1
Ĕçпе эп çӳретĕп чăваш ялĕнче —
Çĕн юрă пухатăп ялйыш хушшинче.
Кăçал эп ĕçлерĕм Каçал салинче,
Легенда итлерĕм, вăл — Ленин çинчен.
Çыратăп яланлăх ăна хут çине:
Пĕлсе тăтăр халăх пулса иртнине.
2
Хисеплĕ çын — Ленин, Владимир Ильич,
Çĕн кун пехилленĕ ĕçчен çын валли.
Хисеплĕ çын — Ленин, хăватлă чĕре,
Пĕртанлăх пилленĕ, çын тунă пире.
Çавна шута илнĕ ĕçчен чăвашсем:
Парне пухас тенĕ ыр çыншăн вĕсем.
Пĕрле шухăшланă, йышпа пухăнса,
Ходок туса янă çынсем суйласа.
Пуху çирĕплетнĕ чи сумлă çынсем.
Çула хатĕрленнĕ, хумханнă хăйсем:
— Каятпăр-çке, — тенĕ, — Мускав хулине,
Тăратпăр-çке, — тенĕ, — çулпуçăн умне.
3
Суйланă йыш кайнă Мускав хулине,
Çитсессĕн пуç тайнă хула илемне.
Чăнах та, Мускавăн илемĕ çук мар:
Курса çӳре, савăн — епле вăл капмар!
Çĕршывăн илемĕ, шур чуллă Мускав —
Пăхса тăранаймăн, мĕн чухлĕ хускав!
Ильич тăван килĕ, Çĕршывăн чĕри —
Курма юри килĕн, эс килĕн юри!
Мĕнле ырă халăх, мĕнле ыр çынсем —
Юлать асăнмалăх кунта курнисем!
4
Ак Кремль керменĕ. Хуллен çех утан.
Хисеплĕ çын — Ленин ĕçлет-çке кунта!
Такам та именĕ кунта кĕнĕ чух:
Кунта ĕçлет Ленин — кĕме хăю çук.
— Кĕрер пулĕ, — теççĕ ялтан килнисем,
Сикеççĕ тухаслăн вĕсен чĕрисем.
Ак алăк та уçă — кĕме илĕртет.
Ĕçхалăх çулпуçĕ: «Мала иртĕр!» — тет.
Ятуллăн тăраççĕ ялтан килнисем,
Сăмах чĕнеймеççĕ — именчĕк вĕсем.
Пĕри хăюланчĕ — пуçларĕ сăмах.
Сăмахĕ шăранчĕ, кур-ха, аванах:
— Ялтан эпир килнĕ, Владимир Ильич,
Ятнех илсе килнĕ парне сан валли.
Пиртен йышăнсамăр хисеплĕ парне,
Пиртен йышăнсамăр чăваш юр-варне!
Умра тăрать Ленин хавассăн кулса,
Сăпайлăн, ĕлккеннĕн калать пуç тайса:
— Пыма килĕшетĕп — чĕнетĕр пулсан,
Кĕçех ак çитетĕп, ĕçрен пушансан.
Парнешĕн — йыхравшăн сире тавтапуç! —
Пуплет-çке йăвашшăн аттемĕр-çулпуç.
Мĕнле ырă çын вăл, мĕнле ыр чĕре! —
Пурне те-çке çывăх курать тĕнчере.
Ал панă та тухнă çулпуç хăнисем,
Телейлĕн пуç тайнă вĕсем тĕлĕнсе:
— Те чăн ку, те тĕлĕк — май çук ĕненме,
Чăваш çынни ĕлĕк çакна сĕмленмен.
5
Кĕç поезд çитерне яла вĕсене —
Ял тăрăх вĕçтернĕ Мускав хыпарне:
— Килет Ленин, — терĕç, — часах хăнана.
Юр-вар хатĕрлерĕç — хуть кил паянах.
Куллен хăна кĕтрĕç ĕçчен чăвăшсем,
Кĕтсе илеймерĕç — кулянчĕç вĕсем:
— Ильич килеймерĕ Чăваш çĕршывне —
Мĕн-ма тупаймарĕ кăштах вăхăтне?..
Ильич килме тивĕç — кĕтеççĕ çынсем,
Хăнашăн ыр çимĕç усраççĕ вĕсем.
Ах, çук, килеймерĕ Ильич хăнана,
Ах, çук, çитеймерĕ — мĕн пулнă ăна?..
Иртсе кайрĕ уйăх, иртсе кайрĕ çул, —
Килсе çитрĕ хурлăх — нимле тӳсме çук!
Ах, вилнĕ-çке Ленин, Владимир Ильич, —
Епле-ши çĕкленнĕ хăр вилĕм алли?!
Ах, сивĕ-çке, сивĕ! Ах, сивĕ январь! —
Чуна пырса тиврĕ хăрушă хыпар.
Ах, сивĕ хĕл кунĕ! Ах, сивĕ хĕсет! —
Ĕçхалăхĕн чунĕ епле-ши тӳсет?
Ĕçхалăхĕн чунĕ кӳтмест сивĕрен,
Кӳтет халăх чунĕ Ильич вилнĕрен.
Ах, сивĕ хĕл кунĕ! Хаяр çил вĕрет! —
Ĕçхалăхĕн чунĕ пĕр сассăр йĕрет.
Ытла та-çке йывăр — чуна хытăран:
Тăван пек чи çывăх çынна пытаран!
Йăтса тăратасчĕ, чĕртесчĕ ăна, —
Калле тавăрасчĕ çак йывăр чăна!
Çук ĕнтĕ, вăл вилнĕ, уçаймĕ куçне, —
Усал вилĕм илнĕ ыр çын пурнăçне.
Ытла та-çке йывăр — çук ĕнтĕ çулпуç.
— Аттемĕр! Ан çывăр, тăрса куçна уç!—
Текех вăл тăраймĕ, уçаймĕ куçне, —
Чĕркĕмĕл тумламĕ ӳкет çĕр çине.
Йĕрет ĕç этемĕ, йĕрет ыр чĕре:
— Чĕр пурнăç хĕлхемĕ кĕрет-шим çĕре?! —
Йĕрет ĕç этемĕ, чунне хытарса.
(Çук ĕнтĕ, чĕртеймĕн ăна макăрса.)
Хисеплĕ çын — Ленин, манмастпăр сана,
Пире эс пилленĕ чăн ыр самана.
Эс пулăн, аттемĕр, ялан пирĕйпе, —
Санпа пĕрле эпĕр чунпа-чĕрепе.
Халь эс канлĕ çывăр — ыр пиллĕх сана!
Аса илме йывăр синкерлĕ куна...
6
Ялта ĕненмеççĕ Ильич вилнине:
— Килет вăл ак, — теççĕ, — Чăваш çĕршывне.
Шавах йăпатаççĕ вĕсем хăйсене:
Ильич сăмах панă — тытать сăмахне.
Чăваш ĕççыннийĕ пăхать çул çине —
Чăваш ĕççыннийĕ кĕтет хăнине:
Епле-ха ан тыттăр Ильич сăмахне?!
Епле вăл ан пытăр Чăваш çĕршывне?!
7
Ак кур: хăнана вăл пĕр вĕçĕм килет,
Килет те кĕрет вăл кашни ыр киле.
Ыр кăмăллă Ленин яла шав килет:
Килет кĕнекенĕн, хаçатăн килет.
Ыр чунлă пулмашкăн пире вăл сĕнет,
Чăн пурнăç тумашкăн пире вăл чĕнет!