Çукчĕ, ман ăна курмалла марччĕ. Урăх çĕре каймаллаччĕ манăн. Анчах ĕç шутланă пек пулмарĕ, тепĕр майлă çаврăнса ӳкрĕ.
Çапла, план тăрăх ман Хиркасра мар, Вăрманкасра пулмаллаччĕ. Пачах урăх çĕрте, урăх енче.
Хамăрăн транспорт çукки пĕтерет çав пире, хамăрăн транспорт çукки. Вăл пулсан, лармалла та вĕçтермелле çех, никама йăлăнма-тархаслама кирлĕ мар — ĕçĕ те час пулать, япали те вăхăтра çапăнса тухать. Халĕ акă...
Редакци мана Вăрманкасри вĕренӳ комбиначĕ пирки статья хатĕрлеме хушнă. «Срок сана виçĕ кун, тăваттăмĕш кун ирхине материал ман сĕтел çинче вырттăр! —терĕ редактор. — Ăнлантăн-и?» Мĕнле çитсе килесси пирки шарламарĕ те.
Халĕ, акă, эпĕ райцентр тăрăх чупкалатăп. Хам йăлт шыва ӳкнĕ ĕнтĕ, ăшша пиçнĕ, çаплах чупатăп-ха. Манăн, мĕн пулсан та, Вăрманкаса часрах çитмелле, унти ĕçсемпе паллашса, çийĕнчех хулана таврăнмалла...
Учрежденирен учреждение танккатăп, организацирен — организацие... Шаккаман алăк та, кĕрсе тухман кабинет та хăвармарăм пулĕ ĕнтĕ, анчах усси çук: пĕрин камери шăтнă, имĕш, теприн моторĕ юсавсăр, виççĕмĕшĕн... Пур, кашнийĕнех пур сăлтавĕ, нихăшĕ те унсăр мар.
Йӳçнĕ чуста евĕр лăчăртатакан пылчăка çăрсан-çăрсан, нимĕн тăвайман енне, аслă çул çине тухса тăратăп: ахăртнех, кам та пулин лартса кайĕ.
Кĕтетĕп. Пĕр вырăнта юпа пек хытса тăрса та пăхатăп, каллĕ-маллĕ уткаласа та çаврăнатап.
Машина таврашĕ курăнмасть-ха. Пирусĕ вара хамăн çунать, çунать, вĕçĕмсĕр çунать... Самай вăхăтран ларт! турĕ хыçра. Çаврăнса тăратăп — ман паталла çу сĕрнĕ атă евĕр ялтăртатакан симĕс «Волга» ыткăнса килет. Пулчĕ! Çул çинчен пăрăнмасăрах алла çĕклетĕп: лартса кайсамăрччĕ, тархасшăн... Анчах ман енне çаврăнса та пăхмарĕç. Канав çумнерех тăма хушса-хистесе, тата хаяртараххăн лартлаттарчĕç те малалла вĕçтерчĕç.
«Пултăрах, кайччăрах. Кусем лартмарĕç пулсан, теприсем кăмăла хăвармĕç», — терĕм те хама хам йăпатса, çĕнĕрен кĕтме пуçларăм. Чăтăмлăн кĕтетĕп. Телей курăнса килменнине, вăл ăнсăртран сиксе тухма юратнине пĕлетĕп-çке-ха...
Машинăсем пачах пулмарĕç теместĕп, пулчĕç. Хăшĕсем, малтанхи пекех, мăнаçлăн саркаланса-каçарăлса ирте-ирте кайрĕç, теприсем чарăнса та тăркаларĕç.
Тăрсан-тăрсан, чикĕ юпи пуласси мана йăлăхтарса çитерчĕ. Мĕн тумалла? Çуран утас — инçе: Вăрманкаса кунтан сахалтан та утмăл çухрăм, теççĕ. Апла пулсан ку меслетпе унта ырансăр та çитеймĕн. Каймасан — каллех: вăхăт та усăсăр çухалать, ĕç те тăвăнмасть... Шутлатап-шутлатăп та тепĕр хут — миçемĕш хут-тăр ĕнтĕ! — райкома каятăп: эпĕ çӳренĕ хушăра пуçлăхсен шухăшĕ улшăнман-и, тен...
— Çук, çук, паян унта каясси пулмасть, — илтетĕп алăкран кĕнĕ-кĕменех.
Эпĕ ĕнтĕ, тарăхса çитнĕскер, алла сулсах тухса кайма танăччĕ.
— Минутлăха тăхтăр, — чарать мана иккĕмĕш секретарь. — Мĕн Вăрманкас çине тăрăннă-ха эсир çав териех? Калăн, унта пыл та çу çеç. Эсир луччĕ, ав, Иван Васильевичпа тытăр та Хиркаса веçтерĕр. Пуррĕрех мар-и-мĕн сирĕншĕн? Районта пулнă — ĕçĕ пĕтнĕ. Колхозĕ вăл кирек ăçта та çавах. Ку-ха, халь эсир каяканни, çĕкленекен хуçалăх. Сирĕншĕн вăл, журналистсемшĕн, пушшех те интереслĕ пулмалла. Командировочнăйĕ пирки ним чухлĕ те пăшăрханма кирлĕ мар, ăна туххăмрах алă пусса, пичет хурса паратпăр. Наять пулать.
Çĕнĕрен шухăша ӳкетĕп. Хушнă ĕç, каланă сăмах пурнăçланмасть те-ха, ара, ирексĕрех шухăшлăн... Çинчен, куçкĕретех кулаççĕ пулсан: «Сирĕншĕн пурĕпĕрех мар-и...»
Çилĕ хамăн вĕресе тăкăнать пулин те, палăртмастăп, лăпкăн çеç ыйтатăп:
— Хăçан каять вăл, Иван Васильевич?
— Халех, çак минутрах. Машина патне тухмарĕ те-и ĕнтĕ, тен.
— Юрĕ, килĕшрĕмĕр. Сыв пулăр!
Вырăна эпир хĕвел пĕкки урлă йăваланса-упаленсе каçнă вăхăт тĕлне çитрĕмĕр.
Хиркас, чăн та, хир варринче-мĕн. Ун таврашĕнче вăрманăн йăхĕ те çук. Хӳтлĕхшĕн лартнă ярăмсемсĕр пуçне, паллах. Ытти вара — хир, хир... Вĕçĕ-хĕррисĕр хир.
Ялта та йывăçсен илемĕпе нумаях киленеймĕн: кăшт-кашт кăна курăнкалаççĕ вĕсем. Кĕнеке çинчи пек каласан, унта пĕр саксаул та кунта тепĕр саксаул... Çапла çеç.
Тарăн çырма урлă хывнă хавшакрах кĕпер урлă каçатпăр та, машина казарма пек пысăк çурт умне пырса чарăнать. Крыльца çинчен пире хирĕç, сарăхнă шăлĕсене çиçтерсе, çур ĕмĕрсенчи пĕчĕкрех арçын анать.
— Килсе çитрĕр-и? — чупнă евĕр васкаса пырать те хыпалансах кабина алăкне уçма пикенет.
— Ун пекех мар ĕнтĕ, Константин Осипович. Яланах çакнашкал вара эсĕ, яланах чысласшăн супатăн, — текелесе, Иваи Васильевич ларкăч çинчен мăраннăн çĕкленет. Кĕреш хапаллăскер, уçса хума ĕлкĕрнĕ алăкран вăл аран йăраланса тухать.— Сывлăхпа чупатпăр-и? — тăсса парать , турта хулăнăш аллине кăнттаммăн.
— Чиперех-ха, Иван Васильевич, чиперех. Кӳренме сăлтавĕ çук, шĕкĕр темелле, — чĕвĕлтетет лешĕ, унăн аллине пĕтĕм вăйран силленĕ май. — Эпир лайăхах чупатпăр, хăвăр мĕнле? — куçĕсем хăйĕн мăчлатмасăр пăхаççĕ, типшĕмтерех пичĕ çинче — вăтанакан ачанни пек айванрах кулă.
— Эпир те çавах, чиперех.
— Тырра тухрăмăр, — пĕлтерме васкать старик.— Пысăк ĕçе пуçăнтăмăр...
— Пуçăнтăр апла, юрать. Ку вăл халĕ тĕп ыйту. Хаклăран та хаклă, кирлĕрен те кирлĕ ыйту. Хăçан тухрăр?
— Паян тухрăмăр. Комбайнсене хире асатрăм та, акă, сире кĕтме правление çитсе ларайрăм çеç-ха.
Унтан, чĕвен тăрсах, Иван Васильевича хăлхинчен темĕн пăшăлтатать.
— Э, — тет лешĕ, чыса пĕлекен хăна йăлипе çемçен кулкаласа, — паян мар, паян унашкалпа аппаланса тăмастпăр. Ытти колхозсене çитсе курмалла-ха манăн. Тепрехинче, Константин Осипович, тепрехинче, — старике вăл, ачана çупăрланă евĕр, çурăмăнченех лăпкаса илет.
— Нумай мар эпир, пăртак çеç, — мăчлатма маннă куçсем йăланса пăхаççĕ, пĕркеленме пуçланă çӳхерех пит çинче çаплах — айванрах кулă.
— Пулсан та... Çук, çук, ун пирки паян ан та калаç. Тавтапуç. Вăхăчĕ халĕ унашкалли мар, ху пĕлен, хĕрӳ вăхăт. Эсĕ луччĕ пире хуçалăхна кăтарт. Машинăра ларакан юлташ, — пуçĕпе ман енне сĕлтсе илет, — шăпах çавăнпа килнĕ те. Хаçат корреспонденчĕ, хуларан.
— Тархасшăн, Иван Васильевич, тархасшăн. Мĕнрен пуçлатпăр, хиртен е фермăсенчен?
— Мĕнрен те юрать. Пурне те кăтарт, пурне те курăпăр.
— Атьăр, атьăр. Килĕшĕтĕр пулсан, малтан ĕне вити тунă çĕре чарăнăпăр, унтан комбайнсем патне çитсе çаврăнăпăр.
Ĕрĕхсе тăракан ăйăр пек машина пире строительсем патне самантрах илсе çитерет.
— Константин Осипович керменне чарăнса курар-ха, эппин, — кабинăран упалла йăраланать машина хуçи.
— Манăн мар ĕнтĕ, Иван Васильевич, колхозăн, — тавăрать старик, хăйне мухтанине юратман пек ватанчăклăн кулкаласа.
— Мĕнле санăн мар? — пӳлет лешĕ, хăтăрнăн, хыттăнах. — Эсĕ тутаратăн-иç ăна!..
— Эпĕ-ха та...
Ĕне вити ял тулашĕнче, çырма хĕрринче пулать. Кирпĕчрен купалаççĕ. Стенисене çурри ытла хăпартнă ĕнтĕ.
— Пысăк ĕç тăватăн, Константин Осипович, питĕ пысăк ĕç, — райĕçтăвком председателĕн заместительне чăннипех те килĕшнĕ пулас ку çын, мухтать, мухтать. Унтан паçăрхи кулăпах: — Ĕçĕ те пысăк та, япали тата пахарах. Çапла-и, тăванăм? Хе-хе-хе, — тет.
— И-и, мĕн калама ĕнтĕ, Иван Васильч, мĕн калама. Ĕмĕрлĕх япали пулать. Аваншăн тăрăшатпăр-çке, малашлăхшăн...
— Хăнасем килнĕ иккен. Здравствуйте! — туса пĕтереймен чӳречере куçлăх çуталса илет. Çуталать те çавăнтах çухалать. Анчах нумайлă-ха мар. Кĕçех вите кăшкарĕ ăшĕнчен вăтам пӳллĕ, çинçе пилĕклĕ çамрăк хĕр ярăнса тухать. Утти хăйĕн çирĕп, тăп-тăп. Тĕссĕрлене пуçланă кăвак комбинезонĕ тĕллĕн-тĕллĕн акшар шĕвекĕпе вараланнă.
— Ну, халсем мĕнле, бригадир? — темĕн каласса кĕтнĕн, тимлесе пăхса, ун енне çаврăнса алă тăсать Иван Васильевич.
— Халсем пыраççĕ-ха, аптрамаççĕ. Ун пирки кулянма кирлех мар. Витешĕн вара... чăннипех те кулянмалла.
— Мĕн пулнă вара витене? — минтер хурса çыхнă пек хăпарса тăракан хырăмне кăнтарса, мăнкăмăллăн каçăрăлса тăрать райĕçтăвком пуçлăхĕн заместителĕ. — Вăл, ав, ӳсет, куç умĕнче ӳсет. Тата мĕн кирлĕ?
— Пулма ăна нимех те пулман. Усесси пирки вара...
— Ну-ну, ан шӳтлеш эс, Зина. Унăн кăçал, мĕнле пулсан та, ĕçе кĕмелле.
— Вăл çапла-ха. Анчах кĕрейĕ-ши? Малтан кирпĕч çуккипе тарăхрăмăр, халь, акă, виткĕçлĕх тупаймастпăр.
— Пулать, ан кулян, пĕтĕмпех пулать. План тăрăх пулмалла... Ну, мĕнле, малалла кайрăмăр-и? — ыттисем тавăрса каласса кĕтмесĕрех çаврăнать те машина еннелле мăраннăн хăлаçлать зампред. Калаçу вĕçленнĕ, текех сăмахласси çук.
Ĕне вити тунă çĕртен хирелле çул тытатпăр. Пĕр комбайн тĕлĕнчен иртетпĕр, теприн тĕлĕнчен. Ниçта та чарăнса тăмастпăр хамăр: чӳречерен пăхса илетпĕр те малалла вĕçтеретпĕр. Ĕçлемесĕр лараканни патĕнче те чарăнмастпăр.
— Э, санпа чăрманма тата... — комбайнер карттусне сулласах хăй патне чĕннине хирĕç йĕрĕнчĕклĕн çеç мăкăртатса тавăрать Иван Васильевич. — Сан пек пуçарусăрсем вĕсем районта темĕн чухлех. Кашнин патне чарăнса аппаланма вăхăту та, пуçу та çитмĕ. Ватма пултаратăн-тăк — тӳрлет.
Тавралăхра тулăх çитĕннĕ тырпул ашкăрса ларать. Тӳлек çанталăкран-и, штиль вăхăтĕнчи тинĕс евĕр лăпкăн исленсе-ирĕлсе тĕлĕрнĕн туйăнать вăл. Пирĕн машина çав анлă тинĕс тăрăх чарлан пекех хăвăрт ыткăнса ярăнать.
— Ну, сад мĕнле кăçал, Константин Осипович? — тултармăш евĕр тулли мăйне аран пăрса çаврăнать хыçалалла Иван Васильевич. Унăн паçăр, комбайнер хăй патне чĕннĕ чух, кăмăлĕ палăрмаллах тĕксĕмленнĕччĕ, халĕ кăвакхуппи пăртак уçăла пуçларĕ, ахăр.
— Çав тери лайăх, Иван Васильевич, çав тери лайăх. Кăçал тухăç нихçанхинчен те вăйларах пулмалла. Кĕрсе курăпăр-ха акă...
— Курас, курас. Халех çитсе курас. Юрататăп эпĕ сирĕн сада. Çавăнпа унран пăрăнса ниепле те иртсе каяймастăп.
Темиçе минутран эпир колхоз пахчинче.
Хапхаран кĕрсенех — хăяр куписем. Пилĕк-ултă купа. Пурте пысăк. Хăярĕсем те пĕчĕк йышшисем мар. Тараса çине ятарласа хурса суйланă тейĕн, кашниех чавса тăршшĕ. Хĕвел питĕнче пиçсе выртакан сысна çурисем пекех.
— Куратăр-и, мĕн чухлĕ вăл пирĕн?! — аллисене саркаласах йăлкăшать старик.
— Апла... — те чăннипех тĕлĕнсе, те урăх сăлтавпа, пухăннă сĕлекине çын илтмеллех лăнкăртаттарса çăтса ярать Иван Васильевич.
— Улма вара тата йышлăрах, йывăçĕсем аран-аран çĕклесе лараççĕ. Курсан, ăнтан кайăр...
Çулçисем палăрми çимĕçлĕ йывăçсене курсан, Иван Васильевич чăн та тăнне çухатрĕ темелле.
— Эх! Эх! — хавхаланчĕ вăл. — Мĕнешкел пуянлăх! Кун чухлĕ япалана çисе те, сутса та пĕтереймĕн, — пĕрне татса илсе çăварнелле ăсатрĕ, теприне, виççĕмĕшне. — Ырлăх, акă ăçта ырлăх! — кавленĕ хушăрах кĕсйисене чыша-чыша тултарчĕ. — Ачасене валли ку. Атту вĕсем, киле таврăнсан, мĕн илсе килтĕн те мĕн илсе килтĕн, тесе канăç памаççĕ...
Сада пĕтĕмпех курса çаврăнсан, зампред кайма вахăт çитнине пĕлтерчĕ.
— Манăн ытти колхозсенче те пулмалла-ха. Çавăнпа, пĕрре çула тухнă çын, вĕсене те çитсе çаврăнас. Эсир кунта юлатăр пулĕ ĕнтĕ, сыв пулăр, — тăсрĕ ман енне турта пек аллине. Унтан старике: — Константин Осипович, ăсат мана пăртак, — сĕнчĕ çемçен. — Корреспондента вара, — асăрхаттарчĕ утнă май, — лайăх пăх, сан патăнтан кăмăлсăр ан кайтăр вăл.
— Ăсатрăм, — терĕ Константин Осипович, самай хушă çӳресе килнĕ хыççăн. — Халĕ хамăр та кайса апат çийĕпĕр.
— Сирĕн, мĕн, столовăй пур-и, элле?
— Столовăйĕ çукрах-ха, ăна тума черет çитеймен. Хамăр пата каятпăр. Аякран килекен хăнасене эпĕ яланах хам патăмра апатлантаратăп. Çĕр те каçаççĕ. Çемйи пирĕн пысăк мар, виççĕн çех эпир.
Хирĕçлемерĕм, килĕшрĕм. Ăçта та пулин апат та çимелле-çке-ха, çĕр те каçмалла.
Председателĕн çурчĕ керменрен те кермен. Калăпăшĕпе вăл колхоз правленинчен ним чухлĕ те кая мар. Хитрелĕхĕпе вара чылай чаплăрах: ăна йăлтах эрешлесе тунă, пĕтĕмпех сăрланă.
Хуралтисене те тăри вĕçсе кĕреймĕ. Çӳллĕ хăма хапха (вăл та ăста алă эрешленĕ чечек ăшĕнче), чăмăр йывăçран купаланă вите-карта. Хăйсене пурне те хĕçтимĕр витнĕ.
Тулли кĕлеткеллĕ кил хуçи арăмĕ пире самантрах тĕрлĕ апат-çимĕç хатĕрлесе парать.
— Сада ларатпăр, — кĕскен пĕлтерет хăй кăмăлне Константин Осипович.
Икĕ метр çӳллĕш хӳме тытса çаварнă пахчара юмахри евĕр асамлăх. Ретĕн-ретĕн лартнă саркаланчак улмуççисем, пĕр-пĕринпе ăмăртмалла ӳснĕ тӳп-тӳрĕ чие йывăççисем, хăмла çырли, крыжовник... Вĕсене шăварма икĕ пусă: пĕри — алăпа çавăрса ăсмалли, тепри — насуспа уçласа кăлармалли. Мунчи те çакăнтах. Ытти хуралтасем пекех, вăл та вĕр-çĕнĕ.
Палламан çын пуррине туйса пулас, йывăçсем хыçĕнчен чĕчĕ ĕмекен пăруран пĕчĕкех те мар, ялтăраса тăракан яка çăмлă хăмăр йытă хамлатса илет.
— Ан харкаш, вырт!
Хуçи сассине илтсе, лешĕ çавăнтах лăпланать, йăви патне йăвашшăн утса каять те, анаслакаласа, кукленет, унтан тăсăлсах выртать.
— Пахчи пырать-ха та, вĕллисем сахалтарах, сакăр çемье çеç, — пăшăрханарах каласа хурать председатель, сулхăна туса лартнă сĕтел хушшине васкамасăр вырнаçса. — Ытларах кирлĕ... Тислĕке картишĕнчен механизациленĕ майпа кăларасси пирки те шутлама вăхăт. Атту алă вăйĕпе нушалан-ха унпа. Хальхи саманара унашкал ухмахла ĕçлени вырăнсăр. Килте те колхозри пекех пултăр. Акă мĕншĕн тăрăшмалла пирĕн! Тульккă унта, колхозра, çынсем япалана упрама пĕлмеççĕ, час çĕмĕрсе пăрахаççĕ. Çакă начар вара. Питĕ начар. Килте, хăвăрах пĕлетĕр, ун пек мар. Кунта, пĕрре майлаштарса лартрăн иккен, ĕмĕрлĕхе пырать.
Эпир унпа апата васкамасăр çирĕмĕр, ун хыççăн та самаях калаçса лартăмăр.
Константин Осипович колхозра нумаях пурăнмасть-мĕн-ха, виççĕмĕш çул çеç. Унччен тĕрлĕрен «акĕнтăм» та «експетитăрăм» çӳренĕ. Председатель пулма ăна — «пуçĕ çунтăр савăн» — Иван Васильевич çураçтарнă. Ара çав, вăл. Ахаль сĕннипе кăна мар, хистесех. Вăйпа тенĕ пекех. Константин Осипович, паллах, малтан килĕшмен. Ăçта унта! Пурнăçĕ лере те кунтинчен каях марччĕ те... Иван Васильевич ăна чылай хушă ӳкĕтленĕ. Ӳпкелешнĕ те: «Мĕн ĕнтĕ эсĕ хăвăн ученикӳн кăмăлне хăваратăн. Тыт та ĕçле, нимĕнрен те ан хăра, пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулать. Вара тин вăл «хуçалăха çирĕп тытса пыма» сăмах панă: «Тытатпăр та. Унсăрăн юрамасть. Рас уш саклаççи тал, то кӳлĕн те веçи...» Константин Осипович правление кайма тăнă чух хĕвел çитмĕл те çичĕ урипе катари сăрт курпунĕ çине тĕреннĕччĕ ĕнтĕ, Хиркаспа сывпуллашма хатĕрленетчĕ.
— Эсир çул килсе ывăннă, выртса канма пултаратăр, — сĕнет вăл, кукшаланнă пуçне мунчала пек лӳчĕркеннĕ карттусĕпе хупланă май. — Именсе ан тăрăр, килти пекех пулăр.
Эпĕ кăнтăрла нихçан та çывăрманни çинчен пĕлтеретĕп.
— Ахаль тăрасран урам тăрăх кăшт уткаласа килĕп-ха, — тетĕп, ăна ăсатса. — Уйра пулса курнă ĕнтĕ, кирлĕ цифрăсене ыран бухгалтерине кĕрсе илме те пулать.
— Юрать, юрать. Ун пек те килĕшмелле. Уçăлса çӳрĕр эппин пăртак.
Хиркас — пысăк ял. Вăрăм урамĕсем çеç унăн виççĕ. Вĕсем çумне ларнисене хушсан, пурне те часах шутласа та кăлараймăн.
Çĕнĕ çуртсем те — паянхи пурнăç паллисем — курăнкалаççĕ ялта. Анчах вĕсем нумаях мар. йывăçсем пекех сайра темелле, унта-кунта çеç. Ытти колхозсемпе танлаштарсан, сахалтарах, чылай сахал.
Ват çын пек мĕшĕлтетсе, майĕпен-майепен хуплать каç тĕтри таврана. Июль каçĕн шĕвĕрех хура тĕтри.
Эпĕ тĕттĕмленнĕ урамсем тăрăх утатăп. Васкамасăр, хуллен. Тĕрĕссипе, ман халь ниçта хыпаланасси те çук: шутлани пурпĕрех пурнăçланман, ыранхи кун мĕн кăтартасса хам та пĕлместĕп-ха.
Хир енчен пит-куçа кăтăклакан темĕнле ачаш çил вĕрсе ячĕ. Хăйпе пĕрле вăл çĕнĕ тулă çăнăхĕнчен пĕçернĕ пĕрремĕш хăпартăва аса илтерекен сĕтеклĕ шăршă варкăштарса килчĕ. Эпĕ ăна çăткăнлансах çине-çине çăтрăм...
Шухăша путнăскер, хваттер умне çитсе тăнине те сисмен. Тĕрĕсрех, ун патне çитсе пыратăп. Сасартăк ман хăлхана, таçтан, ара, хыттăнах калаçнă сасă килсе кĕрет. Ăçтан-тăр, шалтан илтĕнет. Ирĕксĕрех чарăнса тăратăп. Чарăнатăп та... председатель пӳртĕнче тавлашу кĕрлет!
— Вăрă!.. Вăрă!.. — янратать хĕрарăм çине-çине. Унăн чĕрене касакан сăмахĕсем уçă чӳре-черен пĕр чăрмавсăр вăркăнса тухаççĕ те урамра ним вăтанми-çӳçенми, ним именми-туртăнми саланса çех тăраççĕ. — Вăрă!..
— Мĕншĕн вăрăпа хăртатăн-ха эсĕ мана, хĕрĕм, пĕр вĕçĕмсĕр, камăнне вăрланă вара эпĕ?
Ку — Константин Осипович сасси. Эпĕ ăна çийĕнчех уйăрса илтĕм.
— Мĕншĕн тесен эсĕ вăрă! — каллех пат! татать лешĕ. — Пĕлетĕн-и, вăрă?! Çавăнпа хăртатăп. Çынсенне, халăхăнне вăрлатăн... — Хĕрарăм тата темĕн калать, хыттăнах калать, анчах сăмахĕсем, çулçăсем чăштăртатнипе, лайăххăн илтĕнмеççĕ, пăтрашăнса каяççĕ.
— Çук, хĕрĕм, — хирĕçлет пăртакран Константин Осипович, — эпĕ ăна вăрласа мар, ĕçлесе лартнă. Хам вăйпа...
— Асту, ĕçленипе çеç ан пултăр, — килĕшмест «хĕрĕмĕ». — Ытти çĕртисене лайăхах астумастăп та, анчах колхоз председателĕнче эсĕ пурĕ те иккех çул-ха. Апла пулсан, çак кĕске хушăра пĕр-пĕччен çавăн пысăкăш япала валлилĕх ниепле те ĕçлесе илме пултарайман. Пултараймастăн та. Анне ун чухне те, хальхи пекех, чирлĕччĕ. Эпĕ каллех ĕçлемен, шкулта вĕреннĕ. Санăн вара, пăх та кур, икĕ çултах пĕр хутаç укçа пулса тăнă. Пĕлĕтрен антарса пачĕç-и ăна е çăлран ăсса кĕтĕн-и?
— Хамăн пулнă, çынсем пулăшнă.
— Иван Васильевич йышшисем-и?
— Вăл та кивçенле панă, ыттисем те.
— Ан суй, Иван Васильевич сана пĕр пус та паман. Пама пултарайман та. Шалу çинче пурнаканскер, сасартăк ăçтан илсе парĕ-ха вăл çавăн чухлĕ укçа? Пĕлмеççĕ тесе ан шутла, пĕлетпĕр, сана вăл укçапа мар, суя документсемпе пулăшнă...
Эпĕ вырăнта хытнă та йăлтах аптăранă: кĕрес — вăрçăшнă çĕре кĕме аван мар, ăçта та пулин каяс — ниçта кая пĕлместĕп. Шалта çав-çавах тавлашу янăрать; вăл чарăнма мар, чакмасть те, хĕрнĕçем хĕрсех пырать.
— ...Чим-ха, хĕрĕм, мĕншĕн çак териех çие тăратăн эсĕ? Эпĕ ăна хамăршăн тунă-çке-ха...
— Хамăршăн пулин. Ултавпа мар, тĕрĕслĕхпĕ пулмалла пулнă вăл! Çинчен, санăн, руководителĕн, хушăн мар, колхозшăн ытларах йĕмелле. Ферма витисем юрăхсăра тухнă ав, ыттисем... Вĕсем пирки эсĕ пачах шутламастăн та пулмалла-ха.
— Ĕне вити мĕскер, шутламаннипе пулнă-и вара вăл?
— Вăл пулман-ха, пулать çеç. Унта та питĕ хĕнпе. Сан айăпупа мар-и çак куна çити тăсрăмăр ăна. Материалсем вăхăтра тупса парса тăнă пулсан, çав вите, шантарса калатăп, халиччен хатĕр пулатчĕ. Куншăн пире те, строительсене, сире те, пуçлăхсене, ял халăхĕ чĕререн тав тунă пулĕччĕ. Колхоз пурлăхне вăрласа салатассишĕн мар, унăн мулне ӳстерессишăн тăрăшмалла! Пĕл, Иван Васильевичсене кучченеçсемпе йăпăлтатса пурăннипе çеç малалла каяймăн. Çук, каяймастăн! Халăх чăтать-чăтать те, кайран, çилли тăвăлса çитсен, кăларса та çапать, тивĕçлипе ответ та тыттарать.
— Пыр та калаç ĕнтĕ эсĕ унпа. Мĕнпур айăпа пĕтĕмпех ман çине тиерĕ, мĕн пуриншĕн эпĕ çех айăплă пулса юлтăм...
Çак сăмахсем тĕлĕнче алăк хыттăн шартлатса хупăнчĕ, вара текех нимĕнле сасă та илтĕнмерĕ. Эпĕ тин ассăн сывласа ятăм.
Тавлашу лăпланчĕ пулин те, çийĕнчех кĕме иментĕм-ха, пĕр хушă вырăнтах хытса тăтăм.
Алла тыткăç енне тăснăччĕ ĕнтĕ — калинкке уçăлса кайрĕ. Уçăлчĕ те... ман ума таçта васкакан хĕр вăркăнса тухса тăчĕ: Зина, строительсен бригадирĕ Зина!.. Акă кам хĕрĕ пулнă иккен вăл...
— Эсир-иç ку?! — хăйĕнчен хăй ыйтнăн, тĕлĕнсе пăхать Зина. — Эпир сире йăлтах çухатн, эсир, ав, кунта-мĕн... Ма кĕместĕр?
Те ĕç тумне хывса çĕннине тăхăннăран, те пачах урăххипе, сăлтавне хам та пĕлместĕп, мана вăл çав самантра питĕ те капăррăн курăнчĕ. Таса чун-чĕре хитрелĕхĕпе хăй вăйĕ çине шанакан çын илемлĕхĕччĕ пулас унра.
— Курса çӳререм те, çаврăнса çитейрĕм çеç-ха, — нихăçан ултавпа хăтланманскер, суйрăм хальхинче. Урăхла эпĕ ăна хирĕç калама пултарайман та.
— Курса çаврăнтăр апла? Питĕ лайăх. Халĕ атьăр, апатланăпăр. Унтан, кăмăлăр пулсан, клуба кайса килĕпĕр.
— Çиме ман, Зина, пĕр чĕптĕм те çиес килмест, — чаратăп ăна. — Эпир аçăрпа нумай пулмасть кăна апатланнăччĕ-ха. Клуба вара хаваслансах пыратăп.
— Ун пек мар ĕнтĕ... Е эсир вăтанатăр-и? — ĕненмесăр пăхса илет. — Клуба ĕлкĕретпĕр-ха.
— Ним чухлĕ те вăтанмастап,—хулĕнчен тытсах çавăтатăп хĕре. — Кайрăмăр.
Манăн хăвăртрах ку çурт патĕнчен пăрăнса каяс, ăнсăртран илтнĕ çав усал калаçăва часрах манас килет.
— Тĕрĕсне калатăн пулсан, хистеместĕп, — килĕшет Зина. — Апата ăна, тепĕр тесен, таврăнсан та çиме пулать-ха. Çапла вĕт?
— Паллах!..
Клубра эпир ик-виç сехет те ирттертĕмĕр пулмалла. Çамрăксем унта тĕрлĕрен вăйăсем вылярĕç, карталанса тăра-тăра юрларĕç, алă çупа-çупа ташларĕç. Ыттисенчен Зина та юлмарĕ. Пурин пекех шӳтлешрĕ те вăл, кулчĕ те, купăс умне тухса, пĕр хут кăна мар ташă та çаптара-çаптара илчĕ. Çук-мĕн, килĕнче пулса иртнĕ ырă мар калаçу ун кăмăлне пăсман-мĕн, ним чухлĕ те пăсман. Çакăншăн эпĕ чĕререн савăнтăм.
Киле кайма тухнă çĕре Алтăр çăлтăр, такам пушатса ӳпĕнтернĕ евĕр, тепĕр май çаврăнса выртнăччĕ ĕнтĕ, пĕр çаврăм çывăрса илме ĕлкĕрнĕ автансем, вырнаçса çеç çитейнĕ шăплăха çĕнĕрен хускатса, шар та шар авăтаççĕ.
— Ну, мĕнле, килĕшет-и сире пирĕн ял? — те чăнласах ман шухăша пĕлес тесе, те ахаль çеç ыйтать Зина. Эпир унпа тĕттĕм урам тăрăх пыратпăр. Утатпăр васкамасăр, калаçа-калаçа.
Эпĕ хирĕçлеместĕп:
— Килĕшет, аван ял.
— Мана та килĕшет, — çийĕнчех пĕлтерет Зина. — Эпĕ унсăр, çак хамăр Хиркассăр, урăх ниçта та пурăнаяс çук-тăр. Çуках. Экзаменсем пама кайсан та вара питĕ тунсăхлатăп, таврăнмассăн сунатăп. Халлĕхе ăна тем тĕрлĕ чаплă теейместĕн-ха. Анчах эпĕ унран çитес çулсенчех илемлĕ ял пуласса шанатăп. Илемлĕ те вăйлă. Ку пулатех, пулать. Эпир ăна тăватпăрах, унсăрăн лăпланмастпăр. Куртăр-и, мĕн чухлĕ яш-кĕрĕмччĕ клубра? Пĕлтĕр çеç ялта çукчĕ-ха, ăçта килнĕ унта саланнăччĕ. Кăçал, ав, пурте кунта, пурте колхозра.
— Ку чухне çамрăксем хуланалла ытларах туртăнма пăхаççĕ те, мĕнле çавăрса килме, пухма пултарнă вара эсир вĕсене каялла? — ыйтатăп хĕр сăмахĕсемпе сасартăкак кăсăкланса кайнăскер.
— Э-э, эсир пирĕн вăрттăнлăха пĕлесшĕн-и-ха? — юнать Зина. — Каламастăп. Вăрăм ун историйĕ.
— Çапах та...
— Çапах та, — тет кăшт шутласа тăнă хыççан çиреппĕн, — ялтан каясси вăл пĕтĕмпе те мода çех. Мода, урăх ним те мар. Çавă хулара пурăнать те, манăн та унран юлас мар, тени кăна. Тĕрĕссипе калас-тăк, ялта та халĕ хулари пекех лайăх ĕçлесе илме пулать. Кану вăхăтне те кăмăла килмелле йĕркелеме май пур. Эпир çапла турăмăр та. Ĕçшĕн пирĕн пĕлтĕртенпех ĕнтĕ çирĕп йĕркепе тӳлеççĕ. Хăвна тивĕçекеннине палăртнă вăхăтра нимĕнле сăмах-юмахсăрах каятăн та илетĕн. Культурăллă мероприятисем те тăтăшах пулса пыраççĕ. Ку тĕлĕшпе маларах пирĕн те начарччĕ. Клуб яланах хупăччĕ. «Культура» сăмах мĕне пĕлтернине ăнланман эрех пички ĕçлем пекки таватчĕ унта. Эпир вара, комсомолецсем, пĕррехинче пухăнтăмăр та çак ыйтăва ятарласа сӳтсе яврăмăр. Ĕçкĕпе супнă заведующие ĕçрен кăларма ыйтрăмăр, ун вырăнне пултаруллă çамрăка уйăрса лартрăмăр. Çавăнтанпа пирĕн концерт-спектакльсĕр пĕр эрне те иртмест. Кинопа ташă-юрă пирки каламастăп та, вĕсем каçсеренех...
Пĕр хушă эпир чĕнмесĕр пыратпăр.
— Эсир паян колхоз садĕнче пулнă-и? — сасартăк, утма чарăнсах, ыйту лартать Зина. Пуçне вăл ман енне çавăрнă та пăртак тайнă, çавна май хумлă-хумлă сарă çӳç пайăркисем сапаланса хулпуççийĕ çине ӳкнĕ, куçĕсем, тĕрĕсленĕн, хĕсĕнсе пăхаççĕ.
— Пулнă-çке...
— Мĕн курнă унта?
— Сад курнă.
— Çакă çеç-и?
— Çакă çеç.
— Сахал. Ытларах курмалла пулнă.
— Капла та аванах пăхрăм та, урăх нимех те асăрхаймарăм.
Зина мана хирĕç нимĕн те тавăрса каламасть. Хăй темĕн пирки пикенсех шутлать. Темĕнле пысăк япала пирки пулас. Çакă унăн тĕксĕмленнĕ сăнĕнченех паллă.
— Çын шухăшне вулама пĕлсен тем пекехчĕ те, анчах унашкал ăсталăх паман çав мана, — калаçăва лайăххăн пуçарас тесе, шӳтленçи тăватăп эпĕ.
Зина каллех чĕнмест. Малтанах вăл хăй пăлханăвне палăртасшăн мар тăрăшрĕ, халĕ пытармасть.
Пуçне пĕкнĕскер, шутлать-шутлать те туртăнса тӳрленет, аллине сулать:
— Юрĕ, пуçланă пулсан, каласа пĕтересех. Аван та аван, терĕм эпĕ. Аванни халĕ пирĕн чăнласах та сахал мар ĕнтĕ. Анчах начарри те самай-ха. Начарри, киревсĕрри. Çавна вĕт, пĕлетер-и, йăлтах аслисем тăваççĕ. Аслисем, ертсе пыракансем. Çакă кӳрентерет те, питĕ хытă кӳрентерет. Çавăнпа эпĕ вĕсем çинчен прокурора пĕлтермелле мар-ши тетĕп. Чи малтанах атте çинчен. Унăн сăтăрла ĕçĕ çинчен, — тӳрлетет çийĕнчех. — Унашкал ашкăнăва эпĕ урăхла кала та пĕлместĕп. Пирĕн атте ĕçĕ вăл чăннипех те сăтăрла, ял халăхне хирĕçле ĕç. Вăрă ĕçĕ. Колхоз пурлăхне вăрлаççĕ вĕсем. Пур ун хăй пеккисем, çавсемпе. Эсир мĕнле шутлатăр? Пĕлтерес-и?
— Эпĕ те сирĕнешкелех шутлатăп-ха та, анчах вăл хăçан тата мĕн вăрлани паллă мар мана.
— Эпĕ пĕлетĕп, эпĕ пĕтĕмпех пĕлетĕп. Маншăн пурте паллă. Калăпăр, пĕри теприсен шучĕпе хăйне валли çурт лартать. Ку вăрă ĕçĕ мар-и? Е ял халăхĕнчен вăрттăн ют çынсене, пачах ютсене, япаласем пара-пара ярать. Ку вăрлани мар-и?
— Тĕрĕс, пурте тĕрĕс.
— Пирĕн кил-çурт мĕнлине эсĕр куртăр ĕнтĕ. Чăннипех те чаплă вăл. Ялта пĕр çӳрт. Колхоз правленийĕ те ун чухлĕ çук. Клуб вара пушшех танлашаймасть унпа. Пирĕн атте йышши йĕксĕк пуçлăхсем ун енне çаврăнса та пăхмаççĕ. Ĕлкĕрĕпĕр-ха, теççĕ те алă çех сулаççĕ, сан сăмахна хăлхана та чикмеççĕ. Клуб тăвиччен вĕсем хăйсĕм валли керменсем хăпарта-хăпарта лартаççĕ. Пирĕн кил-çурт та, пĕлессĕр килет-тĕк, çав меслетпех пулнă. Ну, калăр-ха, преступлени мар-и ĕнтĕ çакă?
— Киле-çурта тĕсетни юрĕ-ха вăл та, анчах клубсене çĕнетесси çинчен те манса каяс пулмасть...
— Çук, ун пек крепость кирлĕ мар мана! Кирлĕ мар! Ыттисем санран начар-и-мĕн, вĕсем сан пекех лайăххине юратмаççĕ? Кашнийĕнех тулăх пурнăçпа савăнса пурăнас килет. Апла пулсан, эсĕ те çынран уйрăлса ан тăр, тан пул. Ку кăна та мар, малтан халăхшăн, унăн пурнăç шайне çĕклессишĕн тăрăш, вара тин хăвшăн. Клуб çинчен асăнтăмăр. Ăна, хăвăрах куртăр, çĕнĕрен тумалла. Унсăрăн вăл, çĕрнĕскер, персе анма та пултарать. Ферма витисем те çавах. Акă мĕнрен пуçламалла. Уйрăм çынсене, лайăх ĕçлекенсене, паллах, колхоз вăйĕпе çуртсем ларта-ларта парсан та пăсмасть. Ун пек май пур ĕнтĕ халь пирĕн. Ан тив, çĕнĕ те капăр çуртсенче савăнса-кулса пурăнччăр! Çапла вĕт?
— Çапла...
— Эпĕ сиртен садра мĕн курни çинчен ыйтрăм. Ахальтен ыйтмарăм эпĕ ăна, — кăшт тăхтанă хыççăн, каллех пуçларĕ Зина. — Сире вĕсем унта, аттепе Иван Васильевич, яка пăр çине тăратса хăварнă. Сире те, пире те. Пире — ял çыннисене. Садра вĕсем хăяр вăрланă. Пĕлмĕç, курмĕç, терĕç пулас. Курнă! Халăхран нимĕн те пытараймăн, ăна улталаймăн! Пит лăйăх курнă, пит лайăх пĕлеççĕ.
— Мĕнле хăяр, хăш вăхăтра? — тĕлĕнсех кайрăм эпĕ. — Пĕрлех çӳрерĕмĕр-çке...
— Çӳреме эсир пĕрлех çӳренĕ. Ăна вĕсем кайран, сиртен уйрăлсан вăрланă. Пĕр михĕ тултарнă та машина ăшне персе чикнĕ. Лешĕ вара, Иван Васильчи, ларнă та вĕçтере панă.
— Кунашкал япалана асăрхаман çав эпĕ...
— Вĕсем кăтартса тумаççĕ. Çапах та çынсем пурепĕрех кураççĕ. Çав Иван Васильевича сурăх тушкисем тыттара-тыттара янисене те пĕлеççĕ... Çаплалла-ха пирĕн пурнăçсем. Çавăнпа шухăшлатăн та. Вахăт-вăхăт шеллесе те каятăн, мĕншĕн тесен ху аçу, вăхăт-вăхăт вара... Çук, калаçнипе çех ĕç тухса пĕтеймест пулĕ, чăннипех тытăнмалла пулас. Çитет, капла та нумай алхасрĕç. Унашкал киревсĕрлĕхсене текех чăтма пултараймастăп!..
Çулçӳренсеие сиктĕрмеллĕ сăпки çинче сахал мар сиктернĕ кивĕрех автобус мана, акă, çĕнĕрен хулана илсе таврăнать. Эпĕ чи кайри ларкач çине тĕршĕнерех хĕсĕннĕ те, пĕтĕм кĕлеткепе чӳрече çумне ӳпĕннĕскер, тулалла пăхатăп...
Ытти чух кăлтăр-кăлтăр хумлă уй-хире тăранайми сăнаканччĕ эпĕ. Пуринчен ытла — авăн вăхăтĕнчи уй-хире. Универсаллă вĕренӳ хатĕрĕ пекех туйăнаканччĕ вăл мана: уçса хунă сарлака йĕрлĕ тетрачĕ те (кушăхма çулса пăрахна паккуссем ĕнтĕ) пурччĕ кунта, çĕр шапи-комбайн та, топографи картти евĕр улăм тĕмескисемлĕ лаптăксем те... Малтам хыçалалла та, хыçалтан малалла та вулаканччĕ эпĕ çав пуян пĕлӳлĕхлĕ ылтăн кĕнекене.
Паян çук, паян эпĕ çакна курмастăп. Умра пурĕ те — Зина. Тулли кăкăрлă, яштака кĕлет-келлĕ, çинçешке Зина. Утать те вăл, тăрать те, ларать те, калаçать те... Сăнне курнипе çеç мар, эпĕ унăн сассине те илтетĕп: «Киревсĕрлĕхсемпе текех килĕшме пултараймастăп, прокурора пĕлтеретĕп!..»
Эпĕ ăна икĕ хут куртăм, пурĕ те иккех хут. Малтанхинче вăл, улăхри кăвак чечек темĕп те, пиçен те марччĕ, тепрехинче вара аçа-çиçĕмччĕ, чăн-чăн аçа-çиçĕм!..
Мĕн турĕ-ши ĕнтĕ ашшĕне? Прокурора чăнласах пĕлтерчĕ-ши? Еплерех пăхать-ши ку япала çине амăшĕ, хирĕç мар-ши? Хирĕçлет пулсан — начар. Ун чух хăйне йывăр килме пултарĕ. Унран та ытларах, никамсăр тăрса юлма та пултарать... Çынни ахаль, пĕлетĕп-ха, лайăх пĕлетĕп, иккĕленекен-шикленекен йышши мар, шутланине тăватех. Килĕнчисем ăна, вăтам шкул пĕтерсен, института кайма хистенĕ. Унта вăл, отличница, паллах, кĕме пултарнă. Анчах кайман. Ун вырăнне тытнă та деçятниксем хатĕрлекен курса вĕçтернĕ. Халĕ, акă, ĕçлет. Мĕнле йышши ĕçлет-ха!.. Институт çинчен те манман, вĕренет. Инженер-строитель пуласшăн. Пулатех, шанса тăратăп, пулать. Пĕрремĕш курсшăн экзаменсем панă та ĕнтĕ.
Зина, Зина... Мĕнле çын вара эсĕ çапах та, Зина? Эпĕ сана пăхрăм, пăхрăм, нумай пăхрăм. Малтанах ăнланнă пекчĕ. Халĕ нимĕн те ăнланмастăп. Йăлтах анăрарăм. Темĕнле çын, ара, эсĕ, Зина... Ăнсăртран тĕл пултăн та, ака, мана тахăв çумна çыхса лартрăн. Темĕнпе тыткăнларăн, темĕнпе пăркăчласа хутăн — пĕлместĕп.
Пăшăрханма хытă пăшăрханатăп эпĕ саншăн, Зина. Автобусран анса юлса, çĕнĕрен Хиркаса вĕçсе пырас та килет. Кунран та ытларах, уйрăлмасăр, пĕр шит уйрăлмасăр юнашар пулас килет...
Мĕнле халпа тăратăн-ши халĕ, çак самантра, улăх кăвак чечекĕ? Шухăшна улăштармарăн-ши? Ан улăштар, пĕр йĕрпе пыр. Хăв суйласа илнĕ йĕрӳпе. Çапах та, мĕнле шутлатăн, мĕнле вĕçленĕ-ши çак пирĕн истори? Тĕрĕссипе калас-тăк, ĕçсем манăн хамăн та чаплах мар-ха. Вырăна çитсен мана маршрутран пăрăнса сирĕн яла пынăшăн тип мунча лекетех, пĕлсе тăратăп, лекет. Пултăрах, тепĕр тесен, лектĕрех. Ку вăл, эсĕ пуçарнипе танлаштарсан, ним те мар, витре шыв çине чĕптĕм тăвар янă пек çеç. Тен, ун чухлĕ те çук-тăр-ха. Санăн вара кăткăсрах, чылай кăткăс. Апла пулин те, йывăрлăхран ан хăра, çиреп ут. Çурма çулта чарăнмаççĕ, пуçланă ĕçе вĕçлеççĕ. Пĕтĕм чунăмпа-чĕремпе санпа эпĕ, Зина, чун улăхĕн кăвак чечекĕ...