1
Шурă каç. Лапка юр çăвать.
Чӳрече янаххи çумне таяннă Петр Андреевич пушанса юлнă шурă площаде тинкернĕ. Ун пуçĕнче халĕ нихçан уйламан темле уçăмсăр шухăшсем пăтранаççĕ. Вĕсем, пуçватмăш шухăшсем, хумсем евĕрлĕ, пĕр-пĕрне хăваласа иртеççĕ.
Пӳлĕмре урайĕнчен çур стена çӳллĕш çĕкленсе тăракан капăр сехет хăйĕн пĕр ĕнернĕ илемлĕ те çепĕç кĕввине янăратрĕ. Петр Андреевич, хăнăхнипе-и, аллинчи сехечĕ çине пăхса илчĕ те, чӳрече патĕнчен пăрăнса майĕпен, ирĕксĕррĕн тенĕ пек, сĕтел хушшине пырса ларчĕ.
«Вăт, Оля пепкем, паян татах... Çаплах йывăр выртать-çке... Кайса килесех пулать ун патне», — терĕ вăл хăйне хăй. Кĕмĕл йĕрсем палăракан йĕпкĕн хура çӳçне пӳрнисемпе тураса якатрĕ. Сĕтел çинчи Оля сăнӳкерчĕкне умнерех куçарчĕ те, çамкине сулахай аллипе тĕрелесе, хуп-хура чĕрĕ куçĕсене кăшт хĕсрĕ. Çав халлĕн вăл чылайччен хускалмасăр ларчĕ. Юратать Петр Андреевич хăйĕн чи кĕçĕн хĕрачине, тĕпчĕкне.
Ирхине ĕçе тухса каяс умĕн ăна арăмĕ — Серафима Акимовна — Оля ашшĕшĕн тунсăлхани çинчен икĕ хутчен те астутарчĕ. Çавăнпа Петр Андреевич каçкӳлĕм больницăна кайса килме хăйĕн вăхăтне епле те пулин йӳнеçтерме ĕмĕтленнĕччĕ. Чăннипе, арăмĕн астутарма та кирлĕ марччĕ, вĕт вăл хăй те ашшĕнчен хăпма пĕлмен чĕвĕлти «Кăвакал чĕппишĕн» — çапла чĕнеççĕ вĕсем килте Ольăна унăн сап-сарă çӳçĕшĕн — хытах тунсăхланă. Ара, çĕнĕрен çĕнĕ васкавлă ĕçсем сике-сике тухнă пирки миçе кунтанпа ĕнтĕ унăн аллисем хĕрĕн хитре кăтрашкисене лăпкаман. Паян та, акă, ĕçрен каллех хăй шутланă вăхăтра пушанаймарĕ. Ирхине ĕçе пырсанах вăл чи малтан татса пама палăртнă ĕçсене те вĕçне çитереймерĕ, Йĕтĕн комбиначĕн партбюро ларăвне кайма тиврĕ. Унта лару вăраха пычĕ. Таврăннă тĕле сĕтел çине çĕнĕ хутсем купаланнă. Вĕсемпе паллашнă вăхăтра ăна тата Мускавран янă хулăн пакет кĕртсе пачĕç.
«Мĕн ку тата?» Ытти хутсене айккинерех тĕртсе хурса, Петр Андреевич сĕтел сунтăхĕнчен хачă кăларчĕ, пакета хăрах хĕрринчен тирпейлĕн, темрен шикленнĕ пек, асăрхануллăн касса уçрĕ, ун ăшĕнчен чылай хулăн хут кăларчĕ те темиçе страницине çиелтен пăхса тухрĕ, унтан тӳрех юлашки страница çине куçса, ăна чылайччен пăхçа ларчĕ... Хулари невропатологсем жалоба çырса янă иккен. Мускав, жалобăпа паллашса, нерв чирĕсен клиникинчи ĕçсене тимлесех тĕпчеме, ун хыççăн тивĕçлĕ мерăсем йышăнма хушнă.
Куçне жалобăн юлашки страници çинчен илмесĕрех, Петр Андреевич янаххине аллипе тытса сĕтел хĕррине чавсаланчĕ те темле кăмăлсăррăн кулам пек турĕ, пĕр самант шухăша путрĕ. Анчах унăн жалоба амалантарнă шухăшсене сирсе яма та, вĕсене пĕр тĕвве пухса çыхма та май пулмарĕ. Малтан çине-çинех телефон шăнкăртатрĕ, унтан пĕрремĕш секретарь чĕнтерчĕ. Акă, часах çынсене йышăнмалли вăхăчĕ те çитсе тăчĕ. Вĕсем паян, юри тенĕ пекех, йышлах пулчĕç. Кашнинех тимлĕн итлемелле, вĕсен ыйтăвĕсене тĕп-тĕрĕс татса памалла. Юлашки çынна ăсатсан тин, ĕç вăхăчĕ пĕтнĕ хыççăн коридорсемпе пӳлĕмсем лăплансан, вăл пуçĕнчи щухăшсене туратланма ирĕк пачĕ.
— Апла-мĕн ĕçсем, — терĕ Петр Андреевич сасăпах, жалобăна çĕнĕрен алла тытса.
Çук, врачсем жалоба çырса яни кӳрентермерĕ ăна. Тĕрĕс тунă вĕсем. Унта сăмах мĕн çинчен пынине Петр Андреевич темиçе йĕрке вуласанах тавçăрса илчĕ. Чăнахах та ку ĕç чылайранпа тăсăлать ĕнтĕ, анчах ăна вĕçне çитерес тĕлĕшпе татăклăн нимĕн те туман-ха. Куçа хупмасăр каласан, кунта унăн та айăп çук мар. Вĕт хула комитечĕн бюровĕ, çур çул каярах çав ыйтăва сӳтсе явса, шăпах ун сăмахĕнчен иртмесĕр ытла та çемçе пулчĕ, çапла вара хĕртнĕ хурçă туптапмасăр юлчĕ. Тĕрĕс тунă врачсем. Ăна урăххи — жалоба çине алă пуснă тухтăрсем хушшинче хăйĕн арăмĕ те пурри тĕлĕнтерчĕ, чĕри тĕпĕнче хальччен хăй пачах пĕлмен пăтранчăк иккĕленӳсем хускатрĕ.
Чăнах çав, тату мăшăр пĕр-пĕринпе канашламасăр пĕр утăм та туман темелле. Ĕлĕк, больницăсенчн пĕрле ĕçленĕ чухне те, каярах, хăйне парти ĕçне куçарсан та вĕсем пĕр-пĕрин ĕçĕнче тĕл пулакан йывăрлăхсем пирки пĕрле шухăшлатчĕç. Вăтам пӳллĕ, çинçешке, ĕçрен нихçан пушанма пĕлмен Серафима Акимовна Петр Андреевичшăн чунĕ-юнĕпе парăннă, пурнăçа хĕрӳ те ачаш, ăслă юратупа илемлетекен, чĕрене канăç паракан арăм çеç мар, тен, пуринчен те ытларах, кирек мĕнле «хытă хупăллă ыйтăва» та хăвăртах катма, ăна тĕрĕс хаклама, тĕрĕс ăнланма пĕлекен чи шанчăклă çын пулнă пуль. Вăрçăран кăрарах кăмăллă пулса таврăннă Петр Андреевича, уйрăмах парти ĕçне куçсан, Серафима Акимовна, хăй те поликлиникăри парти организацийĕн секретарĕ тата пĕр тапхăр райком бюровĕн членĕ те пулса курнăскер, ăслă та усăллă шухăшсемпе сахал мар пулăшнă. Тĕрĕс, тепĕр чухне тавлашусăр та пулман. Тавлашнă вăхăтра вара çав черчен, вăйлă çил вĕçтерсе каяссăн туйăнакан чип-чиперкке хĕрарăмра яланхи шухăшлă та лăпкă куçĕсем вылянса-çиçсе тăнисĕр пуçне урăх нимĕн те — унăн шап-шурă аллисене те, çемçе те кăпăш, кăшт кăтрарах çӳçне те — кураймастăн, унăн чĕрене çемçетекен сассисĕр пуçне нимĕн те илтейместĕн. Хăйĕн шухăшне мĕн тери хĕрӳллĕн хӳтĕлет пулин те, вăл тавлашура хăйне пушшех те илемлетекен, ăна хăйне çеç тивĕçекен именӳ туйăмĕнчен хăтăлаймасть — питçăмартисем хĕреле-хĕреле каяççĕ, вăтанчăклăн кула-кула илет. Тавлашу яланах иккĕшĕ те пĕр такăр сукмак çине тухнипе вĕçленет. Çав сукмак патне хăй ертсе тухни те мăнкăмăллантармасть Серафима Акимовнăна, ун патне çын хыççăн пыни те кӳрентермест ăна. Уншăн чи пахи — çав такăр сукмакпа малалла пĕрле утни. Халĕ... Халĕ акă вăл, упăшкипе яланах пĕр сăмахра пурăнакан Серафима Акимовна, сасартăк, унпа çур сăмах та калаçмасăр жалоба çине алă пусса янă. Ку вăл Петр Андреевич Кургановшăн лăпкăн шăнкăртатса юхса выртакан çырма шывĕ шалкам çумăр-мĕн çумасăрах çырана тулса ейӳ кайнă евĕрлех туйăнчĕ. Çитменннне тата хăй ун çинчен мăштах. Шăпах çавăн пирки Петр Андреевичăн чĕри вăркама пуçларĕ те.
Петр Андреевич пирус тивертсе ячĕ, кабинетĕнче алăкăн-тĕпелĕн уткаласа çӳрерĕ, унтан каллех сĕтел хушшине, хăйĕн хытă тенкелĕ çине пырса ларчĕ, жалобăна алла илчĕ.
— Е ыттисем хĕтĕртнĕ ĕнтĕ ăна, е мана мĕншĕн-тĕр чĕмсĕр хирĕçлет. Иккĕрен пĕри. Анчах вăл çын сăмахĕ хыççăн каякан çемçешке мар. Апла пулсан... Мĕнле пулма пултарнă-ха ку? — терĕ вăл сасăпах.
Алăк хыçĕнчи ура сасси унăн шухăшне татрĕ. Пӳлĕме шофер кĕрсе тăчĕ.
— Серафима Акимовна ĕçре те, килте те çук, — пĕлтерчĕ вăл.
— Больницăра пуль. Эпĕ пушанайманнине пĕлнĕ ĕнтĕ. Халех эпир те кайăпăр, — терĕ Петр Андреевич сĕтел çинчи хутсене пуçтарма тытăнса.
Халĕ уншăн арăмĕ умĕнче пушшех те ырă мар пек туйăнчĕ. Вĕт Серафима Акимовна юратнă хĕрачи Оля ашшĕне кĕтни çинчен икĕ хутчен тата темшĕн салхуллăн астутарчĕ. Нивушлĕ хĕрĕн чирĕ пушшех те йывăрланнă? Ĕнер каçхине Серафима Акимовна ун патĕнчен вăраха юлса, кăмăлсăррăн таврăнчĕ. «Мĕншĕн вăрах?» — тесе ыйтсан: «Ĕçсем пулчĕç... Оля халь аванах ĕнте. Ашшĕ мĕншĕн килменни çинчен ыйтрĕ. Тунсăхланă. Эпĕ ăна ыран килет вăл тесе хуравларăм», — тенĕччĕ. Апла пулсан, мĕншĕн салху таврăнчĕ-ха вăл?
2
— Хуллентерех кайăпăр, — терĕ Петр Андреевич шофера, машина хулан тĕп урамне пăрăнсан.
— Хуллен-тĕк хуллен. Театра пурĕпĕр кая юлнă ĕнтĕ, — кулса илчĕ шофер. Каçпа ăçта та пулин кайма тивсен, вăл яланах çапла калать.
— Сергей, миçе çул катаччи чуптаратăн ĕнтĕ эс мана?
— Иккĕ пулмалла.
— Иккĕ тейĕпĕр. Икĕ çул ирĕн-каçăн çӳресе те, санран эпĕ пĕр япала çинчен нихçан та ыйтман, — терĕ Петр Андреевич, пирус тивертсе.
Шофер ун çине чăр! пăхрĕ те йăл кулса илчĕ.
— Мĕн-ши вăл? Мĕншĕн пирус туртмастăн теесшĕн-ши?
— Çук, вăл мар. Эсĕ мĕншĕн пĕрре те авари туманни çинчен те мар. Кала тĕрĕссипе: юрататăн-и эсĕ çак хулана?
— Тĕрĕссине каласан, Петр Андреевич, пĕлместĕп. Мĕншĕн тесен эпир, шоферсем, ун илемне курмастпăр. Пирĕн умра çул та çул. Ытти хуласемпе танлаштарас тесен, вĕсенче эпĕ пулманпа пĕрех.
— Пĕлетĕн-и, Сергей, тăван хуларан лайăххине тупма çук. Çакна тĕнче касса çӳренĕ чухне аванах туятăн.
Вăтам Азире, Çĕпĕрте ĕçлени тата вăрçă Петр Андреерича нумай хуласемпе паллаштарчĕç. Хамăрăннисене кăна мар, Хĕвеланăç Европăри чылай хуласене пĕлет вăл. Илемлĕ хуласем пур тĕнчере. Çапах та çак Атăл хĕрринчи авалхи хула ăна яланах хăй патне туртатчĕ. Тăван хула çав. Кунта вăл çуралнă, ӳснĕ, вĕреннĕ. Медицина институтне пĕтерсен те вăл кунтах юласшăнччĕ, — ăна хăйне те, ун чухне хăйпе тин çеç пĕрлешнĕ Симăна та лайăх вырăн паратчĕç, — анчах ашшĕ тăван хулара хăварасшăн пулман.
— Ачам, ялта ятлă пулаймăн тенĕ ваттисем. Ĕçре темĕн те пулать. Хулара пĕлĕшсем нумай, — тенĕ вăл ывăлне. — Кайăр, çамрăк чухне ăс пухăр.
Вара çамрăк Кургановсем малтан Вăтам Азири район больницинче ĕçленĕ, унтан, Симăна унти климат юраман пирки, Çĕпĕре куçнă. Петр Андреевич Çĕпĕртенех вăрçа кайнă.
Халĕ Петр Курганов аллă патне çывхарса пырать. Йĕпкĕн хура пуçĕнче кĕмĕл йăрăмсем уççăн палăраççĕ. Вăрçă, пурнăçри хуйхă-суйхăсем е çамка çине, е куçĕсем айне çинçе йĕрсем хыва-хыва хăварнă. Ялан кулнăн туйăнакан тутисем тата çынна тӳрех тыткăна илекен хура куçĕсĕм çеç туллирех çаврака питĕнчи çав тарăнах мар пĕркеленчĕкĕсене ытла палăрма памаççĕ...
Машина хула урамĕсем тăрăх майĕпен, пĕр евĕрлĕн чупса пырать. Çанталăк тӳлек, ăшă. Сĕм-хура тӳперен лапкам юр пĕрчисем, çĕр çине ӳкесшĕн пулман пек, электричество çутинче хуллен йăлтăртатса анаççĕ.
Урамра халь ытларах çамрăксем. Машинăна светофорăн хĕрлĕ çути чарсан, унта та кунта çамрăк-кĕрĕм ахăлтатса кулнă сасăсем илтĕне-илтĕне каяççĕ. Кулччăрах, савăнччăр. Вĕсен хаваслăхĕнче Петр Андреевнчăн та çынсен чĕринче савăнăç çуратакан ырă пĕрчĕ пур — вĕсен паянхи çак савăнăçĕшĕн вăл вăрçăра юн тăкнă, яланах хăйне хĕрхенмесĕр ĕçленĕ. Çук, урампа иртекей çав çынсем ăна кӳренме пултараймаççĕ. Сăлтавсăр никама та сивлемен вăл, пĕр çынна та усал туман. Пĕр-пĕр ĕçре айăпа кĕнĕ çынсене те, хăйсен йăнăшне вĕçне çитиех ăнлантарса, этем хайĕн малашнехи пурнăçĕ çинчен, хăйĕн пурнăçне юлашки сывлăш тухнчченех тӳрӳ кăмăлпа, таса чĕрепе çеç пурăнса ирттерме тивĕçли çинчен нихçан та манма юраманнине астутатарнă. Уншăн хăйĕн хальхи ĕçĕнчи чи йывăрри вăл_парти умĕнче йывăр та усал ĕç тунă коммунистран парти билетне каялла туртса илесси. Пĕр е тепĕр парти членĕ йăнăш тунăшăн вăл хăй айăплă пулнăн туйăнать ăна «Эпир, эпир, партин ответлă, ертсе пыракан ĕçĕнчи çынсем, ăна коммунист ятне париччен унăн чĕрипе пуç мими витĕр тухман, унти хура пăнчăсене асăрхаман кайран та, ăна коммунистăн аслă ятне парсан, унăн ĕçне куллен курса тăман, ăна хĕвел пек çутă, çăл шывĕ пек таса, чăн-чăн коммунист тăвассишĕн кирлĕ пек ĕçлемен», — шухăшлать вăл ун пек чухне чĕререн пăшăрханса.
Калас пулать, Петр Андреевич, чĕри хушнипе врача тухнăскер, хăй хăçан та пулин парти работникĕ пуласса пуçа та илмен. Вăрçă пулман пулсан, тен, çак самантра та вăл пĕр-пĕр больницăра йывăр чирленĕ ача кровачĕ умĕнче пĕшкĕнсе тăнă пулĕччĕ...
Медицинăран уйрăлнă саманта нихçан та манас çук Петр Андреевич. Йывăр, хăрушă самант вăл. Хаяр çапăçу пырать. Самолетсемпе танксем кĕрлеççĕ, бомбăсемпе снарядсем ухлатса çурăлаççĕ. Таврара вут-хĕм, тĕтĕм, тусан — нимĕн те курăнмасть. Санбата татти-сыпписĕр аманнисене илсе пыраççĕ. Вăл, васкаварлă хирург пулса тăнăскер, операци тăвать. Палатăна такам хашкаса чупса кĕрет те урмăшнă сасăпа кăшкăрса ярать: «Тухтăрсем, хăвăртрах тарăр, халех тыткăна лекме пултаратăр! Пирĕн командира вĕлернĕ. Сывă юлнă салтаксем ниçта кайса кĕме пĕлмеççĕ, аманнисем тыткăна лексе юлаççĕ...» Петр Андреевич хăй те калама пултараймасть, хăш самантра медсанбатран тухса вăркăннă-тăр вăл, каялла чакакансене хирĕç пыр тĕпĕнчен тухакан хаяр сасăпа: «Стой!!! Стой!!! Слушай мою команду!.. За Родину!.. Вперед! Вперед!..» — кăшкăрса чупнине, салтаксемпе каялла çапăçăва кĕрсе кайнине тата таçта такамсем хăватлăн «урра» кăшкăрнине кăна астăвать. Вăхăт мĕн чухлĕ тăсăлнă, çапăçу хирĕнче мĕн пулса иртнĕ — калаймасть вăл, анчах умра фашистсем каялла тарнине çеç курать... Гитлеровецсен атакине сирсе ывăтнă хыççăн çапăçу лăплансан, пур пек çынсене йĕркеленĕ вăхăтра Петр Андреевич патне пĕр палламан подполковник пырать те ăна тав тăвать, ыталаса чуптăвать, çĕнĕ вăйсем килсе çитиччен малалла командăлама хушса хăварать... Вара текех вăл санбата таврăнайман. Малтан ăна, институтрах лейтенант ятне илнĕскере, вăхăтлăх командиртан политрук тунă, унтан, унăн пултарулăхне курса, баталъонпа командăлама хушнă. Кунта нумаях çапăçайман вăл — йывăр аманнă, вара ăна фронтран инçетри госпитале ăсатнă. Госпитальре вăл хăй те, унăн арăмĕ те врач иккенне пĕлсен, суран йывăррине, çавна пула вăл текех фронта кайма юрăхсăр пулма пултарнине шута илсе, ăна хăй вăрçăччен ĕçленĕ хулана ăсатма ыйту тăратнă-мĕн. Командовани ку сĕнӳпе килĕшнĕ. Вара ăна Серафима Акимовна пырса илнĕ. Киле таврăнса ĕçе юрăхлă сывалсан та, — ку вăхăтра вăрçă та вĕçленнĕ ĕнтĕ, — унăн хăй юратнă ача-пăча тухтăрĕнче ĕçлеме тивмен. Парти обкомĕ ăна икĕ çуллăх партшкула вĕренме янă, унтан таврăнсан парти ĕçне куçарнă.
Икĕ çул каярах, ашшĕ вилсен, Петр Андреевич тăван хулана таврăннă.
Ку таранччен пурăнса ирттернĕ пурнăçĕшĕн унăн ытла кӳренмелли нимех те çук пек. Çакна вăл хăй те ăнланать. Çапах та уншăн хăйĕн пурнăçĕнче темĕн çитмен пек туйăнать. Анчах мĕн? Шăпах çав «мĕн» паллă мар та уншăн. Темĕн вăл. Шырать вăл ăна, шырать. Ăна шыраса, миçе хутчен асра утса тухман пуль ĕнтĕ вăл хăй пурнăçĕн çулĕ тăрăх...
Петр Андреевич мĕн çамрăкранпах ача-пăчана юратать. Улах вырăнта пулсан, вăл, хăйĕн çулĕпе ĕçне пăхмасăр, кирек хăш вăхăтра та вĕсемпе темĕнле вăйă выляма та ӳркенес çук. Унашкал мыскарасем пулкаланă та унăн. Пĕррехинче, — ку вăл госпитальтен таврăнсан пулнăччĕ, — урамра уçăлса çӳренĕ хыççăн киле кайнă чухне магазина пирус илме кĕнĕ. Унта ăнсăртран арăмне тĕл пулнă. Серафима Акимовна, килте хăнасем пурри çинчен пĕлтерсе, упăшкине хăвăртрах таврăнма хушнă, çула май карточкăпа илнĕ кăлпассине парса янă. «Лайăх пулчĕ-ха. Пирĕн хăнасем пуррине пĕлнĕ пекех, сăйламалли те, кăлпасси те сутаççĕ магазинта», — шухăшланă вăл.
Часах Сима хăй те киле пырса çитнĕ, хăнасем çине йăл-йăл кулса пăхнă.
— Кӳр-ха, Петруç, кăлпассине, ăна шаритлесен аванрах пулĕ, — тенĕ вăл.
Петр Андреевич нимĕн те чĕнмен, кулкаланă çеç.
— Мĕн кулатăн, ăçта кăлпасси? — ыйтнă арăмĕ.
— Мĕнле кăлпасси? — татах кулнă Петр Андреевич.
— Епле «мĕнле кăлпасси» пултăр, халь çеç магазинран парса ятăм-иç?
Петр Адреевич хулпуççийĕсене кăна пĕрсе илнĕ:
— Çук...
— Ара, мĕнле çук пултăр-ха?
— Çук... Пĕтĕмпех çитерсе ятăм.
— Кама?
— Кунтан виççĕмĕш çурт умĕнче ачасем вылятчĕç. Вĕсем патне чарăнтăм та, мана йĕри-тавра сырса илчĕç. «Ку мĕн?» — тет пĕри, хутпа чĕркенĕ кăлпасси çине пӳрнипе тĕллесе. «Кăлпасси», тетĕп. «Мана пар-ха», тет. Картишне илсе кĕтĕм те хайхисене, валеçсе патăм. Ара, пĕрне парсан, ыттисене епле памăн-ха, ачасем вĕт вĕсем. Çисе ячĕç...
Пурте каçса кайçах ахăлтатнă вара. Эхер те Курганов хăйне телейсĕр çынсен шутне кĕртет пулсан, вăл шăпах ача-пăча енчен телейлех мар темелле. Вăрçăччен, çамрăк тата яланлăх йăва çавăрман чухне, вĕсем ачаллă-пăчаллă пуласшăн пулмарĕç. Вăрçă хыççăн пулнă виçĕ ачаран пĕри çеç, чи кĕçĕнни — Оля кăна ашшĕ-амăшне савăнтарса ӳсет. Вăл та пулин халĕ больницăра выртать-ха...
Хула хĕрринелле çывхарсан, машинăсем ирте-ирте кайма пуçларĕç. Ахаль чухне Петр Андреевич хăй те хăвăрт çӳреме юратать. Анчах халь, вăхăт нумай пулин те, васкас килмест унăн. Вăл çаплах невропатологсен жалоби çине Серафима Акимовна мĕншĕн алă пуснине ăнланса çитереймест-ха. Анчах ун çинчен тавçăрса илмеллех шухашлама вăхăт та юлмарĕ ĕнтĕ. Машина кĕпер урлă каçса сулахая пăрăнчĕ те пилĕк хутлă больница крыльци патне çитсе чарăнчĕ.
3
Чирлĕ çынсене йышăнакан пӳлĕме кĕрсен, Петр Андреевич хăйне саламласа кĕтсе илнĕ çап-çаврака пит-куçлă çамрăк сестрана дежурствăри врача чĕнме хушрĕ.
— Главврач та кунтах-ха, çавна чĕнес-и?
Часах ун патне главврач Соколов тухрĕ.
— Каçарăр, Михаил Григорьевич, вăхăтра килме ниепле те ерçӳ пулмарĕ. Пирĕн ĕçе хăвăрах пĕлетĕр, — терĕ Курганов шăппăн, главврача алă парса.
— Каяраххи каярах, Петр Андреевич, — терĕ врач. — Ачасене паçăрах çывăрма вырттарнă ĕнтĕ. Ну, юрĕ, çывăрса кайман пулсан, епле те пулин майлаштарăпăр. Каçĕ те паян канăçсăр... Тухтăрсем нумай-ха кунта пирĕн... Сестра, Петр Андреевича халат парăр, унтан кайри пусма тăрăх виççĕмĕш хута ăсатăр... — Главнăй врач Курганов енне çаврăнчĕ: — Каçарăр, Петр Андреевич, питĕ васкатăп.
Иккĕмĕш хута улăхса çитеспе Петр Андреевич пусма çинче врачсем кепĕрленсе тăнине курчĕ. Вĕсен умĕнчен иртнĕ чухне ăна такам хыçалтан хулĕнчен тытрĕ. Çаврăнса пăхрĕ — Серафима Акимовна! Мĕнле асăрхайман-ха вăл ăна?
— Ан кай. Оля çывăрать, — терĕ ăна арăмĕ сиввĕн. — Кĕтрĕ-кĕтрĕ те çывăрса кайрĕ.
— Михаил Григорьевич пулăшма пулчĕ...
— Кирлĕ мар. Эпĕ ăна аçу ыран килет терĕм.
— Татах ыран. Нимĕн те ăнланмастăп.
— Ăнланма кая юлнă ĕнтĕ, маларах ăнланмаллаччĕ, — хуравларĕ Серафима Акимовна пушшех те кăмăлсăррăн.
— Ăнланмастăп, чирĕ йывăрланнă-и-мĕн? Температура мĕнле? —пăшăрханса ӳкрĕ Петр Андреевич, чăнах та нимĕн те ăнланмасăр.
Çак самантра Серафима Акимовнăна врачсем чĕнсе илчĕç. Арăмĕ çав тухтăрсемпе калаçнă хушăра Курганов коридора кĕчĕ. Вăрăм та анлă коридор пушă. Ун тăршшĕпех кăпăш кавир сарнă. Люстрăсене сӳнтернĕ ĕнтĕ, стена çумĕнчи кăвак лампăсем çеç тĕксĕммĕн çутатаççĕ, уçă палатăсенчен вăхăт-вăхăт йынăшни, ӳсĕрни, таçта такамсем шăппăн калаçни илтĕнсе каять. Коридор ялтăрамаллах таса пулин те, сывлăш йывар. Хирурги отделенийĕ, паллах.
Петр Андреевич сисмен те, тахăш вăхăтра ун çумне Михаил Григорьевич пырса тăнă. Яланах япшар, главврач çаврака та туллирех питĕнче паян кăмăлсăрлăх уççăнах палăрса тăрать.
— Серафима Акимовна кĕме хушмарĕ... — пăшăлтатса, ӳпкелешнĕ пек калаçрĕ Курганов.
— Шикленмелли çук. Оля сывлăхĕ аванах ĕнтĕ, тепĕр пилĕк-ултă кунтан киле яма та пултаратпăр. Ан тив, çывăртăр эппин... Атьăр ман кабинета. Унта консилиум. Сирĕншĕн те усăллă пулма пултарать, —терĕ главврач, Петр Андреевича хулĕнчен тытса.
— Чимĕр, ман арăмпа калаçмалли пур, — терĕ Курганов коридортан тухсан.
Петр Андреевич арăмне чĕнсе илчĕ те врачсен жалобине кăларса пачĕ. Серафима Акимовна, хут çине куç хĕррипе кăна пăхса илсе, ăна çавăнтах каялла тавăрчĕ.
— Кая юлнă! — терĕ арăмĕ, каллех врачсем патне пырса хутшăнчĕ.
Курганов, арăмĕн кăмăлĕ пирки пушшех те иккĕленсе пĕрремĕш хута анчĕ.
Главврач кабинетĕнче ултă-çичĕ çын. Вĕсенчен иккĕшĕ диван çине, ыттисем кабинет варринчи çавра сĕтел тавра ларнă. Хĕрсех калаçаканскерсем, хула комитечĕн секретарĕ кĕрсен мăштах пулчĕç. Петр Андреевич, пурне те алă парса тухса, чӳрече патĕнчи тенкел çине кайса ларчĕ.
Кабинет хăйĕн тасалăхĕпе Петр Андреевича пĕтĕмпех тыткăнларĕ. Кунта пурте шурă: стенасем те, чехол тăхăнтарнă тенкелсемпе диван та, çивиттийĕ урайне çитиех усăнса аннă çаврака сĕтел те, çынсем те. Икĕ кĕтесри туратланса кайнă икĕ лăс фикуспа стена çумĕнчи сехет тата нимĕнпе те витмен главврач сĕтелĕ çеç çак кабинет тулашĕнче куç хăнăхнă кулленхи пурнăç пуррине аса илтереççĕ.
Кунти врачсенчен ытларахăшĕ невропатологсем, ыттисем хирургсемпе терапевтсем. Петр Андреевич вĕсенчен врачсен пĕлĕвне ӳстерес тĕлĕшпе ĕçлекен институтăн доцент-невропатологне Ахмер Шигапович Шигапова уйрăмах аван пĕлет.
Кабинета Курганов иккĕмĕш хутран аниччен тухса кайма ĕлкĕрнĕ главврач кĕчĕ.
— Ну? — ыйтрĕ Ахмер Шигапов, ура çине тăрса.
— Çаплах хăсать. Варне çăваççĕ-ха... — хуравларĕ Михаил Григорьевич. — Çапах та шанчăк çук...
— Ăнланмастăп, Михаил Григорьевич, — терĕ Шигапов, палăрмаллах хĕрӳленсе. — Çын вилмен. Унăн организмĕ вилĕмпе çапăçать. Апла пулсан, хамăр мĕн тума пултарнине пурне те тăвас пулать. А эпир нумайăшне тума пултаратпăр. Тĕрĕсрех каласан, эсир, хирургсем... Анчах... Анчах эсир врач чĕлхипе калаçмастăр. Ăнланатăр-и? Врачăн ун пек калаçма право çук!
— Ну, Ахмер Шигапович, хăвăрах пĕлетĕр, пурнăçăн хăйĕн законĕ. Вăл халлĕхе пур чухне те пире пăхăнмасть-ха. Унсăр пуçне...
— Вилĕм пурри паллă, — пӳлчĕ Шигапов. — Эпир ăна пĕлетпĕр. Эсир, хирургсем, вилĕме пиртен нумай ытларах куратăр. Ку урăх сăмах. Анчах çыннăн чĕри тапнă чухнĕ вилĕмпе парăнмасăр çапăçас пулать. Шанчăка çухатса ĕçлеме юрамасть.
— Хамăр енчен эпир мĕн тума пултарнине пурне те тăватпар.
— Çук, ман шутпа, пурне те туман-ха..
— Тромбоз, пĕлетĕр-и, тромбоз! — кӳренсех хирĕçлерĕ хирург. — Вăраха кайнă тромбоз. Çитменнине, ватă — 66 çулта вĕт! Куратăр-иç, çиеле кăларса хунă çинçе пыршă пачах вилнĕ, хуп-хура. Вăл, епле пулсан та, 12 сантиметр. Çаплах тата унтан икĕ еннелле кăвакарса кайнă пыршă виçĕ метра яхăн...
— Вăл кунта, больницăна, илсе килнĕ хыççăн пулма пултарнă.
— Калама йывăр...
— Операци тăвассине вăраха тăснăшăн сирĕн Старостин хирург айăплă. Унăн малтанхи диагнозĕ те тĕрĕсех пулман. Унтан, хăйĕн мăнкăмăллăхне çĕнтереймесĕр, ĕнер консилиум пухма килĕшмерĕ. Ĕнер каçхине Серафима Акимовна пĕлтерсенех, эпĕ кунта шăнкăравларăм. Вăл, кӳренсе, мана итлесе пĕтермесĕрех трубкăна хучĕ.
— Диагноз, тĕпрен илсен, тĕрĕс. Операцие Соловьев турĕ. Пысăк специалист. Акă чир историйĕ. Эсир унпа паллашрăр. Пирĕн условири мерăсене пурне те тĕрĕс палăртнă. Курăпăр, варне çуни мĕн кăтартĕ, — терĕ те хирург, пĕр чĕнмесĕр итлесе ларакан Курганов патне пычĕ.
— Кунта пирĕн медицинăшăн хаклă çын — нерв чирĕ уксах-чăлахлатса хăварнă çынсене сыватма пултаракан çĕнĕ меслет шухăшласа тупнă çын — вилет, — пĕлтерчĕ Михаил Григорьевич Курганова. — Вилĕмрен хăтарса хăварма нимĕнле шанчăк та çук... Шел, паллах, çав тери шел. Инкеке, ун меслетне никам та вĕренсе юлман, тет.
— Ку историе кăштах пĕлетĕп, — хуравларĕ Петр Андреевич.
Халĕ вăл пурне те пĕтĕмпех ăнланса илчĕ. Хирурга темĕн каласшăнччĕ, çак вăхăтра сестра кĕчĕ те:
— Михаил Григорьевич, çуса пĕтертĕмĕр... Анчах халь темле кĕвĕлнĕ юн хăсма пуçларĕ, тăнне те çухатрĕ пулас, — терĕ.
Главврач васкаса тухса кайрĕ. Ун хыççăн Шигапов та тухасшăн пулчĕ, анчах каялла ларчĕ: медицнна законĕ çын ĕçне хутшăнма хушманни çинчен аса илчĕ пулас.
Петр Андреевйч, кăчак туртса, Шигапова чĕнсе илчĕ.
— Ирхине тăххăр тĕлнех ман пата пырăр-ха, калаçмалли пур, — терĕ вăл, жалобăна кăларса кăтартрĕ. — Сирĕн коллегăрсем çырса янă.
— Пĕлетĕп, Петр Андреевич.
— Пĕлетĕр, бюро пулнăранпа пĕрре те кĕместĕр.
— Çав ыйту пирки чĕнсе янăччĕ старике. Çĕр çирĕм километр çуранах утнă, ватăскер. Çуран çӳреме юрататчĕ: «ватă шăмшакне ватма» имĕш. Çул çинче хытă ӳкнĕ иккен, Çитменнине, ăшĕ ыратни çинчен никама та пĕлтермен, ĕнер çеç çакăнта илсе килнĕ ăна. Ун çинчен те мана çĕрле кăна пĕлтерчĕç...
Кабинета Михаил Григорьевич таврăнчĕ. Унпа пĕрле пусма çинчи врачсем те кĕпĕрленсе кĕчĕç.
— Вилчĕ... — терĕ те Михаил Григорьевич, ассăн сывласа илсе, тенкел çине йывăррăн ларчĕ.
Ыттисем пурте ура çине тăчĕç.
— Вилчĕ... — аллине сулса, Шигапов кабинетран тухса кайрĕ.
Ун хыççăн ытти тухтăрсем те шăппăн, майĕпен, пĕрерĕн-пĕререн тухрĕç.
4
Кургановсем киле таврăннă чухне çур çĕр иртнеччĕ ĕнтĕ. Урамра юр çума чарăннă. Лăпкă çил вĕрет. Тӳпере шупкарах лапсăркка пĕлĕтсем тухăçалла мăраннăн шăвăççĕ. Хутран-ситрен самантлăха уйăх та курăна-курăна каять. Çанталăк сулхăнланнă.
Çул çинче вĕсенчен пĕри пĕр сăмах чĕнмерĕ. Килте те Петр Андреевич хăйĕн пӳлĕмĕнче темĕн тăрмашрĕ, арăмĕ кухньăра апат хатĕрлерĕ. Апатланнă вăхăтра кăна Петр Андреевич сăмах хускатрĕ.
— Çапах та ăнланмастăп эп, Сима, мĕншĕн-ха эсир, невропатологсем, çав меслетĕн тĕп принципĕсене те пулин тĕпчесе вĕренсе юлман?
— Уншăн Иоков айăплă. Вăл ăна малтан хăй пĕччен тĕпчеме пулчĕ. Эпир ун сăмахĕнчен иртме пултарайман паллах. Тепĕр тесен, вăл çапла хăтланасса кам шухăшланă? — хуравларĕ Серафима Акимовна.
— Унтан... — васкамасăр, шухăшласа калаçрĕ Петр Андреевич. —Унтан мана сирĕн жалобăр тĕлĕнтерчĕ. Сирĕн институтăн ĕçĕ çинчен бюрора сӳтсе явнă чухне мĕншĕн ун пирки сăмах майăн çеç асăнса иртрĕç? Унта Шигапов та пурччĕ вĕт? Халĕ пачах урăхла çыратăр. Çук, эпĕ жалоба çырнине хирĕçлеместĕп. Çапах та, ман шутпа, ун çине санăн алă пусмалла пулман. Мĕнле пулсан та, эпĕ секретарьсенчен пĕри, эсĕ — ман мăшăр... Малтан пĕрле канашламаллаччĕ. Вĕт ку жалоба тăрăх халь пурĕпĕрех пирĕн ĕçлеме тивет.
Серафима Акимовна упăшки çине тинкерсе пăхрĕ те хĕрелсе кайрĕ.
— Пĕлетĕн-и, Петя, ку ĕçшĕн, тӳррипе каласан, эсĕ те пачах айăпсăр мар. Пирĕн клиникăри йывăр лару-тăру пирки хăçантанпа тарăхатăп ĕнтĕ. Çапла варă, эсĕ ун çинчен малтанах пĕлеттĕн пулин те, бюро ларăвĕнче Василий Васильевич Иокова пĕр сăмахпа та пулин сивлемерĕн...
— Вĕт вăл хулара пĕртен-пĕр пысăк специалист, кафедрăна ертсе пырать, медицина наукисен докторĕ, профессор. Ун авторитетне...
— Авторитет... Халĕ ку жалоба пирки мĕн тума шутлатăн? «Тĕрĕслерĕмĕр, тĕпчерĕмĕр, жалобăра кăтартнă фактсем тĕрĕс пулмарĕç», — тесе çырса ярасшăн-и Мускава?
— ?..
— Юрĕ, Петя, — пӳлчĕ Серафима Акимовна упăшкин чĕмсĕр явапне, — вăл наукăсен докторĕ, профессор тейĕпĕр, анчах тӳсме çук кутăн çын вăл. Кутăн çын малалла утаймасть. Вăл халĕ малалла утайманнине эпир пурте куратпăр. Куратпăр çеç мар, ĕçре тӳссе ирттеретпĕр. Сиснĕ вăл: çав меслет унăн хăшпĕр ĕçĕсем пирки специалистсене иккĕлентерме пултаратчĕ. Ахальтен-и ĕнтĕ Убайкин çумне çирĕплетнĕ чирлĕ çынсене пĕр çын хăварми клиникăран киле ăсатнă. Çитменнине, çĕрле! Вăрттăн! Ирхине Убайкина хăйне те клиникăна кĕртме чарнă. Тарăхмалла япала мар-и ку? Сывалса çитмен çынсене больницăран çĕрле киле ăсатни хăçан тата ăçта пулнă?..
— Тăхта-ха, Сима... — Петр Андреевич, çиме пăрахса, ура çине тăчĕ те пирус тивертрĕ.
— Чим, итле, — татах пӳлчĕ ăна арăмĕ. — Профессор Убайкина клиникăра ĕçлеме чарсан, эпир ун меслетне чирлĕ çынсене уйрăм хваттерте сыватса тĕпчеме шутларăмăр. Çав тĕллевпе эпир ăна хамăр пата чĕнсе илтĕмер. Вăл пирĕн шухăшпа килĕшмерĕ, клиникăра кăна ĕçлесшĕн пулчĕ, хăйĕн меслетне наука енчен системăна кĕртесшĕнччĕ. Çапах та эпир ăна ӳкĕте кĕртрĕмĕр. Çакна пĕлсен вара, Иоков ун çинчен тĕрлĕ элек сарма пуçланă...
Петр Андреевич тарăхса кайрĕ:
— Мĕншĕн эпĕ ун çинчен пĕлместĕп?
— Ун чухне эсĕ больницăраччĕ, йывăр выртаттăн... Ăнлан, Петя, клиникăна текех Иоков аллинче хăварма юрамасть...
— Йывăр япала ку, Сима. Татах калатăп, пысăк ят._Унăн ĕçĕсене пирĕн çĕршывра кăна мар, урăх çĕршывсенче те пĕлеççĕ. Унта хăй те пĕрре çеç мар пулнă.
— Усси мĕн? Пирĕн практикăра халĕ унран нименле усă та çук. Çамрăк врачсене хăйĕн пĕлĕвне памасть. Чирлĕ çынсене сиплес ĕçрен пачах пăрăннă. Уйăхĕ-уйăхĕпе обходсенче пулмасть. Наука енĕпе ĕçлекен врачсене пулăшас вырăнне хăй ура хурса пырать. Юлашкинчен, ун айăпĕпе медицина науки çавăн пек меслете çухатрĕ. Хăçанччен пырĕ ку?
— Айăпа хам çинчен сирместĕп, Сима...
— Чим, Петя, каласа пĕтерем. Жалоба çине мĕншĕн алă пусрăн терĕн. Акă мĕншĕн. Чи малтан, ку ĕçе çĕнĕрен Шигаповпа иксĕмĕр хускатрăмăр. Жалобăра тӳррĕнех сана айăпламан. Унтан, партире тăман врачсем умĕнче эпĕ, коммунистка, икĕпитленсе, айккине пăрăнса юлни мĕне пĕлтернине хăвах ăнланатăн. Анчах халь, Убайкин вилнĕ хыççăн, жалобăн усси... Пĕлместĕп, Петя, пĕлместĕп...
Упăшкипе арăмĕ шухăша кайса вăрахчен чĕнмесĕр ларчĕç. Серафима Акимовна ура çине тăчĕ.
— Канас пулать, сакăр сехетре пухăнма каларĕç.
— Йывăр истори, — Петр Андреевич тăчĕ, каллех ларчĕ. — Вăхăчĕ майлă мар-ха... Часах çитмĕл пилек çул тултарать иккен. Юбилей комиссийĕ тунă. Çав вăхăтрах... жалоба.
Серафима Акимовна чĕнмерĕ. Икĕ аллипе сĕтелтен тĕреленсе, чӳречерен пăхса тăчĕ. Урамра каллех юр çума пуçланă.
— Эпĕ Ахмер Шигаповича ирхине ман пата пыма каларăм. Кайран Василий Васильевича чĕнтерес тетĕп. Унтан пĕрремĕшпе канашлăпăр, — сăмах хушрĕ Петр Андреевич.
— Пĕлетĕп, Петруç, — терĕ арăмĕ лăпкăн, аран илтĕнмелле, — пĕрремĕшĕ, курсах тăр, ку ĕçе каллех сана парать. Эсĕ вара каллех «атте тусĕ», «аякри тăван» тетĕн... Авă, юбилей сиксе тухнă тата. Тепĕр тесен, мĕн усси халь? Вилнĕ çынна чĕртейместпĕр-ха эпир иксĕмĕр, коллега!.. „
— Юлташ, таван... Ĕç унта мар, Сима. — Петр Андреевич арăмĕ патне пычĕ те унăн кăпăшка çӳçне якаткаларĕ. — Çук, ĕç тăван-туртăмра мар. Тăвансемпе туссем те тĕрлĕ пулаççĕ. Эсĕ ман çемçе камăл пирки каласшăн пулас. Ан ман, кирек мĕнле тӳсĕмĕн те вĕçĕ пур. Эхер те ытла кирлех пулсан, — эпĕ кунта пĕр е тепĕр айăпăн пысăкăшĕпе виçине асра тытатăп, — эпĕ те кирек кама та, вăл тăван е тус иккенне пăхмасăр, лăскаса тăкма пултаратăп!
Серафима Акимовна яшт! тӳрленсе тăчĕ те упăшки çине çивĕччĕн тинкерсе тăхрĕ:
— Çынна лутăркаса тăкма ансат. Анчах ураран çапса ӳкернĕ çыннăн та малашнехи пурнăçĕ пур-иç. Çавăн çинчен шухăшламалла мар-и? Вĕт айăпа кĕнĕ кашни çынна тăшман теме çук. Эпĕ «чышкă меслечĕ» пирки калатăп. Вăл пирĕн тепĕр чухне пулкалать-ха. Нихçан та манас пулмасть: «чышкă меслечĕ» çынсен чĕрине амантать — чире ярать, ухмаха ертет...
Стена çумĕнчи сехет виççĕ çапрĕ.
— Çитет, çитет, Сима... Иоковпа хăйпе калаçни мĕн парĕ. Анчах эпĕ унпа тӳррĕн, уççăн, чĕререн калаçас тесе ăна ĕçе мар, çакăнта, хваттере йыхравласшăн. Кунта вăл ĕлĕк, атте чĕрĕ чухне, час-часах пулкалатчĕ.
Серафима Акимовна упăшки шухăшĕпе килĕшрĕ.
5
Ирхине Курганов ĕçе пынă çĕре коридорти диван çинче Шигапов кĕтсе ларатчĕ ĕнтĕ. Пĕр-пĕрне ырă ир сунса, вĕсем кабинета кĕчĕç. Петр Андреевич, васкавлă ĕç пур тесе, самантлăха пĕрремĕш секретарь патне кайрĕ.
Пӳлĕм самаях ăшă. Пальтине хывса çакма хăймасăр-и, Шигапов тӳмисене вĕçертсе ячĕ, кăтраланса тăракан йĕпкĕн хура çӳçне тураса якатрĕ.
Тĕксĕм пит-куçлăскер, Шигапов пӳрен çӳллех мар, хытанка, тăсмакрах тӳрĕ сăмси айĕнче кĕске кастарнă пĕчĕк мăйăх, çăра та вăрăм, тĕм-хура куç харшийĕсем пĕр-пĕринпе сыпăнсах тăраççĕ темелле. Унпа калаçнă чухне вăл палăрмаллах çивĕч ăстăнлă, уçă кăмăллă япшар çын иккенне хăвăртах чухласа илетĕн, Çав тери йăрăскер кирек хăçан та питĕ хăвăрт çӳрет, хăй утнă çĕртех, шухăшĕсенчен хăтăлаймасăр-и, е аллине сула-сула илет, е хăйпе хăй мăкăртатса пырать. Халĕ те, акă кабинетра пĕччен юлсан, пиншак кĕсйинчен пĕчĕк блокнот кăларчĕ те, унпа калаçнă евĕр, темĕн мăкăртатса ларчĕ.
— Каçарăр, Ахмер Шигапович, кăштах кĕттерме тиврĕ, — терĕ Петр Андреевич, кабинета таврăнса. Сĕтел патне пынă чухне чӳрече умĕнче тытăнса тăчĕ. — Çанталăк аванах сивĕтнĕ паян. Йывăçсене пас тытнă. Хитре вĕсем, шур пĕркенчĕк пĕркеннĕ хĕр-пике пек. Çĕпĕрте йывăçсене час-часах пас тытать. Çĕпĕрте пулса курнă-и? — ыйтрĕ Курганов, сĕтел хушшине ларса. — Апла иккен сирĕн унта ĕçсем, Ахмер Шигапович. Серафима Акимовна сăмахĕнчен ăна-кăна кăштах пĕлетĕп те-ха. Çапах та... Мĕнле пăтăрмах унта сирĕн? Эсир медицина наукисен кандидачĕ. Клиникăра çĕнĕ çын мар. Каласа пар тĕп-тĕрĕсне. Çак жалобăна çырассине те эсир пуçарнă, теççĕ.
— Пĕччен мар, — секретарь куçĕнчен пăхса явапларĕ Шигапов. — Туртма юрать-и?
— Туртăр, туртăр. — Курганов хăй те пирус кăлар-чĕ. — Мĕншĕн сигарет туртатăр? Эсир тухтăр вĕт, — терĕ Петр Андреевич кулкаласа.— Буров профессора пĕлетĕр-и, сăмса-хăлха тухтăрне? Вăт вăл мана: «Е пачах ан туртăр, е, туртсан та, пирус кăна туртăр, сигарета çăвар патне яхăна та ан ярăр», — терĕ. Мĕншĕнне каламарĕ. Мĕншĕн-ши?
Шигапов пуçне çеç пăркаларĕ.
— Калăр-ха, тархасшăн, мĕнле çынччĕ вăл, çĕрле вилнĕ Убайкин? Мĕнле çĕнĕ меслет пулнă вара унăн? Юлашки ыйту: епле-ха эсир, невропатологсем, çав меслет çинчен нимĕн пĕлмесĕр юлнă?
Шигапов сĕтел патнерех куçса ларчĕ.
— Юлашки ыйтуран пуçлама тивет, — терĕ вăл лăпкан, шухăша кайнă пек пулса, пуçне кăшт чӳрече енне пăрчĕ. — Ĕç çапла пулса тухасса пиртен никам та уйламан. Çулĕпе ватă пулсан та, çӳллĕрех те кĕрнеклĕскер, Убайкин çирĕпчĕ-ха, паттăрччĕ. Хăй вăл пĕрмаях ялта пурăннă. Хăйсен ялĕнче колхоз тăвакансенчен пĕри пулнă имĕш. Медицина шкулĕнче вĕреннĕ. Нумай вулани сисĕнетчĕ. Ытларах медицина литературипе интересленнĕ. Ывăлĕ те çар службинчен тӳрех мединститута вĕренме кĕнĕ.
— Мĕнле шыраса тупрăр эсир ана?
— Хăй пынă вăл пирĕн клиникăна. Чăннипе, ăна пирĕн пата ертсе пынă.
— Камсем?
— Кунта пĕр летчика асат хуçнă пулнă. Унăн арăмĕ пăрахутпа Горькирен таврăннă чухне хăйпе пĕрле пĕр каютăра ларса пыракан хĕрарăма хăйĕн çав хуйхи-суйхи çинчен каласа панă. Леш хĕрарăм, хăйсемпе кӳршĕллĕ ялта пĕр çын уксах-чăлахсене сыватни, ун патне таçтан-таçтан çынсем пыни çинчен пĕлтерсе, унпа канашласа пăхма сĕннĕ. Вара вĕсем пăрахут çинчен пĕрле аннă та Убайкин патне кайнă. Летчик арăмĕ Убайкина кунта илсе килнĕ. Виçĕ уйăх хушшинче вăл летчика вунă сеанс массаж тунă — кашни сеансра ултă массаж. Пурĕ утмăл массаж. Пĕр сеанс ирттерет те килне каять, темиçе кунтан каялла таврăнать. Ура çине тăрайман летчик виçĕ уйăхченех туяпа хуллен çӳреме тытăннă. Çынсем шалтах тĕлĕнсе кайнă: унччен темиçе хутчен больницăсенче выртнă — усси пулман. Халĕ сасартăк çӳреме пуçланă... Çав летчик арăмĕ тепĕр летчик арăмĕпе — кунти пĕр поликлиникăра врач-невропатолог пулса ĕçлекенскерпе туслă пурăннă. Ун урлă çак мыскара çинчен пĕлсен, çав врач-невропатолог Убайкина пирĕн Иоков патне ертсе килнĕ.. Убайкин хăй каласа панă тăрăх, вăл тахçанах, пĕр-пĕр больницăра ĕçлесе, хăйĕн ĕçне кăтартса пама, вара врач-невропатологсем пулăшнипе хăйĕн меслетне наука тĕлĕшĕнчен йĕркелесе çитерме ĕмĕтленнĕ.
— Эсир вăл мĕнле ĕçленине курнă-и хăть? — ыйтрĕ Курганов, Шигапова хирĕçех куçса ларса.
— Унпа Иоков пĕччен ĕçлерĕ. Паллах, вăл ăна пĕр шухăшламасăр, пĕр тĕрĕслемесĕр клиникăна илме пултарайман. Убайкина виçĕ эрнене яхăн чирлĕ çынсемпе хăй кабинетĕнче ĕçлеттерчĕ. Унта никама та кĕртместчĕ. Шăп çав кунсенче хулари невропатологсен обшествин конференцийĕ пулса иртрĕ. Конференцире Убайкнн та пулчĕ. Иоков хăйĕн сăмахĕнче Убайкин меслечĕ çинчен те асăнчĕ, вăл невропатологире пачах çĕнĕ япала пулнине палăртрĕ, Убайкина тав туса çырса янă çырусемпе тата сăнӳкерчĕксемпе паллаштарчĕ, Акă вĕсем. — Ахмер Шигапович, папкăран çырусемпе фотоӳкерчĕксем кăларса, вĕсене Курганова тыттарчĕ. — Çырăвĕсене кайран та вулăр-ха, халĕ, акă, çак икĕ ӳкерчĕке пăхăр. Куратăр-и, ку улттăри хĕрача. Ăна хĕрача теме те йывăр, чĕрĕ çăмха вăл. Алли-урисем, авă, хырăмĕ çумне çыпçăннă, алă пӳрнисем хутланса чăмăртаннă. Акă тепĕр ӳкерчĕк. Çав хĕрачах, анчах Убайкин сыватнă хыççăн. Мĕн калăн, чип-чипер хĕрача. Кам ăна çур çул каялла çеç пĕкĕрĕлсе ӳкнĕ уксах-чăлах пулнă тейĕ? Ĕненме те йывăр.
— Да-а... Чăнах та ĕненме йывăр. Тĕлĕнмелле япала... — ассăн сывласа илчĕ Петр Андреевич.
— Çапла, тĕрĕс, тĕлĕнмелле япала. Çав тĕлĕнтермĕшсем патне вăл нумай çул хушши утнă. Нерв чирĕпе чирленĕ хыççăн уксах-чăлах пулса юлнă, асат хуçнă çынсене сыватма тытăниччен вунсакăр çул выльăхсемпе, уйрăмах лашасемпе аппаланнă. Хăйсен колхозĕнче стройран тухнă лашасене çĕнĕрен ĕçе юрăхлă туса панă. Çакăн хыççăн тин вăл çынсене сиплеме пуçланă.
Курганов сĕтел хушшинчен тухрĕ те каллĕ-маллĕ уткаласа çӳрерĕ. Шигапов мăштах ларчĕ.
— Тепĕр тĕлĕнтермĕш, — терĕ Петр Андреевич, Шигапов умне чарăнса. — Çакна пĕлсе тăрса, Иоков мĕншĕн клиникăран хăваласа кăларнă ăна?
— Унăн историйĕ вăрăм... Тĕрĕсне калас пулать, ку мыскара та клиникăри пĕтĕмĕшлĕ лару-тăрупа çыхăннă.
Ахмер Шигапович портфелĕнчен тепĕр папка кăларчĕ те ăна Курганова пачĕ.
— Çакна ятарласах хула комитечĕ валли çырнăччĕ. Чылай пулать ĕнтĕ. Çийĕнчех килсе пама хăюлăх çитмерĕ. Çынсем вĕт, чĕрĕ çынсем. Врачсем тата. Хăйсен йăнăшĕсене ăнланса илессе шанаттăм. Анчах шанчăкăм тӳрре тухмарĕ. Убайкин ĕçне пĕтерсе хунă хыççăн текех тӳсме вăйăм çук... Çакăнта пĕтĕм чăнлăх!..
Шигапов ура çине тăчĕ те пӳрнипе папкине тĕллесе кăтартрĕ.
Шигапова ăсатсан, Петр Андреевич чылайччен нимĕн тума аптраса ларчĕ. Тĕрлĕ хутсене тыта-тыта пăхрĕ. Хăй çине-çинех пирус туртрĕ. Каллех пĕрремĕш секретарь патне кайрĕ. Вăл çук иккен. Каялла таврăнчĕ. Сĕтел хушшине ларса шухăша путрĕ.
Халĕ, тин çеç пулса иртнĕ калаçу хыççăн, ăна икĕ енчен ялкăшса çунакан икĕ вут хыпса илчĕ.
Калама йывăр, ашшĕпе Василий Васильевич çывăх туссем пулнипе-и, Петр Андреевич медицина институтĕнче вĕреннĕ чухнех нерв чирĕсен клиникипе интересленетчĕ, унта кĕре-кĕре те тухатчĕ. Вăл вăхăтра çамрăк профессор Иоков ячĕ ку клиникăна мухтавпа чап йываççин чи çӳлти турачĕсем патне çитиех çĕкленĕччĕ. Ун çинчен хаçатсенче час-часах çыратчĕç. Иоков хай те статья хыççăн статья пичетлетчĕ, кĕнекесем кăларатчĕ.
Тăван хулана таврăнсан Курганов ĕлĕкхи чаплă клиника çинчен ырах мар сăмахсем те илткелерĕ. Анчах вĕсене ĕненсех каймарĕ. Тен, татах ашшĕпе Иоков туслăхĕ çиеле çĕнтерсе тухатчĕ пуль. Иртнĕ икĕ çул хушшинче ку клиникăна хăй те хутран-ситрен кĕркелесе курнă. Ĕçпе мар, арăмĕпе пĕрле. Çавăнпа-и, унта начаррине нимех те асăрхаман. Клиника клиниках ĕнтĕ. Тухтăрсем, сестрасем, чирлисем унăн-кунăн хĕвĕшеççĕ.
«Шигапов каланисем тĕрĕс пулсан? Вара мĕн тумалла?.. Ун пек чухне «операцисĕр», «хирург çĕççисĕр» ĕç тухмасть, теççĕ. Тĕрĕс. Усал ӳте касса пăрахаççĕ. Ку çапла... Анчах, инкек мар-и, Сима каланă пекех, пĕрремĕш секретарь ку ĕçе вĕçне çитерме каллех мана пачĕ вĕт-ха, — Петр Андреевич сăнарĕнче самантлăха вырхану палăрчĕ, унтан вăл кăшт кулнă пек туса илчĕ. — Анчах эпĕ хирург мар-иç, педиатр, сывă та паттăр ăру ӳстерессишĕн кĕрешекен врач пулнă çын. Халĕ унтан та инçетре тăратăп. «Хирург çĕççи»... «Атте тусĕ»... Калама çеç çăмăл».
Курганов арăмĕ патне шăнкăртаттарчĕ. Телефон хуравламарĕ.
«Куннехинче ытла васкамăпăр...» — пĕрремĕш секретарĕн сăмахне аса илчĕ вăл.
6
Виççĕмĕш кунне, кăнтăрла тĕлнелле, тĕксĕм хĕрлĕ «Волга» виçĕ хутлă çурт умне пырса чарăнчĕ. Курганов ватă профессора машинăран тухма пулăшрĕ.
— Ырă сунса, чыс тума тархаслатăп, пирĕн çемьешĕн хаклă Василий Васильевич, — терĕ Петр Андреевич, профессора хăйĕн хваттерне кĕртсе. — Эпĕ таврăннăранпа эсир ку алăка уçман пек астăватăп.
— Чылай пулать, Петенька, чылай пулать кунта пулманни, чылай. Юлашки çулсенче Андрей Федотычпа, йывăр тăпри çăмăл пултăрах, сайра тĕл пулаттăмăр. Шăмăсем тахçанах йывăрланса çитнĕ ĕнтĕ, Петенька.
Петр Андреевич ашшĕн çывăх тусне хывăнма пулăшрĕ. Чи малтан вăл Василий Васильевичăн сăрă костюмне асăрхарĕ. Хăй астăвасса вăл Иоков профессор хура е тĕксĕм кăвак костюм тăхăннине пачах та курман. Анчах ытти енчен ун умĕнче халь урăх Иоков тăчĕ. Сăн-питрен ырхăнлăннă, питçăмартисем йутса аннă. Тен, çавăнпа пулас, унăн пĕркеленчĕкĕсем ытла та уççăн палăраççĕ. Туя çине пĕшкĕнсе утнипе вăл ĕлĕк çӳллĕ, яштака, кĕрнеклĕ çын пулнине ĕненме те йывăр.
Кил хуçи Василий Васильевича хăнасен пӳлĕмне ăсатрĕ. Унтан, пĕр-пĕринпе шӳтлешкелесе, ытти пӳлĕмсене пăхса çаврăнчĕç.
— Куратăп, çĕнĕ хуçан шăпăрĕ палăрсах каймасть: пурте ĕлĕкхи пекех, — асăрхарĕ профессор.
— Анне пурăннă чухне, Василий Васильевич, хăйсен тути-туйăмĕпе çавăрнă йăвана пăсас килмест. Манăн тӳпем сахал-çке кунта. Çуралса ӳснĕ те, атте-анне вăйĕпе çунат хушса, вĕçсе кайнă. Тепĕр тесен, хваттер çинчен шухăшласах та кайман, пĕрмай ĕçре. Çемье те йышлă мар. Аттен ĕç пӳлĕмне кăна, акă, библиотекăна вырнаçтармалла пулнипе кăштах урăхлатма тиврĕ, — терĕ хуçа, хăнана пысăках мар пӳлĕме кĕртсе.
Профессор пĕтĕм стенана йышăнакан библиотека умĕнче чылайччен чарăнса тăчĕ. Унтан вĕсем каялла хăнасен пӳлĕмне таврăнчĕç. Халь кунта вĕсене кĕмĕлленнĕ çӳçлĕ, типшĕм, палăрмаллах пĕкĕрĕлнĕ, çав вăхăтрах, выляса тăракан чакăр куçĕсенчен хаклас-тăк, чылай йăрă карчăк — Петр Андреевич амăшĕ кĕтсе илчĕ. Ватăсем пĕр-пĕрне пуç тайсах сывлăх сунчĕç.
— Мĕнле пурăнатăр, мĕн çĕмĕрттеретĕр? Андрюш вилнĕ хыççăн пире пачах мантăр, — терĕ карчăк.
— Çӳрекелетпĕр-ха хуллен, ватăлла... Сывлăхпа мухтанмаллиех çук. Урасем те, акă, утасшăнах мар. Карчăк та выртсах тăрать... Хамăн çаплах ĕçлеме тивет-ха.
— Юрĕ, эсир калаçăр-ха, — тесе, карчăк кухньăна кайрĕ.
— Çапла, çапла, Петенька, çĕнĕ хуçан чăкăлтăшне курмастăп, — терĕ Иоков, унăн-кунăн пăхкаласа. — Ватăсене сума суни — мухтава тивĕç, — йăл кулса илчĕ вăл, авалхи çӳллĕ хыçлă сăран диван çине ларса.
— Атте-аннене кӳренмелли çук. Тĕрĕс пурăннă...
— Шахматла та вылятăр курăнать, — терĕ профессор, диван çумĕнчи тумбочка çинче шахмат хăмине асăрхаса. — Ку енĕпе те аçăр сукмакĕпе утатăр эппин.
— Хутран-ситрен çеç, Василий Васильевич. Темиçе кун каярах юлташ кĕрсе тухнăччĕ те, пĕр-икĕ парти вылясаттăмăр.
— Ну?
— Çитĕнӳ пирки-и? Пĕр пек...
— Андрей Федотыч... вăт вăл шахматистчĕ.
— Эсир те юлсах кайман пуль, Василий Васильевич.
Профессор ăшшăн кулса илчĕ.
— Тен, пĕрер парти... — сĕнчĕ Курганов.
— Пĕрер парти юрать, анчах эпĕ нумайранпа выляман, — килешрĕ профессор, ура çине тăрса. — Э-э-э, кунта сирĕн фигурăсем те вырăнтах мĕн.
— Темех мар, çӳревсене çырса илнĕ, — пӳлчĕ Петр Андреевич. —Анне, сĕтел çине хатĕрлесен юратчĕ. Эпир чей ĕçме килнĕ çынсем-иç.
— Халех, халех, — илтĕнчĕ кухньăран карчăк сасси. Вылякансем фигурăсене хăвăрт куçарса пычĕç, унтан ытларах шухăшлама пуçларĕç, каярах калаçма та чарăнчĕç.
— Капла çӳреме юрамасть, Василий Васильевич, — терĕ Петр Андреевич, пӳлĕмри шăплăха пăсса. — Ун пек çӳресен, тепĕр икĕ-виçĕ çӳреврен сире мат пулатъ.
Профессор фигурăна хăвăрт каялла илчĕ те кулса ячĕ:
— Куратăр-и, хĕрме пуçларăм... Темиçе çул каярах, астумастăп, темле журналта вуланăччĕ: Италиреччĕ-и, те Испанире, икĕ шахматист, азарта кĕрсе, пĕр партие тăватă талăк хушши куçа лăм хупмасăр выляни çинчен çырнăччĕ. Вăт мĕнле вăл азарт тени... — татах кулчĕ профессор.
— Çут тĕнче пысăк, Василй Васильевич, çут тĕнчере темĕн те пулма пултарать, — терĕ Петр Андреевич. — Шах... Нумаях пулмасть эпĕ пĕр калав вуларăм. Унта çакăн пек эпизод пур. Çуллахи илемлĕ, хĕртсе хĕвел пăхакан кун калав авторĕ хире уçăлса çӳреме тухнă. Тавралăх сип-симĕс — ахахăн та мерченĕн ялтăраса тăрать, улăх-çаран тĕрлĕ тĕслĕ чечексен кавирĕпе витĕннĕ, сывлăш вĕсен сиплĕ шăршипе тулнă. Çав илемпе хавхаланса, пĕтĕм чĕрчун тĕнчи савăнать. Ак хайхи автор, çĕкленнĕ кăмăлпа киленсе пыраканскер, сасартăк тӳпере пĕр тăри чун-чĕрене хĕссех ыраттармалла салхуллăн юрланине илтех каять. Итлет вăл тăрин çав ĕсĕклĕ юррине, чарăнса тăрса итлет... Пĕлетĕр-и: тăри мĕншĕн çапла хурлăхлă юрланă? Вăт мĕншĕн. Ун умĕнхи кун çав тери вăйлă, çил-тăвăллă çумăр çуса иртнĕ те, пĕр колхозри чи ĕçчен, чип-чипер хĕр-пике пăхса ӳстерекен участокри ашкăрса ӳсекен куккурус тунисене йăвантарса хăварнă иккен. Çакна асăрханă та тăри, тарăхса кайнă, чиперкке хĕре чунтан хĕрхеннĕ, вара, тӳсейменнипе хурлăхлă юрă юрласа янă...
— Абсурд! — аллине сулчĕ профессор.
Карчăк сĕтел патне йыхравларĕ.
— Шах... Ну, юрĕ, кайран... Атьăр кăштах апатланар, — терĕ Петр Андреевич.
Сĕтел хушшинче тахçанхи туссем вăл-ку çинчен пуплешрĕç, иртнисене аса илчĕç. Василий Васильевич, хăйĕн тусĕпе Андрей Федотовичпа час-часах пулла çӳренине асăнса, Атăл хĕрринче пулă тытнă чухне пулса иртнĕ пĕр кăсăк мыскара çинчен каласа култарчĕ.
— Пĕрле пулсан, сăмах ялан пулăччĕ вĕсен. Пулли пур-и хăйсен, çук-и, мыскарисем вара!.. — сăмах хушрĕ карчăк, лĕх-лĕх кулса.
— Шӳрпелĕх тытмасăр таврăнман-çке, Анкка, — хирĕçлерĕ профессор.
— Пулăçпа сунарçă мыскарасăр çӳремеççĕ, анне, — терĕ Петр Андреевич, калаçăва çĕклентерсе ярас ĕмĕтпе. — Çĕпĕрте пирĕн больницăра лара-тăра пĕлмен пĕр рентгенолог ĕçлетчĕ. Çулĕсем те чылайччĕ ĕнтĕ хăйĕн. Çапах та сунара каймасăр пĕр кану кунне те ирттерместчĕ пуль. Сунара вĕсем яланах виççĕн каятчĕç. Пĕррехинче вĕсен, çак виçĕ тусăн, сунарта нимĕнле майпа та татса парайман «инкек» сиксе тухнă. Пĕр праçник кунĕ кусем шурăмпуç хăпаричченех тайгана тухса таптараççĕ. Çӳрерĕмĕр-çӳрерĕмĕр тет, икĕ пакшапа пĕр мулкачсăр пуçне нимĕн те тытаймарăмăр тет. Ĕшеннĕскерсем, кăнтăрла тĕлĕнче пĕр парка, сĕтел сарлакăш, йывăç тĕпĕ патне апатланма лартăмăр тет. Чăмламалли кам мĕн чиксе тухнă, çавна кăларса хутăмăр тет. Кунăн спирт пулнă. Теприн — «Зверобой». Сунарта епле-ха унсăрăн! Спирта тĕплесе, кăштах çырткаларăмăр тет те «Зверобоя» уçма шутларăмăр тет. Ак тамаша, пĕри те пăкă уçмалли пăра илмен иккен. Мĕнле уçмалла ĕнтĕ? Апла хăтлантăмăр, капла хăтланса пăхрăмăр, ниепле те уçаймарăмăр тет. Вара, йĕрес пекех шел пулчĕ пулсан та, бутылкăна ирĕксĕрех тунката çине лартса хăвартăмăр тет...
Иоков каçса кайса кулчĕ.
— Э-э, эпир Федотычпа мелне тупнă пулăттăмăр!
— Мĕнле, Василий Васильевич, тепрер черкке..._— сĕнчĕ Петр Андреевич, черккесене тултарса, хăй çак самантра ăнсартран анасласа илчĕ.
— Сахал çывăрнă курăнать, — асăрхарĕ профессор.
— Ку кунсенче сахалтарах çывăрма тиврĕ-ха. Виçĕмкун çур çĕр иртичченех больницăра пултăм. Иртнĕ каç васкавлă ĕçсемпе лартăмăр... Интереслĕ япала. Эпĕ больницăра пулнă каç унта, пĕлетĕр пулас ĕнте, темле çĕнĕ меслет шухăшласа тупнă ăста массажист, Убайкин хушаматлăскер, вилсе кайрĕ. Сирĕн Шигапов та унтаччĕ.
— Мĕнле лекрĕн унта? — тĕлĕнсе пăхрĕ профессор Курганов куçĕнчен.
— Ман хĕрĕм выртать-ха унта. Çавăн патне кайнăччĕ. — Петр Андреевич, куç хĕссе, амăшне урăх пӳлĕме кайма хушрĕ. — Мĕнле шухăшлатăр эсир, Василий Васильевич, çав Убайкин пирки?
— Шарлатан. Халăх хушшинче унашкал шарлатансене час-часах тĕл пулма пулать. Мĕнле пулсан та, вăл шухăшласа кăларнă меслет медицинăран инçетре тăрать, — темле пăшăрхануллăрах сасăпа хуравларĕ Иоков, хăй вĕри чее вĕре-вĕре сыпма пуçларĕ.
— Тĕрĕс-ши? Шигапов шухăшĕ пачах урăхла.
— Унтан... Халлĕхе вăл меслете никам та тĕплĕн тĕпчемен.
— Мĕншĕн?
— Мĕншĕн тесен... усăсăр!
— Тĕпчемен, тĕрĕслемен... Апла пулсан, вăл усалли е усăсăрри çинчен мĕнле калаçу пулма пултарать-ха.
Курганов хăйĕн пӳлĕмне кайрĕ те папка илсе таврăнчĕ.
— Акă отзывсем, фотоӳкерчĕксем... — малалла калаçрĕ Петр Андреевич. — Вĕсене эсир курнă, пĕлетĕр терĕç мана. Кусем, ман шутпа, унăн меслечĕ усăсăр пулни çинчен каламаççĕ. Çавăнпа та ун çине куçа хупмалла пулнă-ши тивĕçлĕ специалистсен, уйрăммăн илсен, сирĕн, невропатологсен? Ку сусăрсем, хăварах пĕлетĕр, пĕтĕмпех нерв чирĕнчен килнĕ.
Профессор чĕнмерĕ.
— Эсир çав меслете никам та тĕпчемен терĕр, — Курганов папкăран урăх хутсем кăларчĕ. — Тĕрĕс-и вара? Врачсем каланă тăрăх, Убейкин сирĕн клиникăра виçĕ эрнене яхăн ĕçленĕ. Невропотологсен обществин конференцийĕнче эсир, çав меслете пысăк хака парса, ăна çине тăрсах тĕпчеме сĕннĕ. Акă стенограмма...
— Эсĕ манпа темле ăнланмалла мар чĕлхепе калаçма пуçларăн, Петенька.
Хумханма пуçланă профессор аллинчи стаканне сĕтел çине лартрĕ.
— Çук, Василий Васильевич, апла мар. Эсир атте тусĕ пулнă çын. Çавăнпа та, сăмах хускалчĕ пулсан, ман сирĕнпе уççăн калаçас килет... Чăнах та, Убайкин май вĕреннĕ çын мар. Анчах та ялсенче ăна халăх тухтăрĕ теççĕ. Ăнсăртран мар вăл медицинăра паха ĕç тунă. Тĕлĕнмелли çук. Унашкал талантсем халăх хушшинче сахал пулман. Манаков, авă, хресчен пулнă. Вăл тă медицинăра çĕнĕ меслет шухăшласа тупнă. Телее, ун меслетне çийĕнчех асăрханă, теори тĕлĕшĕнчен никĕслесе çирĕплетнĕ, уйрăм кĕнеке туса кăларнă.
— Эпĕ Манаков меслетне те йышăнсах кайман, хам практикăра унпа усă курман, — хирĕçлерĕ Иоков.
— Убайкин меслечĕ, ман шутпа, Манаков меслетĕнчен мала кайнă. Вăл пачах çĕнĕ система тунă. Унтан, асăрхăр, хăйĕн меслетне вăл питĕ сыхланса, тӳсĕмлĕн аталантарса пынă. Ăслă пулнă çын, наука тĕлĕшĕнчен тĕрĕс çулпа утнă. Ку пĕрре. Малалла. Эсир, Убайкина шарлатан тамхипе клемелесе, халăх хушшинче унашкал шарлатансене час-часах тĕл пулма пулать терĕр. Мĕнле ăнланмалла ку сăмаха? Халăх медицинин представителĕсем пирки калатăр-и эсир е юмăçсемпе тухатмăшсене асра тытатăр-и? Юмăç-терĕçсем тесен, вĕсем, тĕрĕс, чăн-чăн шарлатансем, ултавçăсем. Эхер те сăмах халăх медицини çинчен пырать пулсан, тĕрĕс каламастăр. Халăх медицинине пĕрре алă сулсах пурнăçран сирсе ывăтма çук. Вăл нумай та нумай ĕмĕрсем хушши пурăннă, пурăнать те. Египет медицинине, сăмахран, ĕмĕр-ĕмĕр халăх медицини тенĕ. Ăнланатăп, эсир, Василий Васильевич, çакна, паллах, хăвăр та манран аванрах пĕлетĕр. Е тата, тĕслĕхшĕн, Китая илер. Китайра та тахçан авалтан усă куракан йĕп терапийĕ тата унти чылай меслетсем çаплах халăх медицини шутне кĕреççĕ. Пирĕн çĕр-шывра халăх медицини чухăн-и? Пĕлетĕр-иç, пирĕн ученăйсем, халăх медицинин меслечĕсене пухса, тĕпчесе, пĕтĕçтерсе, сахал мар кĕнеке пичетлесе каларнă. Каçарăр, чăнлăх тупас тесе, каллех Убайкина илме тивет. Эсир ăна хăвăр умăрта ĕçлеттернĕ. — Петр Андреевич сĕтел çинчи фотоӳкерчĕксене илчĕ те вĕсем çине чылайччен пăхса ларчĕ. — Кунта, акă, вăл шарлатанла хăтланни нихăш енчен те курăнмасть... Эсир, Василий Васильевич, хăвăра хăвăр хирĕçлетĕр. Вăл сирĕн клиникăра ĕçленĕ чухне ун ĕçĕн усси уççăнах курăнсан, чирлĕ çынсем ун патне туртăнма пуçласан, эсир, невропатологсен обществин конференцийĕнче каланă сăмахăрсем çинчен «манса кайса», Убайкин сыватакан çынсене пурне те пĕр харăс клиникăран кăларса янă. Çитменние тата, ĕç вăхăтĕнче мар, каçхине, занятисем пĕтсен, Убайкин клиникăран кайсан... Ну, юрĕ, Убайкин ĕçĕ, сирĕн шутăрпа, «наукăпа, медицинăпа килĕшсе таман ĕç» пулнă пулсан, килĕшме пулать, эсир ăна клиникăра малалла ĕçлеме чарма пултарнă. Кĕретĕн, пĕтĕм коллектив умĕнче. Клиникăра эсир хуçа. Анчах сывалса çитмен çынсене клиникăран мĕншĕн кăларса ямалла пулнă?
— Ăçтан илтĕр ку сведенисене? — пӳлчĕ Иоков.
— Врачсенчен... Акă вĕсем Мускава çырса янă жалоба... Унтан Шигаповран.
— Сиссех лартăм, — терĕ Иоков, пĕр хĕрелсе, пĕр шуралса. — Астăвăр, Шигапов — бунтарь, пĕтĕм клиникăна пăлхатать. Ун пирки калаçнăччĕ ĕнтĕ. Халĕ çĕнĕрен сăмах хускатни, ман шутпа, ытлашши... Ну, Петень-ка, Петр Андреевич, ман вăхăт питĕ хĕсĕк, Кайса канас та... — Профессор, ура çине тăрса, пӳлĕмре уткаласа çӳрерĕ, унтан каллех хăй вырăнне пырса ларчĕ, чĕтрекен аллипе çамкине сăтăркаларĕ. — Шигапов клиникăра хăйшĕн уйрăмах лайăх условисем туса пама хушать. Пирĕн ун пек майсем çук.
— Çук, Василий Васильевич, фактсем ĕç урăхларах пулни çинчен калаççĕ, — Петр Андреевич пиншăкне хывса тенкел хыçне çакрĕ.
— Шигапов коллективра тăнăç ĕçлеме пултараймасть. Чăкăлтăш этем, — татах пӳлчĕ профессор, пӳрнисемпе сĕтеле шăкăртаттарса.
— Чăкăлтăш мар, çитменлĕхсене тӳсеймен, тӳрĕ те уçă чĕреллĕ коммунист. Эсир е ăнланмастăр ăна, е юри ăнланасшăн мар. Нимĕн те калаймăн, талантлă çын, пысăк специалист, паян-ыран медицина наукин докторĕ пулмалла, чăн-чăн наука çынни. Ара, хăвăрах шухăшлăр, клиникăра, Шигаповсăр пуçне, юлашки вунă çул никамах та палăрса тăракан пĕр наукăллă ĕç те çырман. Шигапов çырать. Унăн ĕçĕсем медицина академийĕнче пичетленсех тăраççĕ.
Иоков тенкел çинчен диван çине куçса ларчĕ.
— Вĕсене наука тĕлĕшĕнчен питĕ паха ĕçсем теме çук, — сивлерĕ профессор. — Шигапова эпĕ хăйне те каланă. Килĕшмест пулсан, тухса кайтăр ман патăмран... Унсăрăнах...
Курганов, хулпуççийĕсене çĕклентерсе илсе, куланçи турĕ. Умĕнчи папкине уçрĕ, ăна çавăнтах хупрĕ.
— Каçарăр, ăнлансах çитерейместĕп, Василий Васильевич. Апла пулсан, мĕншĕн эсир çав ĕçсенех мухтаса рецензисем çырнă?
Иоков нимĕн те чĕнмерĕ. Курганов ун çине хĕрхенсе пăхса ларчĕ. «Паллама та йывăр, ăнланма та çук старике», — шухăшларĕ Петр Андреевич.
— Жалоба тăрăх мĕн тăвас тетĕр? — чылайччен чĕнмесĕр ларнă хыççăн ыйтăва хуравсăр хăварса ыйтрĕ профессор, хăй çывăх тусĕ пулнă çыннăн ывăле çине тĕпчевлĕн пăхрĕ.
— Халлĕхе нимĕн те калаймастăп. Хула комитечĕн пĕрремĕш секретарĕ авторитетлă комисси тăвас пек калаçрĕ.
Профессор татах чылайччен мăштах ларчĕ. Унтан ура çине тăчĕ. Пӳлĕм тавра кăмăллăн пăхса çаврăнчĕ. Çак вăхăтра унăн çилли шăнарăнма пуçлани сисĕнчĕ — сăн-сăпачĕ çемçелнĕ пек пулчĕ, çăварĕпе сăмса кăкĕ тĕлĕнчи хытă пĕркеленчĕксем кăштах тикĕсленчĕç. Халĕ ăна Петр Андреевич пĕчĕк чухнехи Петенька евĕрлĕ туйăнса кайрĕ.
— Итле, Петя, — терĕ вăл, каллех хăйĕн вырăнне йывăррăн ларса. — Наукăна Убайкин пек «халăх тухтăрĕсене» кĕртсе ярсан, ыррине кураймăпăр. Медицина наукине вĕсем мар, чăн-чăн ученăйсем аталантармалла.
— Камсем вĕсем чăн-чăн ученăйсем?
— Камсем?.. Чăн-чăн тухтăрсем, ученăйсем...
— Тепĕр тесен, сирĕн хăвăра тивĕçлĕ ученикăрсем те çук-иç. Наука çулĕ çине тăнă çамрăксене малалла утма çул памастăр. Акă вăтăр çул кафедрăна ертсе пыратăр, ытти çĕртен чĕнсе илмесен, сирĕн вырăна лартма çын та çук вĕт.
Профессор чĕринче çĕнĕрен çилĕ тăвăлса çитрĕ, ăшĕ вăркама пуçларĕ. Хăвăрт ура çине тăрса, алăк патнелле утса кайрĕ, анчах алăка уçма тăхтаса тăчĕ, шухăша путрĕ. Унтан ерипен Петр Андреевич еннелле çаврăнчĕ, тĕпелелле темиçе утăм турĕ.
— Петенька, ку хваттертен эпĕ нихçан та çул куркисĕр тухса кайман...
— Ой, Василий Васильевич, каçарăрах, тархасшăн... — Курганов васкасах виçĕ черкке тултарчĕ. — Анне тух-ха кунта, Василий Васильевич килне каясшăн... Ăсатар...
Виççĕшĕ те, черккисене çепĕççĕн чăнклаттарса, тĕппи ĕçсе ячĕç.
— Ну, чипер, сывлăхпа çӳрĕр. Ватăлмалăх кунсенче пире ан манăр. Пирĕн ятран Вера Петровнăна ырă сунса пуç тайăр... — терĕ карчăк.
Ватăсем пĕр-пĕрне чуптурĕç.
Профессорăн самаях хĕрелнĕ, типшĕмрех, пĕркеленнĕ питçăмартисем туртăнкаласа илчĕç, шултра куççуль тумламĕсем юха-юха анчĕç.
Профессорпа шофера çенĕкрен тухиччен ăсатса, Петр Андреевич хăнасен пӳлĕмне таврăнче те сĕтел çинчи пирусне илсе тивертрĕ, унтан урама тухакан чӳрече патне пырса тăчĕ. Ку вăхăтра хăмăр хĕрлĕ машина тури урама майĕпен хăпаратчĕ ĕнтĕ.
«Мĕн шухăшлать-ши вăл çак самантра?.. — Курганов тарăннăн, вăрăммăн сывларĕ, çамкине сăтăркаларĕ. — Ĕлĕкхи Иоковран нимĕн те юлман — сăнĕ-сăпатĕнчен те, кăмăлĕнчен те, ăсĕ-тăнĕнчен те...»
Петр Андреевич вăтам çулсенчи Василий Васильевича аса илчĕ те, унăн куçĕ умне çӳллĕ те яштака, кĕрнеклĕ те хитре, кăвак куçлă арçын тухса тăчĕ. Мускаври университетăн медицина факультетне уйрăмах анаçла пĕтернĕскер, Василий Иоков пĕр çул врач пулса ĕçлет, унтан аспирантурăна кĕрет, пĕтĕм ăсĕ-тăнĕпе, пĕтĕм чунĕ-чĕрипе медицина наукине парăнать; вăхăт нумай та иртмест, паллă ученăй пулса тăрать. Вăл вăхăтра унăн сăн-сăпачĕпе кĕрлесе тăнă чапĕ нумай хĕрарăмсен чĕрисене вут хыптарни çинчен калаçнине те çамрак Курганов пĕрре сеç мар илтнĕ. Калама йывăр, тен, чапăн хăватлă юхăмне парăнса, çавăн чухнех ун пуçне ман-кăмăллăх тени, хăйне ытлашши хакласси, куçа курайман сиенлĕ «шĕкĕ» пек, вăрттăн, сисĕнмесер шалтан шала кĕрсе пынă пуль.
«..Тьшартан вăрахăн, тахçантан хăрса пынă йывăç, — чĕрине ыраттарсах кӳренсе шухашларĕ Курганов. — Эхер те ун тавра хунавсем шăтса тухса, вĕсем те яштака та парка, сип-симĕс ашкăрса ӳсне пулсан, ку йывăç хăрни сисĕнмен те пулĕччĕ-и, тен. Вĕт варман — яланах вăрман. Вăл çуллахи вăхăтра яланах ем-ешĕл. Унта уйрăм йывăçсем хăрнине никам та асăрхамасть. Ку — пĕччен йывăç, тахçантан вăрахăн хăрса пынă пĕччен йывăç. Вăтăр çул хушшинче ун тымарĕнчен пĕр хунав та шăтса ӳсмен. Анчах çавна никам та асăрхаман. Е унăн саралнă çулçисем, ĕлĕкхи пекех ем-ешĕл, мерчен евĕрлĕ ялтăранăн туйăнса, çынсен куçне йăмахтарнă-ши?.. Пулаççĕ çав унашкал «чапсем»...»
Кун каçалана сулăннă ĕнтĕ. Çанталăк уяртнă. Хĕвелĕн шурă, сивĕ çути ялтăрать. Ирхинехи тĕксĕмрех лапсăркка пĕлĕтсем халĕ Атăл леш енче инçетре-инçетпе çĕрпе пĕлĕт пĕрлешнĕ тĕлте, тĕтреллĕн çеç палăраççĕ. Урамра лăпкă. Тӳперен аран тĕсмĕрекен вĕтĕ-вĕтĕ кĕрпек юр ӳккелет. Урамăн тепĕр енчи сăрт айĕпе, тротуар тăрăх лартса тухнă тирексем çап-çара. О, чимĕр!.. Петр Андреевич кĕтмен çĕртен пĕр тирек çинче сап-сарă пĕччен çулçă ялтăркка хĕвел çутинче йăваш çилпе вĕлтĕртетнине курах кайрĕ. Курчĕ те темшĕн сасартăк çӳçенсе илчĕ, ăна таçта шалта ырă маррăн, чĕри ыратса кайнăн туйăнчĕ. «Мĕншĕн халь те ӳкмен вăл?.. Ӳкессе ӳкетех. Ӳкетех! Вĕт ун вырăнне çуркунне çĕнĕ, ем-ешĕл çулçă тухса сарăлма тивĕçлĕ!..»
Сăрт çине ачасем çунашкасемпе чупса çитрĕç. Çуйăхаççĕ, янравлăн ахăлтатаççĕ.
— Пурнăç яланах çамрăк! — терĕ сасăпах Петр Андреевич.
Çурт умне «Медицина службин» машини çитсе чарăнчĕ те хваттере Серафима Акимовна чупса кĕчĕ.
— Эпĕ минутлăха кăна. Халех яла вĕçсе каймалла. Самолет хатĕр, — пĕлтерчĕ вăл алăка уçнă-уçманах.
— Çĕрлене хирĕç-и? — ыйтрĕ хунямăш.
— Ăçта мĕн пулнă тата? — канăçсăрланчĕ Петр Андреевич.
— Ман специальноçпа мар, терĕç. Темшĕн невропатолога та чĕннĕ. Тăваттăн каятпăр: икĕ хирург, пĕр терапевт... Анне, мана кăçата тупса пар-ха.
— Çанталăк начарах мар капла, анчах барометр, авă, юр енне сулăннă, — пĕлтерчĕ Курганов, арăмне ăшă тумтир тăхăнма пулăшса.
— Ялĕ райцентртан вунвиçĕ километрта имĕш. Унта тепле леçсе ярĕç. Юр нумай кăçал. Машина юр ăшне кĕрсе лармасан аван-ха. Ун чухне çуран утма тивет вара.
— Паян текех ĕçе каймастăп пуль, — терĕ Петр Андреевич, арăмне куçĕнчен ăшшăн пăхса. — Машина таврăнсан, Оля патне кайса килĕп.
— Василий Васильевича куртăм эп... Чим, калама маннă: Убайкина пытарма ывăлĕ килнĕ. Вăл ашшĕн меслетне кăштах чухлать имĕш. Çулла кунта килсе кайма пулнă... Ну, чипер. Ольăна маншăн та чупту.
— Телейлĕ çул пултăр! — терĕç карчăкпа ывăлĕ.
...Тухтăрсен пурнăçĕ çапла ĕнтĕ.