Каринкке Кавĕрлипе пĕрле çырнă
Пĕр чăвашпа пĕр тутар
Юланутпа, юнашар,
Улăх тăрăх пыраç тет,
Кашни хăйне ырлаç тет.
Хĕвел анать, каç пулать,
Чăваш лаши чут утать.
Кăсем чисти сӳсленеç:
— Атя ĕнтĕ канар, — теç.
Лашисене хайхисем
Çаран çине яраç те
Канма выртаç-мĕн хăйсем.
Чăваш выртать, сикмеç те.
Тутар хушать-мĕн кăна:
— Пăхсам, тусăм, лашуна! —
Чăваш тусĕ тутара:
— Ман мĕн пăхас?
Ман хура! Манне вăрă тытас çук —
Мĕншĕн тесен курас çук.
Сан лашу, ав, палăрать,
Таçтан шурă курăнать.
Вăрă пекки-мĕн килсен,
Тытсан санне тытĕç, тен.
Тутар пуçне хыçрĕ тет:
— Чее, шельмă, — терĕ тет.
Тутар çапах чăвашах
Лаша пăхма ярасшăн.
Çавăнпа та наччасрах
Ак мĕн тесе калать-мĕн:
— Атя, эппин, улштарар!
Ху лашуна мана пар —
Шур лашана хăвна ил!
— Юрать, юрать, Исмахил! —
Тесе выртать ман чăваш.
(Ун пек çĕрте вăл йăваш.)
А хăй каллех хускалмасть,
Хускалма та уйламасть.
Тутар татах: — Мĕншĕн эс
Пĕрмай çывран, чăваш? — тет.
Чăваш выртать, ним сикмест:
— Манăн шурă — курнать, — тет.
Пăхаç кăсем ирхине —
Тутар лаши урине
Тăсса выртнă... кăннă та!
Хайхи тутар тăнă та:
— Лартрăн мана, Тарас, — тет.
Чăваш хăйнех йĕкĕлтет:
— Ху патăн вĕт, пичей, — тет,
Каçса кайсах лĕхлетет.
Мĕскĕн куштан тутарăн
Çуран утас килмест-мĕн.
Ху та тутар пулсассăн,
Çуран утасах темĕн.
— Ача, атя пĕр кана
Пусар шурă лашана!
Тет-мĕн хайхи юлташне: —
Хуть тирĕпе каяр, — тет.
Чăваш: — Мĕнле апла? — тет.
— Пуссан курăн мĕнлине! —
Шурă лашана пусаç те
Туххăм тирне сĕвеç-мĕн.
Пĕр çул çине тухаç те
Лаша ӳтне утаç-мĕн.
Чăваш: — Ну, мĕн? Кала? — тет.
Тутар: — Ак мĕн тăвар, — тет: —
Эпир пĕри ларăпăр —
Тепри туртса пырăпăр.
Кам нумайрах юрлĕ, — тет, —
Çав нумайрах ларĕ, — тет.
Чăваш: — Юрĕ, юрĕ, — тет: —
Эс ларатна малтан? — тет.
Тутар ларать, ку сĕтрет:
— Янăрг ĕнтĕ, пичей! — тет,
Тутар пуçне сулласа,
Аллисемпе хăлаçланса,
Кăркка пек хăпартланса
Ячĕ, тет-мĕн, юрласа.
Чăваш сĕтрет, ку ĕрлет...
Хайхи юрри пĕтрĕ, тет.
— Ну, тутар тус, ан ĕнтĕ,
Мана туртса пăх ĕнтĕ. —
Хайхи тутар анать те —
Чăваш юрра ярать те.
Ку тутар пек сăвăллă
Сăмахсемпе юрламан,
Чăваш юрри — вăл паллă, —
Илтес килмест хăш чух ман.
Пĕр пуçласан, чăваш тек:
«Оле-ро та оле», — тет.
Ку чăваш та çавăн пек
Олерона хыт илет!
Тутар: — Пĕтри, тусăм? — тет.
Ак ку: — Çук-ха! Пуçламан —
Тин пуçлап-ха, пичей, — тет.
Чăваш каллех ĕрлет ман!
Мĕскĕн тутар чĕлхине
Йыт чĕлхи пек тăснă та
Аран туртать юлташне...
Чăваш ĕрлет-ха тата!
Тутар каллех: — Пĕтет-и?
Вăйăм пĕтрĕ, тусăм, — тет.
Ăçта чăваш чарнасси:
— Çурри пулман халĕ, — тет.
Чăваш çаплах ĕрлесех,
Пĕр пӳрт патне çитрĕç, тет.
Тутар кăна сĕтĕрсех
Алăк урлă кĕртрĕ, тет.
Хай «Олеро» тин чарнать.
Пӳртре никам курăнмăсть,
Хĕвел анать, каç пулать.
Пуртĕн хуçи таврăнмасть.
Супнă майпе тутарĕ
Кĕрĕп! кайса ӳкрĕ, тет:
— Ай-ай! Ĕнсе тымарĕ
Талса ӳкет! — терĕ, тет.
Шăршлать чăваш — тĕпелтен
Тем тутлă шарш килет-мĕн:
«Эккей, Турă пиллесен,
Апат хăех тупнать-мĕн».
Илет чăваш питлĕхе —
Çатма тулли хур ларать.
Ак мыскара, ак тĕнче!
Ак тин телей тур парать.
Чим-ха, чĕнем тутара:
Ирччен мăйĕ шыçиччен
Çисе юлтăр хуть хура.
«Вилсе кайĕ, пĕлеймĕн!»
Хур пуррине пĕлсессĕн,
Тутар йăшт! çеç тăчĕ, тет.
Ун пит çиес килнĕ-мĕн.
Тĕпелелле пычĕ те...
Чăваш хура илет те:
— Атя, çиер, пичей, — тет.
Тутар кулса илет те:
— Чу-ха, тусăм, çийĕн, — тет. —
Иксĕмĕртен, — илтеле! —
Хура ак кам çимелле:
Кам каçхине лайăхрах
Тĕлĕк курать — çав çиет.
Атя çыврар хăвăртрах:
Манăн ыйхă килет, — тет.
Выртаç. Чăваш çывăрмасть, —
Унăн куçĕ хупăнмасть.
Тутар хĕртет ыйăха!
Хĕртĕн унта, пыр — турт-ха.
Чылай тăрсан, çак пӳрте
Хуçи пырса кĕчĕ тет:
«Чим-ха, унта, тĕпелте
Хур пур, çием», — терĕ тет.
Курать чăваш — ĕç пăслать,
Кăмакаран хур шăвать.
«Чим-ха, халех хур парап!»
Хайхи чулпа тыт та çап!
Хăранипе пӳртĕнчен
Хайхи хуçа тух та шу!
Ăçта унта хур çинчен, —
Вĕçет. Çитмĕ сан лашу!
Ку пит вăйлă çапнăран
Вăранать леш ыйхăран.
— Мĕскер пулчĕ, чăваш тус?
Хăлха илтмест — хуть те пус!
Тем янăрса кайрĕ те —
Хăлха илтми пулчĕ те.
— Аçа çапрĕ-ха, тусăм!
Хам та питĕ хăрарăм.
Ну ничего, иртĕ-ха,
Пире килсе тивмĕ-ха.
Çывăр, çывăр — тĕлĕк кур —
Атту тарĕ темĕн хур! —
Тутар çыврать — выртать те.
Чăваш сиксе анать те
Çисе ярать хай хура —
Ним те юлмасть тутара!
Чăваш выртать вырăн çине.
Выçă тутар ирхине
Яшт! çеç сиксе тăрать-мĕн.
— Тăр-ха, тусăм, тăр-ха, — тет.
Чăваш: — Пушар пулчи-мĕн?
Мĕскер пулчĕ сана? — тет.
— Лайăх тĕлĕк куртăм-ха!
Шур лашапа эпĕ тек
(Мĕн тăвас тен выльăха?)
Пĕлĕт çине улхап пек.
Турăпа та калаçрăм,
Ангелпа та юрларăм.
Кун пек тĕлĕк çук та пуль, —
Хура мана паран пуль! —
Вăл тĕлĕкне малтанах
Шухăшласа хунă-мĕн.
Хăй ăсĕпе чăн-чăнах
Хам çеç çиеп тенĕ-мĕн!
— Эй, Исмахил! Эпĕ эс
Улăхнине сисрĕм те
Ĕнтĕ тутар тек килмест,
Турă ямĕ, терĕм те
Çи яр хура çараллах.
Пăхап кайран — эс кунтах! —
Хайхи тутар ним чĕнмест —
Тепле тирне сĕвеймест.
— Апла пулсан, мĕн тăвас?
Пĕр çупмалла выляр хуть.
Тем чир, манăн ĕç ăнмасть —
Çапнă çĕрте ăнми хуть. —
Чăваш: — Юрать, юрать, — тет:
Хăшĕ мĕн чул çупать? — тет.
— Камăн типĕ мĕн чул пур —
Çавăн чухлĕ çупмалла!
— Типпи пирĕн кашнин пур,
Хăшĕ малтан çупмалла? —
Тутар: — Эпĕ çупам, — тет.
Чăваш: — Пуçла эппин, — тет.
Хайхи тутар ратланса
Хăй типпине шутласа
Лайăх вуннă çапрĕ, тет.
— Ĕнтĕ пулчĕ! — терĕ, тет.
— Ĕитĕ эс лар, Исмахил!
Ĕнтĕ манран çупкă ил.
Тутар ларать, ку пуçлать.
Чăваш типне асăнать —
Тăват кукăль тыттарать.
Унтан темме кăшт чарнать.
Тутар: — Пĕтри-мĕн сан? — тет.
Чăваш: — Ха, пуçламан, тет.
Унтан пуçлать тутара
«Среда», «пятница» теме,
Ик айккинчен лектерме,
Хайхи тутар минутра
Утмăл çупкă тупать, тет, —
Сывлама та чарнать, тет.
Аран чарнать хай чăваш.
Чăваш пăхма пит йăваш —
А вăл енне кайсассăн,
Ан тив! — ая кĕрес çук.
Хуть кам унтан кулсассăн,
Хăй те маххă парас çук.
Хайхи тутар чăвашран
Аран тарса хăтлать ман.