Кĕрхи вăрман салху сулхăнĕнче
Пулмашкăн хапăл мар пуль нимĕнле чĕрчун та.
Шăп-шăпăртах вăрман хутлăхĕнче
Шухăшăмпа пуятăп темшĕн чăн та.
Вĕçе-вĕçе иртеççĕ пĕлĕтсем,
Çук, пĕлĕтсем те мар тăр — ĕмĕтсем
Васкаççĕ эп курман, пĕлмен çĕре,
Мĕскер шыраç вĕсем çав ют çĕрте.
Кĕр сăнĕнче мĕн чухлĕ ĕлккенни!
Вăрман çаралнă, симĕсех юманлăх
Пит васкамасть хывмашкăн ĕлккине,
Хавалĕнче пурнать иккен-ха мăнлăх.
Санра эп несĕл сăнарне куратăп,
Тĕреклĕхӳ — ман юнăмра чупать.
Юманлăха мĕн виличчен юратăп
Пĕр кăмăллă, хавас кăна чунпа.