1
Ахальтен мар хĕвел аннă чух çывăрма каламан. Питĕ вăраххăн вăранчĕ Евук. Йăванса кайнă тулли михĕ евĕрех кĕлетки йывăр пулчĕ унăн. Пуçĕ çемçе минтертен уйрăласшăн пулмарĕ. Çав вăхăтрах ăшă вырăн та текех илĕртмерĕ. Шăрăхĕпе сивви, канлĕхĕпе кансĕрлĕхĕ пĕр самантра пырса çапрĕ тем вăхăта тĕлĕрсе кайнă хĕрарăма. Пуçĕ янăрарĕ, кĕлетки сурнă пек туйăнчĕ ăна. Ват çын евĕр ахлата-эхлете çĕкленчĕ Евук хăйен пĕччен çыншăн ытла анлă выранĕ çинчен. Утнă çĕртех çӳхе халат тӳмисене вĕçерте-вĕçерте ваннăйне кĕрсе кайрĕ.
Чылай вăхăт ним тĕллевсĕр, лăпкăн выртрĕ хĕрарăм тĕрлĕ-тĕрлĕ тăварпа çемçетнĕ вĕри шыв ăшĕнче. Вăрттăн çеç сăнаса тăракан çын кускер çывăрсах кайнă теме те пултарĕччĕ. Çук. Евук ĕнтĕ çывармасть. Ку унăн «сунара» тухас умĕнхи лăпкăлăх кăна.
Хăвăрт çĕкленчĕ вăл вĕри шыв ăшĕнчен. Ваннăна тулнă шыв юхса пĕтессине кĕтмесĕрех хăй çине сип-сивĕ шыв юхтарчĕ. Малтан çӳçенсе илчĕ, кайран вара шăнса хытса пачах улшăнчĕ тейĕн. Куçĕсенче, илемлĕ çӳхе тути çинче темĕнле вылянчăк хĕлхем сӳнми вылярĕ унăн. Хăш вăхăтра шывран тухса типĕннине те сисмерĕ пуль вăл.
Пуç тӳпинчен пуçласа ура тупанĕ таран кăтартакан тĕкĕрĕ патне çап-çара тенĕ пекех пырса тăрсан çеç кăшт чарăнса тăчĕ. Хăйĕн вăрăм, илемлĕ урисене, чăмăр купарчине, тулли кăкăрĕсене сăнаса пăхрĕ хĕрарăм. Темĕн шырарĕ; темĕн тиркерĕ вăл хăй кĕлеткинче. Тен, пачах урăхла. Хăй кĕлеткипе хăй киленчĕ пулĕ çак самантра. Пĕлме çук. Анчах мĕн курнипе кăмăллă юлчĕ; çемçе алшăллипе васкамасăр, кашни тумлама типĕтсе кĕлеткине сăтăрчĕ.
Ĕнтĕ хĕвел те хăйĕн вăрăм урисене кĕскетрĕ. Тавралăх лăпкă каç ытамне йăпшăнса кĕрсе кайрĕ. Евук çеç таçта васкарĕ. Паçăрхи ӳрĕк-сӳрĕк хĕрарăмран унра нимĕн те юлмарĕ. Çуллĕ кĕле, питех те кĕске юбка, кăкăрĕсене çурма уçă хăваракан блузка тăхăнса пит-куçне пукане пек сăрланăскере никам та паллаймĕ. Вăл та хăйне аран-аран çеç, çакнашкал сăн-питне пĕрремĕш хут кăна мар курнăран, палларĕ. Хăйшĕн ют пулчĕ çак сăн. Анчах чунри темĕнле вылянчăк туйăм, ырату-асап Евука хăй мĕн хăтланни пирки шухăшлама чăрмантарчĕ. Çук, хăйне хăй пусмăрламарĕ вăл. Мĕн тунине, мĕн тăвассине чăнласах та ăнланса, пĕлсе турĕ.
Хваттер алăкне уçса тухса кайиччен тепре чарăнчĕ Евук. Алăк çумĕнче ларакан трельяж сунтăхĕнчен кашнине числопа палăртнă вĕтĕ эмел тӳмисенчен пĕрне çăвара хыпрĕ. Васкамасăр, шывсăрах çăтрĕ вăл çак кăшт сахăр пек пылакрах, кăшт эрĕм евĕр йӳçек эмеле. Чутах хăсса кăлармарĕ: ачаранпах эмел таврашне ĕçме пĕлмест çав Евук. Ыттисем пек çӳçенмесĕр çăтса яраймасть. Çапах та лĕклене-лĕкленех чăмларĕ. Вара хулпуççийĕ çине çӳхе плащ уртса ячĕ те çамрăк хĕр пекех аялалла картлашка сиктерсе чупса кайрĕ.
Хăй çуртĕнчен инçетре вырнаçнă урама Евук хăнăхнă сукмакпа утрĕ. Тахçан самаях сарлака пулнă, халĕ вара çын алли перĕнменрен ашкăрса кайнă тĕмсем хушшине пытаннă тротуарпа хĕрарăм çăмăллăн, никам сисмелле мар сассăр ярса пусрĕ. Тимĕр çапса таканланă самаях çӳллĕ пушмакĕ те сас кăлармарĕ унăн. Пĕччен, уйăх çути те ӳкмен çулпа вĕçнĕ пекех пынă май Евук никамран хăрама та, таврара мĕн пулса иртнине асăрхама та пĕлмерĕ. Çурхи вăркăш çил евĕрех иртсе пынă май çӳлтен тӳпелесе тултарнă çӳп-çап контейнерĕ çумĕнчи ик мăшăр куç хыçран ăмсанса пăхса юлнине те туймарĕ вăл.
Хăйĕн «ĕç вырăнне» çитме хĕрарăма çур сехет те кирлĕ пулмарĕ. Те телее темелле, те инкеке — яланхи «каçхи лĕпĕшсем» паян кунта тăпăртатса тăмарĕç. Конкуренци! Тăруках çак паянхи кун пурин пуçне те ыраттаракан сăмах аса килнĕрен Евук саспах ахăлтатса кулса ячĕ.
— Эй, чиперук! Пĕччен савăнма тунсăх мар-и? — таçта çумрах илтĕнсе кайрĕ арçыннăн хулăн сасси.
Сасăпах ахăлтатакан хĕрарăм тути çинчи кулла пытармасăрах алăкне уçса янă çăмăл машина еннелле пăрăнчĕ. Васкамасăр, илĕртӳллĕн, лăпкă хум çинче ярăннă пек кăшт силленсе вĕттĕн-вĕттĕн ярса пусрĕ вăл. Кашни хусканăвĕпех хăйĕн илемне палăртма та манмарĕ.
— Чиперук! — ĕнтĕ сĕлехине юхтара пуçларĕ чылаях çулланнă арçын. — Миçе?
— Такса, — çаплипех илĕртсе те астарса йăл кулчĕ Евук.
— Лар, чиперук!
Хĕрарăм та, арçын та текех пĕр-пĕрне сăмах чĕнмерĕç. Пуш урампа хăвăрттăн пыракан машина тĕттĕм тăкăрлăка пăрăнчĕ. Тепĕр ик-виç минутран чарăнчĕ. Арçын мотора сӳнтерчĕ. Васкамасăр Евукăн çара чĕрçи çине лӳчĕркеннĕ хут укçа хучĕ. Хĕрарăм ăна пĕлтерĕшсĕр япала евĕр пăхса илмесĕрех пĕчĕк сумкине персе чикрĕ.
Малалли яланхи пекех пулса пычĕ. Евук арçын кăмăлне канăçтарма ăна килĕшнĕ пек хускалма, пылаккăн çеç йăнăшма тăрăшрĕ. Лешĕ вара илнисĕр пуçне нимĕн те памарĕ. Турра шĕкĕр, ăна нумай кирлĕ пулмарĕ. Хĕрарăмăн та вара çак вылява малалла тăсма тивмерĕ.
Иккĕмĕш, виççĕмĕш, тăваттăмĕш машина ăшĕнче те малтанхи пекех пулса пычĕ. Пиллĕкмĕш çине лармарĕ вăл. Çак арăмĕсем умĕнче «кайри ура» çинче çӳрекен, арăмĕ пуçне пăрсанах теприне ыталакан арçынсенчен йăлăхрĕ хĕрарăм. Хăтлă та лăпкă хваттере хăвăртрах таврăнас килчĕ. Хăй çумне сĕртĕннĕ арçынсен сĕлехинчен, тарпа пирус, сăра шăршинчен çăвăнса тасалас ĕмĕт çеç пулчĕ унăн.
Васкамасăр, пĕрин хыççăн тепри сӳнекен çăлтăрсем çине пăхса килĕ еннелле утрĕ Евук. Паçăрхи сукмакпах. Çаплипех сассăр, анчах ерипен.
— Анне! Ням-ням, — питех те шăппăн, асаплăн нăйкăшрĕ ача. Анчах каç шăплăхĕнче унăн сасси ян-ян! илтĕнчĕ.
Кĕтмен çĕртен пулнăран Евук шарт сикрĕ. Чарăнса шăплăха тимлерĕ. Нумай çулсем хушши пĕр шикленмесĕр çӳренĕ сукмак ăна пĕрремĕш хут хăратса пăрахрĕ.
— Тăхтасам, пепкеçĕм! — ача нăйкăшăвĕнчен те асаплăрах тухрĕ амăшĕн сасси.
Евук сасă илтĕннĕ еннелле ярса пусрĕ. Çӳп-çап ещĕкĕ умĕнче тăракан ĕмĕлкене тинех асăрхарĕ вăл. Лешĕ те ăна курчĕ. Нихăшĕ те сăмах чĕнмерĕ. Пĕр-пĕрне сăнарĕç. Пĕри — яп-яка, пуян. Тепри тĕсне çухатнă кивĕ тумпа. Пĕри — тутă, тепри — выçă. Авă, аллинче те унăн çӳп-çап хушшинчен шыраса тупнă кăвакарса типнĕ çăкăр чĕлли.
— Анне! Ням-ням, — татах сас пачĕ ача.
Евук тăна кĕнĕ пек пулчĕ. Васкаса пĕчĕк сумкинчен пуçланă шоколад татăкне кăларса ача еннелле тăсрĕ. Ача илмерĕ. Евук çине çимелли пар тесе ыйтакан куçсемпе çеç тинкерчĕ.
— Пылак мĕнне пĕлмест вăл, — куççульне çăтса сăмах хушрĕ амăшĕ. — Çăкăр ыйтать.
Урăх калаçаймарĕ вăл. Тутисене çыртрĕ. Пичĕ тăрăх шултра тумламсем юхса анчĕç. Çӳп-çап хушшинче тупнă чĕлле ачине пĕр сăмах хушмасăр тăсса пачĕ. Кăп-кап! ярса илчĕç пĕчĕк алăсем çăкăра. Кăтăр-кăтăр тутарса чăмла пуçларĕ.
Евук чĕлхесĕр пулса ларчĕ. Пылак шоколад вырăнне хытса кăвакарнă, çӳп-çап ăшĕнче йăваланнă чĕлле сурчăк кăлара-кăлара çиекен виç-тăват çулхи ача çинчен куçне илеймерĕ вăл.
— Каçарăр. Эсир тем ан шутлăр. Эпир ыйткалакансем мар, — хăйĕнчен хăй вăтанса чĕтрекен сассине пачĕ ача амăшĕ. — Сирĕн... Тен, Сирĕн вак укçă тупăнать. Çăкăр илме...
Евук тинех тăна кĕчĕ. Сăмах чĕнме чĕлхи çаврăнмарĕ унăн. Анчăх алли хăвăрт кăна сумкйна тирпейлемесĕрех персе чикнĕ укçа тĕркине туртса кăларчĕ. Питĕ хăвăрт куçран тилмĕрсе пăхакан хĕрарăм аллине хучĕ вăл çак тĕркене. Лешĕ мĕн те пулин калама ĕлкĕриччен сукмак çине тухса килĕ еннелле утрĕ.
— Турă пулăштăр Сире, ырă аппаçăм! — илтĕнчĕ хыçалтан куççуль витĕр сасă. — Хĕрĕм, пепкеçем! Чăт тул çутăличчен. Ыран сана кулач та, сĕт те илсе çитерĕп. Илемлĕ кĕпепе пушмак та... — сăмахне каласа пĕтереймерĕ. Вĕсем куççуль айне пулчĕç.
2
Лапка-лапка юр çăвать,
Хура çĕре шуратать...
Темшĕн шăпах ача чух тар кăларса вĕреннĕ сăвва аса илчĕ çул варринче тăракан Евук. Çĕнĕ çул каçĕнче кăна курнă хĕр унашкал кăпăшка та шап-шурă, шултра лапка юр пĕрчине. Халĕ вара ылтăн кĕркунне. Çук, тӳперен ӳкекен шурă мамăк мар, капмар кермен патнелле вĕттĕн-вĕттĕн пусса утакан шур пĕркенчĕк айĕнчи хĕрупраç тыткăнларĕ ăна. Камран илтнĕччĕ-ши ĕнтĕ Евук кашни хĕрарăмах хăй ĕмĕрĕнче виçĕ хут — кăкăр ачи чухне, пĕркенчĕк айĕнче тата йывăр çын чухне — пуринчен те чипертерех пулать тенине. Тĕрĕсех пуль. Шел, Евука хăйне шур пĕркенчĕк айĕнче тăма пӳрмен.
— Ева Адамовна, ырă кун, — пăшăлтатнă пекех ерипен илтĕнчĕ çумри сасă. — Пĕлĕшсем туй тумаççĕ пулĕ те?
— Çук, пĕлĕшсем мар, — тунсăхлăн сасă пачĕ хĕрарăм. Пырне куççуль чăмакки капланса килнине туйрĕ вăл. Ĕсĕклесе ярасчĕ те çав унăн! Çук, пăлханчăк кăмăл-туйăма алра тытма тахçанах вĕреннĕ Евук. Çавăнпа тунсăх шухăшĕсене пытарчĕ вăл. Хăйне сăмах чĕннĕ çын еннелле те пĕтĕм сăн-питĕнче савăнăçпа телей хĕмне çиçтерсе çаврăнчĕ. Вылянчăклăн куç хĕсрĕ. — Мана ЗАГСа çавăтса кĕрес мăшăрăм пирки ĕмĕтленсе тăратăп ак. Эсĕ вара çитсе те тăтăн, Никантă-ăр.
Юриех арçын ятне вылянчăклăн тăсарах каларĕ вăл. Пĕрле ĕçлекен çамрăк арçын чĕрине пĕрремĕш çул мар пăлхантарнине тахçанах сиснĕ хĕрарăм. Анчах теме пула ун юратăвĕ Евука пачах кирлĕ мар. Ĕнтĕ çулĕсем те сахал мар унăн: мăшăрĕ те, ачи-пăчи те çук. Пурнăçĕ те, чĕри те тăлăх тесен те йăнăш пулмĕ — çапах çак ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман арçынна чунĕ йышăнмасть. Çапла, хăш-пĕр чух ăсатса ярать вăл Евука. Уçăлма, кафе таврашне, театра пĕрле çӳреççĕ вĕсем — пурпĕрех хутшăнăвĕ çын картинчен тухмасть. Ак халĕ те вĕсем шӳтлесе-кулса юнашар утса кайрĕç. Пăхса юлакан мĕнле илемлĕ мăшăр тесе те ăмсанĕ. Анчах чунĕсем пĕр-пĕриншĕн ют-çке вĕсен. Çавăнлах иккĕшĕ — икĕ тĕнче.
Чылай çӳрерĕç Никантăрпа Евук. Вăхăт та нумая кайрĕ, çанталăк та самаях сулхăнланчĕ. Ăшă тăхăнса тухман хĕрарăм шăнмаллипех шăнчĕ иккен. Кĕркунне вăл кĕркуннех çав, унăн ăшши ултавлă.
Шак! шак! шак! чул тротуара шаклаттарса чупнă евĕр хăвăрт утрĕ хĕрарăм. Пушмак кĕли мар, шăла шăл шакканă пек туйăнчĕ.
— Ырă аппаçăм! — тăхтаса тăмасăр иртсе каясран хăранăн çанăранах ярса тытрĕ ăна такам. Евук ирĕксĕрех чарăнса тăчĕ. — Ырă аппаçăм! Пĕтме ан парăр ман хĕрĕме. Тивĕçлĕ çын туса ӳстерĕр...
Шăнса хытнă Евук хăй умĕнчи çын мĕн каланине вĕçне çитиех ăнланса та çитереймерĕ-ха, лешĕ вара аллинчи çĕклеме ун аллине куçарчĕ. Хăй вара вăшт! кăна каялла çаврăнчĕ. Анчах икĕ утăм ярса пусрĕ те ӳсĕр çын пек сулăнса кайрĕ. Питĕ-питĕ ерипен, персе амантнă хуркайăк евĕр, çĕр çине лапчăнчĕ вăл.
— Хĕрĕме пĕтме ан парăр, — асаплăн илтĕнчĕç унăн юлашки сăмахĕсем.
Евук мĕнле тăнă çаплипех тăчĕ. Кĕтмен çĕртен алла лекнĕ çĕклем йăшăлтатса илсен çеç тăна кĕчĕ вăл. Кивĕ, хура, çĕтĕк тум тăхăнтарнă пĕчĕк чун чăмăркки кăвайт çинчи пек çунать иккен. Унăн кăшт уçăрах çăварĕнчен тухакан сывлăшĕ Евук питне пĕçертсех ячĕ. Хăй шăнса хытнă пирки таманса кайрĕ вăл. Васкавлăн çĕре ӳкнĕ хĕрарăм умне пĕшкĕнчĕ. Ку та çунмаллипех çунать иккен, хăйăл-хăйăл тутарса йывăррăн сывлать. Евук аллинчи ачана мĕнле тыткаламаллине пĕлеймесĕр çумĕнчи сумкăран телефон кăларчĕ, васкавлă пулăшу номерне пусрĕ...
3
Евук пурнăçне Наталипе Анжела (вĕсен ячĕсене чылай кайран çеç пĕлчĕ вăл) çапла ăнсăртран кĕнĕренпе уйăх иртрĕ. Çав каç вăл хăй хваттерне ир çинче çеç таврăнчĕ. Васкавлă пулăшу машини персе çитсен те киле мар, больницăна кайрĕ хĕрарăм. Мĕн тума? Мĕн шыраса? Евук кун пирки шухăшламарĕ. Çак икĕ пачах палламан мĕскĕн чун тахăш самантра уншăн çывăх пулса тăчĕ. Паллах, ку вăл тăванлăх туйăмĕ мар, хĕрхенӳ çеç пулчĕ. Çапах та çак юлашки уйăхра Евук больницăран тухма пĕлмерĕ. Уйрăмах тăват çулхи Анжела вырăнĕ çумĕнчен уйрăлмарĕ вăл.
Çак вилĕмпе пурнăç хушшинче выртакан чирлĕ хĕрача ун чунĕнче халиччен пĕлмен туйăм вăратрĕ. Хăйĕн чун тĕпренчĕкне çухатма пултарассăнах туйăнчĕ ăна. Кану пирки те, ыйхă çинчен те манчĕ вара çамрăк хĕрарăм. Çак йывăр чирпе выртакан амăшĕпе хĕрне ура çине тăратас тесе вăл хăйне çеç мар, сестрасемпе тухтăрсене те канлĕх памарĕ. Килсĕр-çуртсăр, нимĕнле документсăр мĕскĕнсене сыватнишĕн пĕтĕм тăкакне хăй çине илчĕ вăл.
— Кун хыççăн чи йывăр çылăх та çылăх пулма тивĕç мар, — терĕ пĕррехинче Евука чирлисене пăхса çаврăнакан тухтăр хĕрача сывалас еннелле кайнине курса. — Вилĕм аллинчен тăпăлтарса кăлартăр ачана.
— Ырă аппаçăм, мĕнле тав тума пĕлес ĕнтĕ манăн сире, — шуранка аллипе Евук пӳрнисене чăмăртарĕ чирлĕ Натали. — Маншăн нихăçан та, никам та эсир тунă чухлĕ туман. Пĕрремĕш хут эпĕ хама уй варринче пĕр-пĕччен мар, хӳтлĕхре туятăп, — урăх калаçма вăй пулмарĕ унăн, хĕрарăма каллех вĕрилентерсе ячĕ.
Тепĕр эрнерен çеç, Натали кăшт вăй илсен, Евук унăн пурнăçенче мĕн пулса иртнине пĕлчĕ.
...Вуникĕ çула çитиччен хуйхă-суйхă мĕнне пĕлмесĕр ӳснĕ Натали. Çемьери пĕр ачашăн яланах пурте пулнă. Анчах ашшĕн сарăмсăр вилĕмĕ (пăрлак çанталăкра ăнăçсăр ӳксе пуçне çĕмĕрнипе вилчĕ вăл) хĕрачан телейне татрĕ. Малтанах унăн пурнăçĕнче нимĕнле пысăк улшăну та пулмарĕ. Çемьере арçын çукки кашни утăмрах сисĕнсе тăчĕ пулин те, амăшĕ кулленхи йĕркене (ашшĕ çирĕплетнĕскерне) тытса пыма тăрăшрĕ. Натали пурнăçĕнчи инкексем вара тепĕр виçĕ çул иртсен, амăшĕ хăйĕнчен чылаях çамрăк Володь пиччине киле кĕртсен пуçланчĕç. Малтанхи вăхăтра пурте лайăхахчĕ-ха. Анчах тахăш самантран Володь пиччи ĕнтĕ вунпиллĕк урлă каçнă хĕрупраç çине урăхларах пăха пуçларĕ. Унăн купарчине ачашласа çапкаласа илме, тин çеç шăтса тухнă кăкăрĕсене сĕртĕнме сăлтав шырасах тăчĕ арçын. Çакăн пирки амăшĕпе сăмах та тапратнăччĕ пĕрре Натали. Итлесшĕн пулмарĕ ăна амăшĕ. Сăмах хускатсанах çат! çутăлтарса ячĕ те (ку таранччен нихăçан алă çĕклесе курман вăл Натали çине) усал сăмахсемпе ятла пуçларĕ. Натали çакăн хыççăн текех ун патне хӳтлĕх шыраса пымарĕ. Пĕррехинче, амăшĕ каçхи сменăра чух, Володь пиччĕшĕ Наталине пусмăрласан та амăшĕ патне пымарĕ хĕрача. Çак ыратăва, намăса пĕр-пĕччен тӳссе ирттерчĕ. Арçын вара ун çумне татах та татах çулăхрĕ, амăшĕ килте мар чух кашнинчех пӳсмăрларĕ.
Кун çути те илĕртме пăрахрĕ хĕрачана. Час-часах вилĕм пирки шухăшла пуçларĕ вăл. Пĕррехинче алла лезви илсе ванна пӳлĕмне те хупăнчĕ. Анчах пурнăçпа вилĕм хушшинчи çип пек çӳхе çыхăнăва касса яраймарĕ. Темĕн тытса чарчĕ ăна. Мĕн курмалли инкекĕ, шăпа панă нушана веçех курман иккен! Çав самантра малашнехи хуйхине пĕлнĕ пулсан пĕр иккĕленмесĕр тататчĕ вăл пурнăçне.
Хăй йывĕр çын пулнине Натали варти пепке пĕрремĕш хут тăпăлтатса илсен çеç пĕлчĕ. Тĕлĕнмелле лăпкăлăх, канлĕх, темĕнле вăй туйрĕ пулас анне. Хăрани пулмарĕ унра. Юлашки вăхăтра пачах ют пулса тăнă амăшĕ ăна çак хыпара пĕлтерсен çапса вĕлересси пирки пачах иккĕленмерĕ Натали. Çавăнпа вăрттăн пур-çук япалине пуçтарчĕ те амăшне пĕр сăмах каламасăр ашшĕпе пĕр тăван Нина аппăшĕ патне тухса кайрĕ.
Пĕчĕк Анжелăна Натали алла аттестат илсен тепĕр эрнерен çуратрĕ. Мĕн пĕчĕкрен тухтăр пулма ĕмĕтленнĕ хĕр вара ниçта та вĕренме каяймарĕ. Пурăнма вĕсем, пĕчĕк хĕрĕпе иккĕшĕ, Нина аппăшĕ патĕнчех пурăнчĕç-ха. Анчах çĕрĕ-çĕрĕпе ача макăрни, унран ытларах Наталин пĕтĕм пурлĕхĕ те ача укçи çеç пулнăран хуçасен çăкăрне çиме тивни пурнăçа кунран кун йывăрлатрĕ. Апат пыра пымиех пулчĕ унăн. Нина аппăшĕ те, ку таранччен Наталие упăшкин сивĕ сăмахĕнчен хӳтĕлесе тăнăскер, çине-çинех хаш! та хаш! сывла пуçларĕ. Хăйĕн çемйи те пĕчĕк мар-çке! Виçĕ ача. Виççĕшĕ те вĕренеççĕ. Ĕç укçи вара пысăк мар. Телее, шăпах çак вăхăталла Натали ĕç тупрĕ. Студентсен общежитийĕнче урай çуса, пуçтарса тăма вырнаçрĕ. Паллах, ĕç укçи пысăках мар, анчах хĕрĕпе иккĕшне пĕр пĕчĕк пӳлĕм пачĕç. Ку вара Наталишĕн чи пысăк парне пулчĕ.
Çапла ерипен йĕркеленсе те кайнă пекчĕ ĕнтĕ унăн пурнăçĕ. Анчах тăлăх арăм умĕнче йытă та урине çĕклет тесе ахаль каламан иккен. Çамрăк хĕрарăм тĕлне каллех йĕксĕк тĕл пулчĕ.
Малтанхи тапхăрта пурнăç пĕр майлă лăпкă шурĕ. Тинех Наталипе пĕчĕк Анжела никама пăхăнми ирĕк пулчĕç. Никамăн куçĕнчен те пăхмарĕç вĕсем, çын çăкăрне çисе сăмах илтмерĕç. Кăмăлĕпе хавас, пуплеме юратакан Натали часах хăйпе кӳршĕлле пурăнакан студентка хĕрсемпе те туслашса кайрĕ. Мĕнле ăмсанчĕ вăл çак çамрăксене! Тĕлне килсе тухнă инкек çапса хуçман пулсан, паянхи кун Натали те çак хĕрсем пекех хăй кăмăллакан ĕçе алла илме вĕренетчĕ ĕнтĕ. Унăн вара ача кипки çуса ларма тивет. Натали час-часах хăй çине: «Çапла çап-çамрăкла ача çуратса ларма кирлехчĕ-ши сана?» — тесе пăхнине туять. Анчах варти пепкене çураличченех вĕлерес е ăçта çуратнă çавăнтах пăрахса хăварас текен шухăш унăн пуçне темле йывăр самантра та пырса кĕмен. Çапла туни ун пурнăçне çăмăллатасси пирки те аса илмен вăл. Варти пепке пĕрремĕш хут йăшăлтатнă самантра уншăн пĕтĕм ыйту çине уçăмлăх хăех килче: вăл — анне. Çакă вара ăна вăй, хăюлăх пачĕ.
Çапла иртсе пычĕ вăхăт. Ача çуратса кăкăр ĕмĕртнĕ вăхăтра пĕтĕмпех шурса, начарланса кайнă Натали ерипен ӳт хушса чиперлĕне пуçларĕ. Çамрăклăх хăйĕннех илет пулĕ çав — вунсаккăр урлă çеç каçнă-çке вăл! Часах куçа илĕртсе тăракан чиперкке пулса тăчĕ унран. Урамра та, хăй пурăнакан общежитире те çамрăк каччăсем чарăна-чарăна пăха пуçланине туйма пуçларĕ вăл. Натали вĕсемпе пачах хутшăнмарĕ. Каччă-арçын таврашĕнчен ютшăнчĕ вăл. Лешсем унпа шӳтлĕ, вылянчăк калаçу пуçарсанах хăйне пусмăрланине аса илчĕ. Çав самантрах кĕлетки шăнса, чĕлхи çыхланса ларчĕ унăн. Пĕр арçын çине те йĕренмесĕр пăхаймăрĕ вара хĕрарăм.
Шăпах çакăн пек самантра хăй ĕçлекен тата пурăнакан общежити коменданчĕ Никантăр Иваныч куç хыврĕ Наталие. Ĕнтĕ çулланнă арçын иртсе çӳреме памарĕ ăна. Час-часах ним сăлтавсăрах хăй кабинетне чĕнсе илчĕ. Сăлтавсăрах ун пӳлĕмне кучченеçсемпе килсе ларчĕ. Хăйĕн ашшĕпе пĕр çулхи арçын пуçĕнче темĕнле таса мар шухăш пурри пирки Натали аса та илмерĕ. Анчах пĕррехинче кăшт сыпнă Никантăр Иваныч Наталине тăп-тăр кăнтăрла, пӳлĕмре ача пуррине те пăхмасăр, вырăн çине йăвантарса хыпашла пуçларĕ. Ăçтан вăй тупăнчĕ-ши хĕрарăмăн çак самаях тулли кĕлеткеллĕ арçынна тапса сирпĕтме! Хăй те астумасть ăна пӳлĕмрен мĕнле кăларса янине — питĕрĕнчĕк алăк умĕнчех тем саманта тăнне çухатнă вăл. Анжела хĕрĕ нăйкăшнипе çеç пурнăçа таврăнчĕ хĕрарăм. Макăрма та вăйĕ юлман иккен унăн...
Çак кунран Наталин лăпкă пурнăçĕ вĕçленчĕ. Кашни самант йĕп çинчи пек иртрĕ: Никантăр Иваныч ăна мĕскĕнлетмелли, ятламалли сăлтав тупсах тăчĕ, пĕрле ĕçлекенсене те ăна хирĕç тăратрĕ. Çапла çамрăк хĕрарăм чунне кунран-кун кăвайт хучĕ. Çур çул каялла вара вăл тăрăшнипех Натали ĕçне те çухатрĕ, пурăнмалли вырăнсăр та тăрса юлчĕ.
— Кайран эпир хĕрĕмпе иксĕмĕр пăсма тесе шутласа хунă икĕ хутлă çуртăн пĕр пӳлĕмĕнче пурăнтăмăр. Тав турра, çу кунĕсем пуçланчĕç. Шывсăр, ăшăсăр, çутăсăр, урайĕнчи çĕтĕк-çурăк çинче çывăрса тăтăмăр. Малтанхи вăхăтра юлашки ĕç укçипе пурăнкаларăмăр. Урăх ĕçе вырнаçасси пулмарĕ манăн. Шăпах çак вăхăтра пĕррехинче сирĕнпе тĕл пулнăччĕ эпир, ырă аппаçăм, — куççульпе тулнă куçĕсене Евук çине çĕклерĕ хĕрарăм. — Эсир тыттарса хăварнă укçапа та чылаях пурăнтăмăр. Анчах çанталăк кĕр еннелле кайсан сив çумăр айне пулса иксĕмĕр те шăнса пăсăлтăмăр. Чирпе кĕрешме вăйăм пĕтсен ачама та пулин çăлам тесе ăна сирĕн алла пама шутларăм эпĕ. Çапла пырса тухрăмăр эпир çав сивĕ каç эсир пурăнакан пӳрт умне.
Натали хăйĕн тунсăх калавне вĕçлерĕ. Вăй илсех çитерейменскерĕн çамки çине шултра тар пĕрчисем тапса тухĕç. Питех те йывăррăн сывларĕ вăл. Унтан халĕ вара манăн канас килет тенĕн куçне хупрĕ. Евук та ăна чăрмантарас темерĕ, çамки çинчи тарне типĕтсе илчĕ те палатăран ерипĕн тухрĕ.
4
Икĕ уйăх патнех выртрĕç больницăра Наталипе Анжела. Чĕрĕлсе çитсен вĕсене Евук тӳрех хăй патне илсе кайрĕ. Унăн виçĕ пӳлĕмлĕ хваттерĕнче вырăн пурин валли те çитĕ. Больница алăкĕнчен тухнă-тухман урама кăларса яма пултараймарĕ вăл çак икĕ мĕскĕне. Темĕнпе тыткăнлама пултарчеç вĕсем Евука. Тен, ниме пăхмасăрах Наталире сыхланса юлнă тасалăх, черченлĕх пулчĕ çакă. Тен, пĕчĕк аллисемпе мăйран ыталаса тӳпе евĕр кăвак куçĕсемпе куçран пăхакан Анжела ăшшийĕ. Пурпĕрt[ мар-и тепĕр тесен! Чи кирли çак юлашки икĕ уйăхра унăн пурнăçă тинех канăçсăрлăх хĕлхемĕпе чĕрĕлчĕ. Пачах пĕлмен, палламан çынсен хуйхипе пурăна пуçларĕ вăл. Натали уншăн йăмăкран çывăх, Анжела вара хăй çуратнă ача пекех туйăнчĕ.
Евукăн çĕнĕ пĕлĕшĕ питĕ çепĕç те типтерлĕскер пулчĕ. Кил-çуртри ĕçе те, тĕрлĕ ал ĕçне те пĕлсе турĕ вăл. Больницăран тухса кăшт вăй илсенех Анжелăна садике вырнаçтарчĕç вĕсем. Натали çав кунах нумаях пулмасть чирлесе выртнă больницăра санитаркăра ĕçлеме пуçларĕ. Хăйĕи пĕрремĕш ĕç укçинченех хут-кăранташ, тĕрлĕ кĕнеке пĕр çыхă туянчĕ вăл.
— Аппаçăм, эпĕ яланах врач пулма ĕмĕтленнĕ, — Евук умĕнче хăйне темшĕн айăплăн туйрĕ Натали. — Кăçал çулла вĕренме кайса пăхас терĕм. — Тен, телейĕм пур манăн — экзаменсене йĕркеллех тытса вĕренме те кĕрейĕп.
Тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕ Евука çамрăк хĕрарăм. Çирĕме çеç çитсе пыраканскере пурнăç ĕнтĕ миçе хутчен çапса ураран ӳкернĕ. Парăнмасть. Шанăçăн çӳхе çиппинчен çакланма май килсенех ура çине çĕкленме тăрăшса çӳлелле талпăнать. Ăçтан тапса тăрать-ши унăн вăйĕ? Пĕррехинче çакна Евук Наталирен хăйĕнчен те ыйтрĕ.
— Пĕлместĕп. Анчах хам йывăр çын пулнине пĕлсенех эпĕ аборт пирки шухăшла пуçланăччĕ. Çавăн чухне мана атте тĕлленчĕ. «Хĕрĕм, пурри — пурришĕн, çукки вара çуккишĕн хуйхăрать», — терĕ вăл мана. Унтан алла хĕрĕме тыттарчĕ. Хама йывăр чухне çак тĕлĕке аса илетĕп эпĕ. Вăл мана вăй, ĕненӳ, шанăç парать.
Ăмсанса та юратса пăхрĕ Евук Натали çине. Ирĕксĕрех хăй пирки шухăша кайрĕ. Çамрăк хĕрарăма курма пӳрнĕ инкек-синкекĕн вуннăмĕш пайне те курман Евук. Тĕрессипе, чĕн йывăрлăх мĕмлине те пĕлмест пуль вăл. Вăтам шкул хыççăн аслă шкула, кайран лайăх тӳлевлĕ ĕçе вырнаçнă. Ашшĕ-амăшĕ виç пӳлĕмпĕ хваттер, сĕтел-пукан туянса панă ăна. Çие тăхăнма тимтир, апатланма сĕтел çинче çăкăр яланах пулнă. Хатĕрлесе хунă, такăрлатнă сумакпа çеç утнă вăл. Тулли пурнăç пулнă-ши унăн хăçан та пулсан? Наталипе паллашнă хыççĕн Евук çакăн пирки иккĕлене пуçларĕ.
Вăхăт пĕр шелсĕр хăвăрт иртрĕ. Черчен çеç кĕлеткеллĕ Натали çирĕп кăмăллă, тĕллевне пурнăçа кĕртме пĕлекен хĕр пулчĕ иккен. Хĕлĕпех çырчĕ, вуларĕ, шутларĕ вăл. Çав вăхăтрах больницăра та чунне парса ĕçлерĕ, хĕрне пăхма та ĕлкĕрсе пычĕ. Тăрăшни сая каймарĕ. Август пуçламăшĕнче медицина факультечĕн кăнтăрлахи уйрăмĕн студенчĕ пулса тăчĕ.
Вĕрене пуçласан пурăнма общежитие куçас пирки сăмах хускатрĕ Натали. Евук яхăнне те ямарĕ. Мĕнле пурăнма пултарнă-ши ку таранччен хăйĕн пысăк хваттерĕнче вăл пĕр-пĕччен? Çакăн пирки час-часах шухăшла пуçларĕ Евук. Алла пепке тытса ача амăшĕ пулас кăмăл кунран кун вăйланса çирĕпленчĕ унра. Анчах ача таврашне купăста хушшинче тупмаççĕ-çке, тăрна та хăй çунатти айĕнче илсе килмест ăна. Паллах, ачана тăлăхсен çуртĕнчен те илме пулать-ха. Евукăн вара хăйĕн тăван тĕпренчĕкне кăкăр çумне чăмăртас килет.
Ирĕксĕрех качча тухса мăшăрлă пулма вăхăт çитни пирки аса илчĕ Евук. Кама? Каллех ыйту сиксе тухрĕ хĕрарăм умне. Ĕнтĕ вăтăр урлă каçнăскершĕн суйламалли сахалтарах: ун çулĕсенчи йĕркеллĕ каччă-арçын тахçанах мăшăр тупса çемье çавăрнă, мĕн юлнисемпе вара çывăхланиччен çывăхланманни лайăхрах.
Тепĕр тесен ача тума упăшка мар, арçын кирлĕ-çке. Çак шухăш пуçа килсен Евук хăйĕнчен хăй кулса илчĕ. Мĕн чухлĕ хĕрупраç ăмсанса пăхать пулĕ унăн шăратса кăларнă евĕр кĕлеткине, картина çинчи пек сăн-пуçне. Унăн вара ача çуратма та çывăх арçын çук.
Тиркекене тирĕк тĕпĕ теççĕ. Евук тиркенĕрен мар, пĕрремĕш юратăвне манайманран пĕччен тăрса юлчĕ. Ун чĕринче пĕртен-пĕр каччă — Кирилл пулнăран урăх никама та чĕре патне ямарĕ, хăйне качча илес текенсене те тӳркессĕн кăларса ячĕ.
5
Тахçанах алла тытманччĕ Евук хăйĕн «сунар» тумне. Паян Натали курман чух ăна пакета хучĕ те: «Мана ан кĕтĕр, çывăрма выртăр», — тесе тухса кайрĕ. Лифтрах хăвăрт-хăвăрт тумне улăштарчĕ вăл. Типтерлĕн якатса пуçтарнă вăрăм çӳçне сапаласа ячĕ, сăрă-писев таврашĕпе куçне, тутине сăрларĕ. Кайран вара хваттертен тăхăнса тухнă тумне паçăрхи пакетах чиксе подъезд умĕнчи тĕмсем айне лартса хăварчĕ.
Çитмелли çĕре çуранах, пӳрт хушшисемпе тата ӳссе кайнă тĕмсем айĕпе утрĕ хĕрарăм. Тепĕр çур сехетрен аслă çул патне çитсе тухрĕ. Машина çулĕн хĕррипех пычĕ вăл. Васкамасăр, хыçран килекен машина хуçисене çара урисемпе илĕртсе утрĕ Евук. Сăлтавсăрах чарăна-чарăна тăчĕ. Хăйĕн пĕтĕм хусканăвĕпе çĕрле çул çине мĕн ĕçпе тухнине систерчĕ.
Акă таçта хыçалта машина кĕрлевĕ илтĕнсе кайрĕ. Пысăк хăвăртлăхпа çывхарать вăл. Евук çумĕпе те вăшт! çеç иртсе кайрĕ. Унтан пĕр вунă-вунпилĕк метр кайсан кĕтмен çĕртен чарăнса ларчĕ. Çавăнтах каялла кая пуçларĕ. Хĕрарăм тĕлне çитçессĕн алăкне уçса ярса ларма сĕнчĕ. Евук кĕттермерĕ. Вăшт-вашт кăна кĕрсе ларчĕ.
— Эй, чиперкке! Çĕрле кашкăр тытасран та хăрамастăн иккен-ха эс, — арçын машинăна тапратрĕ, хăй çаплипех хĕрарăм çине çăтса ярасла хаклавлă пăхрĕ.
— Эпĕ вăрманта ӳснĕ, кашкăр тавраш мана хăратмасть, — Евук арçынна куçĕнчен тӳррĕн пăхрĕ.
— Мĕн чухлĕ? — пуш сăмахпа вăхăта ахаль ирттерес мар терĕ пулас водитель.
— Та-акса, — сассине тăсарах каларĕ хĕрарăм.
Арçын нимĕн чĕнмерĕ. Евукăн та чĕлхи çĕтрĕ. Хăйпе çуммăн ларакан çыннăн куçĕ тыткăнларĕ ăна. Ăçта курнă-ши вăл çак мăшăр куçа? Темле тăрăшсан та аса илеймерĕ.
Машина вара çак самантра аслă çултан пăрăнса тăкăрлăка кĕче. Унтан тимĕр гаражсем хушшипе кайса çырма хĕрринче чарăнчĕ. Малашнехи яланхи пекех пулса пычĕ. Анчах паян Евук хăнăхнă йăлине пăсса хăйĕн кĕлеткине ачашлакан, чăмăртакан арçынна куçне илмесĕр сăнарĕ. Кам-ха вăл? Мĕншĕн палланă çынна курсан çуралакан туйăм халĕ те сĕвĕрлмест? Кам куçĕсем вĕрилентерчĕç унăн чĕрине?
— Эсĕ юхха мар вĕт, — ĕнтĕ тăхăнса руль умне ларсан сăмах хушрĕ арçын. — Апла мĕн тума аслă çул хĕррине тухрăн?
Темĕнле сăмах та илтнĕ Евук хăйĕн арçынĕсенчен, анчах çакăн пеккине — пĕрремĕш хут. Кăмăл-сипет тасалăхĕ пирки лекци вуласа пама шут тытман пулĕ те çакскер.
— Юхха мар хĕрарăма арçын тавраш пачах та кирлĕ мар. Кăна эпĕ мар, çутçанталăк çапла туса янă, — сана мĕн ĕç тенĕ пекех янăрарĕç Евук сăмахĕсем.
Арçын çакна тӳрех туйса илчĕ.
— Паллах, ку манăн ĕç мар. Анчах ман хамăн та икĕ хĕр çитĕнет, тунсăхлăн илтĕнчĕ унăн сасси, тути çинче тунсăхла кулă палăрчĕ.
Кирилл! Мĕнле манма пултарнă Евук çак куçсене? Мĕнле манма пултарнă илемлĕ куллине? Тăруках шăнса кайрĕ вăл, тепĕр минутран вĕриленсе ӳкрĕ. Çак вырăнтан, çак çын çумĕнчен инçерех пулас килчĕ хĕрарăмăн. Вун пилĕк çула яхăн чĕрере пурăннă сăнар пĕр самантра хуралса тĕссĕрленчĕ. Чи таса, ачаш туйăм кĕлленсе сӳнчĕ. Евук васкавлăн машинăран тухрĕ, арçын хыçран тем каланине илтмесĕр, çулсăр-мĕнсĕрех тĕттĕмлĕхе кĕрсе çухалчĕ.
6
Паян канмалли кун пулнине пăхмасăрах Натали ирех кухньăра тем кăштăртатать. Вăл вырăн çинчен тăнине туйрĕ-ха Евук, анчах питĕ вăйлă çывăрас килнĕрен пуçне минтер çинчен çĕклемерĕ те. Юлашки вăхăтра теме пула çывăрса тăранаймасть хĕрарăм. Ир çывăрма выртса кая юлса тăрать пулин те, кăнтăрла ларнă çĕртех çывăрса каять. Тепĕр чух тата сăлтавсăрах вăйĕ пĕтет, пуçĕ йывăрланать. Çавăнпа май пур чухнеăшă вырăн çинчен тăма васкамасть вăл.
Кăнтăрла тĕлнелле кăна ура çине тăчĕ Евук. Татах та çывăратчĕ пулĕ — кухньăран тухакан апат-çимĕç шăрши çиес килни пирки аса илтерчĕ.
— Паян пирĕн темĕнле уяв мар пулĕ-çке. Е хăна тавраш кĕтетпĕр? — сĕтел тулли апат-çимĕçе курса тĕлĕнчĕ Евук.
— Хăна текенни килмелле те-ха çав, — темшĕн вăтанса хĕрелчĕ, именчĕклĕн кулчĕ Натали.
— Кам?
— Ан васкăр. Килсе кĕрсен куратăр, — ыйту çине тӳреммĕн хуравламарĕ Натали. Айăпа кĕнĕ çын пек пуçне пĕкрĕ те лӳлĕме кĕрсе кайрĕ.
Юлашки вăхăтра Натали куç умĕнчех улшăнса кайнине асăрхарĕ-ха Евук. Такама юратса пăрахнă хĕр евĕрех тыткалать вăл хăйне: час-часах тĕкĕр çине пăхать, илемлĕ, яка тумтир суйлама тăрăшать, тем çинчен шухăша кайса, такама аса илсе йал-йăл кулать. Çак улшăнусен сăлтавĕпе паян паллашма тӳр килессине Евук каламасарах ăнланчĕ. Çавăнпа хăй те, кĕлеткинчи йывăрлăха пăхмасăрах, пит-куçне çуса илемлĕ çи-пуç тăхăнчĕ. Хăнана кĕтсе илме хатĕр тăчĕ.
Алăк çумĕнчи шăнкăрав шăп та лăп кăнтăрла иртсе пĕр сехетре янăраса кайрĕ. Йăлт! сиксе илчĕ Натали. Çав самантрах хăйне алла илчĕ те алăк уçма кайрĕ. Евук вырăнтан хускалмарĕ, икĕ çывăх çыннăн тĕлпулу самантне кĕскетес темерĕ. Пĕчĕк Анжела та ун çумĕнчех юлчĕ. Мăнтарăн, хăй çулĕсене пăхмасăрах паян, çак самантра, аслисен хушшинче пысăк пĕлтерĕшлĕ калаçу пуласса сисет пулас вăл. Ытти чух та ытла алхасман, шăв-шав çĕклемен ача халĕ шыв сыпнă пек шăлăрт, пĕр вырăнта хускалми ларать.
— Аппаçăм, паллашăр, — Наталипе хăна пӳлĕме пĕр-пĕринпе алăран çавăтăнса кĕчĕç. — Ку Володя.
Евук пĕр çирĕм пилĕк-çирĕм ултă çулхи каччă çине тинкерчĕ. Кам? Мĕн? Мĕнлерехскер? Тӳрех пурин пирки те пĕлес килчĕ унăн. Хăйне хĕр качча паракан амăшĕ пекех туйрĕ вăл.
— Паллашма питĕ хавас. Натали сирĕн пирки ырăпа çеç асăнать, Эпĕ те хисеплесе пуç таятăп, — аллинчи пысăк кĕлчечек çыххине Евука тыттарчĕ каччă.
Кайран сĕтел хушшинче нумай калаçса ларчĕç вĕсем. Володя хăй пирки каласа пачĕ. Наталипе вĕсем больницăра паллашнă. Чечен вăрçинчен сусăрланса таврăннă каччă кашни çур çултанах икĕ эрне больницăра сипленет иккен. Юлашки хут выртсассăн вара çак чĕвĕл-чĕвĕл, çепĕç санитаркăна юратса пăрахнă. Хĕре те килĕшнĕ Володя.
— Халĕ акă эпĕ Наталие çураçма килтĕм. Пĕрлешес терĕмĕр эпир, — калаçăва чи кирли патне çавăрса çитерчĕ каччă.
— Паллах, эсир хирĕç пулмасан, аппаçăм, — хăй кăмăлне пĕлтерчĕ Натали те.
Евук çухалса кайрĕ. Çак икĕ çыннăн (тĕрĕсрех — Анжелăпа пĕрле виçĕ чунăн) пуласлăхĕ, телейĕ хăй сăмахĕнчен килнине туйрĕ вăл. Мĕн пысăкăш яваплăх выртрĕ çак самантра ун çине. Çакă ăна чыс турĕ тата хăратрĕ.
— Сире пил парасси маншăн пысăк чыс, — пăлханчăклăн янăрарĕ Евукăн сасси. — Сăмахăм кĕске манăн: тупнă телее упрама пĕлĕр, пĕр-пĕрне итлеме, хисеплеме вĕренĕр.
Темшĕн чунĕ кӳтсĕ килчĕ унăн. Сисмесĕрех куçĕнчен куççуль юхса анчĕ. Ăна кура Натали те нăш-нăш туса илчĕ.
— Эсир аплах куççульпе ан уйрăлăр-ха, тăванăмсем. Таçта каймастпăр-çке, пĕр хуларах пурăнăпăр, — хĕрарăмсене мĕнле лăплантармаллине пĕлмерĕ Володя.
— Мĕнле уйрăлатпăр? — каччă мĕн пирки калаçнине ăнлансах илеймерĕ Евук.
— Эпĕ Наталипе Анжелăна паянах хам пата илсе каясшăн. Пире подъезд умĕнче машина та кĕтсе ларать.
Çапла темиçе минут хушшинче пуçтарăнса тухса кайрĕç пĕр çемьене чамăртаннă виçĕ çын. Евукăн вĕсене кантăкран ал сулса ăсатмалли çеç юлчĕ.
Пӳрт пушанчĕ... Кĕтмен-туман çĕртен Евук каллех пĕччен тăрса юлчĕ. Паллах, Натали ун пурнăçĕнчен çĕтнĕ пек çухалмарĕ-ха: кашни каç тенĕ пекех шăнкăравласа тăчĕ, вăхăт пур чухне мăшăрĕ-хĕрĕпе хăнана килчĕ. Анчах вĕсен халĕ хăйсен çемйи, хăйсен йывăрлăхĕсемпе çĕнтерĕвĕсем пулни кашни хусканура, сăмахра палăрса тăчĕ. Евук валли вара кунта вырăн пулмарĕ.
Кун хыççăн кун иртрĕ. Пĕрре ирхине хăй йывăр çын пулнине ăнланса илчĕ хĕрарăм. Ĕмĕтленнĕ кĕтменлĕх пулчĕ çакă. Çухалса кайрĕ вăл. Мĕн тумаллине пĕлмерĕ. Пăлханчăк, пăтрашуллă шухăшсем çуралчĕç унра.
Паллах, ку Кирилл ывăлĕ. Теме пула-çке Евук хăйĕнче амаланма пуçланă пепкийĕ ывăл пуласси пирки пĕртте иккĕленмерĕ. Амăшĕн туйăмĕ пулчĕ-ши çакă. Темле пулсан та хĕрарăм çакна çирĕп пĕлчĕ.
Мĕн тумалла-ха ĕнтĕ халĕ? Малашне хăйне епле тыткаламалла? Çынна куçран пăхма мĕнле хăймалла? Ыйту çине ыйту. Йĕркеленсе пĕр тикĕс çул çине выртнă пурнăçа çапла пĕр самантра урăх йĕр çине куçарма пĕртте çăмăл мар иккен. Такамăн çирĕп хулпуççийĕ çине тайăнас килчĕ унăн. Анчах çумра никам та пулмарĕ.
— Каçар эс мана, ывăлăм, сана тăлăх пурнăç парнеленĕшĕн, — аллине кăкăр айне хурса сасăпах каларĕ Евук. — Çураличченех аттесĕр, тăлăх эсĕ. Санăн пĕр эпĕ кăна пур, манăн вара — эсĕ. Манăн пуласлăхăм, телейĕм, шанчăкăм. Эпĕ сана халиччен никама юратманла юрататăп. Кĕтетĕп эсĕ çут тĕнчĕне килессе.
Пуш уйăхĕн 17-мĕшĕ, 2003 çул