Вăш-вăш туса çил вĕрет,
Хĕвел тухăç хĕрелет,
Çутă уйăх пытанать,
Çăлтăр сӳнет, çухалать...
Улăх тăрăх шур тĕтре
Сарăлать те хăпарать;
Курăк çумне, çĕр çине
Сывлăм ӳкет, сырăнать.
Хура вăрман хыçĕнчен
Шуса тухрĕç пĕлĕтсем,
Хĕвел тухса çитиччен
Вут пек вĕсен хĕррисем.
Шыв хĕрринчи садсенче
Кайăк юрри янăрать,
Килте кĕлет умĕнче
Автан сиксе авăтать.
Аш ыйхинчен ĕç çынни
Вăл сассемпе вăранать,
Ура сырать, пит çăвать,
Часрах ĕçе тытăнать.
Ерипеле, хăй майпе
Хĕрлĕ хĕвел хăпарать,
Хăйĕн ырă çутипе
Пур çынна савăнтарать.