Хĕрлĕ-хĕрлĕ, хĕрлĕ мăкăньсем,
Виçĕм çул чечеклĕн чĕрĕлнисем.
Çил çилленчĕ, çил вĕçтерччĕ-çке сире,
Хăйăр хĕртрĕ çеп-çемçе çĕре.
Чĕлтĕрти çеçкеллĕ мăкăньсем,
Виçĕм çул чечеклĕн чĕрĕлнисем!
Эпĕ — сирĕн хуçăр — инçетре
Выçăхса сĕтĕрĕнсе çӳреп,
Хĕрлĕ-хĕрлĕ мăкăньсене асăнса,
Хĕрлĕ мăкăньсемшĕн хуйхăрса.
Йĕлпер хĕрлĕ тăрлă мăкăньсем,
Виçĕм çул чечеклĕн чĕрĕлнисем,
Çут хĕвеллĕ кăнтăрла ăшши
Каллех çавăрăнса килĕ-ши?
Симĕс çитлĕ çимĕç пахчара
Кĕтсе илейĕр-ши хуçăра?
Хĕрлĕ-хĕрлĕ, хĕрлĕ мăкăньсем,
Виçĕм çул чечеклĕн чĕрĕлнисем,
Çил çилленчĕ, çил вĕçтерччĕ-çке сире, —
Хуçăр выçă çӳрет инçетре.