Таçтан тупнă çак ăçтиçук ята ашшĕпе амăшĕ. Малафей тесе ят панă ăна. Урамри ачасене урăх мĕн кирлĕ? Самантрах темĕн шутласа кăларма хатĕр вĕсем. Пĕррехинче Малафей урама мулаххай тăхăнса тухрĕ. Куçĕ çинех анса ларнăччĕ вăл. Ачасем ăна çийĕнчех Мулаххай тесе мăшкăллама тапратрĕç. Çыпçăнмаллипех çыпçăнса юлчĕ çак мăшкăл ят. Малтанах çапла чĕннине илтсен кӳренетчĕ вăл. Кайран хăнăхрĕ. Тепĕр тесен тăрăхласа панă ятсăр ача çук та, ахăр, вĕсен картишĕнче.
Мулаххай тантăшĕсемпе питех хутшăнса каймасть, хула тăрăх пĕччен çӳреме юратать. Акă паян та, шкултан таврăнсан, уроксем тукаларĕ те урамалла тухса уттарчĕ.
Вĕренессе вăл мухтамаллах вĕренмест: иккĕсем те пур унăн. Ывăлĕ урокра алхасса ларнăшăн амăшне пĕррехинче шкула та чĕнтернĕччĕ. Тепрехинче Мулаххая каçхине лавккара сулланса çӳренĕшĕн ача-пăчапа ёçлекен милици те тытса кайнăччĕ. Куншăн хытă лекрĕ ăна ашшĕнчен. Шкулта та, килте те ырă ят сахал илтнĕ ĕнтĕ Мулаххай ку таранччен.
Пĕр хăнăхнă йăларан хăтăлаймасть-çке Мулаххай.
Урамах туртать ăна. Тем те пĕр куратăн унта, тем те пĕр илтетĕн. Ӗнер ав вăл çĕрте сирĕм пус тупса пломбир та илсе çинĕччĕ.
Халĕ те, акă, мĕн те пулин куç тĕлне пулмĕ-ши тесе тротуар çинелле пăхса пырать. Çавăнпах ĕнтĕ пусне усса çӳреме хăнăхса ситрĕ. Пысăк мулаххай айĕнчен кусĕсем иртен-сӳрене те курмасçĕ. Пырса та сапăнчĕ шукăль тумлă, хĕрлĕ туталлă пĕр майрана.
— Çапкаланчăк, — тесе хăварчĕ лешĕ ăна. — Çакăн пысăкăш ӳссе те хăйне тыткалама вĕренеймен.
Пӳ çине пăхсан Мулаххай чăнах та тантăшĕсенчен пысăкрах курăнатъ. Виççĕмĕш класа мар, пиллĕкмĕшне каять ку тейĕн. Типшĕм те тăсланкăрах вăл. Çинçешке аллисем ленчĕрккен сулланса пыраççĕ. Мулаххай айĕнчен çара çӳçĕ арăш-пирĕш сапаланса тухса тăрать. Кивĕрех пиншакпа хăй, кĕпине йӳле янă. Уринчи хура ботинка пуçĕсем куç тĕлне мĕн лекнĕ çавна тапса сӳренĕрен шуралса-тĕссĕрленсе пĕтнĕ, кивелсе кайнă вăл.
Ана ятласа хăварнă хĕрарăм сине пуç çĕклесе пăхсан Мулаххай юпа çине çырса çапнă пĕчĕк çеç пĕлтерӳсене асăрхарĕ. Э-эх, вулама юратать те вĕсене вăл! Алăпа çырнăскерсем, юмах кĕнеки пекех килĕшеççĕ вĕсем ăна. Мĕн кăна пĕлместĕн çав хут таткисем синчи йĕркесене вуласан: кам мотоцикл сутать, кам кушак çурисем ахалех парать, кам çухалнă йыттине шырать... Шел, ытлашши çӳле çапаççĕ вĕсене. Чĕрне вĕççĕн тăрсах паллашма пуçларĕ Мулаххай пĕлтерӳсемпе. Унăн çивĕч кусёсем кукăр-макăр сас паллисемпе сăрмакланă хут татки çинче чарăнчĕç. Мулаххай ăна сыпăкăн-сыпăкăн сасăпах вулама тытăнчĕ: «Ле-нин-гра-да хӳ-тĕ-ле-нĕ-шĕн» ме-даль ту-па-ка-на та-вăр-са па-ма ый-та-тăп. Г.Ф. Ар-ла-нов». Аяла çав арçын ăста пурăннине çырнă.
«Эпĕ тупнă медалех шырамасть-ши ку арçын?» — шутларĕ арçын ача. Пĕр виç-тăватă кун каялла вăл ăна кукашшĕ патĕнчен таврăннă чухне троллейбус картлашки çинче тупнăччĕ. Ун çине те «Ленинграда хӳтĕленĕшĕн» тесе çырнăччĕ-çке. Класри тепĕр арçын ача медале пĕчĕк бинокльпе улăштарма килĕшнĕччĕ. Халĕ Мулаххая урăх шухăш хускатрĕ. Медаль тупнăшăн мĕн парать-ши ăна хуçи? Кайса пăхмалла-тăр ун патне.
Пĕлтерӳре асăннă хваттере Мулаххай йăпăр-япăрах шыраса тупрĕ. Ăна пĕр утмăл çулсенчен иртнĕ, пĕркеленме тапратнă саврака пит-куçлă арçын уçса кĕртрĕ. Тăнлав çинчи çӳçĕ кăвакарма пуçланă хăйĕн. Çине йăрăм-йăрăм пижама тăхăннă вăл, сылтăм енчи пушă çаннине кĕсйине хутлатса чикнĕ.
«Тĕрĕсех лекрĕм пулас, — тавçăрса илчĕ Мулаххай. — Вăрçăра çапăçнă курăнать ку çын. Вăл çакнă пĕлтерӳ те сулахай алăпа çырнăранах илемсĕр тухнă-тăр ».
Алăк анинчи хыткан та шуранка питлĕ, пысăк мулаххай тăхăннă арçын ачана курсан кил хуçи пĕр кăна тĕлĕнсе тăчĕ. Пĕчĕк хăна те хумханнăран, те хăнăхнăран ӳт-пĕвне тытайман евĕр хуçкаланса илет. Çĕлĕк айĕнчен кăшт кăна курăнакан чĕрĕ те вылянчăк куçĕсенче именни питех палăрмасть. Пачах урăхла, ку арçын ача кирек мёнле лару-тăрура та аптраса ӳкменни сисĕнет.
Мĕн çăмăлпаччĕ? — ыйтрĕ арсын хăйне вырăнсăр чăрмантарнăшăн кăмăлсăрланнă евĕр.
Эсир медаль çухатман-и? — терĕ Мулаххай.
Çухатрăм çав, çухатрăм... — самантрах йăвашланса, хыпăнса ӳкрĕ кил хуçи. — Сан пек ачасем мана хам вăрçăра курни-тӳсни çинчен каласа кăтартма чĕнчĕç те, тĕттĕмленсен тин киле килме тухрăм. Троллейбуса ларнă чухне халăх нумайччĕ. Çумăр лӳшкетчĕ тата. Çавăнпа хыпаланнипе тĕрткеленсе-хиркеленсех кĕме тиврĕ. Медаль çав хушăра татăлса ӳкрĕ пуль тетĕп. Плащ тӳмисем вĕçерĕнсе кайнăччĕ. Аптранă енне кайран хулипех пĕлтерӳсем çакса тухрăм. Эсĕ çав пĕлтерĕве вуламарăн пуль?
— Эпĕ тупрăм çав медале, — аялтан çӳлелле мăнаçлăн пăхса хуравларĕ Мулаххай. Хăй ăна çавăнтах кĕсйинчен туртса кăларчĕ те: — Акă вăл. Илĕр, — терĕ.
Арçын медале курсан ăна тепĕр хут наградăланă чухнехи майлах савăнса ӳкрĕ. Арçын ачана çурăмĕнчен сулахай аллипе лăпкаса илчĕ:
— Маттур, маттур. Килсе пама ăс çитертĕн вĕт-ха. Тепри пулсан выля-выля çухататчĕ-ха. Мĕн ятлă-ха эсĕ? Малафей Сакмаров. Юрать, питĕ лайăх. Мана Григорий Федорович Арланов теçсĕ... Ну, ирт малалла. Хăна пул, ырă тус.
Арçын ача турткаланса тăмарĕ. Ботинкисене коридора хывса хăварчĕ те диван хĕррине ларчĕ. «Мĕн парать-ши ĕнтĕ мана медаль тупнăшăн?» — çавăрса илчĕ ăна ăшă шухăш-туйăм. Григорий Федорович пĕчĕк хăнана нумай кĕттермерĕ.
— Сăмах патăн — пурнăçла теççĕ. Çапла-и? — çав-çавах савăнăçĕпе киленсе кулкаласа тухрĕ тепĕр пӳлĕмрен Арланов. — Ме сана çивĕч куçлă та ырă кăмăллă пулнăшăн. Хăвна мĕн кăмăла каять, савна туян асăнмалăх. Анчах асту: кирлĕ-кирлĕ мар япала илсе ан тăккала.
Мулаххая вăл хут укçа пачĕ. Арçын ачан куçĕсем ирхи янкăр тӳпе майлах çуталса кайрĕç. Халиччен çавăн чухлĕ укçа тытса курманччĕ-ха вăл. Урамра тупнă çирĕм пуслăх кĕмĕл укçа мар-çке-ха ку. Хут укçа! «Халех магазина кĕрсе вут-хĕм сирпĕтсе перекен вылямалли автомат туянатăп», — ĕмĕчĕпе киленсе илчĕ Мулаххай. Вĕсен çуртĕнче пурăнакан ачасен пурин те пур унашкал автомат. Ăна çеç япăх вĕренетĕн тесе илсе памаççĕ килтисем. Çавăнпа ун вăрçăлла вылянă чухне яланах хăма таткинчен хăй тунă пăшалпа «çапăçма» тивет.
Анчах Мулаххайăн йăпăр-япăр тухса кайма тӳр килмерĕ.
— Чим, сана варенипе чей ĕстерсе ярам-ха, — терĕ Арланов ача кĕç-вĕç тăрса утасла канăçсăрланса ларнине асăрхасан. Мулаххай килĕшрĕ.
Григорий Федорович, эсир вăрçăра кам пулнă? — пĕлес килчĕ Мулаххайăн.
Разведкăна çӳренĕ эпĕ, — кĕскен тавăрчĕ Арланов çавра сĕтел тавралла уткаланă май.
Мулаххай разведчиксем çинчен кинотеатрта е телевизорпа кăтартакан пĕр фильм та курмасăр юлман ку таранччен. Халĕ ак умра — чăн-чăн разведчик! Ăнать те çав унăн!
Асра юлнă пĕр-пĕр разведка çинчен каласа парăр-ха эппин, — сăмах хушрĕ татах пĕчĕк хăна.
Разведкăна нумай çӳренĕ те... Хăшĕн çинчен каласа кăтартас-ши вара сана? — шухăша кайрĕ Арланов. Унтан вăл арçын ачана сĕтел хушшине лартрĕ, ун умне апат-çимĕç кăларса хучĕ. Хăй те ăна хирĕç вырнаçрĕ.
— Пĕррехинче çапла пулса тухрĕ... — пуçларĕ вăл вĕри чей сыпкаласа. — Ленинграда хӳтĕленĕ чухне хĕллехи шартлама сивĕре нимĕçсем Петергоф хулине йышăнчĕç. Пирĕн взвода çав хулара тăшман штабĕ ăçтарах вырнаçнине, унăн вăйĕ мĕнлерех пулнине пĕлме ячĕç. Вара эпир нимĕç халачĕсене тăхăнтăмăр та кăкăр çине вĕсен автомачĕсене çакса Кронштадтран Петергофа çул тытрăмăр. Фашистсем хăйсене улталанине тавçăрса ан илччĕр тесе хулана кăнтăрлах стройпа пырса кĕме шутларăмăр. Нимĕç часовойĕ чăнах та эпир ăçтан «таврăннине» ыйтса тăмарĕ.
Хула хĕрринчи хваттерсене вырнаçсан каçхине эпир хамăра мĕн хушнине пурнăçа кĕртме тытăнтăмăр. Тата тепĕр талăк пурăнсан каялла килме тухрăмăр. Хуларан тухнă чухне часовоя «Хайль Гитлер!» тесе саламларăмăр. Анчах пирĕнтен пĕри астумасăр хĕрлĕ армеецла честь пачĕ. Çакна асăрханă часовой, нимĕç салтакĕ, пирĕн строя чарчĕ. «Ну, çаклантăмăр», — шутларăм эпĕ ăшра. Юрать-ха взводра пĕр виç-тăват салтак «Вырăссем патне разведкăна кайма тухрăмăр та, вĕсем пек честь пама хăнăхасшăн вăл», — тесе ĕнентерсе хăварчĕç ăна...
Григорий Федорович каласа кăтартнине Мулаххай пĕр хускалмасăр итлерĕ, ытлашши тимленипе çăварĕ карăлсах кайрĕ. Арçын ача Арланов аллине разведкăна çӳренĕ чухне çапăçура хăварнине те пĕлчĕ, унăн ытти наградисене те тытса курчĕ. Паттăр та хăюллă салтак пулнă иккен Григорий Федорович. Ахальтен вунă орденпа медаль парса яман ĕнтĕ ăна вăрçăран.
— Фронтра эпир мĕн курни-тӳснине нумайрах пĕлес килет пулсан, — терĕ юлашкинчен Арланов, — çитес вырсарни кун кĕрсе тух. Ун чухне ман пата разведкăна пĕрле çӳренĕ юлташ хăнана килмелле. Ленинград çывăхĕнче пурăнаканскер. Халĕ эп, каçар, шкула васкатăп. Каллех ачасем тĕлпулăва чĕнеççĕ.
Мулаххай хавассăн сывпуллашрĕ. Григорий Федорович панă укçа çинчен те мансах кайнăччĕ вăл. Килелле утнă май аллине кĕсйине чиксен тин аса илчĕ. Анчах вылямалли автомат туянас ĕмĕт малтанхи пекех çунатлантармарĕ ăна. Икĕ разведчик тĕлпулăвне лекес шухăш-кăмăл ытларах çĕклентерчĕ. Апла пулин те Мулаххай çав кун магазина кĕрсе тухмасăр чăтаймарĕ. Вăл шыракан хĕç-пăшал çук та иккен халь унта. Çавăнпа киле таврăнсан Мулаххай укçана хăйĕн çăм атти ăшне пытарса хучĕ.
Вырсарни кун çывхарса çитнĕçемĕн Мулаххая хирĕçӳллĕ шухăш-туйăм канăçсăрлантарма пуçларĕ. Пулас тĕлпулу питĕ кăсăклантарчĕ ăна. Урамра унран тăрăхласа кулакан ачасенчен нихăшĕ те разведчиксем патне хăнана лексе курман-ха. Автомат илме пытарнă укçа вара пĕртте чуна малтанхи пек çĕклентермест. Пачах урăхла, ăна кăларса пăхмассеренех лайăхмарланса илет арçын ача.
Григорий Федорович патне каймалли кун пушшех ӳкĕнме тытăнчĕ. Мĕн тума илчĕ-ха вăл çав укçана? Çынни пур — çав медальшĕн юн тăкнă, аллине çапăçура хăварнă. Мĕн чухлĕ хĕн-хур тӳснĕ?! Вăл вара, Мулаххай, пĕр пĕчĕк ырă ĕçшĕн те укçа тытма именсе тăмарĕ. Çитменнине, çав медале пĕчĕк бинокльпе улăштарасшăнччĕ-ха вăл...
Вырсарни кун кĕрхи чи путсĕр кун пулчĕ тесен те юрать. Иртенпех юрлă çумăр йăскаса тăчĕ. Унтан çил сивĕ сывлăш хăваласа килчĕ те çĕр кăчăр шăнса ларчĕ. Мулаххай çанталăк япăххине уяса тăмарĕ, Григорий Федорович патне çитсе килмех шут тытрĕ.
Арланов пурăнакан подъезда кĕрсен почта ещĕкĕсем умĕнче чарăнса тăчĕ. Унта Григорий Федорович хваттерĕн номерне шыраса тупрĕ те кĕсйинчен конверт туртса кăларчĕ, вара чĕрне вĕççĕн тăрса çырăвне пĕчĕк хушăкран антарса ячĕ.
Каялла тухма çаврăнсан сасартăк пĕр хĕрарăма пырса перĕнчĕ. Пысăк мулаххай, лутăрканчăкрах тумтир тăхăннă арçын ача пăрăнса утнине курчĕ те лешĕ ăна хыçран шанчăксăррăн пăхса ăсатрĕ. «Мĕн шыраса çӳрет тата ку çапкаланчăк? — мăкăртатса илчĕ вăл. — Почта ещĕкĕсене ухтарать пуль ĕнтĕ. Мĕншĕн ашшĕ-амăшĕн чармалла мар-ха ачана?»
Мулаххай чĕнмерĕ, çаврăнса та пăхмарĕ. Ытах та хăйĕн юлташĕсемпе алхасса çӳренĕ пулсан тӳрех урамалла тапса сикетчĕ-ха вăл. Анчах халĕ ача хăйне айăплă туймарĕ çав, çавăнпа пусма тăрăх ним пулман пекех лăпкăн та мăнаçлăн анса кайрĕ. Хĕрарăм çаплипех шăши кĕнекине вулама пăрахмарĕ. Вăл шанчăксăррăн курăнакан арçын ача ещĕке конверт ярса хăварнине курмарĕ çав. Çырăвĕнче мĕн çырнине те кайран тин, Арланов патне аякран килнĕ хăнана курма кайсан, пĕлчĕ.
Мулаххай сапла çырнăччĕ унта: «Кĕркури пичче, мана ан кĕтĕр паян. Пымастăп эпĕ. Медаль тупса панăшăн сирĕнтен укçа илнĕ хыççăн питĕ намăсланатăп. Малафей Сакмаров».
Конверт ăшне вăл хут укçа чикнĕ...