…пур шухăша пĕрле те шухăшласан,
ик куçăмран та куççуль, ай, тан юхать.
Чăваш халăх юрринчен.
Кируш такам макăрнă сасса илтсе вăранчĕ, тĕртсе тунă çивиттие хăй çинчен сирсе тăнларĕ. Унăн ăшă тӳшек çинчен тăрасси килмерĕ. Вăл пуçне минтер çинчен çĕклесе ыйхăллă куçĕпе тĕпел еннелле пăхрĕ. Сĕтел пуçĕнче амăшĕ салма татса тăрать. Кил-картиш еннелле каснă чӳрече патĕнчи вăрăм сак çинче мучăшĕ ларать. Вăл вĕсем патне час-час килкелесе каяканччĕ. Паян мĕншĕн-тĕр тумтирĕпех ларать, пуçĕнчи карттусне хывса аллипе тытнă та тем çинчен калаçать. Арçын ача вĕсем калаçнине итлесшĕн пулчĕ, анчах мучăшĕ темшĕн çурма сасăпа калаçать. Вăл унран мĕн-тĕр пытарса калаçнă пек туйăнчĕ ăна. Çирĕм пилĕк çул ытла хĕсметре пулнă мучăшĕ сак çинчен тăрса: «Кин, илсе килме Кукăркӳль пульницине каятпăр», – терĕ алăк патнелле утса.
Ялтăрман, пăяхăшĕ тухса кайсан, куçĕ вĕри куççульпе тулчĕ. Хăйне лăпкăн тытма тăрăшсан та куççульне чараймарĕ: йăпăр-йăпăр пичĕ тăрăх тумламăн-тумламăн юхса анчĕ, чăтаймарĕ – ӳлесе ячĕ. Амăшĕ кăшкăрса макăрни чĕрине çĕмрен йĕппи пек тирĕнсе çурать. Кируш вырăн çинчен тăрса ун çумне пырса тĕршĕнчĕ. Вăл амăшĕ чунтан хурланса макăрнине астумасть. Унăн пичĕ тăрăх тумлакан куççуль тумламĕсем çамрăк ачана хурлантарчĕç. Амăшĕн шурса кайнă сăн-пичĕ ăна шухăша ячĕ, анчах та вăл мĕншĕн татăлса макăрнине ывăлĕ чухлаймарĕ.
– Ан-не, ан-не, ан ма-а-кăр?! Ан-не, макăрмастăн вĕт? – лăплантарчĕ амăшне Кируш. Ялтăрман куççулĕ тумлама пурпĕрех чарăнмарĕ; курăнман пусаркăч хĕстерсе лартнăн кăкăрĕ йывăррăн пăчăртанчĕ, сывлама йывăрланчĕ, аллинчи йывăç кашăкĕ урайне шалтăрт тухса ӳкрĕ, куçĕ те чарăлса кайрĕ, хăй тайăла-тайăла вăйсăррăн кăмака çумне тайăнчĕ. Ай, каллех-и?
Виççĕмĕш ачине çуратнă хыççăн пуçланчĕ ку. Ыратни кăвапа йĕри-тавра çатăрласа илетчĕ те чăтма çук асаплантаратчĕ – хăть те ăçта кайса кĕр. Больницăра сипленнĕ хыççăн юлашки çулсенче чăнах та лăпланнăччĕ çав ыратни. Халĕ ак çĕнĕрен пуçланчĕ-и? Çак Петрухан хыпарĕ-вилĕмĕ хускатрĕ ĕнтĕ.
Кируш амăшĕ тайăлса кайнине курчĕ те:
– Ан-не, ан-не, – тесе хăй те ӳлесе ячĕ.
– Ан-не, ан ӳк-ха. Ан-не, ан чирле. Ан-не, ан ӳк-ха, – куççуль витĕр амăшне лăплантарасшăн пулчĕ. Ялтăрма ывăлĕн сассине илтмерĕ пулас, ури çинче те пĕр самант та тытăнса тăраймарĕ, унăн куçĕ хуралса килчĕ, пуçĕ çаврăннипе урайне тĕшрĕлсе ӳкрĕ. Амăшĕ ӳкнине курсан, Кирушăн хăранипе сасси çĕтрĕ, вăл читлĕхри вĕçен кайăк пек ним тума пĕлеймерĕ, чĕтресе халран кайса тăчĕ. «Анне ăш чирĕпе аптракалатчĕ, анчах хальхи пек тĕшрĕлсе ӳкместчĕ», – шухăшларĕ хăй тĕллĕн Ялтăрман аслă ачи. Амăшĕ мĕншĕн хытă пăлханнине ывăлĕ тавçăрса илеймерĕ, шухăша кайса ун çумне пĕшкĕнчĕ.
Кĕтӳ хăвалакансем килĕсене саланчĕç. Çумăр пĕлĕчĕсем хĕвел пайăркисене тăтăшăн хупласа илчĕç. Ирхи кун каç енне сулăннăн туйăнать. Пӳрт ăш-чикки те хĕвел шевлисĕр ытла та кичеммĕн курăнать. Пӳртри шăплăх алăк уçăлнă сасăпа сирĕлчĕ.
– Аванра-и? Манăн килес, – калаçса алăк урати урлă каçрĕ Ялтăрма кӳрши. Вăл куштăрканă сулахай аллипе хăлăпран тытса пӳрт алăкне хупрĕ. Ăна хирĕç сас-чӳ пулмарĕ, вара сăмахне сыпма:
– Кивçен илнĕ çур çăкăра леçме каçрăм та-ха, анчах манран маларах сирĕн пата хуйхă çитме ĕлкĕрнĕ иккен, – ассăн сывларĕ Синепи карчăк. – Усал хыпар утпа, ырри çуран çӳрет тесе ахаль каламан çав ваттисем.
Урайĕнче выртакан Ялтăрма, те уçă сывлăша пула, те кӳршин сассипе тăна кĕрсе вăй-халне пухса сак çине тăрса ларчĕ. Çак вăхăтра Кируш кĕпипе шăлаварне тăхăнса кутник сакки çине ларчĕ. Кил хуçи хăйне кăшт çăмăлтарах туйрĕ, тутăрĕ айĕнчен тухса сапаланнă çӳç пайăркисене пуçтарса майларĕ те тутăрне тӳрлетсе çыхрĕ. Синепие, çур çăкăрне сылтăм аллипе тытса алăк патĕнче тăраканскере:
– Ки-ил, ир-ртсе лар, – чĕнчĕ вăл тытăнчăклă сассипе. Кируш ларнă çĕртен ик хĕрарăм калаçнине итлерĕ.
– Çынни çынахчĕ те çав, ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ, – калаçса Синепи малалла иртсе аллинчи çур çăкăрне сĕтел çине хучĕ. Пĕрмеллĕ шупăрне йӳле ярса тăрăхла сак çине ларчĕ. Сывлăш çавăрса илсе малалла калаçрĕ.
– Аллисем мĕне тăратчĕç. Мĕнле ĕç тытсан та тирпейлĕ тăватчĕ. Унăн тимĕрçĕре ĕçлемелле марччĕ çав.
– Аллисем «ылтăнран» пулсан та, анчах хăйĕн ăсĕ пулмарĕ, – хирĕçлерĕ кӳршине Ялтăрма.
– Мĕн калам, эппин, эп мĕн туса пама ыйтсан та яланах туса паратчĕ, нихăçан та тăваймастăп, е манăн вăхăт çук теместчĕ, – ырăпа асăнчĕ Петруха çинчен кӳрши. Синепи сывлăш çавăрнă вăхăтра Ялтăрма шухăшсен авăрне путрĕ.
«… Ултă çул иртрĕ çумри мăшăрĕ пăрахса кайнăранпа. Паянхи кунччен çумра пулмасан та ачасен куç умĕнче пурччĕ. Халĕ вĕсем кама «атте» тесе чĕнĕç?»
Синепи карчăк чĕнеймесĕр лараймарĕ.
– Эс, кин, мана ан çиллен те-ха, вилекене хĕрхенетĕп, сывви вăл мĕнле йывăр пулсан та пурăнать.
– Ачамсем пĕчĕккĕ-çке… Çăкăр пĕçерме çăнăхăм çук, армана кайма тыррăм çук, – кулянса калаçрĕ кил хуçи.
– Çаплине çапла-тăр та-ха, эп мĕн калам, пурнăçăм манăн та пĕччен çыннăн, «пылаках» мар, – тăсрĕ калаçăвне кинеми.
– Мĕнле пурăнмалла малашне? – кӳршинчен ыйтнăн калаçрĕ Ялтăрма.
– Эс, кин, çамрăк çын, хăвна ху лăплантар, çирĕп кăмăллă пул.
– Ăш тĕрекĕ çук çав, сывлăхăм çирĕп мар, – хуравларĕ Петрухан пĕрремĕш арăмĕ.
– Ав, Кируш мĕн пысăкăш. Часах çитĕнĕ, ун хыççăн кĕççĕннисем те.
– Сывлăхлă пулсан, çителĕксĕр пурнăçпа та ӳсĕç-ха, – пĕлтерчĕ шухăш-кăмăлне Ялтăрма.
– Алимент укçи нумай пулмасан та пулăшчĕ-ха сире, – йăпатасшăн пулчĕ Синепи карчăк.
– Юлашки çулсенче, хăй сывă чухне ытларах колхозра мар, кӳршĕ ялсенче платникре çӳрерĕ, алимент укçи тӳлес мар тесе, – кăмăлсăрланчĕ Кирушăн амăшĕ.
– Мĕн калам, эппин, Петруха пурпĕрех сирĕн çинчен шухăшланă пуль-ха.
– Темĕн-çке, пĕлейместĕп. Хам тăлăх, ют çынсем патĕнче ӳсрĕм. Ачасене хăр тăлăха хăварас марччĕ. Епле те пулсан чĕрĕлесчĕ, – улшăннă сассипе калаçрĕ кил хуçи.
– Ну, эп каям-ха, вучах чĕртнĕччĕ, каярахпа каçса ларăп, – тесе Синепи карчăк килне каçрĕ.
Урамра кĕрхи çанталăк. Синепи карчăкăн пит-куçне пӳртрен тухсанах сивĕ çил сĕртĕнчĕ. Пĕлĕтсем пĕрмаях шăваççĕ те шăваççĕ. Йывăçсем хăйсен кĕрхи тĕрлĕ тĕслĕ илемлĕ тумне хывма та ĕлкĕрнĕ. Каçсерен кӳлленчĕкри шыв пăрпа витĕнет, пĕлĕтсем çаплах юхаççĕ, кăшт та чарăнмаççĕ. Çĕр çине алапа алланă пек юр пĕрчисем сывлăшра çаврăна-çаврăна вĕçсе анса çĕр çине лăпкăн выртаççĕ. Кĕр кунĕсем иртсе пыни, сивĕ, шурă юрлă хĕл çывхарса килни кунран кун сисĕнет.
Кӳрши тухса кайсан пӳрт каллех кичемлĕхпе тата шăплăхпа тулчĕ. Çак шăплăх чуна çӳçентерет. Паянхи кунччен Ялтăрма кичемлĕхе туймастчĕ. Малашнехи çинчен шухăшласа ĕмĕтленетчĕ. Пăяхăшĕ килсе хурлăхлă хыпар пĕлтернĕ хыççăн шутсăр пăшăрханать. Ун пуçĕнче тем тĕрлĕ шухăшсем явăнаççĕ. Пĕри çиеле тухать те хăвăрт явăнса ыттисемпе пĕрлешсе каять. Пӳртри шăплăха ывăлĕн сасси сирчĕ.
– Анне, мĕн пулнă ара? Мĕн тума макăратăн?
– Эх, ывăлăм. Мĕн пулнă тесе ыйтатăн, – хурлăхлă сассипе куççульне тутăр вĕçĕпе шăлса калаçрĕ Ялтăрма.
– Ма каламастăн вара? – куçĕнчен пăхса ыйтрĕ макăрма чарăнайман амăшĕнчен.
Çак самантра Ялтăрма пуçĕнче каллех арпаша-арпаша шухăшсем явăнчĕç. «Мĕн тăвас?...Чăнне калас-ши?... Мĕнле калас?... Мĕн калас-ха?...» Вара вăл пĕр шухăшне те суйласа илеймерĕ, ывăлне кĕттерсе те тăратмарĕ.
– Аçусăр тăрса юлтăмăр, – терĕ улшăннă сассипе.
– Ăçта кайнă вăл? – пĕлесшĕн пулчĕ ывăлĕ.
– Аçу Кукăркӳл больницинче вилсе кайнă, – терĕ Ялтăрма хăй те сисмесĕрех. «Вилсе кайнă» сăмаха илтсен Кируш чĕтренсе илчĕ, хытса кайрĕ, унăн çурăмĕ тăрăх сивĕ чупрĕ, сăнĕ улшăнчĕ, чĕнейми пулчĕ. Амăшĕ ывăлне ыталаса çумне çупăрларĕ, хăйне пĕтĕм ӳт-пĕвĕпе темĕскерле вăй чĕтретсе илчĕ. Ялтăрмана ача чухнехи пурнăçĕ тĕлĕкри пек асне килчĕ.
«… Шкула вĕренме çӳреместĕмччĕ-ха, тете шкултан килсен, кĕлет умĕнчи йăмра айĕнче пĕрле выляттăмăр. Аттепе анне киле таврăниччен кĕтĕве хирĕç кайса выльăхсене кĕтсе илеттĕмĕр, вĕсене хăваласа килсе кил-картишне кĕртеттĕмĕр…»
Куççульпе хĕрелнĕ куçĕпе ывăлĕ çине пăхрĕ, ачи сăнран кайса халсăрланнине курчĕ. Ăна лăплантарас тесе эмел ĕçтерчĕ, унтан вырăн çине вырттарчĕ. Ялтăрма лăпланаймарĕ, унăн чĕри чиксе ыратрĕ, ачалăхĕ куç умне каллех тухса тăчĕ.
«… Çур çĕр тĕлĕнче пӳрт алăкне кĕмсĕртеттерсе шакканипе пурте вăрантăмăр. Краççын лампи çунакан пӳрте милици тумĕллĕ виçĕ арçын кĕрсе тăчĕç. Аттепе аннене урай варрине тăратрĕç, пĕри хуралласа тăчĕ, иккĕшĕ пӳрт ăш-чиккине ухтарчĕç. Аттен çӳлĕк çинчи кĕнекисене тустара-тустара урайне пăрахрĕç. Арчари япаласене те кăлара-кăлара тем шырарĕç. Пӳртре тустарман япала тата вырăн хăвармарĕç. Аттене аннепе калаçтармасăр, темле çыруллă хут кăтартса вулаттарчĕç те çĕрлех тытса кайрĕç. Анне пире, ыйхăллăскерсене : «Аçуна каялла киле ыранах яраççĕ», – тесе йăпатса çывăрттарчĕ. Миçе хутчен укăлча хапхи патне каймарăмăр-ши аттене кĕтсе илме, анчах та кашни кун кĕтсен те кĕтсе илеймерĕмĕр. Кам тата мĕншĕн çăхав ярса аттен пуçне çирĕ-ши?...» Çак асаилӳпе кил хуçи тĕпеле кĕрсе ĕçе пикенчĕ.
* * *
Йывăр суранланнă Петрухан суранĕсем вăрçă чарăннă хыççăн виç уйăхран тин тӳрленчĕç. Унпа пĕрле сывалса çитнĕ вырăс тата мăкшă арçыннисене килĕсене ячĕç. Вĕсем Сарăту госпиталĕнче сывалакансемпе ытакланса сывпуллашнă хыççăн инçе çула тухрĕç. Петрухан тăван ялĕ Чулман Атăл тăрăхĕнче вырнаçнă.
Тăван тавралăх! Мĕнле ытарайми илемлĕ Сĕнче тăрăхĕ. Çуркунне ешерекен улăхĕ, пыл хурчĕсем вĕçекен çаранĕ, карăш, куккук сассиллĕ вăрманĕ! Сĕм авалтан хăват панă Сĕнче хăйĕн хăвачĕпе пур чĕрчуна. Сĕнче тăрăхĕнче ларса тухнă вырăс, тутар тата чăваш кӳршĕллĕ ялсенче туслă пурăнаççĕ. Чăннипех илемлĕ Сĕнче енĕ, кунта ĕçчен халăхсем пурăнаççĕ. Хастар çамрăкĕсем ĕçре пиçнĕ, çырла пекех пит чипер хĕрĕсем уявсенче хăйсен юррисене çепĕççĕн шăрантараççĕ. Ача чух выляса-чупса çӳренĕ вăхăтсем аса килчĕç. Эх, ырă çамрăклăх! Госпитальтен таврăнакан каччăн чунĕ хăпартланса, савăнса кайрĕ, сиккелесе чупса каяс килчĕ ун. Пĕр-икĕ утăм турĕ те чарăнса тăчĕ, суранĕсем хăйсем çинчен аса илтерчĕç. Акă Çĕнĕ Шуршыв курăнса кайрĕ. Пĕрремĕш хут курнă пек кашни кĕтесе сăнарĕ вăл. Кашни çурт, карта-пахча, урамсемпе тăкăрлăксем чуна çывăх-çке. Шăнкăрч йăвиллĕ çăка хыçĕнчен курăнакан улăмпа витнĕ пӳрт – вĕсен килĕ. Ăна курсан карт! туртăнчĕ салтак чĕри.
Тăван кил-çурчĕ Петрухана пит кичеммĕн кĕтсе илчĕ; вăл илемсĕррĕн курăнать, хуçасăр тăрса юлнă пӳрчĕ умне утса çитсен салтакăн кăмăлĕ хуçăлчĕ, куççулĕ пăчăртанса тухрĕ, çавра пичĕ тăрăх тумласа юхрĕ. Вăл çил хапхине уçса килкартишне кĕчĕ: курăк пусса илнĕ, тĕл-тĕл мăян та ӳсет. Кивĕ çуртăн улăм çивиттийĕ самаях пусăрăннă, вырăн-вырăн путăкĕсем те курăнаççĕ, улăмне пусаракан йăвăрлăхсем çĕрĕшме те ĕлкĕрнĕ. Тусан ларнă чӳрече кантăкĕсем тĕксĕммĕн курăнаççĕ. Пӳртĕн алăкĕ çинче çакăнса тăракан çăра тутăхнă. Шухăша кайса салтак нумайччен пусма вĕçĕнче пирус туртса ларчĕ, унтан аллинчи сӳнмен пирус тĕпне курăк çине пăрахса таканлă аттин кĕллипе лапчăтса сӳнтерчĕ те кӳршине каçрĕ.
– Кĕр, кĕр! Килтех, – илтĕнчĕ шалтан хĕрарăм сасси. «Кам çапла шаккаса çӳрет-ши?» – шухăш вĕçрĕ Синепи пуçĕнче. Пӳрте салтак тумĕ тăхăннă арçын кĕрсе тăчĕ. Тĕмсĕлсе те тинкерсе пăхрĕ Петруха çине унăн кӳрши, анчах палласа илеймерĕ. «Тахçан курнă пек те тен, куçăм арпаштарать», – арçын çине пăхса тĕлĕнчĕ кӳрши.
– Аванра-и?! Кинемей! – аллине тăсрĕ Петруха урай варринче тăракан Синепие хирĕç утса.
– Чим-ха, чим… Петруха сасси мар-и? – хăйĕн кӳршине палланипе савăнса калаçрĕ çитмĕлтен иртнĕ хыткан хĕрарăм.
– Эпĕ Петруха пулатăп, – хуравларĕ Микулайăн аслă ывăлĕ. – Таврăнтăм.
– И, ачам, аçу сире кĕтсе илеймерĕ, – сăмах хушрĕ кӳрши. – Ак, паян çитĕç, ак, ыран таврăнĕç тесе кашни кун, куçĕ хупăниччен сире кĕтрĕ.
Синепи Петрухапа тата та калаçасшăнччĕ, тăватă çул иртнĕ-çке кӳршĕ Микулайăн аслă ывăлне вăрçа ăсатнăранпа, анчах та салтак çăра уççине аллине илсе хăй çуралса ӳснĕ кил-çуртне пусрăнчăк кăмăлĕпе кӳршĕрен каçрĕ.
Салтакран таврăннă-таврăнманах тăван колхозри бригадир Петрухана кӳршĕ района вăрмантан пĕренесем турттарма ячĕ. Унпа пĕрле йĕкĕтсем те лавра çӳреççĕ. Йывăçсене касса ӳкерекенсем тата вĕсене сыпăлакансем пурте Петруха ялĕнчен – Çĕнĕ Шуршыв çыннисем. Вăрман касакансен, сыпăласа хатĕрлекенсен тата тиесе тăракансен ĕçĕсене Улатимĕр йĕркелесе тăрать. Унăн сылтăм питĕнчи суранĕн пысăк çĕвви палăрать, кăтра çӳçĕ кăвакарса шуралнă. Шупка сенкер куçлă, вăтăр пиллĕкелле çывхарнă арçын, аманнă сылтăм урине сĕтĕрсе утать, анчах туя çине таянмасть. Ĕçлекенсемпе пит япшар калаçать, кулăшсем каласа парса пурне те култарать, хăй те çынсемпе пĕрле кулса илет. Ытларах вăл çамрăксене ăнлантарса тата кăтартса тăрать. Вăрман касакансене ушкăнсене уйăрнă: тĕпрен касакансем, туратсене иртекенсем, иртнĕ туратсене пуçтарса йăтса купалакансем килĕштерсе меллĕн ĕçлеççĕ. Тĕпрен касса яракансен алă сыпписем ывăнсан, туратсем пуçтаракансемпе, е туратсене касса иртекенсемпе ылмашăнаççĕ. Пĕр ушкăнне Ялтăрма, Петрухапа пĕр урамра пурăнаканскер, йĕркелесе тата тĕрĕслесе тăрать, хăй те ушкăнрисемпе пĕрле ĕçлет. Кунта унăн тантăш-юлташĕсем Алтати, Илтепи, Пинепи, Утрепи, Унихĕр, Пинеслу тата Тӳнеслу тăрăшса вăрман касаççĕ. Ялтăрма, çамрăк каччă вăрçăра пулнă çулсенче çитĕнсе чиперленнĕ. Унăн вăтам йăрăс пĕвĕ, çавра тулли пичĕ, хура-хăмăр куçĕсем, чăмăр кăкрисем илемĕпе илĕртеççĕ. Çамрăк хĕрупраçăн çинçе хура та çăра куç харшийĕсем, вăрăм çивĕчĕ ăна тата чиперлетсе илем кӳреççĕ. Ĕçлеме вара вăл – вут та пăрăç. Ялтăрма усравра ӳснĕ тăлăх хĕр. Çитменнине, тетĕшĕ вăрçăра хыпарсăр çухалнă, йăмăкне кӳршĕ районти ача-пăчасăр çемье усрава илнĕ. Халĕ вăл хулара пурăнать. Аппăшĕпе йăмăкĕ уйрăлнăранпа та пĕр-пĕрне курман. Ют çĕрте тĕл пулсан паллаяс та çук. Ялтăрма ачапча чухнехи пурнăçĕ çинчен Калмăрса ятлă ват куккăшĕ – амăшĕпе пĕртăванĕ – каласа панинчен пĕлет.
Пĕр ирхине пурин те лавсем тиемелле пулчĕ. Чукун çул станцине нумай вакун килсе çитнĕ пирки вун çичĕ лав çумне тата пиллĕк хутшăнчĕç. Ялтăрма та ыттисемпе пĕрле пĕренесем тиеме пулăшрĕ. Хĕрсемпе каччăсем шӳтлени вăрманта ян-ян кайса тăрать. Вĕсем çăварнире кама çураçмалли тата çимĕкре камăн туйне тумалли çинчен калаçа-калаçа пĕренесене лавсем çине тиеççĕ. Ушкăн ертӳçи, Ялтăрма, юлашки пĕренесене лав патнелле Петрухапа юнашар тăрса йăвантарчĕ. Çак самантра ăна тĕлĕнмелле çепĕç туйăм тыткăнларĕ. Каччă хăйпе юнашар ĕçлекен хĕрупраç çине куç хывмасăр чăтаймарĕ. Ялтăрман та салтак тумлă Петруха çине хура-хăмăр куçĕ ăшшăн пăхрĕ. Вĕсен сăн-пичĕсем именчĕклĕн писевленчĕç, çӳхе тутисем вăтанчăклăн кулса илчĕç. Каччăпа хĕре пĕр-пĕрин патне юрату туйăмĕ те туртать-пуль. Чăтаймарĕ Петруха сăмах хускатмасăр:
– Пит килĕштерсе сатур ĕçлетĕр, хĕрсем, – терĕ вăл, хăй вара пĕр урамра ӳснĕ хĕрупраç çинчен куçĕсене ниепле те илеймерĕ.
– Эпир, вăрман «уписем»-çке, – шӳтлерĕ Ялтăрма ялкăшса тăракан куçĕсемпе каччă çине тепĕр хут ăшшăн пăхса.
– Хăш вăрман «уписем» пулатăр-ха? – парăмра юлас мар терĕ Петруха юптарса. Ушкăнпа йăтса тиенĕ пĕренесене вăл вĕренпе çыхса пăркăчпа пăркăчларĕ. Тепĕр самантран пĕренесем тиенĕ лавсем тапранчĕç, вăрмантан тухса чукун çул станцийĕ еннелле кайрĕç.
Хĕллехи Микула праçникĕ çывхарса килет. Вăрманти пас тытнă хурăн, ăвăс, юман тата хыр йывăççисен турачĕсем хăйсен илемĕпе илĕртеççĕ. Çуна тупанĕсен йĕрĕсем кăпăшка юр çинче йĕрленсе ӳкерĕнчĕç. Уй-хирпе вăрманти тумхахсем юрпа витĕнсе хупланнипе çул-йĕрсем такăрланчĕç. Вăрман касакансем çул çинче, хваттерĕсене таврăннă май, ĕç кунĕ ӳсĕмлĕ иртнипе савăнса такмакласа юрлаççĕ. Лав çине ларсан юрлама пуçлаççĕ те, мĕн Пухтел ялне çитсе кĕриччен хĕрсем юрăсем шăрантараççĕ. «Çĕнĕ юрпа – çĕнĕ юрă» теççĕ халăхра. Паян та Пинепи, юрлама юратаканскер, пуçласа юрларĕ:
Эх, сипарат-сипарат
Кукăр-макăр юхтарать.
Манăн савни салтакра
Çыру çырса тултарать.
Иккĕмĕш лаври Пинеслупа Тӳнеслу тус-тантăшĕ хыççăн харăс такмакласа юрларĕç:
Шур куяна курсан салам калăр:
«Ан кăшлатăр ăвăс хуппине…»
Ман савнине курсан салам калăр:
«Ан çӳретĕр ют ял хĕрĕпе…»
Тепĕр лавран тилхепе тытса пыракан Ялтăрма та хăйĕн уçă сассипе малалла шăрантарчĕ:
Кĕпер çинчен шыв юхать,
Йĕтĕн пирне шыв илет.
Савнине савни илет,
Савманнине кам илет?
Çул тăрăх юрласан вăрман касакансене вăрăм çул кĕскелнĕн туйăнать. Çапла çав вăл çамрăклăх – çунатлă туйăм. Ĕçрен таврăнса апат çиетĕн те, ĕшенни те иртсе каять. Хĕллехи вăрăм каçсенче клуба кайса кино е ял çамрăкĕсен пултарулăх ушкăнĕн концертне курса киленетĕн, тепĕр чух вăйă картине кĕрсе юрласа хавхаланатăн.
Петруха та Ялтăрмана куç хывнăранпа канăçне çухатрĕ. Кашни пулăм-самантра хĕрсен ушкăнĕнче чун-чĕрине килĕшекен хĕре шырать. Ялтăрмана тантăшĕсемпе пĕрле курсан, вăл чун хавалĕпе хĕпĕртет. Вăйăран саланса, хваттерне таврăнакан савнине вăл ăсатма çӳрет. Кун пек савăнăçлă каçсем лава çӳрекен Петрухана ялан тӳр килмеççĕ. Ытти лавçăсем пекех чукун çул станцийĕнче е çул çинче кунне-çĕрне ирттерет. Çурхи шыв пуçланиччен, çуна çулĕ пĕтиччен вăл Нурлатри чукун çул станцине лава çӳрерĕ.
Пурнăç урапи пĕрмай малалла кусать. Çут тĕнчен хăйĕн тытăмĕ пур. Вăл хăйне евĕр хитре. Этемшĕн те пит илемлĕ çут тĕнче. Çын та çут çанталăкăн пулăмĕсене пăхăнса-йышăнса пурăнать. Çуллахи Микулара, уяв пуçланнă каç, Ялтăрмана çураçрĕç. Авалхи йăлапа çимĕкре çамрăк мăшăрăн туйĕ кĕрлерĕ. Ял Канашĕн çуртĕнче пĕрлешнине çирĕплетекен, урăхла каласан, «çырăннăлăхне» – тин çуралнă çемьен пĕрремĕш документне – вĕсен аллине ăшшăн саламласа тыттарчĕç. Пурнăç малалла шăвать. Амăшĕн варĕнче пепке те майĕпен чăмăртанать, амаланать, ашшĕпе амăшĕ патне çутă тĕнчене тухассишĕн тапаланма пуçлать.
Петруха ялти тимĕрçĕре ĕçлет, Ялтăрма колхоз ферминче сурăхсене пăхать. Çамрăк мăшăр пĕрремĕш ачи çураличчен пит килĕштерсе, «пĕр çăвартан» тенĕ пек пурăнчĕ. Вĕсем ывăлне Кируш ятлă хучĕç. Анчах та ывăлĕ çуралнă хыççăн çук-çук та, кĕтмен çĕртен харкашу сике-сике тухрĕ. «Çемьере чашăк-тирĕк шакăртатмасăр çăвăнмасть», – теççĕ мар-и? Петруха тимĕрçĕ лаççинчен ялан каçа юлса, çитменнине, ӳсĕр таврăнать. Çапла, арăмĕпе упăшки хушшинчен «хура кушак» чупса каçнă тейĕн. Упăшки хирĕçесшĕн тĕрлĕ сăлтав шырать. «Яшкуна тăварлă пĕçернĕ», е «яшкуна мĕншĕн тăвар каламан» тесе чĕрре кĕрет. Арăмĕ кил-çуртри платник ĕçĕсене тутарттарасшăн мăкăртатать. Апла пулсан та Микулайăн аслă ывăлĕ тимĕрçĕ лаççинчи ĕçне пĕтереймест, унта вăл кунĕн-çĕрĕн ĕçлет.
Хĕвел тухса пытанать, кун хыççăн каç килет, эрне хыççăн эрне сисĕнмесĕрех иртет, çапла çулталăк çаврăнса-таврăнса килет. Вăл та хăйĕн урапине малаллах кустарса чупать. Çăварни кун Ялтăрма иккĕмĕш ачине çуратрĕ. Çемьере çĕнĕ кайăк хутшăнчĕ, ăна Елюк тесе чĕнеççĕ. Виççĕри Кируш та савăнать. Хăйĕн йăмăкĕпе вăл пит вылясшăн:
– Хăçан мана унпа выляттаран? – йӳтетсе çӳрет ывăлĕ амăшĕ кăкăр ĕмĕртме ларсан.
Вăрçă вăхăтĕнче хуçасăр юлнă çурт-йĕр юхăнса çитнĕ. Хĕллехи сивĕ каçсенче урайĕнче ларакан витрери шыв сĕлкĕшленсе пăрланать. Сулхăн пӳртре вырăн çинче икĕ утиялпа витĕнсе çывăраççĕ ачисем. Çу кунĕнче Ялтăрма пӳртне сӳтсе юсаттарасшăн пăшăрханать, анчах упăшки иртен тытăнса çĕрлеччен ĕçре – тимĕрçĕ лаççинче. Нумай вăхăт хушши вăл пуçне «ватса» çӳрерĕ. «Мĕнле юсаттарас-ши пӳрте?» – шухăш туха пĕлмерĕ унăн пуçĕнчен. Вара Ипрел тутарĕсене тара тытма шухăшларĕ. Платниксемпе те хăех калаçса килĕшрĕ; çурт-йĕрне юсаттарнăшăн çĕнĕ ыраш парса тӳлесси çинчен пĕлтерчĕ. Тара кĕрĕшекенсем пĕр турткаланмасăр килĕшрĕç.
Ялтăрма пӳртне сӳтсе купаланă эрнесенче нумай шараçланчĕ. Яшка-çăкăр пĕçерсе хатĕрлеме кашни кун кӳршине миçе хут хутламарĕ-ши? Ачисене, Кирушне ертсе, Елюкне йăтса каçрĕ. Юрать-ха ыр кăмăллă Синепи кинеми вĕсене тарават йышăнать. Петруха арăмĕ мĕнле йывăр пулсан та нăйкăшмасть. Платниксене кăмăлтан пăхать. Апат-çимĕçне вăхăтлă пĕçерсе çитерет. Платниксем, лайăх апатлантарнине кура, тăрăшса кал-кал ĕçлеççĕ; хĕвел тухсанах ĕçлеме тытăнаççĕ те, мĕн хĕвел анса лариччен. Ахаль каламан çав: «Халăх сурать – кӳлĕ тăвать, пĕччен сурать – типсех пырать». Ипрел тутарĕсем пит тăрăшса ĕçлесе пĕрремĕш сăпаса Петрухапа Ялтăрман кил-йышне пӳртне çĕнетес ĕçĕсене пĕтерсе савăнтарчĕç.
* * *
Пуçĕ сурса ыратнипе Петруха куллен аптрать. «Иртсе кайĕ-ха… Кашни çыннăн ыраткалать те… Вилмеççĕ-çке…», – шухăшларĕ вăл хăй ăшĕнче, вăйсăрланиччен. Сархăват е пĕтнĕк курăкĕсен шĕвекне пылпа чей вырăнне ĕçет те пуçĕ сурма чарăнать. Анчах тепĕр самантранах каллех ыратма пуçлать, çитменнине унăн хăлхисем те пӳрленсе юхаççĕ. Петруха пуç чирĕпе аптранă текен сас-хура ял тăрăх çиçĕм хăвăртлăхĕпе саланчĕ.
Каç кӳлĕм Петруха патне унпа пĕртăван шăллĕ килчĕ. Вăл Кулинепе пурăнакан тăванĕ патне унччен те хутран-ситрен çеç кĕркелесе тухатчĕ. Тетĕшĕ çырăнса пĕрлешнĕ арăмне тата хăйĕн ачисене пăрахса кайнипе унăн чун-чĕри ăна тăван вырăнне йышăнманнипе кайса çӳремерĕ. Паян та ĕç хыççăн çеç килне таврăннă май кĕчĕ. Элекçее тетĕшĕн сăнран ӳкнĕ пит-куçĕ, ырханланнă ӳт-пĕвĕ тĕлĕнтерчĕ те, шухăшлаттарчĕ те. Вырăн çинче выртаканскере:
– Тете, санăн больницăна каймаллах, – хистенĕ пек калаçрĕ Микулайăн вăтăр виççе кайнă кĕçĕн ывăлĕ.
– Килтисем те больницăнах каймалла теççĕ мана, – пăлханса тухрĕ чирленĕ Петрухан сасси.
– Каймаллах, мĕнле капла? Килте выртнипе сывалаймăн эс, – хăйĕн шухăш-кăмăлне пĕлтерчĕ тетĕшне шăллĕ.
– Хуньăм илсе кайма килĕшрĕ те-ха, каймаллах пуль, – больницăна каяс шухăшпа килĕшсе пĕлтерчĕ вăйсăрланнă вăтăр пиллĕкри Петруха.
Шăллĕ чирленĕ тетĕшне ытлаши пăлхантарас мар тесе хăй çутас умĕн Кулинесем патĕнчен тухса килнелле тарăн шухăша кайса утрĕ.
Петрухана, виçĕ эрне ытла чирлесе выртнă хыççăн вăйсăрланса çитсен тин хуняшшĕ – виççĕмĕш арăмĕн ашшĕ – Кашук Çеркейĕ (ял халăхĕ ăна çапла чĕнет) Кукăркӳль больницине лав çине вырттарса илсе кайрĕ. Кулинен ашшĕ чаплă платник-ăстаçă. Вăл сарлака хул-çурăмлă, тĕреклĕ те кĕрнеклĕ, çаврака пит-куçлă, шĕвĕр кĕске сухаллă, лутрарахскер, ĕçлеме ӳркенмен, кĕпер хывакан, тирпейлĕ арçын. Çулĕпе çиччĕмĕш теçеткене çитнĕскер, çӳпçе-чĕрес, шетник-катка ăсталать. Урапа кустăрми çапасси, çуна тупанĕ авасси уншăн йывăр ĕç мар.
Шупка çамкаллă тур лаша чупса ăшша-пиçсе тарларĕ, платник-ăстаçă тилхепине кăшт пушатрĕ, вара юртма чарăнса янавар малалла ярăнса утрĕ. Кăнтăрла иртсен ĕлĕкхи вулăс кантурĕнче вырнаçнă Кукăркӳль больницине çитсе чарăнчĕ. Петрухан чирĕ палăрмаллипех палăрнă ĕнтĕ, çавăнпа та ăна çитнĕ-çитменех выртма йышăнчĕç, вăйран кайнăскере, наçилккепе йăтса кĕчĕç. «Сана чĕрĕлме турă пулăштăрах, кĕрӳ», – тесе сывпуллашрĕ Кашук Çеркейĕ Петрухапа. Платник-ăстаçă больницăран тухсан: «Çĕрлеччен киле çитсе ӳкесчĕ ман», – шухăшпа хыпаланса урапи çине ларса лашине тапратрĕ.
* * *
Кируш турăх ĕçнĕ хыççăн хăмăр куçĕпе мачча çинчи турат куçне пăхса выртса тĕлĕрсе кайрĕ. Пӳртре нимĕнле сасă илтĕнмерĕ, амăшĕ тĕпелте кĕштĕртетни унăн хăлхине кĕмерĕ. Вăл ыйхинче тĕлĕк тĕлленчĕ.
Тӳпери хĕвел вĕсем çине шевлине сапаласа кулса пăхать. Ак, ярмăрккăна çитрĕç.Ярмăрккăна килсе çитнĕ лав хуçисем çыран хĕррипе лашисене тăварса çиме параççĕ. Тепĕр еннелле лавккасем вырнаçнă, кашни сутуçă патĕнче халăх хĕвĕшет. Хĕрарăмсемпе хĕрсем çĕнĕ тумтир туянаççĕ. Арçынсем те вĕсенчен юласшăн мар. Ача-пăчасем черетĕн-черетĕн лимонад сутакан çĕрте тăраççĕ. Ярмăркка ирттерекен пысăк тӳремре аякранах карусель çаврăнни тата малалла-каялла çынсем çӳрени курăнать. Пĕрисем – ун ларкăчĕсем çине ларса ярăннисем – анаççĕ; теприсем – черетрисем – вĕсем çине ларса вырнаçаççĕ. Çынсем пĕр май хĕвĕшнипе вăрманти кăткă тĕмине аса илтереççĕ. Карусельтен кăнтăр еннелле те суту-илӳ тăвакансем ретĕн-ретĕн вырнаçса ларнă. Кашни сутуçă хăйĕн тĕрлĕ-тĕрлĕ япалисемпе хатĕрĕсене туянакансене сĕнет. Суту-илӳ ретĕнче çӳренĕ вăхăтра ашшĕ Кируша илемлетнĕ, куçа илĕртекен тăм шăхлич илсе пачĕ, амăшне тĕрленĕ çӳçеллĕ тутăр туянса çыхтарчĕ. Унтан вĕсем те карусель çине ларса ярăнчĕç. Тӳпери сар хĕвел куçĕсене хĕссе унран ыйтрĕ:
– Мĕнле, савăнăçлă-и? Телĕйлĕ-и эс? Ашшĕпе амăшĕн пит-куçĕсем те хаваслă, хĕвел шевлисем пекех кулаççĕ. Хăй çĕнĕ шăхличне шăхăртса савăнăçлăн утса пыратчĕ, сисмерĕ те – тумхахпа такăнчĕ те аллинчи шăхличĕ çерем хушшинчи чул çине ӳксе ванчĕ. Шăхличĕн катăкĕсем çине пăхса макăрса ячĕ...
Савăт-сапа çăвакан Ялтăрма ывăлĕ макăрнине илтсе тĕпелтен тухса вырăн патне пычĕ.
– Ма макăратăн? – ыйтрĕ вăл ывăлне сăнаса.
Амăшĕн сассипе Кируш вăранчĕ.
– Шăхлич ванчĕ ман, – калаçрĕ ыйхăллă сассипе Ялтăрман ачи.
– Мĕнле шăхлич? – ним ăнланаймасăр татах ыйтрĕ амăшĕ.
– Атте илсе пани ара, – ăнлантарасшăн пулчĕ ывăлĕ.
– Хăçан? – ăнланайманнипе тĕлĕнсе каллех ыйтрĕ Ялтăрма.
– Ярмăрккăна кайсан, – терĕ тăрса ларса Кируш.
– Тĕлĕк курмарăн-и вара эс?
– Те тĕлĕкре, те чăнах… – темшĕн татса калаймарĕ ывăлĕ салхуллăн тăракан амăшне.
* * *
– Манăн килес, – илтĕнчĕ Синепи карчăк сасси уçăлнă алăк патĕнчен. – Эп хуйха пусарасшăн татах каçрăм, çиленместĕн-и?
– Кирлĕ мара ан калаç-ха, кинемей, кӳршĕ-аршă килсе çӳренĕшĕн мĕн тума çилленес-ха?
– Эс хуть мĕн кала та, кин, вăл сире пăрахса кайнă хыççăн ыррине кураймарĕ.
– Çапла çав, Ултутья патĕнче вăрман касрĕ, пӳрт пури пурарĕ. Пӳртне туса пĕтереймерĕ, тепĕр арăм шырарĕ, Кулинене çыпăçрĕ.
– Кулинепе пĕрлешсен çынсем патĕнче хваттерте çӳресе йăлăхсан, тĕпĕр çурт лартрĕ,– çирĕплетсе калаçрĕ кӳрши. – Пĕренисене Меречен вăрман хуралçи панă терĕç.
– Эп никамран та тĕпчемен, пĕлейместĕп, – Синепи карчăка пӳлсе калаçрĕ Ялтăрма.
– Кулинесен урай хăми пыл каткинчен те сарлака. Çав урай валли кĕреш тиеме кайсан, мĕкĕрленсе йăтнипе пуç чирĕпе аптранă тепĕр хут, пӳрленсе тăракан хăлхисем çĕнĕрен юхма тытăннă, кăна эп тахçанах илтнĕччĕ, – Петрухана шеллесе калаçрĕ кӳрши.
– Кирушпа Елюкăн тĕслĕ кăранташĕсем урай хушăкĕсенчен тĕпсакайне анса каяççĕ, – кăмăлсăрланчĕ Ялтăрма.
– Çаплине çапла та-ха, кин, эп мĕн калам, Петруха телейсĕр пулчĕ, ман шутпа.
– Хăй телейсĕр пулни çитмерĕ ĕнтĕ ăна, ачасене те телейсĕр тăвас терĕ пуль.
– Ăна Ултутья та, Кулине те тирпейлĕ тумтирпе çӳретмерĕç, сан пек юратса пăхаканни пулмарĕ. Чăкăт пек шурă пурттенккепе çӳретрĕн.
– Çапах та эп ăна юраймарăм, килĕшеймерĕм, кăмăлне каяймарăм пулас. Каснă çăкăр чĕлли калле çыпăçмасть теççĕ халăхра. Манăн та чĕре йышăнмасть. Мĕн тăвăн? Ăрăскалăм çапла-тăр.
– Ĕмĕр сакки сарлака, хамăр пурнăçра темĕн курмалла-ха. Пире каçартăр ĕнтĕ, – калаçса кӳрши ури çине тăчĕ.
Кӳршĕ карчăкĕ хăйĕн калаçăвĕпе Петрухан малтанхи арăмне пăшăрхантарас мар тесе килне каçрĕ. Ăна хирĕç Кирушпа Елюк шкултан таврăнчĕç. Сантăр – кĕçĕн ывăлĕ – вĕсемпе пĕрле килмен. Елюка амăшĕ шăллĕне чĕнсе килме хушрĕ. Пĕрремĕш класра вĕренекен хĕрĕ сумкине сак çине хурса урама хыпаланса тухрĕ. Елюкпа Сантăра кĕтсе Ялтăрма сĕтел çине апат хатĕрлерĕ. Нумай та вăхăт иртмерĕ – пӳрте шăппăн аппăшĕпе шăллĕ кĕчĕç. Апатланнă вăхăтра сĕтел хушшинче пĕри те нимĕн çинчен те шарламарĕ. Кашнин пит-куçĕ салхуллă, чей те пĕр-пĕрне чĕнмесĕрех ĕçрĕç. Амăшне сĕтел çинчи савăтсене пуçтарса, чашăк-кашăксене çума Елюк пулăшрĕ. Кируш мăнаккăшĕ парнеленĕ витресемпе шыв ăсма çăла кайрĕ. Сантăр унран юлмарĕ. Кулленхи кил-çуртри ĕçсене тирпейлесе пĕтерсен, Ялтăрмана пăяхăшĕн хурлăхлă хыпарĕ канăç памарĕ. Петрухана больницăран илсе килнипе килменнине пĕлесшĕн, ачисене ертсе Анаткасра пурăнакан Кулинесем патне утрĕ.