем евĕр курни.
Чăвашлăх вăл - çемье тытма пĕлни,
Атте-анне тесен чĕре кăлт-кăлт тапни,
Чăваш чĕлхишĕн тăрăшни
Ламтайсене ялан асра тытни.
2.
Чăвашлăха пулать-ши упрама?
— Ыйту тăратрăм хам ума.
Паллах, ăна пит çăмăл çухатма,
Паллах, ăна пит йывăр упрама.
Çухатасси — анаталла утни,
Кустăрмана кусса кайтăр тесе тĕкни.
Упрас тени — ту çинелле утни,
Хăвăн çине пит йывăр лав хуни.
Чăвашлăха упрас тесен,
Чăн-чăн чăваш пулас тесен,
Сăпайлă пулмалла,
Куштанланса,
Каппайланса
Çӳрессинчен пăрăнмалла;
Тата ĕçе юратмалла.
Ваттисенчен вăтанасси,
Теприн ĕçне хисеплесси
Тĕпре яланах пулмалла.
Чăнлăхпала тĕрĕслĕхе
Ламран-лама килекен ĕçлĕхе
Элем пек курмалла,
Çемьешĕн, ямахатшăн тăмалла,
Чăваш чĕлхишĕн кирлĕ чух,
Унран хакли вăл ним те çук!
Чăн Улăп пек кĕрешмелле,
Чĕлхе вăл — Пурнăç, темелле,
Ламтайсене асра тытса,
Вĕсен сăнне умра курса,
Хăв тунă ырă ĕç-хĕле
Вĕсен тарасипе сан виçмелле.
Çапла кăна чăвашлăха
Пулать пуль хăварма яланлăха.