Таса уйри çăмăл çил,
Ман юрра итлесе ил.
Эпĕ ĕнтĕ санран та
Ирĕклĕрех, çăмăлрах.
Çулăм пек ĕмĕт вăйĕ
Мана паллайми чĕртрĕ.
Ĕнтĕ телее тупрăм,
Санпа пĕр тăван пултăм.
Пĕр вĕçтер-ха кун çинчен
Камчаткăран Карпатчен!
Вăрман витĕр, хир тăрăх,
Хуласем-ялсем тăрăх
Юрласа вĕçсе çӳре:
«Сухаç ĕçлет ирĕкре;
Сивĕ тимĕр сăнчăрсем
Унăн пĕтрĕç. Тĕрмесем
Тума хал çук йывăр ĕç.
Тĕттĕм çĕр иртсе кайрĕ,
Хĕвел хĕрелсе тухрĕ,
Çĕре телейлĕ турĕ».