Хăруш аманнă вăл... Сывлать аран.
Куçа уçса хупма та вăйĕ çук ун.
Ытла та юн нумай çухатнăран
Çăлма ним чухлĕ шанчăк çук хирургăн.
Хирург васкать. Хăй вилĕме çĕнме
Секунд çине шанни кăна пултарĕ.
Çĕлерĕ сурана. Професси тӳсĕмпе
Чĕре шакканине итле пуçларĕ.
Сехет шаккать. Салтакăн та чĕри
Нихçан сыпăнмасла тапать вăраххăн.
Çамки кăна тӳсме те çук вĕри.
Ик-виç хутчен аманнă ват салтакăн.
Этем хакне чухлать хирурп «Часрах...
Çĕр аллă кубик юн... васкавлăн янтлăр!»
Анчах ним те чĕнме пĕлмест сестра, —
Çĕр аллă мар, юлман-çке пĕр тумлам та.
Ăнланчĕ çамрăк хĕр. Ăш-чик çунать,
Ик куçĕнчен куççуль юхса анас пек. —
Запас юлман, майор... Эп хам юна
Юлташăн пурнăçне çăлма парас теп...
Хаваслăн çĕкленет салтак кăкри,
Палатăна ирхи хĕвел çутатрĕ.
Тапать телейлĕн çамрăк хĕр чĕри.
Ик чĕрене пĕр юн тапни çывхартрĕ.