Кăвак пĕлĕт çинче çӳрет путек,
Çӳрет, савнать, кулать вăл çуталса,
Эп хам паян, кĕркуннехи чечек
Пекех ларап хура пуçа тайса...
Мана пăхса, юри кулса, хресчен
Ларать чĕлĕмпеле тапак туртса.
Ешĕл йăмра çинче шăпчăк каçчен
Тĕрлет юрра вут пек шăрантарса...
Мĕншĕн, кала, мĕншĕн савнан хресчен?
Мĕншĕн итлетĕн шăпчăк юррине?
Мĕншĕн, кала, паян эп пĕр-пĕччен
Ларнă чух килтĕн, килтĕн ирхине?..
Е эс мана.. уй-хир çынни тесе, —
Йăваш хĕре качча парас тетне?..
Апла пулсан шыв пек хĕпĕртесе
Ишсе çитем тăван хĕрӳ патне...
Ĕнен, хĕре эп курнă пахчара.
Çырла тесе ят патăм ун чухне...
Куçне курсан... ача пек вăтанса
Пытантăм эп... часрах хӳме хыçне.
Унтан каçпа унпа эп калаçса
Тĕлĕнмен мар... ĕнен, тăван хресчен.
Сăнĕ... Сăнне курса эп савăнса...
Анчах питех кирли — чĕри мерчен!
Шупашкарти хĕрсем питне тăмпа
Сĕрсе юртса çӳреççĕ пулсан та:
Уйарпала çĕрсе пĕтнĕ кăмпа
Пекех курнаç, чăнах, йăл кулсан та...
Мана... мана уй-хир сăвăçĕ тесе,
Хĕре качча пама шутлан пулсан,
Çуркуннехи шыв пек хĕпĕртесе
Ишсех çитем хĕрӳ патне паян!